Хыпар 113-114 (27992-27993) 07.10.2022

7 Юпа, 2022

«Пуçарусене ырласа йышăнатăп»

Иртнĕ ытларикун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тÿрĕ лини ирттерчĕ. Вăл «Эткер» центрта йĕркеленĕ студирен эфира тухрĕ. Çитес çул Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнă май регион ертÿçи халăхпа ачалăхпа çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕ.

Тÿрĕ эфира Чăваш наци телерадиокомпанийĕн телекурав редакторĕ Мария Шоклева, «Куча-Мала» ача-пăча медиацентрĕн хастарĕсем ертсе пычĕç. Студие ытларах ачасене пухнă. Çавăн пекех ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, ШĔМĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕн ертÿçи Наталья Чапурина, ашшĕамăшĕ, педагогсем пынă. Тÿрĕ линие кăçал яланхи пек мар йĕркеленĕ: Олег Алексеевич ачасемпе калаçрĕ, телеертÿçĕсем районсенчен килнĕ видеошăнкăравсене йышăнчĕç, республикăри колл-центрпа çыхăнăва тухрĕç. Палăртмалла: эфир региона ертсе пыракан центр /ЦУР/ пулăшнипе иртрĕ.

- Олег Алексеевич, ачалăхри чи телейлĕ саманта аса илĕр-ха. 

— Чи савăк самантсем çывăх çынсемпе юнашар пулнипе çыхăннă. Халĕ ав куç умне аннен çуралнă кунĕ тухса тăчĕ. Атте пире хăй тавра пухрĕ. Уяв хуçине хăлхаран туртас тесе хăваларăмăр. Шел те, атте эпĕ 7 тултаричченех çĕре кĕчĕ.

- 2023 çула мĕне халалласси пирки халăх шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕç. Пурĕ 12 сĕнÿ суйларĕç. Мĕншĕн шăпах телейлĕ ачалăхпа çыхăнтарма тĕв турăр?

— Кун валли темиçе сăлтав пулчĕ. Чи малтанах ку 3 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе, вĕсене аталантарассипе çыхăннă. 2020 çул Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ пулчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа лартнă мемориалсемпе палăксене юсарăмăр. 2021 çулта та иртнĕ вăрçа аса илме пăрахмарăмăр. Ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă строительсене халалларăмăр. Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ пирки нумай факт уçăмланчĕ. Вĕсем хамăр халăхпа мăнаçланма май пачĕç. Кăçал паллă ентешсене сума сурăмăр, вĕсем хăварнă ырă ĕçсене аса илтĕмĕр. Мухтавлă ентешсем çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Иккĕмĕш сăлтав — Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2017-2027 çулсенче Ачалăх вунă çуллăхĕ иртет. Çак ятпа нумай ĕç пурнăçланать. Вĕсен тĕллевĕ — ачасене хăйсен çул-йĕрне тупма пулăшасси, ялта пурăнакансене те хуларисенчен кая мар условисенче аталанма, вĕренме майсем туса парасси. Виççĕмĕш сăлтав — РФ Президенчĕ çитес çулталăка педагогсемпе наставниксене халаллама йышăнчĕ. Эпир те ку енĕпе пуçарнă ĕçсене телейлĕ ачалăхпа çыхăнтарса малалла тăсăпăр.

- Çитес çул ачалăхпа çыхăннă мĕнле мероприятисем ирттерме палăртнă? 

— Вĕсем питĕ нумай пулĕç. Паллах, халăх ыйтнине шута хурăпăр. Вĕрентÿпе кăна мар, воспитанипе те çыхăнтарăпăр. Çак икĕ ăнлав пĕрлешни савăнтарать. Вĕренÿ тытăмĕнче чылай çул воспитани ыйтăвне тимлесех кайман. Юлашки çулсенче ку çитменлĕхе пĕтертĕмĕр, воспитани ыйтăвне малти вырăна кăлартăмăр. Çавна май пухнă еткерлĕхе вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарма палăртрăмăр. Тĕслĕхрен, ача-пăча туризмĕн маршрутне «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал, Куславккари Николай Лобачевский ячĕллĕ музей кĕреççĕ. Музейре, сăмахран, математика урокĕсене тарăннăн ирттерме пулать. Мемориал лапамĕнче вăрçă вăхăтĕнчи уйрăм тĕслĕхсемпе фактсене илсе кăтартса истори вĕрентме май пур. Шырав отрячĕн боецĕсем, шкул ачисем тунă тĕпчевсем çине таянса уроксене кăсăклă йĕркелеме пулать. Çакнашкал мероприятисене плана кĕртĕпĕр те. Программăна тĕрлĕ сферăран хутшăнакан йышлă пуласса, ачасем хăйсем те сĕнÿсем парасса шанас килет.

- Куславккари икĕ шкулăн стадионĕнче хыт хура ашкăрать, тротуарсем арканаççĕ. Стадиона хăçан туса пĕтерĕç?

— Асăннă хулара ĕçлесе çитерейменни пуртăр, анчах пĕтĕмпех начар темелле мар. Пĕлтĕр «Вĕрентÿ учрежденийĕсене модернизацилесси» программăна пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Республикăри 53 шкулта, 38 садикре тĕплĕ юсав иртрĕ. Программа стандарчĕсене палăртнă. Вĕсене пурнăçласси — пысăк калăпăшлă ĕç. Кĕске самантра пулаймĕ вăл. Ĕçсем тапхăрăнтапхăрăн пыраççĕ. Юсав ĕçĕсем каникул вăхăтĕнче иртеççĕ. Чи малтанах шкул корпусне юсаççĕ, унтан — таврашне хăтлăх кĕртеççĕ. Анчах кăçал юсанă шкулсен картишĕсене хăтлăлатассипе çыхăннă чăрмавсем пулчĕç. Федераци программи вăя кĕнĕ май ку ĕçсем валли укçа уйăрма тытăнчĕç. Республикăри 31 шкул Раççей шайĕнчи программăна кĕчĕ. Анчах федераци программин — хăйĕн условийĕсем, вăл хамăр енчен финанс уйăрассипе çыхăннă. Çавăнпа республика укçине федераци программипе килĕшÿллĕн юсама палăртнă шкулсене патăмăр. Çывăх вăхăтра, юпа уйăхĕн вĕçĕнче, республика бюджетне улшăнусем кĕртĕç. 421 миллион тенке пĕлтĕр юсанă шкулсен картишĕсене хăтлăлатмашкăн уйăрма палăртнă. Кашни шкул çумĕнче хăрушлăхсăр çĕнĕ йышши стадион пулĕ. Унта вырăнти халăх та çÿреме пултарĕ. Ĕçсене куллен пурнăçласа пырса 50% таран кивелнĕ кашни шкула 2026 çулччен юсăпăр. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Театр – çекĕлтен, ял стелăран пуçланать

Чăваш Енре — 1700-е яхăн ял. Вĕсенчен кашнин кун-çулĕ хăйне евĕр. Пĕтекеннисем те, аталанаканнисем те пур. Калăпăр, Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Аслă Кăршкара çуртсенчи мăрьесенчен тахçантанпах тĕтĕм тухмасть. Çав вăхăтрах Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Шăнкăртам çулсерен сарăлать. Паян вара эпир пĕрешкел ятлă ялсем çинчен сăмах пуçарăпăр.

Сителсем çыхăну тытаççĕ Пĕр пек ятлă ял Чăваш Енре чылай. Пĕр ялтан тепĕр вырăна куçса çĕнĕ ял никĕсленисем ытларах чухне малтанхи ятах хăварнă. Акă, сăмахран, Канаш районĕнче Сител пур. Николай Ашмарин словарĕнче палăртнă тăрăх, ку ял тĕне кĕмен чăваш ятĕнчен — Сителтен — пуçланнă. Сăмах май, Вăрнар районĕнче кунашкал ятлă юхан шыв юхать. Вăл Кĕçĕн Çавалăн сылтăм юппи шутланать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те Сител ялĕ пур. Вăл Аслă Арапуç ял тăрăхне кĕрет. 2019 çулта ялти хастар çамрăксен пуçарăвĕпе стела вырнаçтарнă. Унта ялăн чăвашла тата вырăсла ячĕсене палăртнă. «Сител ялĕ Патăрьел районĕнче, Пăла шывĕ хĕрринче, асамлă вăрман варринче вырнаçнă. Пирĕн йăхташсем 1651 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи /хальхи Канаш районĕнчи/ Сител ялĕнчен куçса килнĕ», — çырнă стела çине. Çапла майпа вĕсем çав тери пысăк ĕç тунă. Хăйсем ăçтан тухнине манманнине кăтартнă. Çакна малашне çамрăксем те пĕлсе тăрĕç. Чи пахи — Патăрьел районĕнчи Сителсем Канаш енчи Сителсемпе туслă çыхăну тытаççĕ. Тăрăн ятлă ял Чăваш Енре тăваттă. Вĕсем Шупашкар, Канаш, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче вырнаçнă. Историксем çырнă тăрăх, Шупашкар районĕнчи Тăрăн ыттисенчен маларах пулса кайнă. Иван Дубановăн «Чăваш Республикинчи географи ячĕсем» кĕнекере ăнлантарнă тăрăх, «трун/турун» Атăлçи пăлхарсен «паллă çын» тенине пĕлтернĕ. Николай Ашмаринăн словарĕнче «Тăрăн» — темиçе яла пĕрлештерсе тăракан сала ячĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ: Шупашкар районĕнчи тавра пĕлÿçĕсем ав кунта тăхăр Тăрăн пулни пирки калаççĕ: Шинер Тăрăн, Вăрманкас Тăрăн, Ытмар Тăрăн, Арçунакасси Тăрăн... Иван Дубановăн шухăшĕпе, Тăрăн ялĕсене пăлхарсен паллă йăхĕсем пуçарнă. И.Галкин шухăшĕпе, Турун /Туруново/ топоним тĕне кĕмен çармăс ятĕнчен — Турунтан — пулнă. Яла вăл пуçарнă. Çармăссен Турун, Торун 18-19-мĕш ĕмĕрсемчченех пулнă. Пăлхарсен «турун» кнеç тенипе тан. 1649 çулта «Турунова волоçĕ» пулнă. Патăрьел районĕнчи Тăрăна Шупашкар районĕнчи Тăрăнтан куçса кайнă çынсем никĕсленĕ. Çак ĕç-пуç 1600 çулсен пуçламăшĕнче пулнă. Çапах каласа хăвармалла: Шупашкар районĕнчи Тăрăна маларах Мăнçурт, Чиркÿллĕ Тăрăн тенĕ. Упи — чи аслисенчен пĕри Трак тăрăхĕнчи Упи — республикăри чи аслă ялсенчен пĕри. Вырăнти тавра пĕлÿçĕ Владимир Константинов хăйĕн 2000 çулта тухнă кĕнекинче Упи çичĕ теçетке çул каялла йĕркеленни çинчен пĕлтернĕ. Василий Димитриев 1988 çулта кăларнă «Чувашские исторические предания» кĕнекинче: «Красноармейски районĕнчи Мăн Çавал хĕрринче вырнаçнă Упи ялне тутар-монгол çарĕсем аркатнă хыççăн Кама тăрăхĕнчен тарса килнĕ чăвашсем 14-мĕш ĕмĕрте йĕркеленĕ. Сĕм вăрман кашлакан вырăна чи малтан Упи ятлă паттăр хăйĕн çар отрячĕпе килсе çитнĕ. Вĕсем уçланкăра вырнаçнă. Упи хăйĕн çыннисемшĕн тăрăшнă, вĕсене хÿтĕленĕ», — тесе çырнă. Ял ятне унăн ячĕпе панă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Красномайск ялне 17-мĕш ĕмĕрте Трак тăрăхĕнчи Упирен куçса кайнă чăвашсем йĕркеленĕ. Асăннă ял маларах Начар Упи ятлă пулнă. Юхма Упи тени те тĕл пулать. 17-мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Шăхаль чăвашĕсемпе Шăнкăртам мишерĕсем çĕр лаптăкĕсене çавăрса илсе вĕсене хĕстернĕ. Начар Упи чăвашĕсем ирĕксĕр тенĕ пек Чăнлă шывĕ хĕррине куçса кайнă. Кивĕ Упи, унтан Пасарлă Упи ялĕсене пуçарнă. Каярахпа Çĕнĕ Упи тата Пĕчĕк Упи, Тутар Упи ялĕсем йĕркеленнĕ. Упи тăрăхĕ маларах пасар вăйлă пулнипе палăрнă. Кунта купсасем тĕрлĕ тăрăхран килнĕ. Вăрмар тăрăхĕнче Арапуç ятлă ял пур. Ăна, Н.Петровăн «Арапуç ялĕн историйĕ» кĕнекинче çырнă тăрăх, Тутарстанри Сĕве хули çывăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсем йĕркеленĕ. Иван Дубановăн «Чăваш Республикинчи географи ячĕсем» кĕнекере пĕлтернĕ тăрăх, маларах вăл вырăсла «Арябаши», «Старые Арябоси» пулнă. Ял ятне документсенче 1625 çулта асăнни тĕл пулать. Арапуç Ара шывĕ хĕрринче вырнаçнă. «Ара» сăмах вара турккă, туркмен, азербайджан, кăркăс тата тутар чĕлхисенче «сыпăк», «икĕ пункт хушшинчи тăтăк» тенине пĕлтерет. Венгр чĕлхинче «ер» юхан шыв пĕлтерĕшлĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи Арапуçран Пăла шывĕ хĕррине куçса кайнă çынсем 1500 çулсенче Аслă Арапуç ялне никĕсленĕ. Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта салан 500 çулне уявлама хатĕрленеççĕ. Апла тăк вăл 1523 çулта йĕркеленнĕ. Маларах ăна хут çинче вырăсла «Арабуси на речке Буле», «Большие Арабузи», «Большия Арбузи» тесе палăртнă. 1939 çулта ăна Первомайски ят панă. Хăй вăхăтĕнче Аслă Арапуçран куçнисем Кĕçĕн Арапуç ялне йĕркеленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсенче виçĕ Арапуç ялĕн уявне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ял çыннисем йăхташĕсем патне хăнана çÿренĕ, концерт лартнă. Аслă Арапуçсем те яла Каçал енчен пырса кĕнĕ вырăна стела лартнă. Яла Вăрмар районĕнчи Арапуçсем никĕсленине палăртнă унта. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Ирина АРХИПОВА: Паттăр пионер калани çула уçса пычĕ

— Çамрăк чухнехине аса илетĕп те: «Эй, ку япăх сăн ÿкерчĕк, çурса пăрахатăп», — тетчĕç тантăшсем. Эпĕ çурма нихăçан та васкамастăм. Вăхăт иртсен вĕсене пăхсан аса илÿ çуратма питĕ лайăх пулĕ тесех упраттăм. Маншăн хамăн альбомри кашни сăн ÿкерчĕк паха. Шкулта вĕреннĕ чухнехи-и, студент вăхăтĕнчи-и — пурте хаклă. Малалла талпăнма пире иртнĕ пурнăç, мĕн чăтса ирттерни пулăшса пырать. Паянхи саманара сăн ÿкерчĕксене электронлă майпа упратпăр пулсан та эпĕ вĕсене пичетлетĕп, — каласа кăтартрĕ рубрикăн паянхи хăни, ЧР тава тивĕçлĕ артистки, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артистки Ирина Архипова. Вăл республикăра пурăнакансене Чăваш наци радиовĕн эфирĕнчи «Литература вулавĕ» кăларăмра калавсемпе те паллаштарать: сăнарсене чун витĕр кăларса вĕсемпе савăнать, кулянать…

АТТЕПЕ АННЕ. Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Чи кĕçĕнни, чи ачашши. Атте Александр Архипович, анне Перасковия Константиновна ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хучĕç. Пĕчĕк чухне аннепе хăмла татма кайни куç умĕнчех. Кăнтăрлахи апата киле килсе вăхăт ирттермен, çимеллине чиксе кайнă. Хăмла йÿçекĕллĕ алăпа тытса çисен çăкăрпа тăвар тата тутлăрах пек туйăнатчĕ. Хăмла авăрне туртса антарма вăй çитместчĕ. «Кăштах вăйлăрах пулсан кашнинех туртса антарăттăн!» — тетчĕç аслисем. Хăмла леçме машинăна ларса каяттăм. «Ан чышăр-ха, хăмла пиçсе каять, ăна упрамалла», — тетчĕ анне. Шел, çывăх çыннăмсем пурнăçран уйрăлчĕç. Аннепе юлашки хут ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕке те сĕтел çинчех упратăп.

ХИСЕПЛĔ ЯТ. 2008 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин ячĕпе чысларĕç. Ун чухне театрăн шăпах 75-мĕш çулхи юбилей каçĕччĕ. ЧР культура министрĕ пулнă Наталья Володина сцена çинче эпĕ хисеплĕ ята тивĕç тесе халăха пĕлтерчĕ. Ĕçĕме хакланăшăн савăнтăм. Ун йышши телейпе чи малтанах хĕрĕмпе пайланатăп. Çак сăн ÿкерчĕк ялан манăн умра, ĕç пÿлĕмĕнчи сĕтел çинче. Пурнăçра çăмăллăхсем пулччăр тесен ăнăçлă сăн ÿкерчĕксене куç умне лартмалла. Маншăн савăнăçлă çав самант — ун йышшисенчен пĕри. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Университет 55 çул пĕлÿ тĕнчине çул уçать

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнăранпа кăçал 55 çул çитрĕ. Аслă шкулăн ĕнерхи кун-çулĕ, паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, ыранхи тĕллевĕсем пирки Андрей АЛЕКСАНДРОВ ректор каласа кăтартрĕ.

Пĕр ĕмĕр каяллах çуралнă шухăш Шупашкарта патшалăх университетне уçас ыйтăва 1920 çултах çĕкленĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев та хамăрăн университета уçма сĕннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче ку сăмах патне тепĕр хутчен таврăннă. Анчах ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме каллех май килмен. 1967 çулта тин университет йĕркелес ыйтăва татса панă. Ку ĕçре патшалăх тата парти деятелĕсен Семен Ислюковпа Илья Прокопьевăн тÿпи пысăк. Семен Матвеевич КПСС Тĕп комитечĕн секретарĕпе Леонид Брежневпа тата СССР Министрсен Канашĕн Председателĕпе Алексей Косыгинпа тĕл пулса Чăваш çĕрĕнче университет уçма ÿкĕте кĕртме пултарнă. Çапла майпа çурлан 17-мĕшĕнче СССР Министрсен Канашĕ истори пĕлтерĕшлĕ йышăну кăларнă. Авăнăн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕ студентсен пĕрремĕш йышне йышăннă. Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче университета И.Н.Ульянов ятне панă. Аслă шкулăн пĕрремĕш ректорĕ пулма техника наукисен докторне, Хусан патшалăх университетĕнче нумай çул ĕçленĕ Семен Сайкин профессора çирĕплетнĕ. Ăслăлăх проректорне — С.Абруков профессора, вĕрентÿ ĕçĕн проректорне А.Аракеляна лартнă. Университета çĕршыври чылай вĕренÿ заведенийĕнчен пултаруллă преподавательсемпе тĕпчевçĕсем ĕçлеме килнĕ. Пĕрремĕш çулхине аслă шкулта çичĕ факультет — истори-филологи, медицина, пĕтĕмĕшле техника, хими, экономика, электротехника, промышленноç электрификацийĕ тата строительство — уçăлнă. 1967-1968 вĕренÿ çулĕнче электротехника, промышленноç электрификацийĕн тата пĕтĕмĕшле техника факультечĕсенче 3800 ытла студент вĕреннĕ. Вĕсене 200 çын, çак шутра — наука докторĕсемпе кандидачĕсем 20-ĕн — пĕлÿ панă. Истори-филологи факультетĕнче ăс пухакан 900 ытла студента 3 профессортан тата 30 доцентран тăракан коллектив вĕрентнĕ. 1968-1969 вĕренÿ çулĕнче физика-математика факультетне уçнă. Çапла майпа техника факультечĕ машиностроени тата инженери-строительство факультечĕсене йĕркелемелли май пулса тăнă. Аслă шкула никĕсленĕренпе университет самай улшăнса çĕнелчĕ, çирĕпленчĕ. Хальхи вăхăтра вăл Раççейри вăйлă аталаннă инноваци, ăслăлăх, вĕрентÿ тата культура центрĕсенчен пĕри, пысăк рейтинглă вуз шутланать. Унăн вĕрентÿ программисемпе ĕçлеме ирĕк паракан лицензи тата патшалăх аккредитацийĕн свидетельстви пур. Вузăн инфратытăмĕ те паянхи кун ыйтнипе килĕшсе тăрать. Университетăн хăтлă кампусне туса хурассишĕн нумай тăрăшрăмăр, вĕрентÿ корпусĕсене, общежитисене юсанă. Ку енĕпе наци проекчĕсем самай пулăшаççĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн акă 2-мĕш тата 3-мĕш общежитисене реконструкцилетпĕр. Хальхи вăхăтра университетра 150 яхăн профессорпа наука докторĕ, 600 ытла доцент, ăслăлăх кандидачĕ вăй хурать, 15 факультет, Улатăр хулинче филиал ĕçлет, бакалавриатăн 57 направленийĕпе, специалитетăн 27 программипе, магистратурăн 31 енĕпе пĕлÿ илме пулать. Ултă диссертаци канашĕ ĕçлет. Тĕнчери 25 çĕршыври 80 вĕрентÿ организацийĕпе çыхăну йĕркеленĕ, 18 патшалăхри 69 аслă шкулпа ĕçтешлĕх килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ, республикăри 400 ытла предприяти-организаципе, Раççейри вун-вун вузпа тачă çыхăнура тăрать. «Университет ачасем валли» проектпа килĕшÿллĕн преподавательсемпе студентсем шкулсенче ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. «Педагогсем — производствăна» проекта хутшăнса преподавательсем предприятисене тухса çÿреççĕ. Факультетсен çумĕнче шкул ачисем валли 35 кружок йĕркеленĕ. Çулсерен университетра олимпиадăсемпе предмет конкурсĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Николай ВАСИЛЬЕВ: Аграрисене тĕрлĕ енлĕн пулăшатпăр

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ял хуçалăхĕнче те, ытти отрасльти пекех, кунсерен тенĕ пек çĕнĕлĕхсем вăй илсе пыраççĕ. Ĕнесене акă роботдоярсем сăваççĕ. Ака-суха ĕçĕсене те аграрисем автопилотпа усă курса пурнăçлаççĕ, дрон пулăшăвĕпе калчасене апатлантараççĕ, им-çамлаççĕ. Çĕнĕ технологисем вăя кĕрсе пыни ĕçе чылай çăмăллатать. Республикăри ял хуçалăх организацийĕсене наука тĕпчесе-тĕрĕслесе йышăннă меслетсене, хальхи вăхăтри технологисене ĕçе кĕртмешкĕн, ял хуçалăх таварне туса илекенсене конкурентлăхне аталантармашкăн республикăра «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕ туса хунă. Паян эпир унăн директорĕпе Николай Васильевпа организаци ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçăпăр.

Çирĕм çул та çитет — Чăваш Республикинче Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе «Агро-Инновацисем» унитари предприятине туса хунăранпа часах çирĕм çул çитет. Унăн тĕллевне малтанах тĕплĕ палăртнă. Наука çитĕнĕвĕсем аграрисем патне хăйсем тĕллĕн çитеймеççĕ. Кунта сирĕн специалистсен, аграри консультанчĕсен, тÿпи пысăк. — «Агро-Инновацисем» предприяти 2004 çулта йĕркеленнĕ. Паянхи кун кунта 20 яхăн çын вăй хурать. Эпир тĕрлĕ енлĕн ĕçлетпĕр, пирĕн темиçе уйрăм. Чи малтанах ял хуçалăх ĕçне çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртекен пай пирки калас килет. Специалистсем çĕнĕлĕхсене тишкерсе вĕсене АПК ĕçченĕсем патне çитерессишĕн тăрăшаççĕ. Çав тĕллевпе эпир хамăр патра семинарсем ирттеретпĕр, районсене тухса çĕнĕлĕхсем пирки каласа паратпăр, опытпа паллаштарма аграрисене Раççейĕн тĕрлĕ регионне илсе тухатпăр. Вĕсем çĕнĕ технологисемпе ĕçре паллашчăр, ахаль çынсемех вĕсене алла илме пултарнине курччăр. Тĕслĕхрен, специалистсемпе «Çĕр улмине мухтав» хуçалăхра çĕр ĕçне биологизацилерĕмĕр. Çак ĕçе Владимир Мутиков профессор пуçарнă, пирĕн тата хуçалăхăн специалисчĕсем малалла аталантараççĕ. Ял хуçалăх организацийĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмеççĕ, çавна май тăпрана органика удобренийĕ хываймаççĕ. Çĕре минерал удобренийĕпе çеç апатлантарсан унăн пахалăхĕ чакать. Ăна лайăхлатмашкăн пусă çаврăнăшне пăхăнмалла, сидераци культурисем акмалла. Çапла туни тăпрари организмсене вăй илсе аталанма, тăпра пахалăхне лайăхлатма май парать. Пирĕн специалистсем Вăрнар районĕнчи «Санар» агрофирмăпа та ĕçлеççĕ. Ресурссене перекетлекен технологисенчен пĕри — Ноу-тилл меслет. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ — сухаламасăр акни. Çĕнĕ технологисем тухăçа ÿстернипе пĕрлех ресурссене перекетлеме, продукцин хăй хаклăхне пĕчĕклетме май параççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çĕнĕ технологисене тишкерес тĕллевпе Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăхпа çыхăну тытатпăр. Республикăри ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри тупăшăн пысăк пайне модернизаци ĕçне хывнипе уйрăлса тăрать. Çитес вăхăтра унта республикăри пĕрремĕш дояр-робот хута каймалла. — АПКна аталантарас текенсен патшалăх пулăшăвĕн программисене хутшăнса грант тивĕçме май пур. «Агростартап», «Çемье ферми», «Перспектива» … — çул уçса паракан программа сахал мар. Вĕсене хутшăнас текенсем чи малтан сирĕн пата килеççĕ… — Патшалăх пулăшăвне тивĕçес текенсен чи малтанах бизнес-план хатĕрлемелле. Инвестици хывас тĕллевлĕ предприятин те, çыннăн та укçа ĕçлесе илме палăртнине кăтартмалла. «Агро-Инновацисем» информаципе аналитика пайĕ шăпах çак енĕпе ĕçлет, бизнес-план хатĕрлеме пулăшать. Ял хуçалăхне аталантарас текенсене çĕршывра 2012 çултанпа грант евĕр пулăшу кÿме пуçларĕç. Унтанпа чылай çын фермер хуçалăхне йĕркелесе аталану çул-йĕрĕпе çирĕп утма тытăнчĕ. Патшалăх пулăшăвне тивĕçсе АПКна аталантарас текенсене патшалăх программисемпе тĕплĕ паллаштарас тĕллевпе брошюрăсем хатĕрлетпĕр. Кашни çулталăк пуçламăшĕнче семинар ирттерессине те йăлана кĕртрĕмĕр. Унта кашни программа пирки анлăн каласа кăтартатпăр, ыйтусене уçăмлататпăр. Районсене те тухса çÿретпĕр. 2021 çултанпа республикăра çынсене хушма тупăш илме май паракан «Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем» программа пурнăçланать. Унта хутшăнас тесен «Мой налог» приложенире регистрациленмелле. Çак программăна чиновниксемсĕр пуçне пурте хутшăнма пултараççĕ: пĕр-пĕр организацире вăй хуракансем те, хальхи вăхăтра ниçта та ĕçлеменнисем те. «Хăй тĕллĕн ĕçлекен» программăна хутшăнса çынсем выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатма та, техника туянма та пултараççĕ. Унăн хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштармашкăн районсене тухса семинарсем ирттеретпĕр. Çавăн пекех пирĕн ятарлă лаборатори те пур. Специалистсем выльăх апачĕн, сĕтĕн пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Пасарсене, лавккасене çитсе ял хуçалăх таварĕсен хакне тишкересси те — пирĕн тивĕçех. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


«Чăваш йăлинчен иртмерĕм – яла таврăнтăм»

«Кăçалхи тухăç савăнтарать, — терĕ Борис Емельянов фермер калаçăва хавхалануллăн пуçăннă май. — Тыр-пул кашни гектартан вăтамран 38-40 центнер тухрĕ. Пахча çимĕç те аван çитĕнчĕ. Анчах культурăсен хакĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех».

Агронома вĕренме — Мускав облаçне Паянхи кун вăл 170 гектар çĕр çинче тĕрлĕ культура çитĕнтерет, çав шутра тара илнĕ çĕр — 24 гектар. Ытларах тулă, урпа, сĕлĕ акать, çавăн пекех — викăпа сĕлĕ хутăшĕ те. «Вĕсен вăррине туса илетпĕр, утта çулатпăр. Çĕре сухаланă хыççăн пĕр вăхăт канать. Вика хăй хыççăн тăпрана азотпа пуянлатать. Унта акнă-лартнă культура кайран азота тăпраран илет», — ăнлантарчĕ Борис Петрович. Хăй вăхăтĕнче агроном профессине алла илни, паллах, ăна ĕçре пулăшать. Патăрьел районĕнчи Çăл Атăк ялĕнче çуралса ÿснĕскер Турханти вăтам шкул хыççăн ют тăрăха кайса тĕпленме шухăшламан. Çемьери пĕртен-пĕр ывăл ашшĕ-амăшĕшĕн тĕрек пулмаллине чунпа йышăннă. Çапах агроном профессине алла илме Мускав облаçнех кайнă. Коломнăри ял хуçалăх техникумĕнче /халĕ Н.Козлов ячĕллĕ аграри колледжĕ/ пĕлÿ илнĕ вăл. Чăваш ачи мĕншĕн унта çитиех кайнă-ха? Çак хулара унăн тăватă аппăшĕ пурăнать иккен. Раисăпа Петр Емельяновсем 5 хĕрпе 1 ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем туслă çитĕннĕ. Çавна май тăватă хĕрĕ пĕрин хыççăн тепри асăннă хулана туртăннă, унтах тĕпленнĕ. Ывăлĕ те пĕлÿ илме çавăнта çул тытнă. «Диплом илнĕ хыççăн Мускав облаçĕнчи пысăк хуçалăхра юлма май пурччĕ, — тăсăлчĕ пирĕн калаçу. — Кун пирки техникум директорĕ чĕнсе илсех пĕлтерчĕ. Анчах эпĕ, çемьере пĕртен-пĕр ывăл пулнăран, тăван яла таврăнма, атте-аннепе юнашар пулма шухăшлаттăм. Чăваш йăлийĕркинчен иртес темерĕм». Дипломлă çамрăк пĕр вăхăт колхозра агрономра, ял тăрăхĕнче çĕр виçекенре тăрăшнă. Хуçалăхсем хавшанă вăхăтра, фермер ĕçне пуçăнма шут тытнă. «Ун чухне самани çапларахчĕ: колхоз пĕтсе пырать, пахча ĕçĕсене тума техника çук. Çавăнпах ĕнтĕ трактор туянтăм, каярахпа вара плуг, ытти хатĕр-хĕтĕр. Çур гектар çĕртен ĕçе тытăнтăм. Ăна ерипен ÿстерсе пытăм. Малтанласа çĕр улми лартрăмăр. Ку культурăна туса илме техника çеç мар, çын алли те кирлине ăнлантăм. Агрегатсене пĕтĕмпех пухса çитернĕччĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» упрама пысăк путвал е управ та кирлĕ çав. Кĕркунне сутни тупăш кÿмест. Çак пахча çимĕç хăй «ДИПЛОМ ИЛСЕН МУСКАВ ОБЛАÇĔНЧИ ПЫСĂК ХУÇАЛĂХРА ЮЛМА МАЙ ПУРЧЧĔ» l Депутат удостоверенине илнĕ самант. l Часавай. хаклăхне аран саплаштарса пынине туйрăм. Çавна май тыр-пул çитĕнтерме шут тытрăм», — терĕ Борис Петрович. Емельяновсем асăннă культурăна тата ытти пахча çимĕçе вуçех пăрахăçламан. Вĕсене кашни çулах пĕчĕкрех лаптăкра çитĕнтереççĕ, управа хураççĕ. Иртнĕ çул акă пахча çимĕç хакĕ самай ÿсрĕ. Çапах çĕр улми лаптăкне пысăклатма шухăшламасть фермер. Мĕншĕн тесен ăна пуçтарса кĕртме çăмăл мар: ятарлă комбайн кирлĕ е çын алли. Ку тăрăхра вара ĕçлекен çынна тупма йывăр. Ытларахăшĕ севок сухан хирĕнче тăрăшать. Севок тенĕрен, çакна каламалла: Емельяновсем ăна та ÿстереççĕ. Кăçал вăл та тухăçĕпе савăнтарнă. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Эпĕ  ăсталанă ал ĕçĕсем ректор пÿлĕмĕнче те пурччĕ»

Парксемпе скверсене йывăç скульптурăсем илем кÿреççĕ. Вĕсене пуртăпа, бензопăчкăпа тата ытти ĕç хатĕрĕпе касса хатĕрлеççĕ. Электрохатĕрпе ĕçлекен маçтăр Чăваш Енре сахал мар. Акă Шупашкарта пурăнакан Андрей Кошкин ку ăсталăха 2000 çулсенчех алла илнĕ. Нумаях пулмасть вăл Пĕтĕм Раççейри «Сорокин еткерçисем» фестиваль-конкурсра çĕнтерсе таврăннă.

Андрей Геннадьевич каланă тăрăх, йывăçран илемлĕ япаласем касма вăл шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланă. «Пичче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче ĕçлетчĕ. Педагогика вĕрентнĕскер çак ăсталăхпа та кăсăкланатчĕ, хуларан йывăçран тунă тĕрлĕ япала илсе килетчĕ. Эрешлесе капăрлатнă ывăссем уйрăмах тыткăна илнĕччĕ. Ачаран ал ĕçĕ патне чун туртатчĕ, хăмаран тата ытти материалтан тĕрлĕ япала тăваттăм. Асанне те хавхалантаратчĕ. Эпĕ тунă ĕçсене, питĕ чаплă мар пулин те, ялти ал астисен куравĕсене тăрататчĕ. Çав япаласемшĕн мана тав хучĕсем те панăччĕ, — калаçăва пуçларĕ маçтăр. — Атте шкулта ĕç урокĕсем вĕрентетчĕ. Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕсене çак ăсталăх вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Шупашкартан хăй касса илемлетнĕ хăмана илсе килнĕччĕ. Çав тапхăртан вăл пире, 5-мĕш класс ачисене, уроксенче хитре эрешсем тумашкăн вĕрентме тытăнчĕ. Малтан, астăватăп, касмалли çĕçĕ ăсталанăччĕ. Эпĕ темиçе çĕçĕ те тунăччĕ. Хăмисене касса хатĕрленĕччĕ. Эрешне те хамах ÿкернĕччĕ. Чи пĕрремĕш ĕç — пĕчĕк арча. Ăна пуринчен малтан туса пĕтернĕччĕ. Пуçланă ĕçе хăвăртрах вĕçлес килетчĕ. Атте халĕ те ăна упрать». Андрей Кошкин Вăрнар районĕнчи Вăрманкасра çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн ЧППУн технологи-экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. «Занятисем ÿнерпе графика факультетĕнче иртетчĕç. Мастерскойсем те унтах вырнаçнăччĕ, анчах йывăçран япаласем тума темшĕн вĕрентместчĕç. 4-мĕш курсра чухне çамрăк педагог Евгений Акимов ĕçлеме килчĕ. Вăл пулăшнипе касмалли тĕрлĕ меле алла илтĕмĕр. Эпĕ ăсталанă ĕçсем ректор пÿлĕмĕнче те ларатчĕç. Эрешлĕ пукан туса диплом ĕçĕ хÿтĕлерĕм», — пирĕн калаçу çăмхи малалла сÿтĕлчĕ. Çамрăк специалист ĕç биографине Шупашкарти 23-мĕш професси училищинче пуçланă. Унта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче ĕçленĕ, студентсене йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларма вĕрентнĕ. Çулталăкран Андрей Кошкина тăван университета чĕнсе илнĕ. Çамрăксене вĕрентнĕ вăхăтрах вăл аспирантурăра пĕлĕве тарăнлатнă. Пĕр тапхăр 5-мĕш гимназире ачасене технологи вĕрентнĕ. Яш чухнех руль умне ларнăскер хальхи вăхăтра аслă шкулăн гараж пуçлăхĕнче тимлет, водительинструктор тивĕçĕсене пурнăçлать. Вăл Евгений Акимовпа, Алексей Казаковпа пĕрле сĕтел-пукан, палăксем, скульптурăсем ăсталанă. Слава Немцевпа пĕрле чылай ĕç тунă. Андрей Геннадьевичăн ĕçĕ университетра та сахал мар. Шупашкарта йĕрке хуралçисен скверĕнче лартнă палăка тума та хутшăннă вăл, санаторири парка та хăйĕн ĕçĕсемпе хăтлăлатнă. Малтанхи çулсенче сувенир та /курка, алтăр, çăпала, кашăк…/ чылай ăсталанă. Юлашки вăхăтра ку енĕпе аппаланмасть, пушă вăхăт сахалмĕн. Ĕçлемешкĕн уйрăм мастерской çукки те чарса тăрать. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.