Хыпар 111 (28139) № 03.10.2023
Пĕлтĕрхинчен ытларах трактор-машина туянаççĕ
Мĕн пур йышши хуçалăхсем трактор-машина паркне кăçал та çĕнетеççĕ.
2023 çулхи тăхăр уйăхра вĕсенче тырăпа выльăх апачĕ пухса кĕртмелли комбайн тата трактор 2022 çулхи тăхăр уйăхринчен 28,5% нумайрах туяннă. Сăмахран, Комсомольски тăрăхĕнчи Григорий Атласкин фермер валли «Беларус 82.1» турттарса килнĕ, ăна ЧР Технадзорĕн инспекторĕ Сергей Кокарев пăхса шута илнĕ. — Эпир фермерăн 13 техникине регистрациленĕ ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ Сергей Николаевич. — Унăн çĕр нумай мар, çапах ферми пысăк, выльăх йышлă, апат çуллен чылай хатĕрлет. Çак ĕçе пурнăçлама парка çĕнетсех тăрать. Вăрнар округĕнчи К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне пуйăспа «Acros 595» комбайн ярса панă, ăна Александр Семенов инспектор тĕрĕслесе шута илнĕ. «Куснар» агрофирмăн Муркаш округĕнчи уйрăмĕн ферминче «Амкодор 527» погрузчикпа усă курма тытăннă. Механизаторсем ăна сăнаса пăхнă та — кăмăллă: кĕрепли телескопиллĕ, сенаж-силоса хăвăрт тиет. Ферма валли «Беларус 320.4М» та илнĕ. Сергей Николаев инспектор иккĕшне те регистрациленĕ, механизаторĕсене техника хăрушсăрлăхĕн йĕркипе паллаштарнă. Халĕ округри «РоссАгро» общество та хăватлă «К-525ПР» тракторлă. — Пирĕн инспекторсем хуçалăхсенче час-часах пулаççĕ, механизаторсемпе пĕрле трактормашинăна тĕрĕс эксплуатацилессипе çыхăннă ыйтусене тишкереççĕ, — терĕ ЧР Технадзорĕн ертӳçи Владимир Димитриев. — Темиçе кун каялла хам Комсомольски округĕнчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăра пултăм, трактор-машинăна епле ĕçлеттернине, хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине тĕпчерĕм. Çакна палăртас килет: кунта ĕçе çĕнĕ технологисем кĕртнĕ, парка кашни çулах пуянлатаççĕ, çавăнпа тухăçлăх пысăк. Халĕ кишĕр пухса кĕртеççĕ. Техника кал-кал ĕçлет, продукци управа типĕ кĕрет, мĕн пур тăпра тăкăнса юлать. Сăмах май, çанталăк пахча çимĕçе пахалăхлă пухса кĕртме май пачĕ. Патăрьел округĕнчи «Батыревский» общество выльăх апачĕ пуçтарса илмелли «КСК-600» комбайн илнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Кĕрешÿ халăхсене çывăхлатать
ОРВИ, грипп, коронавирус тĕлĕшпе пулма пултаракан эпидеми тапхăрне хатĕрленесси ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.
Грипран та сыхланмалла, ковидран та Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Гладнев пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пĕр инфекци больници, муниципалитетсенчи больницăсен 14 инфекци уйрăмĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенчи койкăсен шучĕ 413-пе танлашать. Кирлĕ пулсан медучрежденисенчи 3,5 пин койкăна асăннă чирсемпе чирленисене йышăнмашкăн куçарма пулать. Автомобильсен шучĕ çителĕклĕ. Эмелсен кирлĕ саппасне йĕркеленĕ. Медиксемпе тивĕçлĕ занятисем ирттереççĕ. Çав шутра — вырăна тухса йĕркелекен семинарсем. Халĕ министерство грипп тĕлĕшпе диагностика тумалли реагентсем туянас енĕпе ĕçлет. Грипран сыхланмалли 142 пин доза вакцина килмелле. Хальлĕхе ку чиртен халăхăн 21,7% прививка тунă. Коронавирусран сыхланма вара 615 пин çынна вакцинациленĕ — республикăра пурăнакансен 52,8%. Темăна Роспотребнадзорăн регионти управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская тăсрĕ. Вăл каланă тăрăх, авăн уйăхĕнче республикăра çынсем асăннă чирсемпе чирлесси палăрмаллах пысăкланнă. ОРВИ тĕлĕшпе цифрăсем эпидемишĕн кăтартуллă чикĕрен иртнĕ тапхăр та пулнă. Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче лару-тăру пушшех çивĕчленнĕ. Çакна Надежда Феофановна вĕренӳ çулĕ пуçланнă май шкулсенче, ытти вĕренӳ заведенийĕнче çĕнĕ коллективсем чăмăртаннипе сăлтавларĕ. Пневмонипе чирленĕ 106 çынна тупса палăртнă. Коронавируспа чирлекенсен шучĕ ытти чухнехинчен 4,5 хут пысăкланнă. Эрнери кăтарту 498 тĕслĕхе çитнĕ — ковидăн «омикрон» штамĕ вăтамран куллен 70 ытла çынна ернĕ. Чир ачасемсĕр пуçне граждансен пĕр ӳсĕмне те тиркемест-мĕн — вăй питти çынсем те, ватăсем те чирлеççĕ. Çапах уйăхăн юлашки кунĕсенче çивĕчлĕх чакни палăрнă. Çавна май, управлени ертӳçин шучĕпе, тĕрлĕ чару мерисемпе усă курни, общество вырăнĕсенче пурте маска тăхăнмалли режима ĕçе кĕртни кирлĕ мар — хăрушлăх аплах пысăк мар. Çапах медицина учрежденийĕсенче сыхлăх çӳллĕ шайра пулмаллине палăртрĕ — медперсоналăн маскăпа ĕçлемелле. Хуçасăрри юхăнать Хуçасăр гидротехника сооруженийĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов çĕклерĕ. Республикăра ГТСсен шучĕ 554-па танлашать. 82-шĕ — хуçасăр. Муниципалитетсен вĕсене хăйсен балансне илмелле — кун пирки вĕсемпе калаçса татăлнă. Çулталăк пуçланнăранпа хуçасăррисен шучĕ самай чакнă, анчах хăш-пĕр округра унашкалли çав-çавах чылай-ха. Вĕсен пуçлăхĕсен канашлура çакăн сăлтавне ăнлантарма тиврĕ. Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Муркаш округĕсен пуçлăхĕсем тӳрре тухма тăрăшрĕç: хуçасăр чылай ГТСа харпăрлăха илес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлени çинчен каларĕç — судсем вĕсен шăпине çывăх вăхăтрах татса памалла. Çав вăхăтрах чылайăшне гидротехника сооруженийĕсен шутĕнчен кăларасшăн. Эмир Бедертдинов вырăнсенче ГТСсемпе çыхăннă ыйтăва вĕсене шутран кăларса татса парасси те йĕркепе килĕшӳллĕн пулмаллине аса илтерчĕ. Тытрăм та пĕтертĕм теме çук. Ростехнадзор реестрĕнчен кăларни кăна çителĕксĕр. Малтан çав об±ектсене тĕплĕн тĕпчемелле, тĕп тумалли проект хатĕрлемелле, унпа Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине килмелле... Республика Пуçлăхĕ хуçасăр сооруженисем тĕлĕшпе самай пысăк ĕç пурнăçлани çинчен каларĕ, анчах çак ĕç пурпĕр юларах пырать. Хуçасăрри, паллă, юхăнать — пĕвесен, ытти сооруженин хуçисем пулмаллах. ГТСсемпе çыхăннă ĕç ытахальтен тăваканни мар — ку граждансен хăрушсăрлăхне, инкек-синкекрен сыхланассине тӳррĕнех пырса тивет. Çийĕнчен Олег Николаев юлашки çулсенчи çанталăк чылай ял хуçалăх культурине шăварса çитĕнтерме хистенине те палăртрĕ, çавна май пĕве-кӳлĕ пĕлтерĕшĕ, паллах, пушшех пысăкланать. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Производствăран уйрăлмасăр вĕреннĕ
Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ пулăшнипе перекетлĕ производство вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ компанире вăй хуракан 750 ытла çын професси ăсталăхне ӳстернĕ.
Тĕллевсем пысăк Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн специалисчĕсем авăн уйăхĕнче «Рационализатор» программăпа вĕреннĕ. Çитес вăхăтра тата 29 ĕçчен вĕрентӳ курсĕнче пĕлĕвне тарăнлатĕ. Завод специалисчĕсем производствăран уйрăлмасăр вĕреннĕ. Ятарлă платформăра ирттернĕ вебинарсенче вĕсем рационализаторла сĕнӳсем хатĕрлеме, ĕç условийĕсене лайăхлатма тата пред¬приятин тухăçлăхне ӳстерме пулăшакан сĕнӳсем хатĕрленĕ, тĕрлĕ рационализаторла задачăсене шутланă. Семинарсен вăхăтĕнче илнĕ пĕлӳпе вĕсем производствăра анлăн усă кураççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçченсенчен 98 сĕнӳ килнĕ, вĕсенчен 76-шне ĕçе кĕртнĕ. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне пĕлтĕртенпе хутшăнать. Предприятие Федерацин компетенци центрĕн эксперчĕсем пулăшса пыраççĕ. Завод нацпроект принципĕсене малтан сăнавлă проектра тĕрĕслесе пăхнă. Кăтарту савăнтарнă: 180-мĕш цехра продукци кăларасси 32 процент ӳснĕ. Çакăн хыççăн «Перекетлĕ производство» программăпа предприятире туллин усă курма шут тытнă. «Сотрудниксем вĕренсе компетенцисене аталантараççĕ. Çакă заводра рационализаторла юхăма вăй илме пулăшать», — палăртать завод ертӳлĕхĕ. «Релематика» сотрудникĕсем те республикăри компетенцисен центрĕн тата Производство процесĕсен фабрикин специалисчĕсем пулăшнипе перекетлĕ ĕç-хĕл вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Предприятин малашнехи тĕллевĕсем пысăк. «Коллективри кашни çын аталанма тăрăшать. Эпир хальхи вăхăтра производство-технологи департаменчĕн специалисчĕсене вĕрентсе тĕслĕх шайĕн¬чи кăтарту патне çитесшĕн, унпа мĕн пур производствăра усă курасшăн. Паянхи тĕллев — ĕç тухăçлăхне 30 процент ӳстересси. Тĕллев питĕ пысăк паллах. Анчах ăна пурнăçлама пулать. Ĕçлетпĕр!» — терĕ «Релематикăн» производство директорĕ Петр Антонов. ЧР промышленноç министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Борис Марковцов палăртнă тăрăх, «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ Чăваш Енри предприятисен аталанăвне ырă витĕм кӳрет. Нацпроект ĕçе кĕме пуçланăранпа республикăри 56 организаци ĕç тухăçлăхне лайăхлатма, производство тăкакĕсене чакарма пултарнă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Наци банкĕн ĕçченĕсем шăнкăравламаççĕ
— Енчен те сирĕн пата шăнкăравлакансем хăйсем Наци банкĕн ĕçченĕсем иккенне пĕлтерсен çийĕнчех сисчĕвленмелле. Мĕншĕн тесен Раççей банкĕнчен те, унăн регионсенчи уйрăмĕсенчен те граждансем патне вăл е ку ыйтупа шăнкăравламаççĕ. Ахăртнех, сире киберултавçăсем чăрмантараççĕ, укçăра хапсăнаççĕ, — иртнĕ шăматкун Уçă алăксен кунне пынисене асăрхаттарса каларĕ Раççей банкĕн уйрăмĕн – Чăваш Енри Наци банкĕн информаци хăрушсăрлăхĕн секторĕн ертӳçи Андрей Иванов.
Андрей Георгиевич кун пек чухне çыннăн хăйне мĕнле тытмалли пирки те сĕнӳсем пачĕ. Чи лайăххи — пĕлмен-палламан номертен килекен шăнкăравсене вуçех йышăнмалла мар. Сăмах май, вăл хăй шăпах çак принципа тĕпе хурса пурăнать. Акă нумаях пулмасть аякри тăванĕ хăйĕн туйне чĕнес шухăшпа ун патне сакăр хутчен тĕрлĕ номертен шăнкăравланă, анчах Андрей Иванов телефона тытман. Вара авланакан каччă йыхрава çывăх çынни урлă çитернĕ. Паллах, ĕç тивĕçĕсене пурнăçланă май пурте кун пек тума пултараймаççĕ. Чылайăшĕн пĕлмен-палламан номертен шăнкăравласан та телефона тытма, сăмах хушма тивет. Ун пеккисен мĕн пĕлмелле? «Наци банкĕнчен шăнкăравланине пĕлтерсенех трубкăна хумалла», — çирĕппĕн палăртрĕ Андрей Георгиевич. Унсăр пуçне вăл тавар туяннă чухне, пулăшу ĕçĕсем пурнăçлама килĕшӳ алă пуснă чухне тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Хăш-пĕр фирма, предприниматель хайхи килĕшĕве харпăр хăй даннăйсене виççĕмĕш сăпатсене пама ирĕк паракан йĕркене кĕртет, çавна май пурăна киле пĕлтерĕшлĕ çав информацие сутать. Апла пулсан документа алă пусса çирĕплетиччен унпа тĕплĕн паллашнинчен ырри нимĕн те çук. Карттăри укçа преступниксен аллине ан лектĕр тесен тата мĕн асра тытмалла-ха? Андрей Иванов ăнлантарнă тăрăх, интернет урлă тавар туяннă чухне те уншăн ĕç укçи куçакан карттăран тӳлеме сĕнмест. «Мĕншĕн тесен пĕрремĕш хут тӳленĕ чухне хыçалти виçĕ цифрăран тăракан вăрттăн кода та çырмалла. Çавна май усал шухăшлисем кайран та сирĕн карттăран укçа илме пултараççĕ. Урăх карттă уçмалла. Унта тавар хакĕ чухлĕ кăна укçа куçармалла та тӳлемелле. Анчах çав карттăра та укçа тытмалла мар», — пĕлтерчĕ Наци банкĕн ĕçченĕ. Тĕрĕсех çав ĕнтĕ, «Сыхлакана Турă та упрать», — тесе ватă çынсем ахальтен каламан. Наци банкне Уçă алăксен кунне пынисен ку лекцие итленипе пĕрлех «Вăхăт тата укçа» сăн ӳкерчĕксен куравĕпе, çаврăнăшри укçана тĕрĕслекен уйрăм ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма, укçа кун-çулĕн музейне кĕрсе курма май пулчĕ. Укçа пахалăхне тĕрĕслекен эксперт Ольга Мальцева чăн укçана суя купюрăран уйăрса илме вĕрентрĕ: «Çутă енне тытмалла та вăрттăн ӳкерчĕксене асăрхамалла, номерсем пĕр килнине пăхмалла…» <...>
Дмитрий МОИСЕЕВ.
♦ ♦ ♦
Çапăçу хирĕнчен сакăр салтака илсе тухнă
Куславкка округĕнчи Пишенкассинче çуралса ӳснĕ Гарифулла Габидуллин Украинăри ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлет. Çак уйăхра вăл тăван тăрăха отпуска килсе кайнă. «Гришăна питĕ кĕтрĕмĕр пулсан та вăл килессине эпир пĕлмен. Ывăлăм пире систермесĕр килсе кĕчĕ», — каласа кăтартрĕ амăшĕ Генриетта Тургенева.
«Ырă кăмăллă, ĕçчен ӳсрĕ»
Ывăлне килте вĕсем Гриша тесе чĕнеççĕ: амăшĕ те, икĕ аппăшĕпе йăмăкĕ те, шăллĕ те. Ун пек чăвашла-çке, хамăрла, çăмăлрах. 22 çулти яша ашшĕ çапла ыйтнипе ят панă. Гарифулла тĕнчене килес умĕн пĕр уйăх маларах унăн ашшĕ çĕре кĕнĕ. Ывăлĕ çураличчен арçын ун валли ятне шухăшласа хунă, тутарла Гарифулла пама ĕмĕтленнĕ… — Гриша пĕчĕкренех ырă кăмăллă, ĕçчен ӳсрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне те физкультура, ĕç урокĕсене ытларах килĕштеретчĕ. Малтан Чăршкасси, унтан Куснар шкулĕсенче пĕлӳ илчĕ. Унпа пĕрле килти ĕçсене пурнăçлани, сочиненисем çырни асрах-ха. Кил хуçалăхĕнче выльăх нумай усраттăмăр та арçын ача пулнă май яланах вăл пулăшатчĕ. Сысна, ĕне çеç мар, лаша та пурччĕ пирĕн. Гриша ялан шаккатчĕ, юсатчĕ, ăсталатчĕ. Хуçалăхра пăта çапасси ун çинче пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче ăс пухса дипломлă пулчĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вăхăт çитсен килтен пил парса ăсатрăмăр. Санкт-Петербург хулинче службăра тăчĕ вăл. Салтак пурнăçне нихăçан та хурласа калаçман, кĕçĕн сержант пулса таврăнчĕ. Çавăн чухнех, служба пĕтсен, контракт çырасси пирки шухăшлатчĕ. Анчах урăх вырăна куçарнăран тĕллевĕсем улшăнчĕç пулас, — пирĕн сăмах çăмхи сӳтĕлчĕ Генриетта Гурьевнăпа. Гриша салтак аттине хывсан та çар пурнăçĕ çинчен манман. Тăван çĕршыва юратни унăн чунĕнче çĕнĕ ĕмĕт çуратнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче каччă контракт мелĕпе çар ретне тăнă — Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Нумаях пулмасть килĕнче пулнăскер каллех çар операцине таврăннă. — Пурне те, çав шутра ватă çынсене те, пулăшма пĕчĕкренех хăнăхса ӳсрĕ ывăлăм. Çĕршыв йывăр лару-тăрурине ăнлансах çар операцине кайма шухăшларĕ пулĕ. «Каймалла, ыттисене пулăшмалла», — çапла çеç каларĕ пире, — терĕ амăшĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Вĕсем тăшмана Донбасран хăваланă
Хĕрлĕ çар нимĕç фашисчĕсенчен Сталино (1961 çултанпа — Донецк) хулине — 1943 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Донбаса авăнăн 22-мĕшĕнче ирĕке кăларнă. Ăна тăшманран тасатма Чăваш Енре çуралнă çĕр-çĕр офицерпа салтак хутшăннă.
— Вĕсен ретĕнче стрелоксен 160-мĕш полкĕн разведчикĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Тăван çĕршыв вăрçин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ Порфирий Кариков (Патăрьел округĕ, Сăкăт ялĕ) та пулнă, — пĕлтерчĕ Чăваш патшалăх истори архивĕн аслă архивисчĕ Александр Семенов. — Вăл Хĕрлĕ çара 1941 çулта çырăннă, 1942 çулхи çурла уйăхĕнчен Сталинград, Кăнтăр-хĕвел анăç, Украина тата Беларуç фрончĕсенче çапăçнă. Çĕнтерӳ хыççăн çар хĕсметĕнчех юлнă, 1956 çулта танк çарĕсен академине пĕтернĕ. 1975- 1977 çулсенче — СССР элчĕлĕхĕн Сирири çар канашçи. Çар заданийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн орденмедале тивĕçнĕ. Сăкăтра унăн ячĕпе урам хисепленет. Тивĕçлĕ канăва кайсан Одессăра, Витебскра пурăннă. Стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн саперĕ Иван Кувин (Улатăр округĕ, Ямской Посад сали), фашистсене Донбасран хăваласа кăларма хутшăннăскер, тата пирĕн разведчиксемпе саперсен ушкăнĕ авăнăн 26-мĕшĕнче, çĕрле, Днепропетровск облаçĕнчи Войсковое сали патĕнчен Днепр юхан шывĕ урлă каçса плацдарма йышăннă, фрицсем çывăха ан пырайччăр тесе саперсем мина лартса тухнă, хӳтĕленме траншея чавнă. Нимĕçсем вĕсене шыва вăркăнтарассишĕн темиçе хутчен те тапăнса пăхнă, анчах разведчиксемпе саперсем Днепр урлă пирĕн чаçсем каçиччен плацдарма тытса тăма пултарнă. Иван Кувин çапăçура пуç хунă, ăна Алексеевка хуторĕнче пытарнă. Паттăрлăхшăн вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Стрелоксен 72-мĕш полкĕн сержанчĕ, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ Ярхам Бикчантаев (Куславкка округĕ, Кармăш) та Донбаса тăшманран ирĕке кăларма хутшăннă. Тăшмана сиен кӳнĕшĕн ăна III тата II степеньсемпе — 1944, I степеньпе вăрçă хыççăн 1958 çулта наградăланă. Тăван ялĕнчи парка унăн ятне панă, çуралнă пӳрт çине Асăну хăми çакнă. Кăнтăр-хĕвел анăç фрончĕн 12-мĕш çарĕн 244-мĕш дивизийĕн редакторĕ Илпек Микулайĕ (Шăмăршă районĕ, Виçпӳрт Шăмăршă) Донбасра каялла чакнă тăшмана аркатакан офицерсемпе салтаксен хăюлăхĕ çинчен «На разгром врага» хаçатра материалсем пичетлесе паттăррăн çапăçма хавхалантарнă. Дивизи нимĕçсен йĕрĕпех пынă, авăнăн 18-мĕшĕнче Волчья юхан шывĕ урлă каçнă, уйăх вĕçĕ тĕлне Днепр юхан шывĕ хĕрринчи Запорожье хули патнех тухнă. Очерк-тĕрленчĕк çырма чи малти линире материал пухнă Николай Ильбеков журналист 1943 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 4-мĕшĕччен умра-хыçалта бомба-мина вĕçĕмсĕр ӳксе çурăлнине, пуля çумăр евĕр тăкăннине пăхмасăр редакци тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçланăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çапăçу хирĕнчен – госпитале, унтан каллех – фронта
Иван Одюков профессор 1923 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Атăльялта вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Малтанах тăван ялĕнче, унтан Кипечкассинчи пуçламăш шкулта, каярахпа 12 çухрăмри Ишлейри пĕлӳ çуртĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳллĕ пулас ĕмĕт çуралнăран 1941 çулта Шупашкарта экзаменсене ăнăçлă тытса педагогика институчĕн студенчĕ пулса тăнă.
Çав çул хаяр вăрçă пуçланнă. 1942 çулхи çу уйăхĕнче 18 çулти çамрăка Ярославль хулинчи çуран çар училищине вĕренме янă. Тăватă уйăхран вăл çапăçу хирне кĕнĕ — стрелоксен 552-мĕш полкĕнче Ленинград фронтĕнче çапăçнă. Нева çинчи хулана хӳтĕленĕ чухне раштав уйăхĕнче пăр çинчи çапăçура Иван Одюкова сылтăм уринчен вăйлах амантнă. Каçхине тин çыран хĕррине тухма пултарнă вăл. Ăна хăйсен чаçĕнчи салтаксем тупса госпитале ăсатнă. Унтан сывалса тухсан чăваш арĕ 1943 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи нарăсчен стрелоксен 743-мĕш полкĕнче автоматчик пулса çапăçнă. Вăл Латвипе Молдова çĕрĕсене тăшманран ирĕке кăларма хутшăннă. Польшăри хĕрӳ çапăçура ăна каллех сылтăм уринчен амантнă. Госпиталь хыççăн каллех алла пăшал тытнă вăл. Стрелоксен 255-мĕш полкĕнче 1944 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăшмана аркатнă чухне виççĕмĕш хут аманнă. Чăтăмлăскер сипленсе ура çине тăрсан стрелоксен 384-мĕш полкĕнче вăрçă пĕтичченех çапăçусене хутшăннă, кĕçĕн сержанта çитнĕ. Пирĕн ентеш юнлă вăрçă хирĕнче пĕтĕмпе тăватă хут аманнă. Пуçарулăхпа хăюлăх кăтартнăшăн I степень Тăван çĕршывăн вăрçин орденне, «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн», «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн», «Паттăрлăхшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Иван Одюков профессортан фронтри çапăçусем пирки ыйтсан вăл яланах çапла хуравланă: «Ыттисем пекех çапăçнă. Çапăçу хирĕнчен — госпитале, госпитальтен каллех — фронта». Паттăр салтак 1946 çулхи пуш уйăхĕнче тăван ялне таврăннă. Çав çулах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче малалла ăс пухма тытăннă. 1950 çулта унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан Канашри учительсен институтĕнче аслă преподавательте тăрăшнă, фольклорпа кăсăкланнă. Ентешĕмĕр Чăваш патшалăх педагогика институчĕн аспирантуринче чăвашсен паллă профессорĕ Михаил Сироткин патĕнче те вĕреннĕ. Ун хыççăн институтра аслă преподавательте ĕçлесе студентсене вĕрентнĕ вăхăтрах тĕпчев ĕçĕсем çырнă, фольклорпа çыхăннă кĕнекесем кăларнă. 1966 çулхи кăрлач уйăхĕнче Иван Одюков хăй вăрçă вăхăтĕнче хӳтĕленĕ Ленинградра тепĕр çитĕнӳ тунă – Пушкин çуртĕнче /РАН вырăс литературин институчĕн литература музейĕнче/ «Чувашские народные песни специального протеста и революционной борьбы» темăпа диссертаци ăнăçлă хӳтĕлесе филологи наукисен кандидачĕ пулса тăнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче доцентра, каярахпа историпе филологи факультечĕн деканĕн çумĕнче ĕçленĕ, юлашки çулсенче чăваш литературин кафедрине ертсе пынă. Иван Одюков чăваш ачисене тарăн пĕлӳ парассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Вăл — «Улăп», «Совет саманинчи чăваш халăх сăмахлăхĕ тата чăваш халăх лирики», «Классикăллă чăваш литературинчи халăхпа фольклор çыхăнăвĕсем», 6 томлă «Чăваш халăх сăмахлăхĕ», «Чăваш литератури» кĕнекесен тата 100 яхăн наука ĕçĕсен авторĕ. Вĕренекенсем унăн ĕçĕсемпе паянхи кун та усă кураççĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн «Халăх çут ĕç отличникĕ» кăкăр паллине, «ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ. 60 çул тултарас умĕн Иван Ильича Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Вăл — К.В.Иванов ячĕллĕ ЧАССР патшалăх премийĕн лауреачĕ те. Ентешĕмĕр йывăр чирленĕ те 1995 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. <...>
Николай СМИРНОВ. Шупашкар округĕ, Атăльял.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас