«Хыпар» 108-109 (27691-27692) № 25.09.2020

25 Авăн, 2020

♦ Инкек куçа курăнса килмест. Усалли хăш енчен, мĕнле майпа пырса çапассине малтан пĕлсе тăма çук. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ильинсем пĕлтĕр-кăçал хăйсен пурнăçĕнче пулнă тĕрлĕ ĕç-пуç хыççăн никамран лайăх ăнланаççĕ çакна. Алă усăнма тытăннă, шанчăка çухатас патне çитнĕ самантсенче ырă пулăшуçă тупăнасса çав-çавах ĕненеççĕ.

Пĕлтĕрхи çуллаччен Татьянăпа Андрей Ильинсем пĕр тикĕссĕн пурăннă. 13 çулти Лерăпа виççĕри Володьăна воспитани паракан ашшĕ-амăшĕ тăруках ачана усрава вăхăтлăх йышăнасса тĕлленмен. Вĕсем хăйсем те ĕçрен тивĕçтернĕ пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте кăна пурăнаççĕ-çке — пысăк йышпа ăçта шăнăçайăн? Анчах ăнсăртран — кĕмсĕрт...

— Хуняма Галина Ильина Йĕпреç поселокĕнче пурăнатчĕ. Хăйĕн икĕ ывăлĕ çитĕнсен кил-йыша ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă пĕр ачана йышăнма кăмăл тунă вăл. Çав шухăшпах çуллахи каникул вăхăтĕнче интернатра пурăнакан Андрея хăйсем патне хăнана илсе килнĕ. Çывăх тăванĕсен ăшшисĕр çитĕнекенскере килĕшнĕ ун патĕнче. Хĕрарăм ăна хăйĕн хÿттине илме шухăшланă. Ача пирки çирĕп йышăну тунăскерĕн унăн тата икĕ шăллĕ пуррине — ÿсĕмне кура вĕсем «Малюткăра» пурăннă — пĕлтернĕ. Паллах, сăмах панă тăк Андрейăн кăмăлне хуçас темен Галина Анатольевна — виççĕшне те хÿтлĕхе илнĕ. Аталану енĕпе хăйсен тантăшĕсенчен кая юлса пынине пăхмасăр пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ шăпăрлансене пĕлÿ, воспитани парассишĕн май килнĕ таран тăрăшнă, — каласа кăтартрĕ кинĕ Татьяна Валерьевна.

Пĕлтĕр çулла Галина Анатольевна сасартăк аптăраса ÿкнĕ. Инсульт... Ăна Шупашкара больницăна илсе килнĕ. Чĕре чирĕпе аптăранăскерĕн хăрушă чир те — аневризма — аталаннă. Чирлĕ çынна операци тунă, анчах, шел, хĕрарăмăн сывлăхĕ таврăнма васкаман...

Çакнашкал лару-тăрăва лекессе никам та кĕтмен. Виçĕ арçын ачана малашне камăн пăхмалла? Интерната тавăрса парсан вĕсем иккĕмĕш хут хуçăлса юлаççĕ-çке. Галина Ильинан ывăлĕсенчен пĕри Андрей çул çитменскерсене вăхăтлăха хăйсем патне илсе килме шухăшланă. Йĕпреçрен Çĕнĕ Шупашкара çула тухас умĕн асли аптăраса ÿкнĕ. Чĕре хавшаклăхĕпе учетра тăракан Андрея... инсульт аптăратнă. Республикăри ача-пăча клиника больницине илсе çитерсен тĕплĕ тĕрĕслев витĕр кăларнă хайхискере. Унăн та аневризма шала кайнине — çурăм шăммин юн тымарĕ çинче пысăк мăкăль ÿснине — палăртнă.

— Кунашкал диагнозлă çынсене Мускавра тата Новосибирскра кăна операци тăваççĕ. Вăхăтлăх опекунсен документне алла илнĕ хыççăн клиникăсене шăн-кăравларăмăр. Мускавра квота çуккине пĕлтерчĕç. Çулталăк кĕтме ыйтрĕç. Анчах пирĕншĕн кашни кун шутраччĕ. Новосибирскра малтанах сиплеме май килмен-ни çинчен каларĕç. Каярах: «4 кунра илсе çитерме пултаратăр тăк...» — тесе шăнкăравларĕç. Андрей пурнăçпа вилĕм хушшинчеччĕ. Пăтăрмах-чăрмав тупăнсах пычĕ. Çулла, утă уйăхĕ — курортсен хĕрÿ тапхăрĕ. Пуйăспа кайма билет çук. Чи юлашки самантра резерври тупăнчĕ те — хĕпĕртерĕмĕр. Анчах хакĕ «çыртать»: пĕр çынна 10 пин ытла тенкĕ кирлĕ. Эпир, хунямана çăлассишĕн нумай тăкакланнăскерсем, укçасăрччĕ. Паллакансенчен ыйткаласа кирлĕ чухлĕ пухрăмăр. Упăшкапа Андрей çапла инçе çула тухрĕç-тухрĕçех. Каланă вăхăта ĕлкĕрчĕç. Операци ăнăçлах иртнĕ. Тухтăрсем медицина пулăшăвне вăхăтра тата пахалăхлă кÿни 15 çулти çамрăкăн пурнăçне çăлчĕ, — ют ача тесе алă сулманни палăрать хĕрарăм каласа кăтартнинчен.

Хирурги операцийĕ хыççăн организм тÿрех йĕркене кĕреймест паллах: сиплеве тăсма инçетри хулари тухтăрсем эмелсем çырса панă. Вĕсем йÿнĕ мар. Вăхăтлăх опекунсем ачасене пăхнăшăн патшалăхран пĕр пус та илмен. 5 пин тенкĕлĕх туяннă препаратсем пĕр уйăха кăна çитнĕ. Çемье тĕрлĕ ведомствăна пулăшу ыйтса çырнă. Патшалăх органĕсен сусăрлăх категорийĕсĕр çамрăка тĕревлеме те чăннипех май килмен, те кăткăс тĕслĕхре саккуна пăсмасăрах пулăшма меслет шырассишĕн çине тăман?

— Йывăрлăхра алă пама пултаракана интернетра та чылай шырарăмăр. Ыр кăмăллăх фончĕсене шăнкăравларăмăр. Чăваш Енри çемье тата уйрăм çын социаллă ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан «Мир добра» общество организацийĕ пирĕн нушана ăнланчĕ. Андрейăн сиплев курсне /30 ытла пин тенкĕ/ туллин тÿлеме май тупрĕ. «Это чудо» ыр кăмăллăх фончĕн Шупашкарти уйрăмĕ те пулăшрĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче, операци хыççăн çур çул иртсен, Новосибирска тĕрĕсленме тепĕр хут каймаллаччĕ. Çул тăкакĕсене саплаштарма пулчĕ асăннă фонд. Тавах пĕрлешÿсенче тăрăшакан ырă чĕреллĕ çынсене, — палăртать хÿтлĕхсĕр юлнă çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх йышăннă мăшăр.

Андрей, Сергей, Алексей халĕ 15, 14, 12 çулсенче. Вĕсене тумлантарма-çитерме укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Йышлă çемьене пулăшас тĕллевпе «Мир добра» организаци авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ умĕн парне кÿнĕ. Ачасене канцеляри таварĕсемпе, чаплă спорт тумĕсемпе тивĕçтернĕ.

— «Сывă-и, шкул?» акцие çуллен ирттерме тăрăшатпăр. Йывăр лару- тăрури çемьесенче çитĕнекен ывăл-хĕре вĕренÿре кирлĕ япаласем, шкул тумтирĕ парнелесе хавхалантаратпăр. Пурнăçра тĕрлĕ ырă кĕтменлĕхпе пĕрлех аптăраса ÿкмелли лару-тăру та сиксе тухать. Ильинсенех илер акă. Кунашкал лару-тăрура пулса курмасăр пĕтĕм йывăрлăха куç умне кăларма та ансат мар. Хăйне май тĕслĕх чылай. Шупашкарта пурăннă çичĕ ачаллă çемье пуçа килчĕ. Кил хуçи — узбек, мă-шăрĕ — чăваш. Арçыннăн патшалăх умĕнче парăм — тÿлемен штрафсем — пулнă. Узбекистана каять те — каялла килме тухсан Чулхулари миграци служби тытса ча-рать. Ют çĕршыв çыннине пирĕн тăрăха кĕртмеççĕ. Çичĕ ачапа тăрса юлнă хĕрарăмăн тĕпренчĕкĕсене ура çине епле тăратас? Пулăшу пама пултаракан çывăх çынсем те çук тăк?.. Ĕçкĕпе иртĕхсе е урăхла сиенлĕ йăлапа айкашса пурăнакан çемье мар вĕт. Çакнашкал лару-тăрура йывăрлăхпа пĕччен хăвармастпăр, пуçаруллă утăм тăватпăрах, — палăртать пархатарлă ĕçсем тăвакан организаци ертÿçи Татьяна Бочкарева.

(Пурнăçпа вилĕм хушшинче — шутлă кун)


♦ «Ку инкек пирки аса та илес килмест манăн, — çапларах пуçларĕ калаçăвне Юрий Степанов. — Унтанпа 21 çул иртрĕ, сурансем пирчерĕç. Çитменнине, ун çинчен шухăшлама вăхăт та çук». Çапах суранлă чĕрен çĕвви юлатех çав.

Вунă çул — таксистра

Анатоми вĕрентекенĕ каланине паян кун та астăвать вăл. «Çурăм шăмми хуçăлсан ура утма, хăш- пĕр орган ĕçлеме пăрахни çинчен пĕлтернĕччĕ вăл урокра. Çакă мĕншĕн ман пуçа кĕрсе юлнă-ха? Те шăпа çапларах пулчĕ. Ăнсăртран ÿксе аманнă хыççăн вĕрентекенĕн сăмахĕ тÿрех аса килчĕ. Унчченхи пек текех утса çÿреймессине туйрăм. Больницăра икĕ уйăх выртрăм. Паллах, малтан тĕрлĕ шухăш канăçсăрлантарчĕ. Малашне мĕнле пурăнмалла? Пĕчĕк хĕрĕме епле майпа çын тумалла? Ун чухне Аня 1-мĕш класа кайрĕ. Укçа-тенкĕ çитместчĕ. Çавна май йывăр вăхăт пайтах пулнă. Вĕсене ирттерме, пурнăçа сыпăнтарма мана çемье чылай пулăшрĕ. Мăшăрăма Иринăна, хĕрĕме тав тăватăп. Тĕрĕссипе, арăма тав туни сахал, ăна манăн палăк лартмалла. Унсăр пуçне йывăр вăхăтра пулăшнăшăн пĕрле ĕçленĕ Валентина Матвеева милици подполковникне, тăвансене тав сăмахĕ калатăп. Пуç усма памарĕç вĕсем. Валентина Андреевна сĕнÿ-канашпа çеç мар, хваттер ыйтăвне татса пама та пулăшрĕ. Эпир унпа тĕп хулари шалти ĕçсен пайĕнче 6 çул пĕрле вăй хутăмăр. Хамăн ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçлама тăрăшаттăм. Çакна эпĕ ачаран хăнăхнă, атте-анне çапла вĕрентнĕ мана», — калаçăва сыпăнтарчĕ Юрий Петрович.

Ÿксе аманнă чухне вăл 30 çулта пулнă. Паллах, малашлăх пирки чылай шухăшланă, пăшăрханнă çамрăк çын. Ара, çемьене епле тăрантармалла? Кÿмере ларнипе пурнăç тума пулать-и? Çакнашкал шухăшсем явăннă унăн пуçĕнче. Паян ку ыйтăва вăл çирĕппĕн хуравлать: «Эпĕ кÿмере ларатăп пулсан та нумай ĕç тума пултаратăп». Ара, çемйине пулăшас тĕллевпе вунă çул ытла таксистра ĕçленĕ вăл. Ĕçе ирхине 5 сехетре пуçăннине пĕлтерчĕ. «Хĕрĕме укçа-тенкĕ тĕлĕшпе иртĕхтермен эпир, çапах мĕн кирлине пĕтĕмпех туянса панă. Шупашкарти 1-мĕш гимназирен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Мускав патшалăх университетĕнче малалла ăс пухрĕ. Халĕ амăшĕ пекех вĕрентÿ енĕпе тăрăшать», — терĕ арçын.

Вăй-халĕ тапса тăрать

Паттăрлăх вăрçăра çеç çуралмасть. Хастар, патвар çынсем кулленхи пурнăçра та пур. Юрий Петровича шăпах çак йыша кĕртмелле. Ăна хуйхă-суйхă пусарман, пачах урăхла, хурçă пек çирĕп пулма хăнăхтарнă. Халĕ вăл — спортсмен, тĕнче класлă спорт мастерĕ, Европа чемпионачĕсенче тăватă хутчен бронза призерĕ пулса тăнă. Икĕ хутчен тĕнче чемпионатĕнче 3-мĕш вырăн, пĕр хутчен Европăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Раççей чемпионĕн ятне вун çичĕ хутчен тивĕçнĕ. Кăçал унăн Токиори Паралимп вăййисене хутшăнмаллаччĕ. Коронавирус инфекцийĕ тĕнчипе сарăлнине пула пысăк ăмăртăва урăх вăхăта куçарчĕç.

Юрий Петрович бадминтон вăййипе кăсăкланать. «Эпĕ ачаранах çакнашкал вăйăсене кăмăллаттăм. Урăхла каласан, чупса вылямаллисене. Сăмахран, ухăпа пересси ман валли мар. Унăн йĕппи ăçта лекессине, миçе очко пухассине кĕтсе лармалла. Çак вăхăтра вара мĕн чухлĕ хускану тума пултаратăн. Хăй вăхăтĕнче эпĕ штанга та йăтнă. Спортăн ку тĕсĕпе халĕ аппаланмастăп», — кун-çулĕпе паллаштарчĕ вăл.

Юрий Степанов, Волгоград облаçĕнче çуралнăскер, Чăваш Енри Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çитĕннĕ. Ачаранах аслисене пулăшнă. Амăшĕ фермăра дояркăра ĕçленĕ май ывăлĕ уроксем хыççăн тÿрех унта чупнă. «Ĕнесене апат панă, сунă хыççăн юлташпа волейболла выляттăмăр. Çетка караттăмăр та чун каниччен мечĕке «çапаттăмăр». Е тата çырмара хоккейла, футболла выляни асрах. Сĕтелçи теннисне те килĕштернĕ. Шел, ун чухне хальхи пек условисем пулман пирĕн. Çапах эпир пуç усман, вĕсене хамăр йĕркелеме тăрăшнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те, салтакра та ăмăртусене яланах хутшăннă», — пулни-иртнине аса илчĕ арçын.

Эппин, спорта юратасси унăн ачаранах пуçланнă. Ара, кÿршĕри Чуманкасси шкулне çÿренĕ чухне утни те, чупни те пулнă ял ачин. Кунне сакăр çухрăма парăнтарнă-çке. Автобус хальхи пек илсе çÿремен вĕсене, çавăнпа ÿксе амансан та спорт еннех туртăннă вăл. «Больницăран киле илсе килчĕç, — йывăр вăхăта куç умне кăларчĕ Юрий Петрович. — Никам та нимĕнле сĕнÿ-канаш пама пĕлмест. Кун пек чирлĕ çын юлташсен хушшинче те çук. Чунра çав тери йывăр. Кĕнеке, хаçат-журнал алла тытрăм. Пĕррехинче унта инвалидсем валли хулара спорт клубĕсем пурри çинчен çырнине асăрхарăм. Çавна май «Феникс» клуба кайрăм. Анчах унти спорт секцийĕсем кăмăла каймарĕç. Каярахпа тĕп хулари ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче бадминтонла выляма хăнăхтарнине пĕлтерчĕç. Унта çул тытрăм, выляса пăхрăм. Çак вăййа тÿрех килĕштертĕм. Çапла майпа 2002 çултанпа ракеткăна алăран ямастăп», — кăмăллăн йăл кулчĕ вăл.

Пирĕн калаçăва Юрий Петровичăн тренерĕ Григорий Сергеев хутшăнчĕ. Унăн вĕренекенĕ питĕ хастар, пултаруллă пулнине палăртрĕ. Тренировкăсене сиктерменни çеç мар, ятарласа маларах килнине, кая юлса кайнине каларĕ. «2002 çултанпа Юрий Петровичпа тĕнчипех çаврăнтăмăр. Пуйăсра та, самолетра та пĕрле эпир, пĕр çемьери пекех. Унăн çитĕнĕвĕсем мана савăнтараççĕ, хавхалантараççĕ. Вăй-халĕ тапса тăрать, вунă çын валли çитет», — терĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ.

Çапла, Юрий Степанов тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса тĕнчипех çаврăннă. Вăл кайса курман çĕршыв та сахал. Коронавируса пула кăçал ăмăртусем çулталăк пуçламăшĕнче çеç иртнĕ. Çурла-авăн уйăхĕсенче спортсменсем Тула облаçĕнчи Алексин хулинче сборта пулнă. Юрий Петрович çак эрнере Хусанта йĕркелекен Раççей кубокĕн пĕрремĕш тапхăрти ăмăртăвне хутшăнассине пĕлтерчĕ.

Сусăр çынна сусăрри ăнланать

Çапла, вăл паян спортсăр пĕр кун та пурăнаймасть. «Йывăр вăхăтра алă параканĕ çемьесĕр пуçне спорт пулчĕ. Вăл маншăн — пĕтĕм пурнăç. Тренировкăна пĕр кун каймасан та тем çитмен пек туйăнать. Килте те тĕрлĕ хускану тăватăп: резина туртатăп, гантель çĕклетĕп. Пандеми вăхăтĕнче те çак ĕçсене пурнăçларăм. Спорт туслăха, тăванлăха çирĕплетекен мел те. Сăмахран, ăмăртусенче çĕнтерсен чи малтан çемьене, тренера шăнкăравласа пĕлтеретĕп. Хамăн савăнăçа вĕсемпе пайлатăп. Мăшăрăм маншăн хĕпĕртенине чунпа туйса тăратăп», — терĕ арçын.

Юрий Степанов халĕ — Чăваш Енри инвалидсен «Феникс» физкультурăпа спорт клубĕн ертÿçи. Тăхăр çул ертсе пырать вăл ăна. Унта 50 ытла çын çÿрет. Вĕсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланаççĕ. Канмалли кунсенче те килте лармаççĕ спортсменсем, клуба пуçтарăнса калаçаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ. «Бадминтон шкулне йĕркелес шухăшпа пурăнаттăм. Хамăн ĕмĕте пурнăçларăм, халĕ вăл лайăх аталанать. Пирĕн пата пĕлтĕр тĕрлĕ хуларан вĕренме, опыт пухма килчĕç», — тăсăлчĕ пирĕн калаçу çăмхи.

Хастар арçын хăй кăна мар, сусăр ытти çынна та спортпа туслаштарнă. Вĕсемпе курса калаçать, пурнăç тĕллевне тупма пулăшать. Урăхла каласан, йывăр чухне ал парать. Сусăр çынна сусăрри кăна ăнланать çав. «Юлташсем Муркаш районĕнчи Отарккă ялĕнчи Алексей Ефимов аварие лексе çурăм шăммине хуçнине, утайманнине пĕлтерчĕç, — терĕ Юрий Петрович.— Çав çамрăк патне кайса килме шут тытрăм. Кайрăм, калаçрăм, унăн шанчăкне сÿнме памарăм. Чи малтанах машина туянмаллине пĕлтертĕм, мĕншĕн тесен пирĕн унсăрăн пурнăç çук. Çынран кивçен илсе машина туянтăмăр. Çакăн хыççăн вăл ялтан хулари спорт шкулне çÿреме пуçларĕ. Халĕ Раççей чемпионачĕсенче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Килĕнче те ахаль лармасть, укçа ĕçлесе илес тĕллевпе таксистра тăрăшать. Йывăр вăхăтра пулăшнăшăн паянхи кунччен мана тав тăвать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Павел Попова та спорта хамах явăçтартăм. Каярахпа эпир унпа бадминтонла мăшăррăн вылярăмăр. Чылай çитĕнÿ турăмăр, Европа, Раççей чемпионачĕсенче пĕрре мар çĕнтертĕмĕр. Вулакансене тепĕр тĕслĕхпе те паллаштарас килет: Шупашкар йĕкĕтне Сергей Степанова йывăр чир ураран ÿкернĕ. Амăшĕ пулăшмасăр вăл кÿмене те ларайман. Пĕррехинче, Олимп кунне ирттернĕ чухне, амăшĕ ăна пирĕн пата тĕп стадиона илсе пычĕ. Шăпах çакăнта паллашрăмăр унпа. Клуба çÿреме сĕнтĕм ăна. Малтанхи кунсенче Сергея амăшĕ илсе çÿрерĕ, бадминтонла выляма пуçларĕ вăл. Халĕ хăй машинăпа çÿрет. Алексей Ефимов пекех тăрăшуллă, вашават. Килĕнче ахаль лармасть. Нумаях пулмасть хваттерне те улăштарчĕç», — кăмăллăн калаçрĕ Юрий Петрович.

(«Мăшăра палăк лартмалла»)


♦ Вăрнар районĕн тĕп больницин ача-пăча уйрăмĕнче маларах черет пулнă, чирлисемпе сывă шăпăрлансене пĕр пÿлĕмрех йышăннă. Халĕ лару-тăру улшăннă. Çакна авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе Алла Салаевăпа ªçав кунах ăна тепĕр должноç пачĕç — Алла Леонидовна ЧР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан та пулса тăчĕº ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов та курса ĕненчĕç. Вĕсем çав кун Вăрнар тăрăхĕнче пулчĕç.

Ĕçлĕ ушкăн çÿлерех асăннă сиплев учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Вăрнарсем больницăна кăçал тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Тĕп тухтăр Сергей Илюткин паллаштарнă тăрăх, администраци çуртĕнче, гаражра юсав ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне поликлиника фасадне туса пĕтереççĕ. «Паян-ыранах больница картишĕнче асфальт сарĕç», — терĕ Сергей Владимирович. Алла Салаева Вăрнарсене хăтлăх пирки манмалла маррине аса илтерчĕ. Калăпăр, больница таврашĕнче машинăсене лартмалли вырăн тума сĕнчĕ. «Хам та нумай ача ашшĕ пулнă май мĕн пур ыйтăва лайăх ăнланатăп. Ача-пăча уйрăмĕ умĕнчи ача-пăча площадки тума, больница картишĕнче хитре йывăç-тĕм лартма, чечек клумбисем тума тĕв тăватпăр», — палăртрĕ тĕп тухтăр.

Тĕп больница медицина оборудованийĕпе те пуянланать. Кăçал ИВЛ аппарат туяннă. Ĕçе çамрăк специалистсене явăçтарас енĕпе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. 2019 çулпа танлаштарсан, тухтăрсемпе тивĕçтересси 1,6 процент ÿснĕ. «Кăçал пирĕн йышра икĕ специалист хушăнчĕ. 2021 çулта тăваттăн килессе кĕтетпĕр. 2012 çул-танпа больница «Земство тухтăрĕ» программăпа çамрăк врачсемпе 26 килĕшÿ тунă. 2018 çулта виçĕ медик «Земство фельдшерĕ» программăпа ĕçлеме килнĕ. 2014 çултанпа аслă шкулсенче медицина пĕлĕвĕ илекенсемпе 12 килĕшÿ тунă. Вĕсем диплом илнĕ хыççăн районăн тĕп больницинче ĕçлеме пуçлĕç. Сиплев учрежденийĕ студентсемпе ординаторсене стипенди парса хавхалантарать, каярахпа çамрăк специалистсене çурт-йĕр туянма е лартма пулăшать, çурт-йĕрпе коммуналлă тăкаксемшĕн компенсаци парать.

Яна Арбузова çамрăк специалист «Земство тухтăрĕ» программăпа Вăрнарти больницăна ĕçлеме килнĕшĕн питĕ кăмăллă. Халĕ вăл педиатрин юсаса çĕнетнĕ çĕнĕ уйрăмĕнче вăй хурать, пĕчĕк пациентсене йышăнать. Яна Валерьевна каланă тăрăх, сывă тата чирленĕ ачасене кунта уйрăмшарăн йышăнаççĕ. Вĕсем пĕр алăкран кĕмеççĕ. Сывă ачасен кунне йĕркеленĕ. Çавăн пекех васкавлă медпулăшу памалли пÿлĕм те пур. Тухтăрсем графикпа каçхи 18 сехетченех дежурство тăраççĕ. Маларах вара вĕсем пĕр сменăпа кăна ĕçленĕ. Больницăна килме чирлисем электрон мелпе те, телефонпа шăнкăравласа та çырăнма пултараççĕ. Çак йĕркесене пăхăннăран педиатри уйрăмĕнче черет те чакнă.

Алла Салаева Вăрнарти 1-мĕш шкулти юсав ĕçĕсем епле пынипе те паллашрĕ. Аса илтеретпĕр: кунта юсав ĕçĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлейменрен кĕçĕн классенче вĕренекенсем шкулăн кивĕ çуртĕнче пĕлÿ илеççĕ. 5-11-мĕш классем дистанци мелĕпе вĕренеççĕ. Шкулăн кивĕ çуртĕнче консультаци центрĕсем ĕçлеççĕ. Унта учительсем ачасемпе ашшĕ-амăшне вĕренÿре пулăшса пыраççĕ, çĕнĕ темăсене ăнлантараççĕ. ЧР Пуçлăхĕ, ЧР Строительство министерстви, Саккасçăсен пĕрлехи служби асăннă об˜ектри ĕçсем мĕнле пынипе интересленсех тăраççĕ. Халĕ строительсем пĕлÿ çурчĕн тăррине витеççĕ, шалти стенасене якатаççĕ, строительство материалĕсене туянас ыйтăва татса панă. Подрядчикăн шкулти мĕн пур ĕçе юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Алла Леонидовна палăртнă тăрăх, кашни кун шутра, ĕçсене хăвăртрах вĕçлемелле те вĕрентÿ ĕçне хăнăхнă йăлапа пурнăçламалла.

Подряд организацийĕн тĕп инженерĕ Павел Михайлов палăртнă кун тĕлне шкулта юсав ĕçĕсене вĕçлеме шантарчĕ. Об˜ектра паян 40 çын вăй хурать. Строительсен çавăн пекех пĕлÿ çуртне шыв кĕртмелле, канализаци тата вентиляци тумалла. Фасада çĕнетме материал çителĕклĕ туяннă. Анчах подряд организацине ура хураканни те пур. Мал-танхи подрядчик строительство материалĕсене тиесе кайман. Вĕсем классенчех купаланса тăраççĕ, строительсене ĕçлеме кансĕрлеççĕ.

(Вăрнарсем шкула юсаса пĕтерессе кĕтеççĕ)


Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре çуралса ÿснĕ Галина Фадеева Чулхулари аслă шкултан вĕренсе тухнăранпах педагогра ĕçлет. Çамрăклах ăна директор тилхепине тыттарнă. Лава вăл паян та тивĕçлипе туртать.

Эпир унпа хальхи шкул тата вĕрентÿ тытăмĕ çинчен калаçас терĕмĕр.

– Галина Георгиевна, эсир – учительте ĕçлесе нумай опыт пухнă педагог. Вĕрентекен çеç мар, шкул директорĕ те. Калăр-ха, тархасшăн: паянхи шкул ĕнерхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Эпĕ 44 çул каялла шкул пĕтернĕ. Çав вăхăтпа танлаштарсан уйрăмлăхсем, чăн та, питĕ нумай. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Тĕпрен илсен, хальхи шкул – паянхи шкул ачи вĕренмелли требованисене тивĕçтерекен инновациллĕ учреждени. Унта – лайăх оборудовани, компьютерсем, интернет, сĕтел- пукан. 2019 çулта, сăмахран, пирĕн шкул 1 миллион та 556 пин тенкĕ тăракан автобуслă, 15 моноблоклă пулчĕ. «Ÿсĕм вырăнĕ» проектпа килĕшÿллĕн те компьютерсене нумай çĕнетрĕмĕр, урайĕнче вылямалли шахмат, тĕрлĕ спорт инвентарĕ туянтăмăр, акт залне юсарăмăр, пукансем илтĕмĕр. Хальхи вĕренекен çĕнĕ шухăш-кăмăллă. Ачасем хăтлă условисенче вĕренччĕр тесе патшалăх нумай тăрăшать. Анчах вĕренекенсем çавна пур чухне те хаклама пĕлеççĕ-ши? Пирĕн вăхăтри шкул ачисем класра тирпейлессине, дежурство тăрассине е субботнике хутшăнассине начар ĕç тесе йышăнман. Кирек епле ĕç те усăллă та хисеплĕ тесе вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра эпир потребительсене ÿстерместпĕр-ши? Унчченхи ачасем гаджетсем мĕнне пĕлмен. Тăхтавсенче шкул картишне тухаттăмăр, пĕрле выляттăмăр. Шкул – кил, учительсем – иккĕмĕш атте-анне. Çапларах вĕрентнĕ унччен. Паян лару-тăру улшăнчĕ. Ĕлĕкхи шкул универсаллă пĕлÿ панă. Халĕ аслă шкула кĕмелли стандартсене тĕпе хурса вĕрентетпĕр. Ку ĕнтĕ – хальхи самана ыйтни.

– Эсир – акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ. Юлашки çулсенче çак предмет сумĕ уйрăмах ÿснĕн туйăнмасть-и?

– Ют чĕлхесене хальхи шкул ачисем интересленсе вĕренеççĕ. Çынна ют чĕлхесем карьера картлашкипе хăпарма, çул çÿреве пĕр шикленмесĕр тухма май пани никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тĕнче хăвăрт улшăнса пынă май ют çĕршыв çыннисемпе пĕр чăрмавсăр хутшăнма пултаракан специалистсем кирлĕ. Хам вĕрентнĕ ачасем пĕтĕм тĕнчери конференцисене хутшăнни, тăлмачăра ĕçлени, хăйсен профессийĕнче ют чĕлхепе ăнăçлă усă курни çинчен каласа кăтартаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ.

– Шупашкарта педагогика институчĕ пулсан та Чулхулара аслă пĕлÿ илме шухăшланă. Мĕн сăлтавпа-ши?

– Эпĕ Горький /халĕ Чулхула/ хулинчи ют чĕлхесен институтĕнчен вĕренсе тухрăм. Унта питĕ вăйлă педагогсем ĕçлетчĕç. Чулхулана акăлчан чĕлхин учителĕ Мария Терентьева сĕннипе вĕренме кайнăччĕ.

– Сире 24-ра чухнех директор çумĕ пулма шаннă. Мĕнле шухăшлатăр: мĕншĕн тÿрех асăрханă? Аслăрах учительсем ăмсаннине сисмен-и? Çап-çамрăк çынна шур-сухалсемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр марччĕ-и?

– Мана мĕншĕн асăрханине калама йывăр. Хамăн ĕçе эпĕ яланах питĕ юрататтăм. Педагогика ĕçне Çĕрпÿ районĕнчи Кукшакассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта тытăнтăм, кайран Сăнав поселокĕнчи шкула куçрăм. Пĕрле ĕçлекенсем ăнланса, пулăшса пычĕç.

– 30 çула çитичченех сире шкул директорне лартнă. Паян та яваплă çак тивĕçе пурнăçлатăр. Ачасен тата учительсен коллективне ертсе пыма йывăр мар-и?

– Çак ыйтăва, манăн шутпа, пĕр енлĕн хуравлама çук. Хăвăн ĕçе юратсан тата пуçарусем ăнасса ĕненсен, шанчăклă команда юнашар пулсан çăмăл. Чи кирли – шкул аталанать, вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, учительсем хăйсене хăтлă туяççĕ. Çав вăхăтрах — йывăр та, мĕншĕн тесен директор педагог кăна мар, администратор та, хуçалăх хуçи те, çын хутшăнăвĕсене йĕркелекен психолог та. Вăл маяк пекех. Унăн коллектива хавхалантарма тата хăй хыççăн ертсе пыма пĕлмелле. Директорăн тивĕçсене пурнăçласа пынипе пĕрлех вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕн тата учительсен пурнăçне лайăхлатма майсем пур. Ăнса пырсан ĕç кăмăла çырлахтарать. Унсăр пуçне вăл интереслĕ. Кăсăклă чухне йывăрлăхсене асăрхамастăн. «Çынсене ырăлатас тесен вĕсене юратмалла», – тенĕ аслă Иоганн Песталоцци педагог. Хамран тата çакна хушса калатăп: юратмалла кăна мар, хакламалла та. Пурне те. Вăл шутра кăртăшлисемпе ырă кăмăллисене те, çамрăк специалистсемпе нумай опыт пухнисене те, идейăсене пурнăçа кĕртекенсемпе хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене те.

– Ĕçре темĕн те сиксе тухма пултарать. Вĕрентекенсене те кÿрентермелле мар, ашшĕ-амăшне те юрамалла…

– Кирек мĕнле ĕç те калаçуран пуçланать. Вĕренекенсен çемйисемпе хутшăнса ĕçлесси – пирĕн шкулта тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пĕр-пĕринпе калаçма ÿркенмелле мар.

– Паянхи шкул эпир вĕреннĕ вăхăтринчен уйрăлса тăнине маларах каларăмăр-ха. Ачасене ăслă тăвасшăн пек туйăнать, çав вăхăтрах урокра ăса хывса юлайманнине учитель урок хыççăн ăнлантарма талпăнмасть, репетитор тытма сĕнеççĕ…

– Пирĕн шкулта апла мар. Пуçламăш классенче юлса та вĕренеççĕ. Уроксем хыççăн тĕрлĕ кружока /математика, акăлчан чĕлхи, робототехника, ÿкерес ăсталăх, музыка, хореографи студийĕ, экскурсовод тата çамрăк журналистсен шкулĕсем…/, спорт секцийĕсене кайма пулать. Вĕренекенсем предмет олимпиадисене хатĕрленеççĕ, тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, проектсем хатĕрлеççĕ. Урок хыççăнхи ĕçе пуçламăш класра 28 енпе, 5-11-мĕш классенче 15 енпе йĕркеленĕ. Хушма пĕлÿ паракан 23 программăна пурнăçа кĕртетпĕр. Репетитор пирки каласан, ку хăйне евĕрлĕ мода пулĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн хăйсен вăхăтне тата вăйне шеллемесĕр ачапа ларас вырăнне репетитора тÿлеме çăмăлраххине ăнланатăп. Экономикăн аслă шкулĕн ăслăлăхпа тĕпчев университечĕн лабораторийĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, репетиторпа ирттернĕ занятисем усă паманпа пĕрех, çакă патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче 1-2 балл çеç ÿстерме пулăшать. Пысăк балл пухас тесен предмета малтанах лайăх вĕренсе пымалла, урокра тимлĕрех пулмалла.

– Паянхи çамрăксене ятлама- ÿпкелеме кăмăллакансем те пур. Эсир темиçе теçетке çул ачасемпе ĕçлетĕр, опытăр пуян. Паянхи çамрăксене еплерех хаклатăр? Вĕсем унчченхи ачасенчен ăслăрах та мар-ши?

– Хальхи шкул ачи 20 çул каялла ку ÿсĕмре пулнисенчен уйрăлса тăрать. Çакă, паллах, темиçе сăлтавпа çыхăннă. Кашни çĕнĕ ăрăвăн коммуникаци майĕсем, ирĕклĕ шухăшĕсем анлăрах. Хальхи вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсем, интернет ачана вăйлă витĕм кÿреççĕ. 20 çул каялла кÿршĕллĕ ялсен ачисем те пĕр-пĕрне пĕлнĕ. Вĕсем пĕрле выляса ÿснĕ. Çакă вĕсене çывăхлатнă, коллективра пурăнма вĕрентнĕ. Хальхи шкул ачи интернетри информаци уçлăхĕнче вăхăта сахал мар ирттерет. Ку унăн информаци компетентлăхне аталантарма пулăшать. Анчах çакăн япăх енĕ те пур: иккĕлентерекен сайтсем, компьютер вăййисем, тĕрĕс мар шухăшлавпа паллашни хăш-пĕр чухне пурнăçшăн та хăрушă. Хальхи ачасен хушшинче лара-тăра пĕлменни нумай. Психологсем «клипла шухăшлав» калаçу терминĕпе анлă усă кураççĕ. Хальхи шкулта эпир тĕрлĕ вĕренекене – вĕренÿпе шкул пурнăçĕпе кăсăкланнисене, çавăн пекех «юхăм май ишекенсене» — куратпăр. Ача мĕнле çемьере çуралнинчен те нумай килет, анчах вĕрентекенсен, тем тесен те, шкул ачин уйрăмлăхĕсем çинчен манмалла мар.

– Паянхи шкул ачасене вĕрентме тăрăшнипе пĕрлех воспитани парассине айккинелле сирсе хăварнăн туйăнмасть-и?

– Çук, апла мар. Воспитани парасси пирĕншĕн яланах тĕп вырăнта пулнă. Ачасене шкулта пурте воспитани параççĕ. Учительсем çеç мар, поварсем те, урай çăвакансем те, шкул стенисем те. Вĕренÿ çинчен калакан саккуна улшăну кĕртнĕренпе воспитани парасси халĕ нацин стратегиллĕ тĕллевĕ пулса тăчĕ. Ачасем çемьене, çынсене, тăван тăрă-ха, Тăван çĕршыва хисеплекен, йĕркеллĕ çынсем пулса ÿсчĕр тесе нумай енлĕн тăрăшатпăр. Воспитани тĕллевĕпе шкулта нумай ĕç туса ирттеретпĕр, çав шутра – социаллă проектсем пуçаратпăр, спорт ăмăртăвĕсем, акцисем, уявсем йĕркелетпĕр.

– Сирĕн шкул 2006 çултах инновациллĕ программăсемпе усă курма тытăннă, вăл енĕпе ирттернĕ республикăри конкурсра çĕнтернĕ. Вĕренÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕх мĕн тума кирлĕ пулчĕ? Самана ыйтни-ши вăл е тата урăх сăлтав та пурччĕ-и?

– Инновацисене ĕçе кĕртмелли сăлтав нумай: цифра технологийĕсем сарăлни, интернет сечĕпе массăллă информаци хатĕрĕсен аталанăвĕ, ачасене вĕрентес тата воспи-тани парас ĕçре çĕнĕ меслетсемпе усă курасси, хальхи пурнăçра ăнăçлă та конкурентлă пуласси. Василий Сухомлинский вĕрентекене педагогика ĕçĕ савăнăç кÿтĕр, уроксем кичем те пĕр евĕрлĕ ан иртчĕр тесен тĕпчевпе кăсăкланма сĕннĕ. Инновациллĕ проектсене хутшăнни пурне те — ачасене, вĕрентекенсене, шкула ертсе пыракансене – аталанма пулăшать. Манăн каллех Сухомлинский сăмахне аса илес килет: «Шкул ачине юратмалла, вара вăл шкула юратĕ».

– Эсир Депутатсен районти пухăвне те суйланнă, район пуçлăхĕ те пулнă. Депутата суйланас шухăш епле çуралчĕ? Мĕн пачĕ вăл сире?

– Депутата мана виçĕ хутчен те суйларĕç. Ун пирки эпĕ хам шухăшламан. Чи малтан мана 2005 çулта коллектив кандидата тăратрĕ. Депутат ĕçĕ питĕ кăсăклă. Районти, ял тăрăхĕнчи, шкулти ыйтусене, вĕсене татса памалли майсене лайăхрах ăнланма пулăшать, çынсемпе çыхăнса ĕçлеме, кирлĕ хутшăнусем йĕркелеме вĕрентет.

– Хĕрарăм пуçлăхсем хăйсен ачисене вăхăт çителĕклĕ уйăрманни пирки час-часах илтме тивет. Эсир ывăлпа хĕр ÿстернĕ. Вĕсемпе выляса-кулма, пĕрле савăнма вăхăтăр çитсе пынă-и?

– Ертÿçĕ ĕçе вăхăт нумай уйăрать. Çав вăхăтрах кирек мĕнле хĕрарăмшăн та çемье чи малти вырăна йышăнать. Маншăн та çавăн пекех пулнă. Хамăн ачасем, çемье, атте-анне, мăшăр валли вăхăт тупма яланах тăрăшнă. Канмалли кунсенче эпир ачасемпе кукамăшĕ-кукашшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне çÿренĕ. Унта вăхăта кăсăклă ирттернĕ: пах-чара ĕçленĕ, аслисене пулăшнă, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма каяттăмăр, çулла кăмпана çÿреттĕмĕр, уроксене пĕрле тăваттăмăр. Ывăла уйрăмах пулăшма тиветчĕ. Ăна пилĕк çултах шкула ярса йăнăш турăм. Ачасем: «Пире тимлĕх сахал уйăрнă», – тесе кÿренсе калаçнине илтмен.

– Ывăл-хĕрĕр сирĕн çула суйларĕ-и?

– Кашни çыннăн — хăйĕн çулĕ. Манăн ачасем педагог çулне суйламарĕç, иккĕшĕ те банк тытăмĕнче ĕçлеççĕ. Хĕрĕм – финанс аналитикĕ, ывăлăм информаци технологийĕсе-не суйларĕ.

(Галина ФАДЕЕВА: Ачана юратмалла, вара вăл шкула юратĕ)


♦ Пĕр йывăçăн пин-пин çулçине пуçтарса танлаштарса пăхар-ха, вĕсенчен пĕри те теприн пек мар. Çĕр пин тĕрĕре те çаплах. Пултаруллă ÿнерçĕ ĕçĕнче пĕр эреш тепĕр хут тĕл пулмасть. Татьяна Шарковăн та çаплах, çĕнĕрен çĕнĕ шухăш çуралать. Çапла тума ăна мĕн пулăшать-ха? Чуна ирĕке яма чечексене, çынсене, чĕр чунсене, Тăван çĕршыва юратни кирлĕ. Ун пек чухне кăна пире çут çанталăкпа çыхăнтарса тăракан вăчăра çирĕп.

— Татьяна Васильевна, санăн аннÿпе Наталья Павловнăпа курнăçма тÿр килнĕччĕ. Тĕлĕнмелле хĕрарăмччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнăскер калама çук лăпкăччĕ, тимлĕччĕ. Аçуна вара Василий Степановича пачах курман.

— Вĕсем иккĕшĕ те пĕр районтах ÿснĕ, анчах паллашма инçетре — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаяр çулĕсенче Берлинта — паллашнă. Вăрçă хыççăн çулталăкран çемье чăмăртанă. Пирĕн килте чăннипех юратупа килĕшÿ хуçаланнă. Аслисем алă ĕçĕсем тăвассипе палăрса тăнă. Аннем вăрçăччен ялти шкулта тĕрĕ кружокĕ ертсе пынă, авалхи йăлапа хăй мĕн пĕлнине пире, ачисене, хăнăхтарнă. Аттем йывăçпа ĕçлеме юрататчĕ.

— Улмисем йывăççинчен аякка ÿкмен апла…

— Чăнахах çапла. Йăмăкăм Галина Изратова тĕлĕнмелле çынччĕ. Ун пеккисем сайра тĕл пулаççĕ. Театрта йĕрсе яма та, тăма, йывăçа чĕрĕ пек йышăнма та пултаратчĕ. Çак туртăм ăна çĕр çывăрттармастчĕ. Унăн пуканийĕсем ахаль тетте мар, вĕсен чăвашлăхĕ çиелтен тумлантарнă çи-пуçра мар, асатте-асанне, атте-аннен пурнăçне çухатманнинче. Пĕррехинче пĕр критик унăн ĕçĕсемпе хавхаланса: «Санăн ĕçÿсем аппуннинчен те ирттереççĕ», — тенĕ. Çакă мар-и вăл чăн телей, йăмăкĕ аппăшĕнчен лайăх пулни? Гальăн тăмран, çăмран ăсталанă теттисем паян Санкт-Петербургри Çăкăр музейĕнче, уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранаççĕ. Шăллăм Валера та ал ăсти: тĕрлет, йывăç касса эрешлет. Унăн «юмах тĕнчийĕ» ял çыннисене савăнтарать. Атте ялта пурăннă, ялти ĕçпе тăрмашнă пулсан та питĕ тирпейлĕ, таса тăхăнса çÿретчĕ. Хăй тумне хăй тирпейлетчĕ. Тепĕр чухне ларса саплани те пулнă: унăн саплăкĕсем те питĕ çыпăçуллă пулса тухатчĕç. Ял хĕрарăмĕсем ĕççи вăхăтĕнче ал айне мĕн лекнине тăхăнса урама тухсан: «Сан аçу тĕлне пулас марччĕ, ăна курасран именетпĕр», — тетчĕç.

— Галина çинчен татах итлес килет… Унăн пĕр куравĕнче ÿнерçĕсем: «Ку тетте куравĕ мар, кунта — чăваш тĕнчи», — тенĕччĕ.

— Вăл хăйĕн ĕçĕсемпе çынпа пупленĕ пек калаçатчĕ. Пĕррехинче курав-ярмăрккăна «Федя тете» кÿлепене илсе тухнăччĕ. Ăна туянас текен çын тупăнчĕ. Тĕрĕссипе, сутмах илсе тухнăччĕ-ха теттене. Анчах унран ниепле те уйрăлаймарĕ. Лешĕ виçĕ пин тенкĕ сĕнсен те, çав вăхăтра укçа питĕ кирлĕ пулсан та… сутмарĕ. Манăн йăмăкăм тăватă çул каялла çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Пурнăç вара малаллах шăвать, çуркунне те çитет, улмуççи те çеçкене ларать, кĕркунне те иртет. Тĕнчере пĕр çын çуккине çут çанталăк асăрхамасть çав. Пĕр эпĕ кăна уншăн тунсăхлатăп, чунра — нихăçан тÿрленми суран.

— Санăн йывăç пуканÿсем Моисей Спиридонов художникăн музей-хваттерĕнче упранаççĕ. Мĕнле лекнĕ вĕсем унта?

— Манăн парне вăл. Халăх пултарулăх çуртĕнчи студие ÿкермешкĕн вĕренме çÿренĕ вăхăтра тантăшăм Люда Белова: «Атя, Моисей Спиридонович патне кайса курар», — терĕ. Аван мар, вăтанатăп. Люда мана çавăтса тенĕ пекех илсе кайрĕ. Моисей Спиридоновича курсан хăрани иртсе кайрĕ. Çав тери ырă кăмăллă çынччĕ. Пирĕн ÿкерчĕксене пăхатчĕ. Пайтах çÿрерĕмĕр ун патне. Ватă çын, паллă художник, çапах вăл хăйĕн чапĕпе пусăрăнтармарĕ. Унăн хваттерĕнче ÿнер çыннисем час-часах пуçтарăнатчĕç. Вĕсем çавра сĕтел хушшинче калаçса ларнине çăвара шыв сыпнă пек шăппăн итлесе лараттăм. Паллă художник чăваш тĕррин эрешĕсене çур ĕмĕр ытла пуçтарнă, анчах çав альбома халăх патне çитерейменнишĕн питĕ кулянатчĕ. Каярахпа Моисей Спиридонович хăйĕн хĕрĕсемпе Татьянăпа, Августăпа паллаштарчĕ. Августа та художникчĕ, вăл мана Атăл леш енчи илемлĕ вырăнсене ÿкерме çăвĕпех илсе çÿрерĕ.

— Çывăх тăвану Геннадий Волков ăсчах сана: «Малта ан пул — питĕ йывăр килет, хыçа та ан юл», — тенĕ. Эсĕ вара яланах малти ретре. Мĕншĕн? Чăваш тĕррине алла илтĕн, живопиçпе палăртăн, унтан пуканесем ăсталама пуçларăн…

— Пултарулăх кăвайтне чĕртнĕ çын нихăçан та малтанхи çитĕнĕвĕсемпе лăпланса лармасть. Унăн чун-чĕри — канăçсăрлăх авăрĕнче. Ĕлĕк-авал пукане хăйне евĕрлĕ ырă йĕрĕх — сывлăха, çемьене, кил-йыша упракан вăй — шутланнă. Тетте çавăн пекех ачан шухăшлавĕпе чăн пурнăçа çыхăнтаракан хатĕр те. Ачасен искусство шкулĕнче ĕçленĕ май çитĕнекен ăрăва тăван культурăпа, йăла-йĕркепе мĕнле майпа çыхăнтарма пулать-ха тесе сахал мар пуç ватма тиврĕ. Çапла çуралчĕ те «Освоение традиций национальной культуры в системе дополнительного образования /на примере чувашского декоративно-прикладного искус-ства/» кĕнеке.

— Унпа кирек хăш тытăмри педагогсем те усă курма пултараççĕ. Кунта эсĕ наци культурин йăли-йĕркипе çыхăннă пур вăрттăнлăха уçса панă.

— Çакă та паха — кĕнекере чăваш терминĕсен словарĕ те пур. Наци тумĕпе çыхăннă сăмахсен пĕлтерĕшне уçса панă. Ача-пăча вăййисене тата ăçта тупса вулама пулать? Çукрах-ха пирĕн унашкал кăларăмсем. Хăй вăхăтĕнче ЧР Пуçлăхĕн культурăпа искусство тытăмĕнчи инновацисен конкурсĕнче «Чăваш халăх теттин тĕнчи» темăпа гранта тивĕçнĕччĕ. Асăннă ыйтупа кĕнеке-альбом хатĕрлесе кăларасси çăмăл марри паллă ĕнтĕ. Çак ĕçе пурнăçа кĕртес тĕллевпе таçта та çитме тиврĕ. Республикăри аваллăх управçисенче кăна мар, Питĕрти Раççей этнографи, Саратоври тавра пĕлÿ, Чĕмпĕр, Хусан музейĕсенче пултăм, унта тĕл пулнă теттесене ÿкерсе илтĕм.

— Коронавирус амакĕ ура хумарĕ-и? Чылай вăхăт ачасемпе инçет мелĕпе кăна ĕçлеме тиврĕ те…

— Пандеми вăхăтĕнче кăна мар, кирек хăш тапхăрта та амăшĕн чĕри ачисемшĕн пăшăрханать, çунать. Аннем те çаплаччĕ, самолет сассине илтсенех яланах пĕр сăмахсене: «Вăрçă ан тухтăрччĕ, манăн ачасен, ачасен ачисен вăрçа каймалла ан пултăрччĕ», — тетчĕ. Эпĕ те — анне, хĕрĕмшĕн, унăн хĕрĕн пуласлăхĕшĕн шухăшлатăп, пăшăрханатăп. Юлашки вăхăтра ÿкернĕ «Ачамсене панă пил» панно — шăпах мĕн пур аннен шухăш-кăмăлне уçса парать те. Унта манăн пурнăç сăнланнă.

— Ачалăх куллен-кун пирĕнтен аякка-аякка юлса пырать. Мĕн ытларах аса килет иртнĕ пурнăçран?

— Йăмăкăмпа иксĕмĕр кăмака çинче выляма юрататтăмăр. Унта çунакан лампочка çине аннен тутăрĕсене пĕрин хыççăн теприне çакса яраттăмăр та вĕсем калейдоскоп пек тĕрлĕ тĕспе вылянине сăнаса выртаттăмăр. Е пирĕн пата кÿршĕ-аршă пуçтарăнатчĕ те вăрçă çинчен калаçнине итлесе лараттăмăр. Эпĕ вăрçă хыççăн 9 çултан çуралнă. Ун чухне урампа хăрах ураллă, алăсăр салтаксем çÿретчĕç. Хăш чухне хама та вăрçă ачи пек туяттăм. Пăла шывĕ леш енче çапăçусем кĕрленĕн туйăнатчĕ. Атте вăрман касма кайсан анне кăмака çине пирĕнпе юнашар хăпарса выртатчĕ, юмах-халап каласа кăтартатчĕ. Шартлама сивĕ кунсенче урамран шăнса таврăнсан та çакăнтах хÿтлĕх тупаттăмăр. Çакăнтах хулăн утияла шăтарса унти мамăка пĕчĕккĕн чĕпĕтсе кăларса пукане тума чарманшăн тавах аннеме.

(Татьяна ШАРКОВА: Хама вăрçă ачи пек туяттăм)


♦ Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕтĕм Раççейри РФ Президенчĕн гранчĕсене илессишĕн ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ техника наукисен докторне, машинăсем тăвакансен факультечĕн механикăпа графика кафедрин заведующине Сергей Васильева тата хими ăслăлăхĕсен кандидатне, химипе фармацевтика факультечĕн органикăпа фармацевтика химийĕн кафедрин доцентне Сергей Федосеева награда панă.

Сергей Васильев — хĕрĕх çула çитичченхисен хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă 60 çынран пĕри. Унăн çĕр айлăм- тайлăмне цифра мелĕпе тĕрĕс сканерлас ĕçĕн ăс-хакăл технологийĕсемпе мехатроника тытăмĕсене шыраса тупмалли тата тĕпчемелли проекчĕ 1 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçлĕ пулнă. Фото ăстисем 2D тата 3D меслетсемпе тунă сăн ÿкерчĕксем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăнине пĕлеççĕ. Проектра çав мелсемпе усă курса пухнă информацисене пĕр-пĕринпе танлаштарни çырма-çатраллă çĕрсен тĕрĕс карттине хатĕрленĕ чухне пысăк усă кÿрет. Çырмасен анлăшĕпе тăршшĕ, тарăнăшĕ, тайлăкĕ çинчен пухнă пĕлÿ ял хуçалăхне, строительствăна, мелиорацие, ытти отрасле кирлĕ.

— Пирĕн ĕç информацие цифра меслечĕпе тухăçлăрах пуçтарма май парать, — тет Сергей Васильев. — «Техника курăмĕ» — Чăваш Еншĕн тĕпчеври çĕнĕ уçлăх. Грант икĕ çул валли. 2020 çулта пухнă информацисем çинчен пирĕн пичетĕн ятарлă кăларăмĕнче отчет тумалла, вĕсемпе пĕтĕм тĕнчери çыхăну тытăмĕнче паллаштармалла.

Вăтăр пилĕк çула çитичченхисен хушшинче çĕнтернĕ Сергей Федосеевăн «В6 /пиридоксин/ витаминран тĕллевлĕн çĕнĕ хутăшсем тумалли меслет хатĕрлесси тата вĕсен биологи витĕмне тĕпчесси» проекчĕ 600 пин тенкĕлĕх гранта çĕнсе илнĕ.

— В6 çинчен тахçанах пĕлетпĕр, — каласа парать Сергей Федосеев. — Пурнăçа тытса тăрассишĕн вăл этем организмĕнче хими реакцийĕсене пуçласа вĕçне çитерме хутшăнать, нерв тытăмне çирĕплетме пулăшать. Эпир пиридоксинăн микробсемпе кăмпасене хирĕçле пахалăхĕсене аталантарма тăрăшса функцийĕсене улăштарма пултарнине палăртрăмăр. Çĕнĕ хутăшсене /чăвашла çапла калăпăр/ синтезламалли меле алла илме, вĕсен организмри витĕмне лайăхрах тĕпчеме ĕмĕтленетпĕр. Грант укçи оборудованипе реактивсем туянма, тăватă ăсчаха ĕç укçи тÿлеме кайĕ. Пирĕн ĕç çĕннине тупса палăртасса шанатпăр.

ЧПУ ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сотрудникĕсене тĕпчевре малаллах талпăнма сĕннĕ.

— Техникăпа технологисен аталанăвĕн ĕмĕрĕнче кирек хăш ăсчах хыçĕнче те — конкурентсем, иртме тăрăшаççĕ. Хыçала юлас мар тесен малаллах талпăнмалла, — тенĕ вăл. — Çамрăк тĕпчевçĕсене патшалăх финанс пулăшăвĕ кандидат диссертацийĕсене хÿтĕлессишĕн суйласа илнĕ темăсене тишкерме, доктор диссертацийĕсем патне куçса шырав ирттерме парать. Университет ăсчахĕсем наука çулĕпе малалла тĕллевлĕн ăнтăлнине шута илсе ăслăлăхшăн, республикăпа тĕп хула чысĕшĕн малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлессе шанса тăратăп.

(ЧПУ грантсем çĕнсе илнĕ)

 


♦ РусГидро ушкăна кĕрекен Чăваш энергосбыт компанийĕ Пĕтĕм Раççейри энерги перекетлессипе тата экологипе çыхăннă ^ВместеЯрче фестивале хутшăнса Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн виççĕмĕш курс студенчĕсем валли энергоквиз ирттерчĕ. Çак çамрăксем «Электричествăпа тивĕçтересси» специальноçпа вĕренеççĕ те — квиз вĕсемшĕн пушшех интереслĕ пулчĕ.

Пулас энергетиксем тăватă командăна пайланса хăйсен çут çанталăк ресурсĕсемпе, электроэнергипе тирпейлĕ усă курассипе, энергин çĕнелсе пыракан тата альтернативлă çăл куçĕсемпе çыхăннă пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Яшсемпе хĕрсен электроэнергетика темипе хатĕрленĕ 20 ыйту хуравне тупма тиврĕ. Ансаттисем çук, çапах, çамрăксен шучĕпе, вĕсемшĕн ток виçмелли клещепе çыхăннă ыйту чи йывăррисенчен пĕри пулчĕ. Командăсен çак инструмента сăн ÿкерчĕк тăрăх «паллама» тиврĕ. Анчах ыйтăва пĕри те хуравлаймарĕ. Çавăнпа ĕнтĕ студентсем производ-ство практики вăхăтĕнче çак инструментпа мĕнле усă курмаллине уйрăмах тĕплĕ вĕренме шантарчĕç.

— Чăваш энергосбыт компанийĕ Пĕтĕм Раççейри ˇВместеЯрче фестиваль мероприятийĕсене çуллен хутшăнать. Энергоквиз — студентсемпе ĕçлемелли çĕнĕ формат, вăл энергетикăпа çыхăннă пĕлĕве тĕрĕслемешкĕн питĕ меллĕ. Эпир энерги ресурсĕсемпе тирпейлĕ тата перекетлĕ усă курмалли çинчен тепĕр хут аса илтерес терĕмĕр, — терĕ ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров.

Компани кăçал энергоэффективлăх тата энергохăрушсăрлăх урокĕсене ирттернĕ ĕнтĕ, ˇВместеЯрче фестиваль программипе килĕшÿллĕн çавăн пекех ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсне тата аслă шкулсен студенчĕсемпе «Пĕр шайри диалог» йĕркелесшĕн.

Квиз мĕнлерех иртнипе вара техникум ĕçченĕсем те кăмăллă. «Паян хамăр та энергоквиза хутшăнтăмăр теме пулать, — тет директорăн наукăпа методика енĕпе ĕçлекен заместителĕ Алина Терентьева. — Студентсемпе пĕрле ыйтусен хуравĕсене шырарăмăр — пирĕншĕн те интереслĕ пулчĕ! Студентсене Рус-Гидро ĕçĕ çинчен ытларах пĕлни, Чăваш энергосбыт компанине производство практикине те вырнаçма май пурри савăнтарчĕ. Пирĕншĕн республикăн электроэнергетика комплексĕн предприятийĕсем техникумпа тачă çыхăну тытса ĕçлени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ».

(Пĕрле çутăрах тата интереслĕрех!)

 

 

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.