Хыпар 105 (28133) № 19.09.2023

19 Авăн, 2023

Çамрăклăх бизнесшăн чăрмав мар

«Манăн бизнес» центрăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проектне пурнăçласа бизнеса популяризацилесси, çĕнĕ çынсене предпринимательлĕхе явăçтарасси. Ку енĕпе çамрăксемпе, ачасемпе ирттерекен тĕлпулусен усси пысăк.

Нумаях пулмасть, сăмахран, «Манăн бизнес» ертÿçи Татьяна Макаркина тĕп хулари «Эткер» центрта пултарулăхне аталантаракан ачасемпе курнăçрĕ. Аслă классенче вĕренекенсене хăйсене предпринимательлĕхре тĕрĕслесе пăхмалли чи ансат тата меллĕ меслетпе — хăйсем тĕллĕн ĕçлессипе — паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çын хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçласси чăннипех чăрмавсăр: «Регистраци ансат — мобильнăй приложени урлă та регистрациленме пулать. Налук тÿлесси те — ансатлатнă йĕркепе. Налук виçине шутласа палăртас тĕлĕшпе те кăткăслăх çук. Налукăн процент виçи контрагент категорийĕнчен кăна килет: уйрăм çынсемпе ĕçленĕ чухне вăл 4% танлашать, тÿлеве организаци пурнăçланă чухне — 6%». Сăмах май, халь çын 14 çултанах хăй тĕллĕн ĕçлеме пултарать. Çавна май патшалăх çамрăксене бизнесра пуçламăш утăмсем тума пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ — 500 пин тенкĕ таран грант илме пулать. Чăваш Енре кăçал çак гранта илмешкĕн 22 çын заявка панă, 17-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ — 8,4 миллион тенкĕлĕх. Пурте — 25 çултан аслă мар граждансем. Тĕлĕнетĕр пуль, анчах çак йышра шкул ачи те пур — Шупашкар йĕкĕчĕ Ермак Герасимов. Вăл — уйрăм предприниматель. Тĕп хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 61-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ пушă вăхăтра гаджетсем юсама пуçланă. Вĕсене алăран, онлайн меслетпе çынсенчен туянать, юсаса çĕнĕ пурнăç парнелет. Грант вара — çĕнĕ йышши форматпа ĕçлекен сервис центрĕ уçма. «Пĕтĕмпех илемлĕ, çÿллĕ шайра пулмалла, çĕнĕ йышши оборудованипе усă курмалла. Çав вăхăтрах юсав çынсемшĕн хаклă ан пултăр», — тет каччă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


«Хам вырăна çын шыратăп»

Чăваш халăх художникĕ Анатолий Силов Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуркасси ялĕнче [халĕ Çĕнĕ Шупашкар территорине кĕрет] çуралнă. Иртнĕ эрнере тĕнчипе паллă маçтăр Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче курав уçрĕ. Художник çулне кура мар правур. Нумай хваттерлĕ çуртăн 6-мĕш хутĕнче вырнаçнă ăсталăх лаççинче ĕç вĕрет. Пÿлĕм варринчи мольберт çинче — пир карнă рама. Анатолий Александрович çĕнĕ ĕç пуçарма хатĕрленет.

14-ра килтен тухса кайнă

«Пурнăçăм йывăр килчĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тыткăна лекнĕ. Концлагерьте пулнăскере ĕçе илместчĕç. Пысăк çемьене тăрантармалла, тумлантармалла — ытлашши пĕр пус та çукчĕ. Шкулта вĕренмешкĕн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Аппа валли укçа пухрĕç, ман валли нухрат пулмарĕ. Шкулта япăх вĕрентĕм. Алла кĕнеке тытмашкăн та вăхăт çукчĕ — уй-хир ĕçĕсем вĕçленетчĕç те фермăна чупаттăм. Ăшă тумтир пулман, выçă çÿренĕ. Çавăнпах тăтăш чирлеттĕм. Ÿпке шыççипе темиçе хут аптăрарăм. Пĕррехинче бригадир лаша кÿлсе Элĕк тăрăхне ячĕ. Çанталăк сивĕччĕ, çулĕ япăхчĕ. Эпĕ, 13-ри каччă, аран-аран вырăна çитсе каялла таврăнтăм. Ун чухне пурнăç çăмăлланассăн туйăнмастчĕ. Çемьере пилĕк пĕртăван ÿсрĕмĕр. Пĕр пус укçасăр, паспортсăр, тумтирсĕр… килтен тухса кайрăм. Чулхулара 4 уйăх çапкаланса çÿрерĕм. Кĕпер айĕнче çĕр каçрăм, хам пек ăçтиçуксемпе туслашрăм. 4 уйăхран Аçтăрхана çул тытакан пăрахут çинче грузчик кирлине пĕлтĕм. Ĕçе вырнаçрăм та вăрăм çула тухрăм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн карапсенче арçын алли çитместчĕ. Аçтăрханра чеченпа паллашрăм. Мана шеллерĕ те хăйĕн патне йышăнчĕ, ăс пама пуçларĕ. 1953 çулта юнга пулса тăтăм. Аслисем мĕн хушнине пурнăçлаттăм, иртен пуçласа каçченех ĕçлеттĕм. Карап çинче хута кĕрекен, пуçран лăпкакан çукчĕ, ывăннине те никама кăтартаймастăм. Тĕрмере ларса тухнисем пурччĕ. Вĕсем çынран кулма, тăрăхлама юрататчĕç. Пĕррехинче пăрахут гудокне тасатма хушрĕç. Ĕçе пурнăçламашкăн çÿллĕ юпа çине кармашрăм. Ристансем аялтан сăнарĕç. Вĕсенчен пĕри вĕрене туртрĕ те гудок сасси янăрарĕ. Мана пăс пĕçертрĕ те эпĕ ÿкрĕм. Урайĕнче анкер болчĕсем выртатчĕç. Пĕрне ярса тытрăм та сулкалашма пуçларăм. Арçынсем айăпа туймарĕç тейĕн. «Мана тепĕр хут тĕкĕннĕ пултăр — куратăр!» — тесе хăмсартăм. Каярах пăрахут çинче пурнăç çăмăлланчĕ: апатлантаратчĕç, укçа тÿлетчĕç. Килтисене пулăшас тесе нухрата яла яраттăм. Иккĕмĕш штурман мана асăрхарĕ те карап ĕçне вĕрентме пуçларĕ. Унăн 2 ывăл пурччĕ. Вĕсем ашшĕ патне килетчĕç те кимĕпе ярăнтарма ыйтатчĕç. «Иккĕшĕ те япăлкка», — тетчĕ штурман вĕсем пирки. <...>

Ольга КАЛИТОВА

♦   ♦   


Çĕнĕ романа икĕ çул çырнă

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Улькка Эльменĕн «Пурнăç сулăнка лексен...» романĕн презентацийĕ иртрĕ. Кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. Ăна пахалама прозаиксемпе поэтсем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавăш ĕçченĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Вулакансем Улькка Эльменĕн кашни кĕнекине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, юратса вулаççĕ. Çĕнĕ произведени те вĕсен йышне пуянлатасси куçкĕрет. Романăн сюжечĕ хивре аталанать. Тĕп сăнара – Таисия Краснова федераллă судьяна – пĕрисем хисеплеççĕ, теприсем ăмсанаççĕ, вăрттăн юратакансем те пур. Хăй вара, пуçĕпех ĕçе путнăскер, судья тивĕçĕсене саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçласси, ашшĕпе амăшĕн тата аслă судьян Ильяс Магомедовичăн шанăçне тÿрре кăларасси çинчен çеç шухăшлать. Паллах, ача чухнех Уголовлă кодекс вуласа ÿснĕ хĕр урăх професси суйлама та пултарайман. Тĕрĕслĕхе юратакан, яваплăха çивĕч туякан ашшĕн тĕслĕхĕ те витĕм кÿнĕ ахăртнех. Апла пулин те вăхăтăн-вăхăтăн хĕр чĕри хăй пирки аса илтеретех – темшĕн тунсăхлать, теме кĕтет. Суд сакки çинче ларакан Александр Тихонова курсан Тайăн шухăш-кăмăлĕ тĕпренех улшăнать. Тÿре айăпланакана килĕштерме пуçлать, туйăмсен авăрне чăмать. Ольга Геннадьевна произведение мĕнлерех хайлани, мĕне тĕпе хуни çинче чарăнса тăчĕ: «Романа икĕ çул çыртăм. Ун никĕсĕнче – чăн пулнă истори. Ку ĕç-пуçа пысăк должноçра тăрăшакан çын каласа пачĕ мана. Çырма лариччен нумай шухăшласа çÿрерĕм. Таиçĕн ыттисене тĕслĕх кăтартмалла пек, вăл вара туйăмсем хыççăн кайса ĕçне те, çывăх çыннисене те çухатать, шанăçран тухать. Çавăн пек ăссăрла хăтланни, хăвна тытса чарайманни мĕн патне илсе çитерме пултарнине кăтартса парас килчĕ манăн. Анчах героиня пурнăçра йăнăшсем тусан та пусăрăнмасть, йăлт тÿссе ирттерет, вăйланать. Каярахпа хăйĕн пекех йăнăшакансене, инкеке лекнĕ çынсене пулăшма пуçлать. Анатолий – çемçерех кăмăллă сăнар. Таиç ăна та витĕм кÿрет. Унпа хутшăннă май арçын хăюлланать, çирĕпленет. Романа çырса пĕтернĕ хыççăн çирĕм хут та вуласа тухса тÿрлетрĕм, кашнинчех мĕн те пулин улăштармалли тупăнатчĕ. Халĕ кĕнекене вулакан хак патăр». <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.