Хыпар 105-106 (28281-28282) № 20.09.2024
Малашлăха пăхса, иртнине асра тытса
Шупашкарта юнкун потребительсен кооперацийĕн Пĕтĕм тĕнчери «Коопераци: малашлăха пăхса иртнине хаклатпăр» форумĕ уçăлчĕ.
Чи лайăххисен шутĕнче
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн председателĕпе Дмитрий Зубовпа тĕл пулчĕ. «Форума пирĕн республикăра ирттерме йышăнни чăннипех те савăнтарать, — терĕ Олег Николаев. — Эпир хăнасене чăваш çĕрĕнче яланах хапăл туса кĕтсе илетпĕр. Хамăрăн ĕç опычĕпе те хаваспах паллаштарма хатĕр. Пĕтĕм тĕнчери потребительсен кооперацийĕн форумĕн программипе килĕшӳллĕн Çамрăксен форумĕ те иртĕ. Çамрăксем коопераци ыйтăвĕсемпе кăсăкланаççĕ. Çакă пирĕн малашлăх пуррине, çынсене усă кӳрессишĕн тăрăшакансем, çĕршыв аталанăвне тивĕçлĕ тӳпе хывакансем ӳснине çирĕплетет». Дмитрий Зубов Чăвашпотребсоюз Раççей Центросоюзĕн организацийĕсен хушшинче чи лайăххи пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех Дмитрий Львович делегаци йышĕнче Муркаш округне çитсе курчĕ, Лантăш ялĕнчи пекарня, аш-какайран çурма фабрикат хатĕрлекен цех, лавккасемпе кафе ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, потребкоопераци тытăмĕнче ĕçлекен Бардасовсемпе тĕл пулчĕ. Династие пуçлаканĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Ананий Бардасов. Вăл Муркаш райповĕнче тĕп бухгалтерта, правлени председателĕнче ĕçленĕ. Унăн ĕçне ывăлĕсемпе мăнукĕсем — Георгий Ананьевич, Вячеслав Георгиевич, Елена Вячеславовна — малалла тăснă. Хальхи вăхăтра Вячеслав Бардасов суту-илӳ центрĕн директорĕнче, хĕрĕ Алена сутуçăра ĕçлеççĕ. Çемьен потребкоопераци тытăмĕнчи стажĕ — 100 çул ытла. Сăмах май, Чăвашпотребсоюзра 15 ĕç династийĕ вăй хурать, вĕсен пĕтĕмĕшле стажĕ — 1938 çул. Паян çак тытăмра вăй хуракан Федоровсем, Романовсем, Бардасовсем, Кольцовсем, Павловсем тĕп хулари «Амазони» паркра йывăç лартĕç. Райпосен ĕçĕ-хĕлĕ куç умĕнче Форума хутшăнакансем Чăвашпотребсоюз организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Хăнасем республика тăрăх çичĕ маршрутпа çула тухрĕç. Пысăк делегаци — регионсенчи потребсоюзсен пилĕк çĕре яхăн ертӳçипе специалисчĕ — Элĕк, Мăн Сĕнтĕр, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Октябрьски, Çĕрпӳ райповĕсене çитсе курнă. Аталанăвăн комплекслă программине пурнăçа кĕртни пирки хăнасене суту-илӳ тата общество апатланăвĕн организацийĕсен, хатĕрлев пункчĕсен, аптекăсен тĕслĕхĕсем çинче каласа кăтартрĕç. Пĕлтĕр Чăвашпотребсоюз организацийĕсем об±ектсен строительствине, реконструкцине, модернизацине 390 миллион тенкĕ хывнă. Çапла майпа тавар туянакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерессин пахалăхне ӳстерме, ĕç условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Элĕк тăрăхĕнче хăнасем райпон суту-илӳ центрне, çăкăр заводне, «Встреча» тата «Магноли» кафесене çитсе курчĕç, Ехремкасси ялĕнчи хатĕрлев пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек хучĕç. Комсомольски округĕнче делегацие «Кооператор» пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕç. Вăл Чăвашпотребсоюзăн минерал шывĕ, алкогольсĕр шĕвексем, сĕткен хатĕрлес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен предприятийĕ шутланать. Продукци пахалăхне Раççей, регион шайĕнчи конкурссен дипломĕсем çирĕплетеççĕ. Хăнасем çавăн пекех райпон апат-çимĕç тата хуçалăх таварĕсем сутакан лавккисене, аптекăсене, пиццерие çитсе курчĕç, «Магнит» сентрисем çине хăйĕн таварне кăларакан çăкăр завочĕн опычĕпе паллашрĕç. Ĕç-хĕл тухăçлăхне ӳстересси, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессине анлăлатасси — муниципалитетри кооператорсен умĕнче тăракан тĕп тĕллевсем. Форум делегачĕсем Шупашкарти универсаллă базăпа та паллашрĕç. Вăл Чăвашпотребсоюз лавккисемпе пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсемшĕн курттăм суту-илӳ тумалли центр шутланать. Предприятин çулталăкри тавар çаврăнăшĕ 2 миллиард тенкĕрен иртет. Производительсемпе тата пысăк поставщиксемпе тӳрĕ çыхăнусем йĕркеленĕрен хаксене чакарма май килет. Юлашки пилĕк çулта складсене çĕнетме, цифровизаци тытăмне ĕçе кĕртме 30 миллион тенкĕ тăкакланă. Автосаккас йĕркипе ĕçлеме пуçлани продукцие питĕ кĕске вăхăтра лавккасене çитерме май парать. «Паян логистика центрĕ — çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă, цифровизациленĕ, тухăçлă логистика тытăмне ĕçе кĕртнĕ комплекс. Регионти чи пысăк оператор шутланаканскер республикăри лавккасене, предпринимательсене таварпа тивĕçтерет», — каласа кăтартрĕ Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов. Шупашкарти коопераци техникумĕ — республикăри пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсем валли кадрсем хатĕрлекен вĕрентӳ заведенийĕ. Хăнасем унăн ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланса паллашрĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикинчи потребительсен кооперацийĕн музейĕнчи экскурси те вĕсен кăмăлне кайрĕ. Новосибирск облаçĕн потребсоюз канашĕн председателĕ Станислав Липский Чăваш Енри кооператорсем вĕсен тăрăхĕнчи кооператорсемшĕн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. «Чăвашпотребсоюзра ăслă, анлă тавра курăмлă, пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ. Коллектив Раççейри коопераци организацийĕсен хушшинче чăннипех те лидер шутланать. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли нумай. Эпир форума çак тĕллевпе килнĕ те ĕнтĕ. Юлашки çулсенче сирĕн пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Центросоюз форум ирттерме Чăваш Ене суйласа илсе питĕ тĕрĕс тунă», — терĕ вăл. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Марина КИТАРЬЕВА: «Синоптиксем пуç пĕксе утмаççĕ»
Кăçал çу вăрăма тăсăлчĕ. Авăн уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче ăшă, хĕвеллĕ çанталăк хуçаланчĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă? Çанталăк ырă кĕтменлĕхсем татах парнелĕши? Çак тата ытти ыйту хуравне уçăмлатма Чăваш Енри Гидрометеоцентрта пай пуçлăхĕнче ĕçлекен Марина Китарьевăран ыйтрăмăр.
Пирĕн патра антициклон хуçаланать
— Марина Анатольевна, калăр-ха, ку вăхăта çулла е кĕркунне темелле?
— Температурăна кура хаклас тăк — ку çулла! Анчах та кĕркунне паллисем те пур. Каçсерен сивĕ, кăнтăрла тем пек ăшă пулсан та пурпĕрех çулçăсем сарăхаççĕ. Вĕсене нимĕнле температурăпа та улталаймастăн. Сывлăшра та кĕр шăрши хуçаланать. Талăкри вăтам температура 15 градус пулма тытăнсан çулла вĕçленет. Пирĕн вара халĕ талăкри вăтам температура 20 градус урлă каçать. Температурăна кура климатпа килĕшӳллĕ çулла вĕçленмен-ха.
— Хăçан вĕçленет вăл?
— Ку эрнере температура пĕчĕккĕн чакса пырать. Кашни кун 1-2 градус уçăрах. Эрнекун температура 20 градусран пĕчĕкрех пулĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кĕр еннелле сулăнатпăр.
— Кун пек ăшă кĕркунне миçемĕш çулта пулнă тата?
— Юлашки çулсенче авăн уйăхĕ яланах сивĕрех пулчĕ. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче кăна çанталăк лайăхланма тытăнатчĕ. Юпа уйăхĕ ăшă килетчĕ. Кăçал юпа уйăхĕ епле пулассине пĕлместĕп, анчах çуллахи ăшă авăн уйăхне куçрĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕ пире чăннипех савăнтарчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, тыр-пула, пахча çимĕçе васкамасăр пухса кĕртрĕмĕр. Кĕрхи культурăсем валли çумăр кирлĕ паллах. Вĕсемшĕн çанталăк типĕ тăни лайăхах мар. Авăн уйăхĕнче çумăр пĕрре те ӳкмерĕ. Кăçал çанталăк рекордсем çапмарĕ. Çулла лăпкă, ăшă, лайăх пулчĕ. Авăн уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче кун пек ăшă тахçантанпах пулман. 1995 çулта çанталăк çакăн пек ăшă тăнă. 1977 çулта та авăнăн малтанхи вунă кунĕ ăшă пулнă. Халь уйăхăн иккĕмĕш вунă кунлăхĕ вĕçленсе пырать. Талăкри вăтам температура хальлĕхе 18 градус ăшăпа танлашать. Иккĕмĕш вунă кунлăх çакăн пек пулни иртнĕ çулсенче пачах çук. Çав тапхăрта чылай чухне сивĕ. Халĕ вара ăшă хуçаланать-ха.
— Мĕнпе çыхăннă-ши ку?
— Атмосферăра блокада тăвакан антициклон çирĕпленнĕ. Ас тăватăр-и, 2010 çулта утă, çурла уйăхĕсенче шăрăх пулнăччĕ? Кăçал авăн уйăхĕнче çавăн йышши антициклон йĕркеленчĕ. Кашни кунах телевизор пăхатпăр, Европăра çумăрсем çăваççĕ, юхан шывсем çырансенчен тухаççĕ, пăр çăвать, çил-тăвăл тустарать… Пирĕн пата антициклон нимĕн те ямасть. Ку тăрăхра çуркуннепе кĕркунне, çулла тапхăрĕсем вăрăмланчĕç. Вĕсем паян вăрахрах тăсăлаççĕ. Халĕ юр хăвăртрах ирĕлсе пĕтет. Хĕл каярах ларать. Сывлăш температури те кăшт пысăкрах. Çуркуннехи, çуллахи, кĕркуннехи вăхăт çулталăкри вăтам температурăна ăшăрах тăвать. Çын кăмăлĕ çанталăкран нумай килет — Авăн уйăхĕ ăшă, хĕвеллĕ. Кăçал кĕркунне депрессие кĕрсе ӳкекенсен йышĕ сахалрах пулĕ?
— Çапла, ку тĕрĕсех. Çын кăмăлĕ мĕнле пуласси çанталăкран та нумай килет.
— Халăхра «çанталăк хăйĕнне пĕрех илет» теççĕ те — çумăрсем хăçан пуçланаççĕ-ши?
— Кĕçнерникунпа эрнекун республикăн çурçĕр районĕсенче çумăр кăштах ӳкмелле. Кайран каллех çумăр çумасть. Ахăртнех, авăн уйăхĕ юлашки çулсенчи чи типписенчен пĕри пулĕ. Эпир лару-тăрăва улăштараймастпăр, çанталăка сăнатпăр кăна. Тĕрĕс прогноз пама тăрăшатпăр.
— Чăваш Ен пысăк мар. Апла пулин те Шупашкарпа Патăрьел округĕсенчи çанталăк пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăнтăрла шăрăхрах, каçсерен сивĕрех…
— Пĕрремĕшĕнчен, ку асăннă тăрăхсем мĕнле çӳллĕшре вырнаçнинчен килет. Иккĕмĕшĕнчен, Патăрьел округĕ Хусана çывăхрах. Унта вăрманлă, хирлĕ çĕрсем. Çавăнпа каçсерен вăйлăрах сивĕтет, кăнтăрла хĕвеллĕрех тата ăшăрах. Сăмахран, кĕçĕр çĕрле Шупашкарта 12 градус ăшă пулнă тăк Патăрьелте 6 градус ăшă кăна хуçаланнă. Ĕнер кăнтăрла тĕп хуламăрта 23 градус ăшă пулнă, Патăрьелте — 24,5 градус. Республикăн çурçĕр округĕсенче шыв ытларах, вăл ерипен ăшăнать, çавăн пекех майĕпен сивĕнет. Кĕрхи тапхăрта таврана хăйĕн ăшшине парать. Патăрьел тăрăхĕнче ун пек шывсем çук. Хĕлле унта тăтăш Çĕпĕр антициклонĕ çитет — хĕлле типĕ, уяр, сивĕ çанталăк. Патăрьелпе Шупашкар хушшинчи сывлăш температурин уйрăмлăхĕ 10 градус таранччен пулма пултарать. «Карттă çине пăхатăн та — Чăваш Ен пĕчĕк, уйрăмлăхĕ вара пысăк», — тетĕп яланах. 200 çухрăм кăна ĕнтĕ унăн тăршшĕ ...
— Çанталăкпа интересленмен çын çуктăр. Вăл мĕнле пулассине хаçатсенче пичетлеçĕ, радиопа, телекуравпа калаççĕ. Интернетра та çанталăк пĕлтерекен çăл куç пайтах. Хăшне ĕненмелле? Ăçта тĕрĕсрех калаççĕ?
— Кашни сайтра хăйĕн модельне тума тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр модель çанталăк лайăх чухне тĕрĕс прогноз парать. Теприсем çанталăк тăрук улшăннă чухнех ăна тĕрĕс пĕлтереççĕ. Çанталăк лайăх тăнă чухне кăштах тĕрĕсмарлăхсем те пулма пултараççĕ. Кунта йăлтах модельтен килет. Малтан çанталăка карттăсем туса палăртнă. Халĕ прогноза хамăр тăватпăр. Унтан модельсем тăрăх тишкеретпĕр. Гидрометеоцентрта пысăк опытлă синоптиксем ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен опытне шанаççĕ. Калăпăр, Патăрьелпе Шупашкар хушшинчи уйрăмлăха пĕлеççĕ. Интернетра вара вĕсенче пĕрешкел температура кăтартма пултараççĕ. Çавăнпа вулакансене Гидрометеоцентр сайтне пăхма сĕнетĕп. Ăна кашни кун çĕнетсе тăратпăр. Çанталăк кашни сехетре, кашни ялта мĕнле пулнине уйăрни тĕрĕсех мар. Çанталăка вăрахлăха пĕлтерни те яланах тӳрре тухмасть. 5 талăклăха пĕлтерни — чи тĕрĕсси. Çакна пĕтĕм тĕнчипех йышăннă.
— Гидрометеоцентрта миçе синоптик ĕçлет?
— Пĕтĕмпе 5 синоптик. Кунсăр пуçне республикăра пур çĕрте те прогнозистсем пур. Вĕсем çанталăка сăнаççĕ, пире пĕлтерсе тăраççĕ. Информацие карттăна кĕртетпĕр. Кайран мĕн пулса иртни йăлтах куç умĕнче пулать. Вĕсен сăнавĕсемсĕр кунта нимех те тăваймăн. Асамат кĕперĕ айĕнчен интернетра тухаймăн — Калăр-ха, синоптиксене ăçта вĕрентеççĕ?
— Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетĕнче пĕлӳ параççĕ. Унта Арктика специальноçĕсене, океанологсене, метеорологсене хатĕрлеççĕ. Чăваш Енре И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра та географи факультетĕнче синоптиксене вĕрентеççĕ. Унта метеорологи уйрăмĕ пур. Хусан патшалăх университечĕ те синоптиксене хатĕрлет. Унтан тухнă специалистсем ĕçлеççĕ Чăваш Енре. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Чикĕ леш енчен те вут хураççĕ
Раççей ШĔМĕн ятарлă техника мероприятийĕсен бюровĕн оперативникĕсем Следстви департаменчĕн следователĕсемпе пĕрле çыхăну узелĕсен дистанци мелĕпе граждансене улталама усă курнă анлă сетьне сиенсĕрлетнĕ.
— Асăннă подразделенисем Чăваш Республикинчи тата çĕршывăн ытти 12 регионĕнчи ĕçтешĕсемпе пĕрле Федерацин хăрушсăрлăх служби пулăшнипе саккунсăр çыхăну узелĕсене тĕп тунă. Чикĕ леш енче вырнаçнă ултавçăсем çак сетьпе усă курса пирĕн çĕршыв территорийĕнче преступленисем тунă, — пĕлтернĕ Раççей Шалти ĕçсен министерствин официаллă представителĕ Ирина Волк. Малтанлăха палăртнă тăрăх, криминаллă çак схема Раççейĕн 13 субъекчĕн территорийĕнче ĕçленĕ. Каварлашнă ушкăн йышĕнчи çынсем Раççей тулашĕнче вырнаçнă анонимлă куратор хушăвĕсене пурнăçланă. Вăл çамрăксене вербовка туса контактсăр майпа симбокссемпе тивĕçтернĕ — вĕсем шăнкăравлакансен номерĕсене Раççейĕннипе улăштараççĕ. Ушкăн членĕсем хăйсен оборудованине арендăна илнĕ хваттерсенче вырнаçтарнă, блокировка тунă сим-карттăсене урăххисемпе улăштарнă. Право хуралĕн органĕсем сим-бокссем ăçтине тупса палăртасран сыхланса вĕсене час-часах урăх çĕре куçарнă. Ухтарусем ирттернĕ май оперативниксем çак ушкăнăн сеть оборудованийĕн 39 единицине туртса илнĕ. Ултав ĕçне явăçнă тесе шанмасăр 26 çынна тытса чарса полицие илсе килнĕ. Хальлĕхе полици çак çынсем криминаллă схемăра усă курнă 8 пин ытла телефон номерне пĕлет. Вĕсем пулăшнипе преступниксем çĕртен кая мар ултав, ытти преступлени тунине палăртнă. — Çав преступленисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене ШĔМĕн Следстви управленийĕ Раççей суб±екчĕсен следстви органĕсенчен ыйтса илет — вĕсене пĕр производствăна пĕрлештерсе малалла тĕпчĕç, — тенĕ Ирина Волк. Право хуралĕн органĕсем ултавçăсене тăрă шыв çине кăларнă, вĕсене тытса чарнă тĕслĕхсем юлашки вăхăтра татах та пулчĕç. Чикĕ леш енче канас тенĕ те — кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкар хĕрарăмĕ интернетра Турцие каймалли тур сĕнекен пĕлтерӳ тупнă. Условийĕсем аван — путевкăшăн 99 пин тенкĕ куçарса панă. Çакăн хыççăн сутуçăпа çыхăну татăлнă. Хĕрарăм полицирен пулăшу ыйтнă. Уголовлă ĕç пуçарнă. Полици шырав йĕркеленĕ май ултавçă йĕрĕ çине ӳкнĕ. Самарта пурăнакан 54-ри хĕрарăм иккен. Пакунлисем командировкăна кайса ăна тытса чарнă. Унччен турпутевкăсем сутакан менеджерта ĕçленĕскер хăйĕн айăпне йышăннă, пирĕн ентеше кӳнĕ сиенĕн пĕр пайне саплаштарнă. Анчах полицин вăл кунашкал пĕр преступлени кăна туманнине çирĕплетекен информаци пур — тĕпчев пырать. Тепĕр ултавçăпа «паллашмашкăн» вара чăваш полицейскийĕсен Саратов облаçне çитме тивнĕ. Унăн вăлтине çакланнă 22 çулти çамрăк, Çĕрпӳре пурăнаканскер, пĕр сайтри интимлă пулăшу ĕçĕсем кӳресси çинчен калакан пĕлтерӳпе шăнкăравланă. Линин тепĕр вĕçĕнче малтан хĕр сасси илтĕннĕ — вăл прейскуранта пĕлтерсе укçа куçарма ыйтнă, ун хыççăн кăна тĕл пулма шантарнă. Каччă тӳлев куçарнă хыççăн арçын шăнкăравланă. «Смотрящий», темиçе хут та судпа айăпланнăскер, имĕш — йĕкĕте пула программа юрăхсăра тухнă, çакăншăн тӳлемелле-мĕн. Сиене саплаштармасан «япăх пуласси» çинчен асăрхаттарса хăратма та манман. Çапла майпа çамрăк çын 30 пин тенкĕлĕх çухату тӳснĕ. Полици ултавçа тупнă. 18 çулти йĕкĕте Саратов облаçĕнче тытса чарнă. Айăпне йышăнать, сиене те туллин саплаштарнă. Çĕрпӳ каччипе вăл сасă улăштарса калаçнă: проститутка хĕр сассине те евĕрленĕ, усал «смотрящий» вырăнне те хăех калаçнă. Çамрăк пулин те маларах темиçе хут судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ. Халь каллех суд умне тăма тивĕ — уголовлă ĕç пуçарнă, ăна ниçта та тухса каймалла мар алă пустарнă. Паллах, полици вăл интимшăн çунакан ытти çынна улталама пултарнине те тĕрĕслет. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шкул çĕклеме çăмăл мар
Вăтам шкул уçăлнăранпа — 50, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ Борис Марков /шкул ун ячĕпе хисепленет/ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май
Элĕк округĕнчи Тавăт ялĕнчен Ураскилт салине çуран утмашкăн 4 километра парăнтармалла. Сăмах май, машинăпа çула тухас тăк 10 километр таранах хыçа юлать. Ачасен, паллах, çуран утма тивнĕ. Икĕ ял хушшинче машина çулĕ те пулман. Ир-каç çапла 8 километр таран утнă шăпăрлансем. Сивве те, шăрăха та пăхмасăр, çумăртан та, çил-тăманран та хăрамасăр… Кĕске фуфайкăн кашни шăтăкĕнчен çил ачи кĕрсе чĕпĕтет. «Эх, шкул ялта пулсан мĕн тери аван та…» — ĕмĕтленсе утать Николай Капитонов текен арçын ача. Темиçе çултан тăван ялĕнче вĕренӳ çуртне çĕклес енĕпе шăпах хăйĕн тăрăшма тивесси пирки, паллах, ун чухне вăл шухăшлама та пултарайман.
Ку тăрăхра çывăхри Торăпкасси ялĕнче икĕ çул вĕренмелли шкул пулнă. Каярахпа ăна Хуравара куçарнă. 1885 çулта Тавăт ялĕнче Матвей Капитонов килĕнче ачасем валли чиркӳ-прихут шкулĕ уçăлнă. 1908 çулта тăватă класлă земство шкулĕ ĕçлеме пуçлать. Пĕр вăхăтран чăрăш пĕренесенчен хатĕрленĕ пура илсе килнĕ, тăррине хĕç тимĕртен Етĕрнесем пырса витнĕ. Унта вара ачасене 7 класс таран вĕрентме тытăннă. 1961 çулта 8 класс таран пĕлӳ пама пуçланă. 1974 çулта республика ертӳлĕхĕ Тавăтра тулли вăтам шкул уçма йышăну кăларнă. Кунта 480 ача пĕлӳ илме тытăннă. Çĕнĕ шкул тăвас сăмах 1972-1973 çулсенчех пуçланать-ха. Çав вăхăтра директорта Никон Григорьевский ĕçленĕ. Шкул проектне кам саккас пани паллă мар, анчах та кунта кĕçех ĕç вĕреме тытăннă. Çӳлерех асăннă арçын ача çав вăхăта ӳссе çитнĕ ĕнтĕ. Ăна, вун тăххăртискерне, ял канашĕн ĕçне йĕркелесе пыма шаннă. — Вăл вăхăтра шкулта ĕçлекенсене, вĕрентекенсемсĕр пуçне, шалу йăлтах ял канашĕнчен тӳлеттĕмĕр, — сыпăнать Николай Гавриловичпа пуçарнă калаçу. — Шкул тумалла терĕç. Мĕнрен пуçламалла? Паллах, малтан çирĕп никĕс хывмалла. Вак чул патне Жигулевск хулине шкулăн ун чухнехи директорне Алексей Михайлова ярас терĕмĕр. Анчах та вăл çула тухса кайрĕ те — çухалчĕ. Мĕн тумалла? Мăшăрĕ Мария Максимовна пирĕнтен ыйтать — ăçта кăларса ятăр тет. Лару-тăру кайран кăна уçăмланчĕ. Вак чул хатĕрлекен предприяти директорне икĕ кун хăваланă-мĕн Алексей Михайлович. Лешĕ ĕçе пырса курăнмасть. Тирпейлӳçĕ шеллет командировкăна пынă çынна, мĕн тумаллине ăнлантарать. Директор ĕç пӳлĕмне алă пусма кăна пырса çӳрет иккен, ăна хăйĕн машининче тытма пулать. Шкул директорĕ çапла тăвать те. Лешĕ пӳлĕмĕнче алă пуснă хушăра машинăна кĕрсе ларать. Предприяти директорĕ таврăнсан машинăра ют çын ларнине асăрхать, сăлтавĕпе кăсăкланать. Ыйтăва машинăрах татса параççĕ. Ансат ыйту мар вĕт — икĕ хутлă шкул никĕсне хывма мĕн чухлĕ материал кирлĕ! Çапла Вăрнар станцине 12 вакун вак чул ăсатма калаçса татăлнă хыççăн пĕр директор, Элĕкрен пыни, теприне, предприяти ертӳçине, хăналама тĕв тăвать. Ресторана каяççĕ. Сĕтел çинчи апат-çимĕçшĕн шкул директорĕ 72 тенкĕ кăларса хурать. Хăйĕн вара пĕтĕмпе те 75 кăна пулнă. Юлнă укçапа хăна çурчĕшĕн тӳлемелле. Тепĕр кун апат çимелле. Киле таврăнма юлмасть те хайхин. Ун чух кĕсье телефонĕсем çук вĕт. Нумай шухăшласа тăмасть хайхи, вакун пушатма кĕрĕшет. Икĕ кун тĕрмешет. Виççĕмĕш кунне тӳлеççĕ те шкул директорĕ киле таврăнма çула тухать. Çакăнтан çырăнма пуçлать те Тавăтри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула çĕклессин историйĕ. Николай Капитоновăн вара – хăйĕн историйĕ. Шкул строительстви чăхăмланине кура ăна икĕ хутчен выговор параççĕ. Чăтаймасть çамрăк, райĕçтăвком председателĕ Константин Арланов патне кĕрет, ĕçрен каяс шухăшне пĕлтерет, çакна икĕ выговор илнипе сăлтавлать. «Выговор лимичĕ çук, — аслати пек кĕрлет Арланов сасси. — Укçа лимичĕ кăна пур. Кай, ĕçле!» Çапла шкул çĕклес ĕç малаллах шăвать. Кирпĕч турттарса килеççĕ, шифер… Анчах ял канашĕн ертӳçин шкул тăррине тимĕрпе витес килет. Хальхинче ăнсăртлăх пулăшать темелле-и? Патшалăх планĕн учрежденийĕн ертӳçи Геннадий Павлов Тавăтра çуралса ӳснĕ-мĕн. Шкул тунине пĕлсен лару-тăрупа паллашма шухăшланă. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă вăл, аманнă, — каласа кăтартать Николай Гаврилович. — Тавăта пырсан, ун чухне шкул никĕсне кăна хывнăччĕ-ха, ун тăрăх пур периметрпа уксахласа утса тухрĕ. Мĕн-тĕр кирлĕ пулсан хăйĕнпе çыхăнма ыйтрĕ. Шăпах çавна аса илсе тимĕр ыйтрăм та эпĕ унран. Шăнкăравлама хушнипе ирех телефон патне васкатăп. Акă кĕтнĕ шăнкăрав янăрать. Тытатăп. «Арланов калаçать», — тесе кĕмсĕртетнине илтсен телефон алăран тухса ӳкетчĕ пуль. Ара, эпĕ район влаçĕпе калаçса татăлмасăр тӳрех «çӳлтисемпе» çыхăннă вĕт. Эх, каллех лекет ĕнтĕ! Телее, мана вăрçма шăнкăравламан, хăйĕн çумĕ Алексей Никитин пирĕн валли тимĕр илме кайнине, пушатма хатĕр пулмаллине калать. Чун лăштах пулчĕ. Çапла тимĕрлĕ пултăмăр, илсе килнĕ шифера вара Ураскилте патăмăр. Анчах та выговорсен историйĕ кунпа кăна вĕçленмест-ха. Йăлт хатĕрлесе çитерсен шкула оборудованипе тивĕçтерес ыйту тухса тăрать. Ăна каллех «çӳлти» шайра татса параççĕ — республика валли 80 пин тенкĕ уйăраççĕ. Тавăтсене çакăнтан 20 пин тенкĕлĕх çакланать. Оборудование илсе килмешкĕн Виталий Капитонов вĕрентекене шанаççĕ. Лешĕ вара турттарать те турттарать. Хушнă вĕт. Çапла вара Тавăтсем республика валли уйăрнă япалана пĕтĕмпе тенĕ пекех — 20 вырăнне 70 пин тенкĕ ытла — хăйсем патне илсе килеççĕ. Разнарядка паман-ха та. Николай Гавриловича çакăншăн та лекет. Районти финанс уйрăмĕ виççĕмĕш выговор памашкăн ыйту çĕклет. Хальхинче ĕçтăвком пуçлăхĕ хăй хăтарса хăварать. «Килне илсе кайман вĕт», — тет Константин Арланов. <...>
Маргарита МАКСИМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас