«Хыпар» 104 (27837) № 21.09.2021
Тырă хакланать
Халĕ, выльăхпа кайăк-кĕшĕке хĕл каçарма хатĕрленнĕ чухне, хуçалăхсен ертӳçисене те, продукци туянакансене те тырă хакĕ кăсăклантарать.
Рынок саманинче, пĕлетпĕр ĕнтĕ, хак çĕршывра тырă мĕн чухлĕ пухса кĕртнипе, экспорта мĕн чухлĕ тиесе ăсатнипе тачă çыхăннă. Раççей чикĕ леш енне çуллен ытларах сутать. Экспорта ӳстернĕрен хак кашни сезонрах хăпарать. Чăн та, кил хуçалăхĕсен тырă туянса ытларах тăкакланма тивет, ăна çитĕнтерекенсем вара тупăш маларахринчен нумайрах илеççĕ.
Раççей аграрийĕсем халăха тырăпа чылай çул туллин тивĕçтереççĕ, çĕршыва кирлинчен ытларах пуçтарса илеççĕ. Рынок çултан-çул тулать, экспорта нумай ăсатмасан сутлăх хак пĕчĕкленме пултарать.
Анчах РФ Правительстви ял хуçалăх, чукун çул, тирпейлекен предприятисен, портсен, продукцие экспорта ярассипе çыхăннă ытти организацин ĕçченĕсене сиен кӳрес мар тесе ăна чакарма памасть, аграрисенчен патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пысăклатма ыйтать. Экспорта Чăваш Енри хăш-пĕр хуçалăх та хутшăнса хака ӳстерме витĕм кӳреет.
Республика тӳпи çуллен ӳсет. Çапах пирĕн вăл пысăках мар, тулашпа çыхăну йĕркеленĕ хуçалăхсен йышĕ пĕчĕк-ха. Экспорт çĕршывра, çав шутра республикăра, сутнинчен тупăш ытларах илме май парсан шучĕ ӳсесси куçкĕрет. Анчах çак тĕллев пурнăçланĕ-ши? Экспертсем иккĕленеççĕ. Сăмахран, РФ Тырă союзĕн президенчĕ Аркадий Злочевский Дон çинчи Ростов хулинче авăнăн 16-мĕшĕнче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери «Хура тинĕс хĕрринчи тырă тата çу культурисем — 2021-2022 çулсенче» конференцире тырă экспортне йĕркелес тĕллевпе йышăннă мерăсене пула Раççейĕн аграрии комплексĕн кăçалхи укçа çаврăнăшĕ 40% пĕчĕкленме пултарасси çинчен пĕлтернĕ. «Эпĕ шутланă тăрăх, экспорта çĕнĕлле йĕркеленĕрен укçа çаврăнăшĕ кăçалхи сезонра маларахринчен 20% катăлать. Кунсăр пуçне çĕршывра тырă хакĕ пĕчĕкленнĕрен тата 20% çухалать. Çав вăхăтрах аграрисен производство тăкакĕпе продукцин хăй хаклăхĕ 30% ӳсет», — тенĕ вăл.
Экспорт хуçалăхсене тупăш кӳмесен юта парĕç-ши? «Чикĕ леш енне сутса кашни вакунранах е автомашинăранах услам нумай илĕп», — тесе хăвăра улталама ан парăр. Хак сире тупăш кӳрессине шутласа пĕлсен кăна унти организаципе килĕшӳ çирĕплетĕр, — тенĕччĕ Çĕрпӳ районĕнчи А.Хорошавин предприниматель, ку енĕпе паха опыт пухнăскер. — Хăш-пĕр культурăна республикăра е юнашар регионсенче сутсах экспорта янинчен услам ытларах турăмăр».
РФ Аграри рынокĕн конъюнктурин институчĕ палăртнă тăрăх, кăçал çĕршывра 117,5-120 миллион тонна тырă пухса кĕртме пултараççĕ /2020 çулта — 133,5 млн/. РФ Ял хуçалăх министерстви вара 127,4 млн тонна, е пĕлтĕрхинчен сахалрах, çав шутра тулă 81 млн тонна пуçтарса илме тĕллев лартнă. Çакна çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Дмитрий Патрушев министр пĕлтерчĕ. «Çавăн чухлĕ тырă шалти рынок ыйтнине туллин тивĕçтерет тата экспорта кирлĕ шайра йĕркелеме май парать», — терĕ вăл. Министерство тырă экспортне 2021-2022 çулсенче тулаша сутмалли сезонра маларах пĕлтернĕ 51 млн тонна шайĕнчех картлать. Ку тĕллев 2020-2021 çулсенчи тапхăрта сутнинчен 2 млн тонна пысăкрах. 2019-2020 çулсенче 41,7 млн тонна ăсатнă.
Анчах кăçалхи тĕллев пурнăçланĕ-ши? 2021 çулта çĕршывра тырă сахалрах пухса кĕртнĕрен ыйту çивĕчленме пултарать. Иккĕленекен сахал мар. «Прайм» ИА РФ Ял хуçалăх министерствин мониторингне тĕпе хурса 2021-2022 çулсенче тырă сутмалли тапхăрăн пуçламăшĕнчен тытăнса кăçалхи авăнăн 16-мĕшĕ тĕлне ют патшалăхсене 9,2 млн тонна, е çулталăк каяллахи çав хушăринчен 21,2% сахалрах, çав шутра тулă 7,8 млн, е асăннă тапхăртинчен — 18,1%, урпа — 1,2 млн, е 30,9% сахалрах, тиесе яни çинчен хыпарланă. «Совэкон» аналитика центрĕ те 2021-2022 çулсенче тулă экспорчĕ 33,9 млн тоннăпа çеç танлашма пултарассине пĕлтернĕ. Ку 2016-2017 çулсенчи сезонринчен те пĕчĕкрех.
Министерствăн 2021-2022 çулсенчи тĕллевне пурнăçласан тырă нумай сутакан регионсемшĕн çеç мар, юта сахал тиесе яракансемшĕн те лайăх, 2021 çулхи авăнăн 16-мĕшĕ тĕлне республикăра 578242 тонна тырă, е пĕлтĕрхинчен чылай сахалрах, пухса кĕртнине тĕпе хурса Чăваш Енре те хак уйăхсерен тенĕ пек хăпарса пырĕ тесе пĕтĕмлетме пулать. Раççей Ял хуçалăх министерствин мониторингĕ вăл пĕр эрне хушшинчех ӳснине çирĕплетет. Регионсен АПК ведомствисем пĕлтернĕ тăрăх, авăнăн 15-мĕшĕ тĕлне çĕршывра вăтамран 3-мĕш класри туллăн кашни тони — 14317 /+1,2%/, 4-мĕш класри туллăн кашни тони —13535 /+1,2%/, 5-мĕш класри туллăн кашни тонни — 12763 /+1%/, фуражлăх урпан кашни тонни — 12328 /+1,4%/, апатлăх ырашăн кашни тонни 9901 /+2,8%/ тенкĕ тăнă /кунта НДСа кĕртмен/.
Кăçалхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлнех кашни тонна тырра элеваторсем Санкт-Петербургра вăтамран — 17700 /НДСа хушса шутласан/, Пермь облаçĕнче — 16250, Курган облаçĕнче — 16425, Челябинск облаçĕнче — 16540, Краснодар крайĕнче — 14425, Самар облаçĕнче 15000 тенкĕлле туяннă.
Кашни тоннăн вăтам хакĕ федерацин Атăлçи округĕнче епле-ха? Министерство авăнăн 15-мĕшĕ тĕлне мониторингланинчен 3-мĕш класри кашни тонна тулла — 14626 /+2,6%/, 4-мĕш класри тулла — 13783 /+3,3%/, 5-мĕш класри тулла — 12641 /+3,4%/, урпана — 11976 /+2,5%/, ыраша 9886 /+0,5%/ тенкĕлле /НДСа кĕртмен/ сутнине-туяннине пĕлетпĕр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Янăшсем пысăк ĕçе ытларикунпа кĕçнерникун пуçăнаççĕ
«Çĕре аннепе ахальтен танлаштармаççĕ. Ăна юратмалла, вара вăл та пире юратĕ», — ăнлантарчĕ Шупашкар районĕнчи «Прогресс» хуçалăхра агрономра 36 çул ĕçлекен Константин Васильев уйсене пăхса çӳреме чĕннĕ май. Константин Леонидович мăйăхне тӳрлеткелерĕ те машинăна ларма сĕнчĕ. Çапла пуçланчĕ пирĕн кун.
Колхоз çинчен калаçнине итлесе ӳснĕ
«Ĕлĕк агрономсем лашапа çӳренĕ, çуран та утнă. Епле ĕлкĕрнĕ-ши? Хальхи вăхăтра «тимĕр урхамахсăр» ĕçе ăнтараймастăн», — шухăшларăм эпĕ Янăш ялĕн вĕçĕ-хĕррисĕр уйĕсене тинкернĕ май. Пирĕн çул Хураçырма ялĕ еннелле выртрĕ. «Хăй вăхăтĕнче, çамрăк чухне, чĕлхесĕр янаварпа та, мотоциклпа çӳреттĕм. Халĕ çăмăл машинăпа хутлатăп, унсăр май çук. Ара, эпир Трак тăрăхне кĕрекен Пикшик çывăхĕнчен пуçласа Ишлей станцине çитичченех çĕрсене сухаласа акатпăр та. Вырма вăхăтĕнче кунне 250-300 çухрăм таранчченех чупатăп», — манăн шухăша сиснĕ пекех ăнлантарчĕ Константин Леонидович. Куккурус епле ӳснине кăтартрĕ опытлă агроном. Кăçал вăл 360 гектар йышăннă-мĕн. Ăна авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчех пухса кĕртме пуçланă. Ытти тăрăхрипе танлаштарсан, самаях çӳллĕ çитĕннĕ вăл.
«Пирĕн çĕр 5000 гектара яхăн. Çав шутра, «Чурачикское» хуçалăх тата тара илнĕ çĕрсем те пур. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртрĕмĕр. Кăçал тыр-пул тухăçĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, начартарах. Гектартан 21-22 центнер çеç тухрĕ. Пĕлтĕр 41 центнер пулнăччĕ. 2020 çулта çак кăтартупа Шупашкар районĕнче 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ», — пĕлтерчĕ Константин Леонидович.
40 çул каялла агроном профессийĕ чи хисеплисен йышĕнче пулнă. Яла таврăнас ĕмĕтлисем ял хуçалăх институтне пĕр иккĕленмесĕр çул тытнă… Константин Васильев Янăшри виçĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Амăшĕ Нина Алексеевна тăван колхозра нумай çул ĕçленĕ. Ашшĕ Леонид Васильевич пĕр вăхăт сысна фермин заведующийĕнче, каярахпа бригадирта вăй хунă. Костьăн аппăшĕ Вера Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе диплом илнĕ хыççăн тăван колхозра зоотехникра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пиччĕшĕ Геннадий И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн истори факультетне пĕтернĕ. Шкул директорĕнче 31 çул ĕçленĕ.
Халĕ ачасене географи вĕрентет. «Эпĕ мĕн ачаран аттепе аннен ĕçченлĕхне курса, вĕсем малашлăх пирки шухăшланине туйса ӳснĕ. «Таçта каясси пирки шутламалли çук. Санăн ĕлĕкхи йăлапа килте юлмалла», — тетчĕç аттепе анне. Вĕсен сăмахне ăса хыврăм, аслă классенче агронома вĕренесси пирки шухăшлама тытăнтăм. Аттен шăллĕ Валентин Васильев 19 çул колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Ун чухне хуçалăх вăйланнăччĕ. Куçса çӳрекен Хĕрлĕ ялава «Прогресра» нумай хутчен тивĕçнĕ. Валентин Васильевич пирĕн пата час-часах кĕретчĕ. Аттепе иккĕшĕ колхозри ĕçсене сӳтсе яватчĕç. Строительство ĕçĕсем, тыр-пула епле пухса кĕртесси çинчен калаçатчĕç. Эпĕ çав калаçусене итлесе ӳсрĕм. Çуллахи вăхăтра тантăшăмсемпе колхозра ĕçлеттĕм: çум çумлаттăм, утă пухса кĕртме пулăшаттăм. 1978 çулта шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне кĕтĕм. Вĕреннĕ вăхăтра тăван колхозра практикăра пултăм. Диплом илсен тӳрех ĕçе пикенеймерĕм — çара илчĕç. Унтан килсен, 1985 çулхи кăрлач уйăхĕнче, Янăшра комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçлеме пуçларăм. Çав çулхинех, тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра, мана тĕп агронома лартрĕç. «Эпĕ çамрăк-ха, манран пулса пĕтмест пулĕ. Малтан кăшт пĕчĕкрех вырăнта ĕçлем-ха», — терĕм колхоз председательне Андрей Герасимовича. «Ĕçлетĕн, сана пулăшса пырăпăр», — сĕнчĕ хуçалăх ертӳçи. Чăн та, нумай вĕрентрĕ вăл мана. Çавăн пекех хăй вăхăтĕнче Шупашкар районĕн райĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă Иван Архипов /вăл пĕр вăхăт тĕп агрономра та ĕçлерĕ/ пулăшса пычĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Константин Леонидович.
«Кирек епле çĕр çинче те пысăк тухăç илме пулать»
«Уй-хир пикин» самаях пысăк лаптăкне пăхса çаврăннă хыççăн куккурус кĕлете кĕнине курма, хисеплĕ агроном калашле, туйма, вĕçтертĕмĕр. «Хушăран шухăшлатăп та — эпĕ урăх вырăнта ĕçлеймĕттĕм те. Ирхине тăваттăра тăратăп та пиллĕкре килтен тухса каятăп. Акнă вăрлăх шăтасса кĕтнĕ тапхăр агрономшăн савăнăçлă вăхăт. Тепĕр чухне çав вырăна 4-5 хут та кайса пăхатăп. «Мĕнле шăтать-ши?» — тетĕп. Симĕс калчана курсан чун савăнать, ĕçлеме хавхалану çуралать. Вара урăх ĕçсем пуçланаççĕ. Кĕркунне тыр-пула пухса кĕртни те агронома хĕпĕртев кӳрет. Манăн ĕçĕн кăтартăвĕ-çке ку. 36 çул хушшинче чи пысăк тухăç 2020 çулта илтĕмĕр. Пĕрчĕллĕ культурăсем кашни гектартан 41 центнер тухрĕç. Пирĕн тăрăхшăн ку лайăх кăтарту. Ĕçлесен кирек епле çĕр çинче те пысăк тухăç илме пулать. Чи кирли — агротехникăна, пусă çаврăнăшне пăхăнмалла. Тĕрĕссипе, 36 çул хушшинче темĕнле меслетпе те ĕçлесе пăхрăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çĕр улмине тăпрана купалантарса лартаттăмăр. «Иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçĕ лайăх пулатчĕ. Паян асăннă пахча çимĕçе ӳстерместпĕр. Пирĕн хуçалăхра сысна ĕрчетекен комплекс тата сăвăнакан ĕнесем пур. Çавăнпа пире ытларах сенаж, тырă кирлĕ. Сенаж валли люцерна, куккурус акатпăр.
90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тарăн мар, çиелтен сухаласа акасси йăлана кĕнĕччĕ. Паян тарăннăн сухаласах акатпăр. Çав вăхăтрах «нуль» технологийĕпе те усă куратпăр. Анчах кун пек йĕркене çирĕп пăхăнмалла, им-çампа пĕлсе ĕçлемелле», — ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçрĕ Константин Леонидович.
Сап-сарă куккурус кĕлете епле кĕнипе паллашнă хыççăн улмуççисем ӳсекен вырăна çул тытрăмăр. Кунта хăй вăхăтĕнче 100 ытла гектар йышăнакан сад пулнă. Анчах 1978-1979 çулсенче хĕл сивĕ тăнăран йăлтах пĕтнĕ. «1985-1986 çулсенче агрономра ĕçлеме тытăнсанах 17 гектар çинче улмуççи ларттартăм. Хунавĕсене Патăрьелти улма-çырла питомникĕнчен илсе килнĕччĕ.
Улмуççисем çитĕнчĕç, пан улми паракан пулчĕç. Анчах унран уссине питех кураймарăмăр. Сада сутас е тара парасчĕ тесе сĕнсе те пăхрăмăр… Шел, илес текен пулмарĕ. Çакă — манăн чун ыратăвĕ. Хутран-ситрен сада килсе ларатăп. Канса, вăй илсе каятăп», — чунне уçрĕ Константин Леонидович.
Пирĕн машина малаллах васкарĕ. Кăнтăр вăхăчĕ çывхарнă май хирте çĕр сухалакан, кĕрхи тулă акакан механизаторсене вĕри апат леçсе памалла. Çак ĕçе те агроном хăех тăвать. «Çăпатан кантри, япалан йĕрки пур», — теççĕ халăхра.
Янăшсем шурсухалсем вĕрентнине асра тытса пысăк ĕçе хăш кун пуçламаллине çирĕп пăхăнаççĕ. Çур акине эрнекунпа юнкун нихăçан та тухмаççĕ. Çĕнĕ уйăх пулнă тата уйăх тулнă кун та юрăхлă мар. «Акана кĕçнерникун е ытларикун пуçăнма тăрăшатпăр. Малтанах ларса тĕплĕн калаçатпăр, пĕр-пĕринпе канашлатпăр. Малтан уйсене лайăх пĕлекен, хисеплĕ механизатора кăларатпăр», — вăрттăнлăхĕсене уçрĕ агроном. Унăн шухăшĕпе, чи йывăрри — çынсемпе ĕçлесси. Паянхи саманара уйрăмах палăрать çакă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Шăрăх çанталăкăн лайăх енĕсем те пулчĕç
Владимир Леонтьев юрăç çур тонна ытла помидор туса илнĕ
Хăшĕ-пĕриншĕн ку çулла — экзаменсем йывăр пулнипе, теприсемшĕн — помидор, арпус-дыня ăнса пулнипе, виççĕмĕшĕсемшĕн коронавирусран прививка тутарнипе асра юлĕ. Виçĕ уйăх шăрăх тăнине вара никам та манмĕ…
Икĕ çăва танлаштарчĕç, уйрăмлăхĕсене шырарĕç
Çак тапхăрта нумайăшĕ 2010 çулхи тип шара аса илчĕ. Чылайăшĕ икĕ çăвăн пĕр пеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене шырарĕ. 2010 тата 2021 çулсенче çу шăрăх тăнин сăлтавĕ пĕрешкел. Антициклон Атлантика тата Çурçĕр пăр океанĕнчен Раççей еннелле иртме паман.
Специалистсем ăнлантарнă тăрăх, типĕ тата ăшă сывлăш сивĕнмен, пушшех тепĕр май — вĕриленсех пынă. Синоптиксем палăртнă тăрăх, вунă çул каялла çĕрлехи температура темиçе кун нормăран пысăкрах — 25 градусран та ăшăрах — пулнă. Кун пек чухне çыннăн организмĕ канса вăй пухаймасть. Кăçалхи çулла, телее, хăш-пĕр каçхине сывлăш «çавăрса илме» май пачĕ. Хутран-ситрен çĕрлесерен 20 градус кăна ăшă пулчĕ. Çапах ку çулла, нумайăшĕ сăнанă тăрăх, хĕвел раснарах пĕçертрĕ. Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕсенче Раççейри нумай регионта ультрафиолет индексĕ 6-7 шайне çитнĕ. Кун пекки ытларах чухне пирĕн патра мар, тропик тăрăхĕнче пулать. Çак кăтарту 11-12-пе танлашсан лару-тăру экстремаллă шутланать. Çакăн витĕмĕпе усал шыçă аталанма тата куç сетчатки сиенленме пултарать. Калăпăр, Якутин кăнтăр енче кăçал хĕвел хĕртсе пăхнипе пăлансем суккăрланнă.
Аса илер-ха: 2010 çулхи тип шара пула вăрмансем вăйлă çунчĕç. Ун чухне çĕршыври 30 пин ытла вырăнта пушар тухнине шута илнĕ. Нумай регионта чрезвычайлă лару-тăру йĕркине вăя кĕртрĕç. «Хĕрлĕ автан» 2,5 пин çурта юрăхсăра кăларнă, 134 ял çĕр питĕнчен тĕппипех çухалнă. Атăл леш енчи, Мари тăрăхĕнчи, вăрмансенче те пушар алхаснăччĕ. Тĕтĕм-сĕрĕмĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта чылай кун тăнăччĕ. Çакна шута илсе кăçал влаçрисем малтанах кирлĕ мерăсем йышăнчĕç. Нумай регионта вăрмансене кĕме, кăвайт чĕртме çуркуннех чарчĕç. Апла пулин те хăш-пĕр çыннăн çăмăлттайлăхне тата урăх сăлтавсене пула тĕрлĕ вырăнта вăрман çунчĕ. Çармăсра та çулăм алхасрĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта икĕ кун тĕтĕм-сĕрĕм тăчĕ. Телее, кăçал çулла вăл нумая тăсăлмарĕ. 2010 çулта вара хăшĕ-пĕри аптăранипе маскăпа, респираторпа çӳренĕччĕ. Кăçал унпа урăх сăлтава пула усă куртăмăр.
Кăмпаçăсем соцсетьсенче мухтанайман
Паллах, шăрăх çанталăкăн начар енĕ темиçе те. Чăваш Енри гидрометеорологипе мониторинг центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Патăрьелти метеостанцире утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 18-мĕшĕччен агрометеорологин хăрушă пулăмне — тăпра тип шарне — шута илни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Çирĕм кунра тăпран сухаламалли сийĕн 1 сантиметрĕнче кăна нӳрĕк пулнине палăртнă. Унтан республикăн кăнтăр районĕсенче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетрĕç. Патăрьел райадминистрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, аграрисем мĕн чухлĕ тăкак тӳснине шута илме ятарлă комисси те йĕркеленĕ.
Чăваш Енри Раççей ял хуçалăх центрĕн Патăрьелти филиалĕн пуçлăхĕ Олег Глухов пĕлтернĕ тăрăх, ку тăрăхра çĕр улми тухăçĕ вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех пулнă. Çанталăк типĕ тăнăран унăн çеçки маларахах хăрнă. Чылайăшĕ вăл начар тухни пирки калать.
«Вĕтĕ, йышĕ те сахал. Шăрăха пула колорадо нăрри алхасрĕ. Тымарĕ патне 4-5-ĕн капланса тулчĕç», — пĕлтерчĕ Патăрьел районĕнчи Каншелте пурăнакан Елена Федорова та. «2010 çулхи пекех мар, «иккĕмĕш çăкăр» кăçал выçă вĕлермест, хĕл каçма çитет», — терĕç Йĕпреç районĕнчи Пучинкесем. Республикипе илес тĕк, çĕр улми тухăçĕ япăхрах тесе хаклама пулать. Кашни гектартан 170 центнер тухнă. 2020 çулта 203,2 центнер пулнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем те, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, начартарах. 2020 çулта гектартан 32,2 центнер тухнă тăк, кăçал 19,5 центнерпа кăна танлашнă.
Атăл тăрăхĕнчи фермерсем пысăк тухăç илейменнине кура РФ ял хуçалăх министрĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çĕнетме, шăварса ӳстермелли пахча çимĕç пахалăхне лайăхлатма нухрат уйăрать. «Куллен шăварса тăрсан тухăç 2-3 хут ӳсет. Ял хуçалăх отрасльне пулăшас тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 26 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал мелиорацин 106 объектне юсама тата 56-шне хута яма тĕв тунă», — палăртрĕç ведомствăра.
Çулла çанталăк шăрăх тăнăран ĕçлекен халăха уйрăмах йывăр пулчĕ. Пĕрре — пăчă нушалантарчĕ, тепре — коронавирус инфекцийĕ сарăласран маскăпа çӳреме тиврĕ. Сывлăш температури 30 градус урлă каçнă кунсенче чылай организацире киле пĕрер сехет маларах ячĕç.
«Лăпкă сунара» кăмăллакансем кăмпа-çырла пуçтарни пирки соцсетьсенче тăтăшах пĕлтереççĕ. «Кăçал вăрман çимĕçĕпе савăнтармасть», — çырчĕ кăçал вĕсенчен ытларахăшĕ. «Хурăн çырли сахал пулчĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнăран темиçе кунранах типрĕ. Хура çырла та пĕлтĕрхи пек йышлă марччĕ, вĕтĕрехчĕ. Темиçе çул ĕнтĕ карçинкки-карçинккипе кăмпа татма ĕмĕтленетĕп. Хальхинче те ĕмĕт пурнăçланаймарĕ. Кăçал хурăн кăмпи, сарă кăмпа тата масла пăт-пат тухкаланă, анчах вĕсем хăвăртах хуртланнă», — каласа кăтартрĕ Пăлапа Юхма тăрăхĕнчи Люляра пурăнакан Иван Данилов.
«Пан улми ăнса пулчĕ, анчах типĕ çанталăка пула вăхăтсăр тăкăнчĕ. Пуçлă купăста тухăçĕ вара уйрăмах начар. Ир пулаканнисен пуçĕ çурăлса пĕтрĕ, каярахрисене пăрçа тапăнчĕ, шăтарса пĕтерчĕ. Çавăн пекех кишĕр те япăх пулчĕ. Çеçки лĕнчĕркке, тымар çимĕçĕ юпленсе, «ача-пăчаланса» ӳсрĕ. Кун пеккине нихăçан та курман. Кăçал тата, çитменнине, лавккара та кишĕр хаклă», — пĕлтерчĕç Куславккасем. Çумăр сахал çунине тата шăрăха пула республикăн анатри районĕсенче пусăсенчи шыв та чакнă. Хăшĕсен шыв ăсма çăл куçсене флягăпа çӳреме тивнĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Çăмăл атлетикăра та çăмăл мар, вăй хумасăр çитĕнÿ тăваймăн
Çăмăл атлетика — спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕ. Ăмăртусене 150 çул каяллах ирттерме пуçланă. Хальхи вăхăтра çăмăл атлетика Раççейри Топ-10 списокра футбол, хоккей, волейбол, баскетбол хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăнать. Пирĕн çĕршывра çак спортпа 1,752 пин çын туслă. Çапах, специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, йыш тата пысăкрах, мĕншĕн тесен сывлăха çирĕплетес тĕллевпе стадионта тата ытти вырăнта куллен чупакан пинĕ-пинĕпех.
Çурла уйăхĕнче Японире çуллахи Олимп вăййисем иртрĕç. Пĕтĕм тĕнчери ăмăрту спортăн тăватă çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме май парать. Куратпăр ĕнтĕ, çăмăл атлетсен çитĕнĕвĕсем пысăках мар. Шел те, допинг ыйтăвне пула çăмăл атлетика япăх лару-тăрăва кĕрсе ӳкрĕ.
Спортсменсене тĕнче ăмăртăвĕсене хутшăнма чарчĕç, 2016 çулта Олимпиадăна та ямарĕç, РФ Олимп комитетне Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн йышĕнчен кăларчĕç. Паллах, çакă чылай атлетăн кăмăлне хуçрĕ. Нумайăшĕ спорт карьерине вĕçлерĕ. Кăçал Токиона кайма 10 атлета кăна ирĕк пачĕç. Шел те, вĕсем те пирĕн шанăçа тӳрре кăлараймарĕç. Акă Сергей Шубенков старта тухаймарĕ. Тăршшĕне сикекен Дарья Клишинăна стадионтан кӳмепе илсе кайрĕç, хăвăрт утакан Василий Мизинова ăмăрту вăхăтĕнче дисквалификацилерĕç, ыттисем те лайăх результатсемпе савăнтараймарĕç. Анжелика Сидоровăпа Мария Ласицкене кăна /шăчăпа тата çӳллĕшне сикесси/ пухмача медальсемпе пуянлатрĕç. Танлаштарма, 2012 çулта çăмăл атлетсен команди Лондонра 15 награда çĕнсе илнĕ, 2008 çулта — 18 медаль, 2004 — 19.
Çăмăл атлетика сумĕ чакнине эпир те куратпăр. Хăй вăхăтĕнче чăваш атлечĕсем кашни Олимпиадăран медальпе таврăннă. Валентина Егоровăпа Татьяна Архипова /марафон/,
Елена Николаевăпа Владимир Андреев, Олимпиада Иванова /хăвăрт утасси/ ячĕсем Олимп историне кĕрсе юлчĕç. Олимпиада арени çине тухса кĕрешме тивĕçнисен шучĕ тата пысăкрах. Пирĕн ентешсем Европăпа тĕнче чемпионачĕсемпе кубокĕсенче те чылаййăн палăрнă, анчах юлашки 6-7 çулта çакнашкал çитĕнӳ тăвакан сахалланчĕ.
Çăмăл атлетика енĕпе тĕрлĕ шайри ăмăртусем иртеççĕ. Анчах унта пĕр е икĕ спортсмен кăна палăрать. Юлашки вăхăтра ентешсене Раççей чемпионачĕсенче те сайра куратпăр. Калăпăр, кăçал хăвăрт утакансен хушшинче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче пĕр спортсмен /Марина Новикова/ кăна наградăллă пулчĕ. Ытти çул 3-4 атлет пьедестал çине хăпаратчĕ. Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче 13-ĕн старта тухрĕç. Екатерина Ишова кăна /5000 м/ медальлĕ пулчĕ.
Çурла уйăхĕнче Ĕпхӳре иртнĕ юниорсен тупăшăвĕнче пирĕн республика чысне 16 /!/ атлет хӳтĕленĕ, анчах пĕри кăна медальпе таврăнчĕ. Вăл — Виктория Максимова. Хĕр кăçал Раççей спартакиадинче пьедестал çине икĕ хутчен хăпарнă. Сăмах май, ку ăмăртăва пирĕн 20 яшпа хĕр хутшăннă. Лайăххи те çук мар. Сăрт-туллă вырăнта чупассипе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче 6 спортсмен çитĕнӳ тунă.
Спортсменсенчен чылайăшĕ тренировка тумашкăн вăхăт сахал пулнине пĕлтереççĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас