Хыпар 103 (27982) 13.09.2022
Бюджет шайлашуллă — праçникре те кăмăллă
Эрнекун финансистсем харăсах икĕ уяв — Раççей финанс министерствине туса хунăранпа 220 çул çитнине тата Финансист кунне — паллă турĕç.
«Паян укçа-тенкĕ çинчен ытларах калаçăпăр», — çапла пуçларĕ Чăваш патшалăх филармонине професси уявне пухăннисен ячĕпе хатĕрленĕ сăмахне республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăл палăртнă тăрăх, финансист ĕçĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шел те, çĕршывăн çĕнĕ историйĕ укçапа çыхăннă кризиссене пайтах курнă — финанс тăнăçлăхне тивĕçтерессишĕн яваплă çынсем çав йывăрлăхсене ăнăçлă сирме пултарнă. Вĕсен умĕнчи тĕллевсем анлă: халăх умĕнчи обязательствăсене — социаллă бюджет тĕллевĕсене — пурнăçласcине тивĕçтермелле, çав вăхăтрах экономика аталанăвĕ валли те укçа уйăрмалла. Çак шайлашăва тытса пырасси пĕртте ансат мар. Олег Алексеевич шучĕпе, республикăн Финанс министерствин специалисчĕсем çак ĕçе ăнăçлă пурнăçлаççĕ, ку сферăри ырă йăласене упраса çĕнĕ финанс инструменчĕсене ĕçе кĕртеççĕ. Вăл паян Чăваш Ен бюджечĕ шайлашуллă та çирĕп пулнине, республика социаллă обязательствăсене туллин тивĕçтернипе пĕрлех экономика отраслĕсен аталанăвĕ те тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче бюджет укçипе усă курассине уçăмлă тăвас тĕлĕшпе анлă мерăсем йышăннă. Çав шутра — патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянассине централизацилени. Халь тĕрĕслевпе шутлав органĕсене, бухгалтерисене пĕрлештерес ĕç пырать. Ку пĕтĕмĕшле ӳкерчĕке курса тăма, укçапа çыхăннă йышăнусен хăвăртлăхне тивĕçтерме май парĕ. Çак тата ытти утăм бюджет тăкакĕсен «тăрăлăхне» тивĕçтерет — ку енĕпе республика Раççей шайĕнче те лидерсен шутĕнче.
Анчах, асăрхаттарчĕ Олег Николаев, малти позицие упрасси çăмăл мар. Мĕншĕн тесен кайрисем малтисен опычĕпе усă кураççĕ, хăйсен çĕнĕлĕхĕсене ĕçе кĕртеççĕ — хăваласа çитсе иртсе кайма та пултараççĕ. Çавăнпа та вăл пухăннисене тата тăрăшуллăрах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Хăйĕн сăмахне «малалла кăна, юлташсем!» чĕнӳпе вĕçлерĕ.
Уяв хуçин правипе сцена çине тухнă пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджетшăн яваплă ĕçре финансистсене республика ертӳлĕхĕ илтни пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Ку енĕпе Чăваш Енре пĕтĕмпех йĕркеллĕ: «Олег Алексеевич пире илтет, финансистсене хисеплет». Михаил Геннадьевич регионăн Финанс министерстви Раççей шайĕнче те яланах хисепре пулнине иртнине аса илтерсе çирĕплетрĕ. 1982 çулта Раççей Финанс министерстви ЧР Финминне куçса çӳрекен Хĕрлĕ ялавпа наградăланă. 20 çултан, 2002 çулта, регионăн финанс ведомстви çĕршывăн ун чухнехи финанс министрĕн Алексей Кудринăн Тавне тивĕçнĕ. Тĕлĕнмелле те, шăп та лăп тата 20 çул иртсен, çак уяв умĕн, Чăваш Енĕн Финанс министерстви РФ Финминĕн Хисеп хутне илнĕ. Ăна пухăннисене кăтартнă май министр «ку Финанс министерствин ĕçĕн кăтартăвĕ кăна мар, республикăри мĕн пур финансистăн ĕçне пысăка хурса хаклани» терĕ. Сумлă наградăсем кашни 20 çултан пулса пыни пирки вара шӳтлесе те илчĕ: Мускавра такам ятарласа ларать пулас — çулсене шутласа пырса çак историе йĕркелет…
Укçашăн яваплă должноçри çыншăн нумай цифра асăнасси кăтартуллă, анчах Михаил Геннадьевич унашкал докладпа уяв савăнăçне пусармарĕ. Икĕ цифра кăна асăнчĕ: республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче кăçал хамăрăн тупăш тӳпи историре пуçласа 50 миллиард тенкĕ урлă каçать. Тăкаксене илес тĕк — вĕсем 100 миллиард тенкĕ патне çывхараççĕ. «Кăçалах çак чикке çитейместпĕр, анчах çитес çул — вăй çитеретпĕр», — çирĕплетсех каларĕ регионăн тĕп финансисчĕ. Пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков саламларĕ, пысăк профессионализмшăн тав турĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Музейре ферзьпа ладья тупăшаççĕ
Шупашкарта шахматистсен суперфиналĕ пуçланчĕ. Раççей чемпионачĕ Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче иртет. Тупăшусем авăн уйăхĕн 23-мĕшĕччен пырĕç. Тĕп наградăсемшĕн çĕршыври чи вăйлă 24 12 хĕрарăмпа 12 арçын шахматист ăмăртать.
Çĕнĕ шкулсем уçасшăн
Суперфинала Чăваш патшалăх филармонийĕнче старт пачĕç. Чемпионата ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Анатолий Карпов шахматист, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, РФ Шахмат федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Марк Глуховский уçрĕç. «Шахматла вылямалли хăнăхусене ача чухнех аталантарма тытăнни пĕлтерĕшлĕ. «Шахмат — шкулта» проект виçĕ пин ачана ăс-хакăл вăййине явăçтарма пулăшрĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем çултан-çул ӳссе пыраççĕ. Шахмат вăй илтĕр тесе пĕтĕмпех тума тăрăшăпăр», — терĕ регион ертӳçи.
Анатолий Аксаков вара Чăваш Ен шахмата аталантаракан регионсенчен пĕри пулса тăрасса шанать. «Тĕрлĕ турнир, паллă шахматистсемпе тĕлпулусем, ăсталăх сехечĕсем йĕркелĕпĕр», — терĕ вăл. Анатолий Геннадьевич республикăра шахмат шкулĕсем, класĕсем уçасшăн. Тĕслĕхрен, тепĕр çул Çĕнĕ Шупашкарта шахмат центрĕ хута яма палăртнă. Çавăн пекех депутат Шупашкарта тĕнче чемпионачĕн матчне /тĕлпулу 2023 çулта иртĕ/ йĕркелеме сĕнчĕ. Шахмат кăшăлне çĕнсе илессишĕн Раççейри паллă гроссмейстерпа Ян Непомнящипе Китайри Дин Лижэнь тупăшĕç.
Анатолий Карпов Чăваш Ен ăмăртăва ирттерме лайăх хатĕрленнине палăртрĕ. «Республикăн ĕмĕт-шухăшĕ пысăк. Шахмата шкул программине кĕртес ĕç пырать. Педагогика университетĕнче шахматла выляма вĕрентекен педагогсене хатĕрлеме тытăнĕç», — терĕ сумлă шахматист.
Илемлĕ картина — парнелĕх
Суперфинал пуçланнине халалланă уявра шахматистсен жеребьевки иртрĕ. Ун вăхăтĕнче кампа кам выляссине палăртрĕç. Жеребьевка хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Сцена çине 12 картина илсе тухрĕç. Вĕсене ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Геннадий Козлов ӳкернĕ. Финала хутшăнакансем çав картинăсенчен пĕрне суйласа илчĕç. Художник ĕçĕ шахматистсене парнелĕх юлĕ. Сăмах май, арçынсен 75-мĕш суперфиналĕн çĕнтерӳçине ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Александр Насекинăн картинине парнелĕç.
Уява филармони артисчĕсемсĕр пуçне РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Борис Березовский илем кӳчĕ. Сăмах май, Борис Вадимович шахматла выляма кăмăллать. «Шахмат умĕнче ларма вăхăт сахалрах. Темиçешер сехет выляса ларма та пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Ыттисем епле вылянине пăхма юрататăп. Спортпа ӳнере çыхăнтарни питĕ кăсăклă пулăм, çынна тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшать. Хавхалану кӳрекенни мĕн чухлĕ ытларах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Акă эпĕ шахматла кăна мар, бадминтонла выляма кăмăллатăп», — терĕ пианист.
Депутатсем те шахматла выляççĕ
Пушă вăхăт тупăнсанах Анатолий Аксаковпа Анатолий Карпов /иккĕшĕ те — Дума депутачĕсем/ шахмат сĕтелĕ хушшине лараççĕ. Вĕсем Патшалăх Думинче çак вăййа кăмăллакансен командине пухнă. Ытти çĕршыври депутатсемпе пĕрле турнирсем час-час йĕркелеççĕ. Болгари, Швейцари, Бельги, Германи парламенчĕсен командисемпе тупăшнă. Раççей депутачĕсем Европарламент членĕсемпе те вылянă.
Анатолий Карпов каланă тăрăх, суперфинала тĕрлĕ регионта йĕркелени шахмата аталантарма пулăшать. «Пирĕн вăхăтра ăна Мускавра е Ленинградра кăна ирттеретчĕç. Пĕрре Самар хулине кайнăччĕ. Ун чухне, паллах, условисем япăхрахчĕ. Ăмăртусем тĕксĕм залсенче иртетчĕç, шахматистсем интернат общежитийĕсенче пурăнатчĕç. Хальхисене хăна çуртне вырнаçтараççĕ, залсем çутă та хăтлă», — терĕ Анатолий Евгеньевич. Вăл пуçарнипе çĕршыври 100 шкул интерната, нумай ачаллă 200 çемьене шахмат хатĕрĕсем парнеленĕ. Паллă гроссмейстер ветерансене шахмата явăçтарас енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. «Аслă ӳсĕмри çынсем те шахматла вылясшăн, анчах вĕсем валли ăмăрту сахал ирттереççĕ. Ăс-хакăл вăййи вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклет, хавхалану кӳрет», — терĕ тĕнчен нумай хут чемпионĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Бичуринăн ĕçĕсене Китайра халĕ те тĕпчеççĕ
«Нихао! Никита Бичурин пурăннă Пекинран пысăк салам сире, — китайла сывлăх сунса вырăсла калаçма тытăнчĕ Инь Бинь. Мускаври вырăссемпе Китай çыннисен гуманитари енĕпе çыхăнса ĕçлекен центрĕн правлени председателĕ иртнĕ эрнере паллă синологăн Никита Бичуринăн тăван тăрăхĕнче пулчĕ.
Авăн уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче Чăваш Енре Китай чĕлхине, историпе культурине тĕпченĕ, çак çĕршыв çинчен 14 кĕнекепе 100 статья çырнă Никита Бичурин çуралнăранпа 245 çул çитнине паллă турĕç. Çак пулăма халалланă наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Иркутск, Чита, Тобольск хулисенчи ăсчахсем, музей ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем Бичуринăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тавра калаçрĕç.
Мероприятин иккĕмĕш кунĕнче хăнасене Кӳкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей кĕтсе илчĕ. Унччен маларах РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Кӳкеçри лицейре 6-7-мĕш классенче вĕренекенсемпе викторина ирттерчĕ. «Бичурин ăçта çуралнă? Мĕнле ĕçсемпе палăрнă?» — çак тата ытти ыйтăвăн хуравне пĕлекенсене, чи хастаррисене, футболка парнелерĕç. Ун çине «Бичурина пĕл» тесе вырăсла тата китайла çырнă. «Эпир пурте Бичурин пирки пĕлетпĕр. Унăн ячĕ ĕмĕрсем иртсен те вилĕмсĕр. Ачасем валли кăсăклă викторина хатĕрлеме шутларăмăр. Манăн шухăшпа, вĕсем лайăх хатĕрленнĕ. Никита Бичурин пурнăçĕнчи хăш-пĕр саманта ачасенчен хăйсенчен пĕлтĕмĕр», — палăртрĕ Алла Леонидовна.
«Бичурин тата хальхи самана» музейре Шупашкарти ӳнер училищин студенчĕсен картинисен куравĕ уçăлчĕ. Константин Кокель преподавателĕн вĕренекенĕсем вĕсене Никита Бичурина халалласа ӳкернĕ. Çакă вĕсен курс ĕçĕ пулнă. Бурятири чăвашсен ентешлĕхĕн председателĕ Надежда Колесникова музее «Хăйне евĕр Кяхта» кĕнеке парнелерĕ. Никита Яковлевич çак хулара экспедицире темиçе хут та пулнă, унта китай чĕлхин шкулне те уçнă. Аякри хăна сандал йывăçĕнчен ăсталанă чей сервизĕпе тĕрлĕ экспозици те музее илем кӳрессе шанса парне турĕ. Наукăпа практика конференцине хутшăннă Юрий Черный /Раççейри наукăсен академийĕн ĕçченĕ/ пирĕн паллă ентеш пирки 2010 çулта Китая самолетпа вĕçнĕ чухне пĕлни çинчен каласа кăтартрĕ. Киле таврăнсан вара Никита Бичуринăн вил тăпри çине кайса килме сăмах панă. Ун хыççăн вăл китайла калаçмашкăн вĕренме хавхаланнă, ятарлă курса çырăннă.
«Эпĕ Никита Бичурин пирки нумай пĕлнĕ. Халĕ конференцире тата ытларах çĕнĕлĕх пулчĕ. Эсир хăвăрăн ентеше манмастăр. Эпир те манмастпăр. Институтри профессорсемпе ученăйсем унăн ĕçĕсене тишкереççĕ. Эсир чăннипех телейлĕ. Мĕншĕн тесен пуян çĕр çинче пурăнатăр. Çакăн пек çĕрте кăна ăслă та мухтавлă çын çуралаять», — терĕ Инь Бинь. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Николай САДЮКОВ: «Художникăн халăха çывăх пулмалла»
Унăн ĕçĕсенче тăван тавралăх илемĕ, çуралнă çĕршыв пуянлăхĕ, халăх пурнăçĕпе йăли-йĕрки тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех вăл ахаль çынсен портречĕсене нумай ӳкернĕ. «Картинăсенче сăнланнă амăшĕн сăнарĕ, наци тумĕллĕ ташăçăсем, хирте ешерекен чечексем чуна тыткăнлаççĕ. Вăл тăван çĕре, çынсене юратни тӳрех курăнать. Унăн пултарулăхĕ чăваш çĕрĕн сĕткенĕпе тутланса аталаннă», — çырнă Н.Новикова «Советский музей» журналта. Сăмах — Николай Садюков художник пирки. Николай Ивановичпа Шупашкарти хальхи ӳнер центрĕнче тĕл пулса калаçрăмăр.
— Эсир Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн фондне пуянлатас тесе нумай çул тăрăшнă. Тĕнчипе паллă художниксен ĕçĕсене халăх патне çитернĕ…
— С уриковăн, Репинăн, Айвазовскин тата ыттисен картинисем Шупашкарта пулман. Вĕсемпе çынсем интересленеççĕ. Чулхулари, Хусанти музейсем питĕ пуянçке. Пирĕн фондра çакнашкал ĕçсем пулсан музее килекен те нумайланĕччĕ. Вара паллă ӳнерçĕсен картинисене илес тĕллевпе Мускаври, Ленинградри коллекционерсем патне темиçе хут кайса килтĕм. Майĕпен фонда иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче ӳкернĕ произведенисемпе пуянлатрăмăр, вырăс тата ют çĕршыв искусствисен уйрăмне йĕркелерĕмĕр. Ку енĕпе пире Чăваш Енри тата Раççейри Культура министерствисем нумай пулăшрĕç. Темиçе картинине хам та йăтса килнĕччĕ. Чăн та, каярах пирĕн музее туристсем ытларах килме тытăнчĕç. Чаплă картинăсене курсан тĕлĕнетчĕç. Борис Кустодиевăн «Крестный ход» /1914/ ĕçĕ уйрăмах паха. Унăн эскизĕ Третьяковка галерейинче упранать.
— Совет тапхăрĕнчи паллă ӳнерçĕсемпе тĕл пулма тӳр килнĕ-и?
— Паллах. СССР халăх художникĕпе Владимир Игошевпа курнăçнăччĕ. Сергей Герасимовăн мастерскойĕнче пулнăччĕ. Чăваш Енĕн сумлă художникĕсемпе Никита Сверчковпа, Юрий Зайцевпа, Петр Сизовпа сахал мар курса калаçнă, пĕр сĕтел хушшине те пĕрре мар ларнă. Мастерскойĕсенче те нумай хут пулнă, харпăр куравĕсене йĕркелесе ирттернĕ. Вĕсем нихăçан та пуç каçăртса çӳреместчĕç. Пуринпе те ăшшăн калаçатчĕç. Владимир Мешков патне Красноярска хăнана кайса килнĕччĕ. Хам эпĕ Репин, Суриков, Левитан ĕçĕсене ытларах кăмăллатăп. Вĕсем халăха çывăх пулнă, халăх пурнăçне кăтартса пама тăрăшнă. Совет художникĕсем колхозниксен, ял çыннисен портречĕсене чылай ӳкернĕ.
— Эсир Моисей Спиридоновăн музейне тăвас ĕçе те хастар хутшăннă...
— Эпĕ ун чухне ӳнер музейĕн директорĕнче ĕçлеттĕм. Художникăн музейне уçмалли пирки 1988 çулта ЧАСС Р Министрсен Канашĕ йышăнукăларчĕ. Ăна Моисей Спиридоновичăн аслă хĕрĕ Татьяна Сенкевич пуçарнипе уçрĕç. Художника лайăх пĕлнĕ. Унпа темиçе хут та курса калаçнă. Картинисене реставрацилерĕм, куравсем йĕркеленĕ. Унăн ĕçĕсен каталогне пухса кăлартăмăр. Моисей Спиридонов сăпайлă та пултаруллă çынччĕ. Çамрăк художниксене пулăшатчĕ, ырă сăмахпа хавхалантаратчĕ. Унран тĕслĕх илеттĕмĕр.
— Художник пек хăçан аталанма пуç ларăр?
— Ялти шкула Шупашкарти художество училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк учитель Алексей Григорьев ĕçлеме килчĕ. Вăл «Çамрăк художник» кружок йĕркелерĕ. Пире ӳкерӳ ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарма тытăнчĕ. Шупашкара экскурсие илсе килетчĕ, галерейăна кĕрсе тухаттăмăр. Çулталăкран Алексей Григорьевич Ленинградри академие искусствоведении уйрăмне вĕренме кĕчĕ. Диплом илсен Шупашкара таврăнчĕ, педагогика институтĕнче ĕçлерĕ. Вăл аслă шкулти художествăпа графика факультетне уçрĕ, декан пулса чылай çул тăрăшрĕ. Хăй те нумай ӳкеретчĕ. Училищĕре пире Иван Григорьев, Павел Савушкин, Евгений Бургулов, Августа Спиридонова вĕрентнĕ. Унтан вĕренсе тухсан пысăк ĕçсем тума тытăнтăм. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Вăрмана упраса ĕрчетесчĕ
Шкултан вĕренсе тухсан эпĕ вăрман техникумне кайма шухăшларăм. Çак утăма Çĕпрел районĕн «Çĕнĕ çул» хаçачĕн редакторĕ Д.Митуллов сĕннипе турăм.
Вăл хăй вăхăтĕнче вăрман техникумне кĕнĕ, анчах темĕнле сăлтава пула вĕренсе пĕтермен. Шкулта ăс пухнă чухне эпĕ район хаçачĕпе çыхăну тытаттăм. Заметкăсем çыраттăм, вĕсем пичетленсе тух-сан савăнаттăм. Манăн аттепе анне вăрман хуçалăхĕнче вăй хураканăн профессийĕ çинчен пĕлместчĕç. Ун пирки хаçат-журнал страницисенчен кăна тĕшмĕртнĕ. Эпĕ те çаплах. Ялта та ун пек профессиллĕ çын çукчĕ. Ку маншăн çĕнĕлĕхчĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çинчен пĕлеттĕм-ха, анчах вăрманпа çыхăннă çынсем пирки илтмен. Çитменнине, пирĕн тăрăхра вăрман та çукчĕ. Йĕри-тавра уй-хир. Эпĕ пĕчĕк чухне çӳллĕ йĕлмесем, хурамасем пурччĕ. Вĕсем халĕ пĕри те юлман. Тăрук ăçта кайса кĕнĕ — ăнланмастăп. Ку йывăçсем пур çĕрте те ӳсееççĕ, çут çанталăк условийĕсем вĕсене аптăратмаççĕ. Пирĕн тăрăхра вара мĕншĕн çухалнă-ши?
Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра вăрманпа çыхăннă наукăна тĕплĕн шĕкĕлчеме тăрăшрăм. Ăса хывнă пĕлӳпе практикăра, Çĕпрел вăрманлăхĕнче пулнă вăхăтра, усă куртăм. Вырăнти вăрманçăсен опычĕпе паллашрăм. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасемччĕ. Ялти по-чтальон Константин Качанов ĕмĕрлĕх асра юлчĕ. Унпа кирек мĕнле темăна сӳтсе явма аванччĕ. Унран çĕннине, усăллине нумай пĕлтĕм. Константин Васильевичпа кайран та час-часах çыру çӳретрĕмĕр. Вăл кашни çырурах çĕннипе паллаштаратчĕ. Манăн вăрман çинчен çырнă калавсенчи Эрхип мучи сăнарĕ те — Кочанов. Тăван кил çумĕнче лартнă юман та ун çинчен час-часах аса илтерет, ăна вăл панă йĕкелтен ӳстернĕччĕ. Йывăç вунă метртан çӳллĕ, 44 çулта.
Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. Манăн çывăх çыннăмсем те çĕре кĕчĕç. Пӳрт пушанса юлчĕ. Ача чухне лартнă пахчари чăрăш, улмуççисем аса илӳпе тепĕр хут çав вăхăта тавăраççĕ. Кашни çыннăн пурнăçра пĕр йывăç та пулсан лартмалла теççĕ. Эпĕ çамрăк чухне пирĕн ялти кашни çурт умне çынсем йывăç лартатчĕç. Ял варринче парк тума та шухăшланăччĕ. Тĕллеве пурнăçлама май пулмарĕ. Те тĕрĕс пăхайманнипе, акнисем вăй илеймерĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пуçарнă шухăша халĕ пурнăçа кĕртмеллех. <...>
Николай КАЗАКОВ, вăрманçă, ĕç ветеранĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас