Хыпар 102 (28130) № 12.09.2023

12 Авăн, 2023

Ыйтусем çивĕч пулсан та татăлаççĕ

Пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тутарма ăна хăпартма килĕшнĕ стройорганизаципе çирĕплетнĕ килĕшÿсен пĕр пайĕ палăртнă вăхăтра пурнăçланманнине, çавна пула çемьесем хваттере кĕтнĕ кун кĕрейменнине «Хыпар» вулаканĕсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Темиçе çул çапла пулса пычĕ. ЧР Правительстви йывăрлăха лекнĕ пайçăсене пурне те кăçал хваттерпе тивĕçтерме ыйтать.

Пайçăсен ĕмĕчĕ çиттĕрех

2023 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пайçăсем валли пурăнмалли çурт 41 организаци тунă, — терĕ ЧР строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Максимов. — Халь¬хи вăхăтра нумай хваттерлĕ 91 çурт ª703 пин тăваткал метрº тăватпăр. Кăçал республикăра пурăнмалли вырăн 800 пин ытла тăваткал метр хута ямалла, пĕрремĕш çур çулта çурри ытла ĕçе кĕртрĕмĕр. Пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тутаракансен, 1990 çулсенченех тытăнса хваттер кĕтекенсен çивĕч ыйтăвĕсене 2023 çул вĕçлениччен татса пама тĕллев лартрăмăр. Йывăрлăха лекнĕ пайçăсене кăçал хваттерпе тивĕçтерме Строитель кунне халалланă уявра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — строительство министрĕ Павел Данилов та шантарчĕ. Тĕллев пур¬нăçлантăрах, пайçăсен ĕмĕчĕ çиттĕрех. 2023 çул пуçламăшĕ тĕлне йывăрлăха лекнĕ обĕектсен пĕрлехи реестрĕнче 9 пурăнмалли çурт ª79 пин тăваткал метрº шутланнă. 2023 çулта пурне те хута ярассишĕн ЧР Строительство министерстви стройорганизацисенчен кăрлач уйăхĕнчех çирĕп ыйтма тытăнчĕ. Хваттер тăвакан «ТК-Снабжение» обществăпа, пайçăсемпе пĕрле ĕçлесе пĕр объекта хута ячĕç, унта 8 пайçă хваттер илсе пурăнма кĕчĕ. — Пуш уйăхĕнче граждансен-пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тутаракансен правине тухăçлă хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăн ларăвĕ иртни асрах-ха, — каласа пачĕ министр çумĕ. — Унта стройорганизаци ĕçленине ªĕçлеменнинеº пула шар курнă тата 13 çын правине хÿтĕлессишĕн «3-мĕш стройтрест» обществăн пайçăсен правине тивĕçтермелли проекчĕ республикăн 2015 çулхи 32-мĕш саккунĕпе килĕшсе тăнине палăртрăмăр. Çакăн хыççăнах общество шар курнă çынсемпе килĕшÿ çирĕплетрĕ. Проект пайçăсен правине тивĕçтерме май пачĕ. Унпа килĕшÿллĕн организацин çемьесене пурăнмалли вырăн туса памалла е пайçăсем курнă тăкака саплаштармалла. Проекта епле пурнăçланине кашни эрнерех тĕрĕслесе тăратпăр. 2023 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне йывăрлăха лекнĕ обĕектсен пĕрлехи реестрĕнче пурăнмалли 8 çурт пулнă, пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тутарма 1757 çынпа 1126 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Çав шутра РФ Граждансен-пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тутаракансен фончĕ пулăшнипе «Алза», «Победа», «Старко» обществăсем 3 çурта туса пĕтересси пирки — 366, 5 объекта вăхăтра хута ярас тĕлĕшпе «Лидер» организаци — 1057, «Грандстрой» 334 çынпа килĕшÿ çирĕплетнĕ. Строительсен пайçăсен умĕнчи яваплăхĕ пысăк. Çапах та çуртсене туса пĕтерме фондран вĕсене укçа строительствăна кирлĕ чухлĕ уйăрсан пурне те кăçалах хута яма пултараççĕ. «Пайçăсен çивĕч ыйтăвне кăçалах татса паратпăр» тени пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Ÿкерни чуна лăплантарать»

Çурта кĕрсен ÿнер музейне лекнĕнех туйăнать. Çакна пĕр ÿстермесĕр çыратăп. Портретсенчи çынсем чĕрĕ пекех. Чечекĕсем... хĕрлисем, саррисем, кĕреннисем хĕм сапаççĕ! Сăмахăм Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Шупашкар округĕнчи Кăшавăш шкулĕнче музыка предметне вĕрентекен Валерий Кармаков çинчен. Çак кунсенче Валерий Егорович патне çитсе унăн ĕçĕсемпе паллашма тÿр килчĕ.

Икĕ хутлă çуртăн кашни пÿлĕмĕнчех илемлĕ картинăсем вырăн тупнă. Кунта — пейзажсем, натюрмортсем, портретсем… Çирĕммĕш ĕмĕрти Америка художникĕн ĕçĕсене те пăхса ÿкернĕ кил хуçи. Çав вăхăтрах хăйĕн портретне те çырнă… Валерий Кармаков Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере 7-ĕн çитĕннĕ. Вăл — пиллĕкмĕшĕ. «Аслисем — хĕрсем, шăллăм Виталий пур. Атте пур енĕпе те пултаруллă çын пулнă, бригадирта вăй хунă. Анне колхозра ĕçленĕ. Аппасенчен ытларахăшĕ аслă пĕлÿллĕ. Вĕсем пурте шкулта та, вузра та лайăх вĕреннĕ. Шăллăм та аслă пĕлÿллĕ. Астăватăп: эпĕ 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне, пире, икĕ ывăла, купăс туянса пачĕç. Уншăн Çĕмĕрлене ятарласа кайнăччĕ аттепе анне. Шăллăм çÿллĕччĕ, ман пек хыткан марччĕ. «Витьăран пулать, Валеркăран пулсах пĕтмест», — çапла каланăччĕ апи. Витя купăса тытса пăхрĕ те унăн выляни-туни пулмарĕ. Эпĕ вара пĕрремĕш куннех хавхаланса вĕренме пикентĕм. Ун чухне шăпах ялти паллă купăсçă, Гена кум, пирĕн пата килнĕччĕ. Вăл мана мĕнле вылямаллине кăтартса пычĕ. Эпĕ пĕр кунрах виçĕ «япалана» пĕрлештертĕм. Çапла, пĕчĕккĕн купăс калама вĕрентĕм. Ялта çамрăксен вăййинче хĕрсене купăс каласа ташлаттараттăм. Эпир, купăсçăсем, Мăн Тукташра виççĕнччĕ. Туйсене пĕрле каяттăмăр. Манăн музыка енĕпех пĕлÿ илме каяс килетчĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва ăста хăйĕн пирки каласа пама ыйтсассăн. 1975 çулта Ураскилт шкулĕнчен вĕренсе тухсан Валерий Кармаков Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче пĕлĕве тарăнлатма тытăннă. Çур çултан унăн салтак атти тăхăнма тивнĕ. «Ун чухне документсене илсех тухрăм. Хĕсмет хыççăн хам кунта килмессине ăнлантăм. Çарта сержант шкулне кайсан: «Сирĕнтен кам трубапа калать? Кам ÿкерет?» — тесе ыйтнăччĕ. Никам та тухманччĕ. Эпĕ ÿкерме юрататтăм. Культура училищинче вĕреннĕ чухнех хитре ÿкереттĕм. Эпĕ тухрăм та сержант шкулне юлтăм. Ÿкерме юратнă пулсассăн та манăн пур пĕрех музыкăнах туртăм пысăкчĕ. «Прощание славянки» марш выляс килетчĕ. Салтакран таврăнсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка уйрăмне вĕренме кĕтĕм, музыка учителĕн специальноçне алла илтĕм. Апи /аннене çапла калаççĕ. — Авт./ ун чухне мана художнике кайма сĕннĕччĕ. Музыка уйрăмĕнче вĕреннĕ пулсассăн та ÿнерпе графика факультетĕнче юлташ чылайччĕ. Вĕсемпе пĕрле этюдсем, портретсем ÿкерме хăнăхаттăм. Диплом илсен манăн Кÿкеç шкулне ĕçлеме каймаллаччĕ. Унти музыка учителĕ ĕçлеме пăрахатăп тесе каланăччĕ маларах. Анчах вăл ĕçрен каймарĕ, ман валли вырăн пушанмарĕ. Вара эпĕ Тутаркасси шкулне кайрăм. Унта икĕ çул ĕçлерĕм. Тутаркассинчен Химпром инçе мар. Вăл тăтăш тасамарлăх кăларатчĕ... Эпĕ ирсерен чупма тухаттăм. Турник çинче 32 хутчен туртăнаттăм. «Кунтан каймалла», — шухăшлаттăм хам. Мана Кăшавăш шкулне чĕнчĕç. 1984 çулта асăннă пĕлÿ çуртĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне пирĕн ывăл çуралнăччĕ ĕнтĕ. Эпĕ 1983 çулта авланнă. Мăшăрăмпа Альбина Филаретовнăпа тăватă ача пăхса ÿстертĕмĕр: икĕ ывăлпа икĕ хĕр», — калаçăва малалла тăсрĕ Валерий Егорович. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Юнлă çул

Граждан вăрçи Чăваш Енре те кĕрлесе иртнĕренпе 105 çул çитрĕ. Хамăн «Авăр» историллĕ романа çырнă чухне эпĕ унта юн юхтарнисен çулĕпе утса тухрăм: Шăмăршă ялĕнчи И.Космовский тата Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьелĕнчи П.Крепков палăкĕсен умĕнче пуç тайрăм, ĕлĕкхи виçĕ арман патĕнче, Сĕве хулинчи Граждан вăрçи тата истори музейĕсенче пултăм. Шупашкарти В.Чапаев музейĕнчи экспонатсемпе паллашрăм.

Пăлхав

«1917 çулта, Октябрь революцийĕ пулнă хыççăн, çĕршывра хирĕç тăру лăпланман — Дон, Кубань тата Уралпа Оренбург казакĕсем совет влаçне хирĕç çĕкленнĕ. Çапах та Граждан вăрçине чехословаксем пуçласа янă. Антанта тата Америкăри Пĕрлештернĕ Штатсем ªАПШº 1918 çулхи çулла унта чехословаксен 40 пинлĕ корпусне явăçтарса çамрăк совет республикине çапса аркатма тĕллев лартнă. Шуррисемпе чехсем пăлхав пуçланă тĕле Атăл тăрăхĕнчи 23 хулара шурă гвардипе эсерсен, Мускавра «сулахай» эсерсен пăлхавне çĕклеме план тунă», — тесе çырнă Е.Медведев хăйĕн «Гражданская война в Среднем Поволжье. 1918-1919 гг.» кĕнекинче. Совет республики Тĕнчен пĕрремĕш вăрçин çулĕсенче Раççей енне куçнă чехословаксене 1918 çулта Пенза — Владивосток чукун çулпа тинĕс хĕррине çитсе Европăна пăрахутпа кайма ирĕк панă. АПШ ертсе пынă Антанта совет влаçне пĕтерессишĕн, Раççее колонизацилессишĕн, Америка капиталĕн интересĕсемшĕн совет влаçне хирĕçленĕ мĕн пур вăйпа — шурă гвардипе, ирĕке туртăннă халăхсен хĕç-пăшаллă организацийĕсемпе, Оренбургри А.Дутов атаман ушкăнĕпе, казахсен «Олаш-Ордипе», Пушкăртсен наци канашĕпе, Украина Радипе, ытти пысăк е пĕчĕк пĕрлĕхпе — усă курма тăрăшнă. Чехословаксен корпусĕ «Транссиб» чукун çулпа кайса 1918 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕ тĕлне Атăл тăрăхне, Кăнтăр Урала, Çĕпĕре тата Инçет Хĕвел тухăçне Граждан вăрçин вутне хыптарнă. Сызрань, Сергиевск, Пăкăрăслан, Абдулино, Пĕкĕлме хулисене илнĕ. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Самарта Комуч ªПĕтĕм Раççейри Учредительсен пухăвĕн членĕсен комитечĕº йĕркеленнĕ, хула шурă гварди юхăмĕн центрĕ пулса тăнă. Комуч хăйне «Раççейĕн саккунлă тĕп влаçĕ» тесе пĕлтернĕ, «Ведомствăсем йĕркелекен канаш» — правительство — туса хунă, совет влаçне вырăнтан çапса антарма Халăх çарĕ йĕркелеме тытăннă. Комуч депутачĕсен хушшинче Г.Алюнов, С.Николаев, Д.Петров, И.Васильев, Г.Титов чăвашсем те пулнă, хайхи правительство хушăвĕсене пурнăçланă. Хĕрлĕ çарăн Хĕвел тухăç фрончĕн тĕп командующийĕ М.Муравьев эсерсен çарне Чĕмпĕрте пăчлантарни çинчен В.КрасновАсли çыравçă «Шуррисемпе çапăçни» кĕнекере тĕплĕн çырса кăтартнă. <...>

Людмила САЧКОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.