Хыпар 101-102 (27980-27981) 09.09.2022
«Ял ипотеки» ялта çурт лартма çăмăллăх сĕнет
Ялта пурăнма кăмăл тăвакансем валли çулсерен çăмăллăхлă программăсем пурнăçланаççĕ. Акă ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн ЧР Министрсен Кабинечĕ проект йĕркеленĕ. Çĕнĕлĕхе халăх патне çитерме Чăваш Республикин регион управленийĕн центрĕ [ЦУР] ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçипе Ирина Письменскаяпа тӳрĕ эфир йĕркелерĕ.
Улшăнусем пур
Çăмăллăхлă ял ипотекине мĕнле илмелле? Çурт ăçта лартмалла е мĕнлине туянма юрать? Çынсене кăсăклантаракан çак тата ытти ыйтăва Сергей Геннадьевичпа Ирина Николаевна уçăмлатрĕç.
«Социаллă сетьсенчи ыйтăмсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çĕршывра çынсен 70% харпăр çуртра пурăнма кăмăл тăвать. Чăваш Енре те çакăн пек лару-тăру-и?» — тӳрĕ эфира уçнă май ыйтрĕ ЦУР ĕçченĕ Анжелика Иванова. Сергей Артамонов харпăр çурт лартас текенсен йышĕ ӳссе пынине, çамрăксем районсен центрĕсенчи кашни тĕлпулурах çак ыйтăва хускатнине палăртрĕ.
«Раççей ял хуçалăх банкĕ ял ипотекине 2020 çултан пама тытăннă. Унтанпа республикăра 1300 çемье çак çăмăллăхпа усă курнă. 2 млрд ытла тенкĕ кредит панă. Паянхи ял ипотекин проценчĕ 3-рен пысăк мар. Ытти кредитпа танлаштарсан ку — чи мелли. Кăçал программăна çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Иртнĕ икĕ çулта ял ипотекипе усă курса районта нумай хутлă çуртра хваттер туянма май пулнă тăк çĕнĕ саккунпа килĕшӳллĕн, çурт лартма е туянма юрать. Çакна та шута илмелле: сутаканăн çурчĕ — пилĕк, юридици сăпачĕн харпăрлăхĕ вара виçĕ çултан кивĕ пулмалла мар. Туянаканăн çав çуртра пропискăна тăмалла. Çакна кредит паракан банк пилĕк çул тĕрĕслесе тăрать. Малтан çурта газ кĕртнине те тĕрĕсленĕ тĕк, халĕ ăна ыйтмаççĕ, электричествăпа канализаци тата шыв пулмалла. Кăçал ял ипотекине çу уйăхĕнчен пама тытăнтăмăр. Кредит илнĕ 83 çынран çурри çĕнĕ çурт лартма кăмăлларĕ», — ял ипотекин улшăнăвĕсемпе паллаштарчĕ Ирина Письменская.
Виçĕ процентран пысăк мар тенине мĕнле ăнланмалла? Çăмăллăха камсене тата миçе процентпа параççĕ?
«Ял ипотекине 0,1% таран чакармашкăн Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйрăм граждансем валли пулăшу уйăраççĕ. Нумай ачаллă çемьесем, ял хуçалăхĕнчи апат-çимĕç промышленноçĕнче, АПКра вăй хуракансем, муниципалитет служащийĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем валли — 0,5%, социаллă сферăра ĕçлекенсем, ял хуçалăх кооперацийĕсем, пушар хуралĕнче вăй хуракансем валли — 1%, АПК е ветеринари ĕçне кӳлĕннĕ çамрăк специалистсем /35 çулччен/ валли — 0,1%. Çавăн пекех «Атăл» çыхăну батальонĕнче службăра тăракансемшĕн — 0,1%, бюджет учрежденийĕн вăрман ĕрчетекен тата хатĕрлекен сферинче тăрăшакансем валли — 0,5%, çăмăллăх çак сферăри çамрăк специалистсене те пырса тивет — 0,1%», — каласа кăтартрĕ министр. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Маçтăрсем шахматла выляççĕ
Шахмат — шухăшлава аталантаракан вăйă. Вăл ачасен ăс-тăнне çирĕплетме пулăшать, аслă ӳсĕмри çынсен ăс-хакăл вăйĕ чакассинчен тата пуç чирĕсенчен сыхлать. Ăс çивĕчлĕхне упрас тесен шашкăлла-шахматла выляма сĕнеççĕ. Чăваш Республикин Шахмат федерацийĕн ертӳçи Михаил Мельникăн шухăшĕпе, ăс-хакăл вăййи этемĕн уйрăмлăхĕсене аталантарать. «Шахматиста пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Пĕр вырăнта сехечĕ-сехечĕпе лармалла. Унăн тĕрĕс утăмсем тума пĕлмелле», — терĕ вăл.
Вĕрентӳ программине кĕртнĕ
2017 çултанпа «Шкулти шахмат» проект пулăшнипе вĕренӳ учрежденийĕсене шахмат хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. «Унăн тĕллевĕ — шкул ачисене ăс-хакăл вăййипе кăсăклантарасси, — калаçăва малалла тăсрĕ ертӳçĕ. — Тупăшусенче палăрнисем шахмат секцийĕсенче ăсталăха туптаççĕ. Акă Шупашкарти Анна Хмелева çапла майпа палăрчĕ. Шахматла нихăçан та выляманскер шкулта çак проект пурнăçа кĕме тытăнсан «çуралчĕ». 13-ри хĕр республика чемпионатĕнче икĕ хут çĕнтерчĕ, 2020 çулта Атăлçи ăмăртăвĕнче пĕрремĕш пулчĕ».
«Шкулти шахмат» проекта хутшăнакан вĕренӳ учрежденийĕсен хушшинче конкурс та йĕркелеççĕ. Акă кăçал унта Хĕрлĕ Чутайри, Шупашкарти шкулсем мала тухнă. Ку проекта пурнăçа кĕртекен шкулсен кураторĕ Вера Гришина пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 80 ытла шкулта шахматла выляма вĕрентеççĕ. «Иккĕмĕш классен программине шахмат урокĕ кĕртнĕ, ыттисем кружоксенче çак вăйăн вăрттăнлăхĕсене ăса хываççĕ. Кăçалтан пуçламăш классенче хутăш уроксем ирттерме пуçланă. Тĕрлĕ урокра шахматла вылямалли уйрăмлăхсене вĕрентеççĕ. Тĕслĕхрен, вырăс чĕлхин урокĕнче «Л» сас паллине вĕреннĕ чухне ладья /шахмат фигури/ çинчен калаçĕç, ИЗОра ăна ӳкерĕç е пластилинран ăсталĕç, математика урокĕнче ладьян куçмалли мелĕсене ăса хывĕç», — каласа кăтартрĕ Вера Рудольфовна.
Шупашкарти 65-мĕш шкулта 600 ытла ача шахматла вылять. Вĕсем валли ятарлă пӳлĕм уçнă, ăна шахмат хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Вĕренӳ учрежденийĕнче çамрăк шахматистсем валли тĕрлĕ ăмăрту, олимпиадăсем, конференцисем йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, хĕрачасем валли Чечек кубокĕ иртет. Унта мала тухнисене чечек евĕр ăсталанă кубокпа чыслаççĕ. Сăмах май, авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Интеграция шахмат в учебный процесс» конференции иртĕ. Унта педагогсем хутшăнаççĕ. Вĕрентекенсем уроксенче шахматпа усă курмалли мелсене ăса хывĕç.
Юлашки çулсенче Тимченко фончĕ пуçарнипе «Музейри шахмат» çĕнĕ проект вăй илчĕ. «Вăл шахматпа ӳнере çывăхлатма май парать. Хула е республика кун-çулĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе паллашаççĕ, паллă вырăнсенче пулаççĕ. Шахматистсене туристсем тесе ахальтен каламаççĕ», — терĕ Михаил Мельник. Çавăн пекех «Ача çуртĕнчи шахмат» проект ăнăçлă пурнăçланать. Ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнисемпе тăлăхсене ăс-хакăл вăййине явăçтараççĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Августа УЛЯНДИНА: Студире пирĕн тумтире тытса пăхса тĕлĕнчĕç
Вăл сцена çине тухсан кураканăн тăрук кăмăлĕ улшăннине, ăна чунран юратса хапăл тунине пĕрре мар сăнанă. Унăн шăнкăр-шăнкăр сасси пурне те тыткăна илет. Вăл никам пек те мар — хăй пĕр тĕнче. Сцена çине тумланса тухнă тумтирĕ, хусканăвĕ-ташши таранах. Ахальтен мар сумлă нумай ята тивĕçнĕ Августа Уляндина: ЧР тава тивĕçлĕ артистки, ЧР халăх артистки, «Республика пуянлăхĕ» хисеплĕ ят, «Шупашкар хули умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль, Çĕмĕрле районĕн хисеплĕ гражданинĕ… Филологи наукисен кандидачĕн, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн хор дирижированийĕпе халăх юррин кафедрин доценчĕн, «Ярды» этно-фолк ушкăнăн ертӳçин Августа Васильевнăн сăн ӳкерчĕкĕсен альбомĕпе паллашрăмăр.
ПЕДАГОГСЕМ. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕрсен Станислав Кондратьев профессор, Агриппина Иванова пĕрремĕш педагог тата Чулхулари М.Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕнче ăс пухнă чухне Татьяна Кошелева профессор мана ертсе пырса ура çине тăма пулăшрĕç, профессионал юрăç туса алла ĕç пачĕç. Станислав Алексеевичпа пĕрле ЧПУра 20 çула яхăн пĕрле ĕçлерĕмĕр. Лев Кураков ректор та маншăн чи çывăх çынччĕ. Халăх юррисене питĕ юрататчĕ. Халăх ансамблĕ йĕркеленĕ май, манăн класа ятарласа виç çĕр пинлĕх баян илсе панăччĕ.
ÇЕМЬЕ. Хĕрĕм — Есения Ярды. Ку — кукаçин хушамачĕ. Тĕнче чемпионĕ Валерий Ярды — пирĕн тăван. Маншăн çак хушамат питĕ асамлă. Йăх тымарне, историе тĕпченĕ хыççăн хамăн ушкăна та «Ярды» ят парас килчĕ. Мăшăрăм — Сергей Петрович. Сăн ӳкерчĕкре — хĕрĕм шкултан вĕренсе тухнă чухне çемьепе. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Григорий КАШКОРОВ: Элита вăрлăхпа ĕçлемелле
Ĕç нумаййине, хĕрӳ вăхăт пулнине кăмăллать вăл. Сăмахăм Шăмăршă районĕнчи Чаткас тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан Григорий Кашкоров фермер çинчен. Эпир, паллах, Шупашкартан Григорий Александрович çывăрса тăнă çĕре вăл 4 сехетренпех ура çинче Шăмăршă хутлăхне çитеймерĕмĕр. Районĕ кăна мар, Анат Чаткас ялĕ те инçетре вырнаçнă.
«Мăн асатте кашкăр тытса килнĕ»
Эпир пынă кун асăннă хуçалăхра комбайнсем хирте урпа выратчĕç. Григорий Кашкоров тракторпа тырă турттаратчĕ. Урпана пушатнă хыççăн яштака пӳ-силлĕ арçын пирĕн пата пычĕ. «Хушаматăм чăнах та «кашкăр» сăмахран пулнă. Эпĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Ирçель ятлă чăваш ялĕнче çуралнă. Манăн мăн асатте хăй вăхăтĕнче вăрмантан кашкăр çури илсе килнĕ пулнă. Ун хыççăн ăна ялта Кашкăр теме тытăннă. Кашкоров хушамат çавăнтан пуçланса кайнă та», – çапла пуçларĕ калаçăва Григорий Александрович хăйĕн çинчен каласа пама ыйтсан. Сăмах май, чăвашла вăл питĕ таса калаçать.
«2017 çулта шăпа мана Шăмăршă районĕнчи Чаткас тăрăхне илсе çитерчĕ. Эпĕ профессипе — инженер-механик. Чĕмпĕрти ял хуçалăх академийĕнче вĕрентĕм. 2000 çулта диплом илтĕм. Малтан Чĕмпĕр облаçĕнчи «Красноярский» совхозра ĕçлерĕм. Ун чухне ĕç укçи енчен лару-тăру начартарахчĕ те бизнеса çул тытрăм. Каярах банкра вăй хутăм. Манăн иккĕмĕш аслă пĕлӳ юридиципе çыхăннă. Анчах çĕр хăйĕн патнех туртрĕ пулас...
Эпир выльăх-чĕрлĕх ĕрчететпĕр, тыр-пул ӳстеретпĕр. Мăйракаллă шултра выльăх — 68 пуç ытла. Вĕсенчен 32-шĕ — сăвăнаканни. Вăкăрсем, тынасем, пăрусем пур. Тынасене ӳстерсе ĕне тăватпăр. Колхоз малтан усă курнă витене туянтăмăр, ăна юсаса çĕнетрĕмĕр. 2018 çулта грант илтĕмĕр. Унпа ферма çуртне хăпартрăмăр тата ĕнесем туянтăмăр», – калаçăва сыпăнтарчĕ Григорий Александрович.
Тĕрĕссипе, вăл асăннă хресчен-фермер хуçалăхĕн управляющийĕ. Ертӳçи — Елена Пандякова. Вăл мăшăрĕпе Сергей Владимировичпа Чĕмпĕр облаçĕнче тепĕр хресчен-фермер хуçалăхне аталантарать. Чаткас тăрăхĕнче пĕтĕм ĕçе Григорий Кашкоров йĕркелесе пырать. «Ку хуçалăх маншăн хамăнни пекех. Çавăнпа çакăн пек, чуна парса, ĕçлетĕп», — тет Григорий Александрович.
Григорий Кашкоров пĕлтернĕ тăрăх, фермер хуçалăхĕ 960 гектар лаптăкпа усă курать. Çав шутра кĕрхи тулă — 150, çурхи тулă — 200, урпа – 140, сĕлĕ – 60, пăрçа – 50, хĕвел çаврăнăш – 200, пĕр çул ӳсекен курăк – 50, нумай çул ӳсекен курăк – 30 гектар йышăннă. Паллах, паянхи куна лаптăксен пысăкрах пайĕ пушаннă. Хуçалăхра 5 çын вăй хурать. Вырма вăхăтĕнче пулăшакансене явăçтараççĕ.
Управляющи вăхăтлăха Анат Чаткас ялĕнче пурăнать. Çемйи хальлĕхе — Чĕмпĕрте. «Тĕрĕссипе, эпир Шăмăршă тăрăхне куçма ĕмĕтленетпĕр. «Çамрăк çемье» программăпа Шăмăршăра хваттер илтĕмĕр. Юсав ĕçĕсене пурнăçласанах унта пурăнма тытăнасшăн. Мăшăрăм Анастасия Викторовна вырăс хĕрарăмĕ пулсан та Чăваш Ене куçса килме хирĕç мар. Вăл – бухгалтер. Пирĕн виçĕ хĕрача ӳсет. Маларах ывăл пирки ĕмĕтленеттĕмччĕ, халь пăхатăп та — хĕрачасем тĕлĕнмелле лайăх тетĕп. Иккĕшĕ – шкула, чи кĕçĕнни садике çӳрет», – калаçу çăмхине сӳтрĕ çамрăк арçын.
Унăн ĕç кунĕ ирхи 5-рех пуçланать. Тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра бригадăрах пурăнать вăл. Вăранать те — тӳрех базăна тухать. Эпир унта пулнă кун /çурлан 31-мĕшĕнче/ Григорий Кашкоров ирхине тăваттăрах фермăна çитсе килнĕ. Унтан урпа вырнă çĕре вĕçтернĕ. «Хальлĕхе тĕшĕлесе пĕтермен-ха. Гектартан 40 центнер ытла тухать. Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Кĕрхисене гектартан 30 центнер ытларах илтĕмĕр», — вырма ĕçĕсемпе кăмăллă пулнине пытармарĕ Григорий Александрович. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕрре пулсан татах каяс килет
Мĕншĕн нумайăшне тусем илĕртеççĕ-ши? Тен, ку вĕсем çӳллĕ пулнипе çыхăннă? Тен, вĕсен мăнаçлăхĕпе? Тен, ту çине хăпарса курнă çын хăйне паттăр пек туйма тытăнать те ытти йывăрлăх умĕнче хăрама пăрахать? Тен, унта кулленхи канăç паман ыйтусене манса пачах та урăх пурнăç ăшне путатăн? Хуть те мĕнле пулсан та, ку чăннипех асамлă вырăн пек туйăнать. Шупашкарти пĕр гимназире тăрăшакан Анфиса Турганова та ту таврашне чун-чĕререн килĕштернĕ. Унăн черетлĕ çул çӳревĕ те ахальтен мар шăпах Çурçĕр Кавказа илсе çитернĕ.
«Раççей альпинисчĕ» палла тивĕçнĕ
— Эпĕ çул çӳреме питĕ юрататăп! Манăн пысăк ĕмĕт пур — тĕнчери чи илемлĕ вырăнсене çитсе курасси. Çул çӳреме юратасси 2014 çулта пуçланчĕ. Ун чухне эпир атте-аннепе 2 эрнелĕх Крыма кайнăччĕ. Ун хыççăн татах ăçта та пулин çитсе курас килчĕ. Пурнăçра пĕр хутчен те пулин тинĕс хĕрринче тата ту çинче пулсан чун яланах вĕсем патне туртать тесе тĕрĕсех калаççĕ çав, — пуçларĕ калаçăва Анфиса Турганова.
2015 çулта вăл Хура тинĕс хĕрринчи «Орленок» лагерьте каннă. 2019 çулта вара университетран янипе Геленджикра пулса курнă, унта вăл «Студентсен лидерĕ» форума хутшăннă. Сăмах май, Анфиса И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕрентекен профессине алла илнĕ. Хастарскерĕн çĕршывăн илемлĕ вырăнĕсемпе паллашасси çакăнпа çеç вĕçленмен. 2021 çулта ăна чылай студентран суйласа Иркутскра иртекен «Раççей — пирĕн кил» форума хутшăнма янă. Ку тăрăх вара Байкалпа паллă. Чи тарăн кӳлле хăйĕн куçĕпе курни Анфисăна калама çук савăнтарнă. Çав çулах йăмăкĕпе пĕрле Сочире канма та май килнĕ. Унта Роза Хутор çине хăпарни, Хура тинĕс хĕрринче хĕвел çинче хĕртĕнни асра юлнă.
Кăçал та çул çӳреве тухмасăр тӳсеймен Анфиса. Ака уйăхĕнче вăл регионсен хушшинчи «Пĕлĕт хыçĕнчи фронт. Иремель» çарпа спорт фестивальне хутшăннă. Пушкăртстанра иртнĕ мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Кавказшăн çапăçма тытăннăранпа 80 çул çитнине халалланă. Анфиса альпинизмпа пур норматива та пурнăçланă, Иремель тăвĕ çине хăпарнă, «Раççей альпинисчĕ» палла тивĕçнĕ.
Тӳрех — пилĕк региона
— Ку çулталăк маншăн аслă шкултан вĕренсе тухса алла диплом илнипе те паллă, — терĕ хĕр. — Çĕрĕпе çывăрмасăр экзамена хатĕрленни, кулянни, диплом ĕçĕ çырни, патшалăх экзаменĕсене хатĕрленни… Шу-хăшларăм та, кун хыççăн манăн лайăх канмалла терĕм. Ăçта каймаллине тӳрех палăртрăм — Кавказа. Манăн тепĕр ĕмĕт — Дагестан. Вăрттăнлăхпа пуян, тĕлĕнмелле регион вăл, илемлĕ вырăнĕсемпе хăйĕн патне туртать. Анчах унта çитме çулĕ вăрăм, самолетпа е пуйăспа кайма билет хакĕ çав тери пысăк. Ун пекех иртĕхме ирĕк параймарăм хама. Пĕррехинче интернетра Çурçĕр Кавказа кайса килмелли тур çинчен вуларăм. Пирĕн тӳрех пилĕк региона çитсе курма май пулчĕ: Чечня, Дагестан, Çурçĕр Осети – Алани, Кабарда-Балкар, Ингушети.
Кăсăклă çул çӳрев çурла уйăхĕнче иртнĕ. Туристсен ушкăнĕ чи малтанах Дагестанри Дербент хулинче чарăннă. Ку Раççейĕн кăнтăр пайĕнчи чи авалхи хула. Унăн ячĕ перс чĕлхинчен куçарсан «хупă хапха» тенине пĕлтерет. Ăна час-часах Александр Македонскин хапхипе те танлаштараççĕ. Тахçан вăл Европăпа Азие çыхăнтаракан Пурçăн çула хӳтĕлекен крепоç шутланнă. Çак тивĕçе вăл ытти крепоçран та ытларах — 1500 çула яхăн — пурнăçланă. Хулан пĕлтерĕшĕ пысăк пулнăран унта пĕрмаях хаяр çапăçусем иртнĕ. Каспи тинĕсĕ хĕрринче вырнаçни те витĕм кӳнĕ пулĕ. Шăпах çак тинĕс илемĕпе кĕтсе илнĕ те Анфиса çĕнĕ вырăнти ире.
— Эпĕ хама хĕвел тухăç юмахне лекнĕн туйрăм. Нарын-Кала крепоçĕ хăех мĕне тăрать! Илемлĕ те чуна çӳçентерекен вырăнсене сăнанă май шухăша путатăн. Самантрах Хюррем сăнарне кĕрсе ӳкрĕм. Вăл Осман империйĕн паллă султанĕн Сулейманăн чи юратнă мăшăрĕ пулнă, — çунатланса калаçрĕ Анфиса.
Крепоçре пулнă хыççăн туристсен ушкăнĕ ресторанра апатланнă. Унта вара Дагестанăн тараватлăхĕпе апат-çимĕç пуянлăхĕ тĕлĕнтернĕ. Кунта тĕпрен илсен азербайджан, турккă тата Европа кухни анлă сарăлнă. Çиме пыракансене тӳрех темиçе тĕрлĕ шашлăк сĕнеççĕ. Вăл, чăнах та, тĕрлĕрен. Шашлăк хатĕрлемелли çавăн чухлĕ рецепт урăх ниçта та çук пулĕ. Çавăн пекех плов, хинкал тата долма çиме пулать. Апат мĕнле хатĕрленине çавăнтах сăнама та юрать. Хăшĕ- пĕри çакна видео ӳкерме кăмăллать-мĕн. Наци апатне тутансан Анфиса çак тăрăха тата ытларах юратма тытăннă. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Аякра вырнаçни аталанма чăрмав мар
«Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», — теççĕ. Сăмахăм республикăн тĕп хулинчен чи аякра вырнаçнă Шăмăршă тăрăхĕ çинчен. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршă районĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитрĕ. Мĕнлерех аталанать вăл паян? Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуçлăхне Владимир Денисова çакăн çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
«Çамрăксем валли условисем пур»
— Владимир Васильевич, сирĕн шухăшпа, Шăмăршă районĕ ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Пирĕн район аякра пулсан та аталанмасăр тăмасть. Шăмăршă районĕнче паянхи кун 12 пин çын пурăнать. Пирĕн хутлăх вăрманпа пуян. Вăл пĕтĕм лаптăкăн 56 процентне йышăнать. Районта АПК аван аталанать. Паянхи кун вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Кăçал тыр-пул тухăçĕ иртнĕ çулхинчен чылай лайăхрах. Пирĕн районта икĕ пысăк ял хуçалăх предприятийĕ ĕçлет. Ыттисем – хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Вĕсенчен вуннăшне лайăх аталанаканнисен йышне кĕртес килет. Çĕр ĕçченĕсем 300 гектар ытла сахăр кăшманĕ ӳстереççĕ, хĕвел çаврăнăш, соя тата ытти культура та акаççĕ-лартаççĕ. Республикипе илес тĕк, эпир — хĕвел çаврăнăш чи нумай ӳстерекенсем. Паянхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10 пин ытла гектар çинче тĕшĕленĕ. Çакă пĕтĕм лаптăкăн 99,8 проценчĕпе танлашать. Хуçалăхсенче тухăç виçи пĕр пек мар. Хăшĕ-пĕри гектартан 45 центнер тыр-пул вырса илнĕ, теприсен çак виçе 60-тан та иртет. Сĕлĕ гектартан — 30, пăрçа — 40-50 центнера яхăн тухнă. 3-4 кунран вырмана вĕçлемелле. Уй-хир ĕçченĕсем тăрăшса вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Фермерсем патшалăх пулăшăвĕпе техникăна çĕнетсех пыни савăнтарать, юлашки икĕ çулта темиçе çĕнĕ хăватлă комбайн туянма пултарчĕç. Çитес вăхăтра тата икĕ «уй-хир карапĕ» кӳрсе килмелле. Кĕрхи культурăсене акма паянхи куна 1720 гектар хатĕрленĕ. Хальлĕхе 370-шĕ çине тырă варăнтарнă. Çĕр ĕçченĕсем тăпрара нӳрĕк сахаллипе акма тăхтаççĕ. Çĕр улми — 110 гектар, сахăр кăшманĕ 300 гектар йышăнать. Выльăх апачĕ пирки калас тăк, паянхи куна 1820 тонна утă, 3100 тонна сенаж хатĕрленĕ. Иккĕмĕшне тата пин тонна хума палăртаççĕ аграрисем. Ял хуçалăх ĕçченĕсем улăм питĕ нумай янтăларĕç. Пĕтĕмпе — 2300 тонна. Кĕçех куккурус çине тухĕç. Хĕл хырăмĕ аслă, выльăх апачĕ çителĕклĕ пултăр.
Хĕвел çаврăнăша ытларахăшĕ çу тума Тутарстана ăсатать. Пĕлтĕр хакĕ лайăх пулчĕ, килограмĕ аллă тенкĕрен те иртрĕ. Кайран кăшт чакрĕ. Кăçал тыр-пула вăхăтра пухса кĕртме çанталăк лайăх тăчĕ, хальхи вăхăтра унăн хакĕ йӳнĕрен аграрисем ăна сутма тăхтаççĕ. Сойăн тухăçĕ сахалрах, анчах хакĕ пысăк пулмалла. Паянхи куна районта асăннă культура 254 гектар йышăнать. Маларах ăна пĕр хуçалăхра кăна акатчĕç, кăçал тепĕр икĕ фермер çак енпе ĕçлеме тытăнчĕ. Çамрăксем фермер ĕçне кӳлĕнеççĕ, грантсем илеççĕ. Кăçал, сăмахран, иккĕн укçа-тенке тивĕçрĕç.
Харпăр хăй тĕллĕн ĕçе тытăнас текенсен федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ илмешкĕн цифра мелĕпе алă пусмалла. Çак кунсенче хамăр патри МФЦра та ĕçе йĕркелесе ятăмăр. Алă пусма маларах Канаша е Шупашкара каймаллаччĕ. Çынсене хулана çӳретес мар тесе МФЦран пĕр специалиста ятарласа вĕренме ятăмăр. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пулăшма района 7 миллион тенке яхăн уйăрнă. Харпăр хăйшĕн ĕçлес текенсен аталанмалли мелсем сахал мар. Техника та, çĕр те туянма пулать.
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Чукалта пĕр фермерпа тĕл пултăм. Вăл 2016 çулта «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа грант илнĕ. Халĕ патшалăха тав тăвать. Паян фермер ĕнесем тытать, вăкăр ĕрчетет. Хуçалăхĕнче техники те тĕрлĕрен. «Выльăх шутне чакарма шухăшламастăп», — тет вăл. Патшалăх пулăшăвĕ пулмасан ун пек çĕкленейместчĕ. Районта «Пуçаруллă бюджет» программăпа лайăх ĕçлетпĕр. Виçĕ çулта 70 проект пурнăçларăмăр. Вĕсем — масар картисене çĕнетессипе, çул-йĕр тăвассипе тата ытти ĕçпе çыхăннă.
— Шăмăршă тăрăхĕ — вăрманлă вырăн. Çут çанталăк илемĕпе илĕртет вăл. Туризма аталантарас пирки шухăшламастăр-и?
— Паллах, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕпе çыхăнтарса туризма аталантарасшăн эпир. Çак енĕпе пирĕн тĕрлĕ проект пур. Вĕсенчен пĕри — Баскак поселокĕнче хăна çурчĕ тăвасси. Проект хакĕ — 70 миллион тенкĕ. Тивĕçлĕ документсене Мускава ăсатнă, вĕсене унта пăхса тухасса кĕтетпĕр. Баскакра пурăнакансем сахаллăн юлнăччĕ, кĕрсе-тухма та çулĕ япăхчĕ. Çул сарнă хыççăн, «Наци паркĕ» ĕçлесе кайнă хыççăн ĕç вырăнĕсем те йĕркеленчĕç. Çынсем пĕчĕккĕн яла туртăнма пуçларĕç. Халĕ унта пилорама тытакан та пур, вырăнти яшсем те ĕç вырăнĕллĕ, чылайăшĕ егерьте вăй хурать. Ку тăрăх çĕнĕрен аталанма тытăнчĕ. Тепĕр проект та пур. Нумайăшĕ астăвать пулĕ, маларах аслă çул хĕрринче скульптурăсем ларатчĕç. «Вăрман юмахĕ» /«Лесная сказка»/ теттĕмĕрччĕ ăна. Питĕ хитре вырăнччĕ. Шел, паян вăл юхăннă. Малтан унта «Волнушка» кафе ĕçлетчĕ. Ăна пĕр çын туянчĕ, çак вырăна аталантарас тĕллевпе проект хатĕрлерĕ. Хăна çурчĕ, кафе тата ытти те пулмалла унта. Вăрман енĕпе калас тăк, Чукал енче харпăр сунар хуçалăхĕ пур. Вăрмана тара илнĕ усламçă унта çуртсем, мунча лартнă. Вăл та туристсемшĕн илĕртӳллĕ пулмалла. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Алкоголизмран сывалма пулать
Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Раççейре урăлăх кунне паллă тăваççĕ. Эрех-сăра çынна мĕнле сиен кӳме пултарни, ĕçке ернисене мĕнле сиплемелли пирки Чăваш Республикин наркологи диспансерĕн медицинăпа социаллă реабилитации уйрăмĕн психиатр-наркологĕпе Алевтина Андреевăпа калаçрăмăр.
— Эрех сиенĕ пирки пурте пĕлеççĕ. Анчах та çынсем усал шĕвеке çав-çавах ĕçеççĕ. Мĕншĕн?
— Эрех, чăнах та, хăрушă шĕвек. Çынсем ăна тĕрлĕ сăлтавпа ĕçеççĕ: уявра та, хурлăх пулсан та, ача çуралсан та, çын вилсен те... Çын эрех серепине çакланатăп тесе нихăçан та шухăшламасть. Нумайăшĕ яланах виçене пĕлсе сыпатăп тет. Эрех вара систермесĕр хăйĕн чури тума тытăнать. Чылайăшĕн алкоголизм чирĕ пуçланать.
— Ытларах камсем алкоголизмпа чирлеме пултараççĕ?
— Пĕрмай ĕçсен алкоголизмпа чирлес хăрушлăх пурин те пур.
Хăшĕн-пĕрин вара чир уйрăмах хăвăрт аталанать. Енчен те ашшĕ е амăшĕ алкоголизмпа аптăранă пулсан вĕсен «чирлĕ» генĕсем ачисене куçаççĕ. Çакнашкал çемьере çуралнă ачасем асăннă амакпа ытларах аптăрама пултараççĕ. Хĕрарăмсен, арçынсемпе танлаштарсан, алкоголизм хăвăртрах пуçланать тата чир йывăртарах иртет. Çынран хăйĕнчен нумай килет. Кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене татса пама пĕлмесĕр çăмăл çул-йĕр шыраса кăмăл-туйăмне эрех-сăрапа лайăхлатма тăрăшакансем серепене часах кĕрсе ӳкеççĕ.
— Чир пуçланнине мĕнле пĕлме пулать?
— Алкоголизм виçĕ тапхăрпа аталанать. Пĕрремĕш тапхăрта ĕçкĕллĕ кунсем нумайланса пыраççĕ, эрех виçи те ӳсет. Пуçра пĕр шухăш — пĕрмай ĕçесчĕ. Енчен те çын усал шĕвекрен хăпма шутламасть пулсан, кунсерен сăлтав шыраса ăна сыпма пуçласан чир малалла аталанать.
Этеме мухмăр аптăратма пуçлани иккĕмĕш тапхăр пуçланнине пĕлтерет. Ирхине урăлса çитсен çын хăйне питĕ япăх туять, унăн каллех эрех ăша ярас килет. Калăпăр, сывă çыннăн, уявра нумайрах ĕçнĕ пулсан, тепĕр кунне эрех çине пăхас та килмест. Ăна лĕклентерет, хăстарать.
Чирлĕ çыннăн вара ун пек мар. Вăл эрех шырама пуçлать, ăна ăша ярсан вара хăйне çăмăлрах туять. Анчах та çак туйăм нумайлăха тăсăлмасть, кăшт вăхăт иртсен вăл хăйне каллех япăх туйма тытăнать, унăн каллех «шуррине» ĕçес килет… Хăйне хăй «ыран пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах парсан та алли каллех черкке патне туртăнать. Çакă эрнене, уйăха тăсăлать. Эрехе пула пурнăçра йывăрлăхсем пуçланаççĕ: ӳсĕр пулнăран ĕçе кайманнипе шалуллă вырăн çухалать, çемье арканать.
Алкоголизм виççĕмĕш тапхăра куçнă май çын пачах улшăнать. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ эрех тавра çаврăнма тытăнать. Шел те, пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрсенче çын темле нумай ĕçсен те хăй пирки чирлĕ тесе шухăшламасть, унăн сипленес шухăш та çук. Вăл кирек хăçан та чарăнма пултарасса шанать. Çывăх çыннисене те çаплах ĕнентерет. Алкоголизм ытти чиртен çак паллăпа уйрăлса тăрать те. Урăх чирпе аптăрасан çын сипленме васкать-çке.
— Эрех ĕçме юратакансен ытларах мĕнле чирсем пуçланаççĕ?
— Эрех çынна хайĕн чури туса хунисĕр пуçне сывлăхне те палăрмаллах хавшатать. Алкоголь чи малтанах пĕвере сиенлет. Пĕвер циррозĕ — çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнин сăлтавĕсенчен пĕри. Кунсăр пуçне эрех ĕçме юратакансен хушшинче чĕре инфарктĕнчен тата инсультран вилекен нумай. Ĕçке ернĕ çынсем туберкулезпа 3-4 хут ытларах чирлеççĕ. Эрех пуç мимине те пысăк сиен кӳрет. Тĕрĕссипе, вăл организмри пĕтĕм органа, тытăма япăх витĕм кӳрет. Çак сăлтавпах эрех ĕçекенсем çамрăклах вилеççĕ.
— Сăра та организмшăн сиенлĕ-и?
— Алкоголизм спиртлă кирек мĕнле шĕвек ĕçсен те пуçланма пултарать. Сăрара та этил спирчĕ пур. 100 грамм сăрара спирт виçи вăтамран 4 грампа танлашать, пĕр кĕленчере — 20 грамм. Çапла вара 1 литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. Кăшт кăна сăра ĕçме хăнăхни сисмесĕрех алкоголизм чирне çаврăнать. Сăра чĕрене япăх витĕм кӳрет: вăл пысăкланать, унăн мышцисем çӳхелеççĕ. Тухтăрсем кун пек чĕрене «сăра чĕри» теççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕ пулас хăрушлăх пысăк. Сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне япăх витĕм кӳрет. Сăрара фитоэстроген пур, вăл хĕрарăмăн ар гормонне çывăх. Ахальтен мар ĕнтĕ сăра юратакан арçынсен ӳт-пĕвĕ хĕрарăм кĕлетки евĕрлĕ пулма пуçлать: кăкăрĕ ӳсет, хырăмĕ пысăкланать, купарчи сарăлать. Сăрапа киленекен хĕрарăмсем те улшăнаççĕ: вĕсен пичĕ çинче сухал палăрма пуçлать, сасси хулăнланать.
— Çамрăксем эрех ĕçни пушшех те кулянтарать…
— Ачасен алкоголизм чирĕ питĕ хăвăрт аталанать. Сăра та, спиртлă ытти шĕвек те çитĕнекен организма япăх витĕм кӳрет. Çамрăксен биохими процесĕсем хăвăрт улшăнаççĕ. Эрех-сăра арлăх органĕсене те япăх витĕм кӳрет. Çак чир вĕсен ачисене куçас хăрушлăх темиçе хут ӳсет. Пепкисем чирлĕ çуралма пултараççĕ.
— Алкоголь чирĕнчен сывалма пулать-и?
— Енчен те çын хăй тĕллĕн ĕçме пăрахаймасть пулсан специалистран пулăшу ыйтмалла. Республикăри кашни район больницинчех психиатр-наркологсем ĕçлеççĕ, Республикăри наркологи диспансерĕ те чирлисене сиплет. Кунта психиатр-наркологсемсĕр пуçне психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем йышăнаççĕ. Сăмахран, психологсем алкоголизмпа чирлĕ çынсене çемьери хутшăнусене йĕркелеме пулăшаççĕ. Наркодиспансерăн социаллă службин ĕçченĕсем вара ниçта пурăнма çуккисене социаллă центрсене вăхăтлăх пурăнма вырнаçтараççĕ, ĕçпе тивĕçтерекен служба урлă ĕç тупма пулăшаççĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас