Хыпар 100-101 (28128-28129) №№ 08.09.2023

8 Авăн, 2023

«Шуршăла таврăнсан çĕр улми пĕçерме, кукăль янтăлама ыйтатчĕ»

Шуршăл вăтам шкулĕн 3-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакан Матвей вĕренÿ çуртĕнчи çамрăк космонавтсен отрядне çÿрес кăмăллă. Арçын ача — Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаевăн икĕ сыпăкри мăнукĕ. Ытларикун Матвей паллă тăванĕн хĕрĕпе Елена Андрияновнăпа тĕл пулчĕ.

Юбилее çĕршывĕпех уявласшăн Хаклă хăнана парнесемпе савăнтарчĕç. Елена Терешковăн ывăлĕсем пурнăçне космоспа çыхăнтарман иккен. Алексей Мускав патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Мурманскра пурăнать, «Новатэк» компанире ĕçлет. Кĕçĕнни Андрей мусăкçă, сĕрме купăсçă. Вăл консерваторие вĕренме кĕме хатĕрленет. Авăнăн 5-мĕшĕнче Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ мемориал комплексĕнче космонавт летчик çуралнăранпа 94 çул çитнине паллă турĕç. Чăваш кăйкăрне ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, Андриян Григорьевичăн хĕрĕпе кĕрÿшĕ Елена Терешковăпа Андрей Родионов, Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕн ертÿçи Владимир Петров тата ыттисем сума сурĕç. «Андриян Николаев ячĕ пирĕн тăрăхра ялан янăраса тăрĕ. Вăл пирĕн халăха, Тăван çĕршыва тĕнчипе çĕкленĕ. Çавăн пекех паян эпир паллă ентешĕмĕрĕн амăшĕн Анна Алексеевнăн çуралнă кунне паллă тăватпăр. Эпир ăна мухтавлă ывăл çуратса ÿстернĕшĕн тав сăмахĕ калатпăр. Тайма пуç ăна», — терĕ Владимир Петров. Мемориал комплексне халăх яланхиллех йышлăн пухăнчĕ. Çак йышра Андриян Григорьевича çывăх палланисем, шкул ачисем, общество ĕçченĕсем, ветерансен пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем, сала çыннисем пулчĕç. «Эпир Андриян Николаев Чăваш Енре çуралса ÿснипе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр. Паян космонавт летчик çуралнăранпа 94 çул çитнине паллă тăватпăр. Çитес çул юбилейлă. Çак пулăма çĕршывĕпех уявласса шанатăп», — шухăшне пĕлтерчĕ Светлана Каликова. Елена Терешкова республикăра пурăнакансене космонавт ятне асра тытнăшăн тав турĕ. «Тарават Чăваш Ен яланах сарă хĕвелпе, йăл кулăпа кĕтсе илет. Аттепе анне космонавтсен пĕрремĕш отрядĕнче тăнă. Вĕсен йывăр та çав вăхăтрах кăсăклă шăпа пулнă. Андриян Григорьевич — Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕ. Унăн вĕçев вăхăтĕнче креслăран вĕçерĕнсе сăнавсем ирттермелле пулнă. Вăл пĕтĕмпех пурнăçланă. Манăн атте ялта çуралса ÿснĕ арçын ача. Пухăннисен йышĕнче яшсене куратăп. Сире Тăван çĕршыва юратма чĕнсе калатăп. Атте чăвашла калаçатчĕ, Шуршăла час-часах аса илетчĕ. Уншăн кунта çитсе курни таса шыв сыпнипе танахчĕ. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Тăван тăрăха Андриян Григорьевич пекех хытă юратăр», — сĕнчĕ Елена Андрияновна. Байконур космодромри космос техникин испытателĕнче ĕçленĕ Василий Прокопьев Андриян Николаева вĕçеве хатĕрленĕ. Вăл çав çулсене куç умне кăларчĕ. Яваплă ĕçе çар çыннисемпе пĕрле промышленноç тытăмĕн ĕçченĕсене те явăçтарнă. Елена Терешковăна ашшĕн çуралнă кунне мĕнле паллă тунине аса илме ыйтрĕç. «Пĕрремĕш космонавтсем пурте пухăнатчĕç. Уявсенче ăшă кăмăл хуçаланатчĕ. Манăн атте — тĕнчери чи лайăххиччĕ. Çывăх çыннăмсем командировкăна кайсан хытă кулянаттăм. Коридорта чăматан асăрхасанах тунсăх пусаратчĕ. Аннепе сыв пуллашас килместчĕ те урай çума та, тирпейлеме те шантараттăм». <...>

Ольга КАЛИТОВА

♦   ♦   


Арсентий Димитриев: «Эпĕ критикăна йĕркеллĕ йышăнатăп»

Илĕртÿллĕ. Сăпайлă. Ырă кăмăллă. Çак сăмахсене йăлтах К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Арсентий Димитриев çинчен калама пулать. Çĕнĕ сезон уçăлас умĕн Арсентий Валериановича хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Юмахри пек пурăннă, юмахри пек вĕреннĕ»

— Арсентий Валерианович, театрта пĕрремĕш хут хăçан пулнине астăватăр-и?

— Астăватăп. 1996 çулта «Праски кинеми мăнукне авлантарать» спектакль курма килнĕччĕ. Ун чухне сезон вĕçленетчĕ. Халăх нумайччĕ, аншлагчĕ. Вырăн çитменрен çынсем ура çинче тăчĕç. Эпĕ билетсем пулмасан та театра кĕме пултартăм. Мана спектакль питĕ килĕшнĕччĕ. Юрăллă-ташăллăскер илемлĕччĕ вăл. Юрату çинченччĕ тата. Ун чухне эпĕ вун çиччĕре пулнă.

— Артист пулас ĕмĕт хăçан тĕвĕленнĕ? Ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Эпĕ Элĕк тăрăхĕнчи Анаткас Çулавăç ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Анне Нина Ивановна фермăра, сысна пăхнă çĕрте ĕçленĕ. Атте Валериан /ялта Валькка тесе чĕнетчĕç/ колхозра водительте тăрăшнă. Эпир 5 пĕртăван туслă çитĕннĕ. Эпĕ — кĕçĕнни. Асли — пичче, унтан виçĕ хĕр. Манăн асатте Сергей /Çерки/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайиччен клубра ĕçленĕ. Маларах милицире вăй хунă. Çавăнпа-ши, ача чухне эпĕ милиционер пулма ĕмĕтленеттĕм. Атте-анне каланине итлесе çитĕннĕ эпир. «Санăн аслаçу çавăн пек пулнă», — тенине хăлхана чикнĕ. Чун-чĕрене кĕрсе ларнă çакă. Пирĕн çемьере театра пурте юрататчĕç. Анне юрра-ташша ăстаччĕ, чăваш спектаклĕсене кăмăллатчĕ. Эпир фермăна аннене пулăшма çÿреттĕмĕр. Телевизорпа спектакль пулмалла чухне унтан чупса килеттĕмĕр. Программăра спектакль пулассине асăрхасан ручкăпа паллă туса хураттăмăр. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çамрăксене артиста вĕренме илесси пирки пĕлтерÿ тухнă. Эпĕ кун пирки пĕлмен те. Манăн аппа Люба артисткăна каясшăн пулнă. Вăл конкурс хăçан пулассине пĕлнĕ. Вĕсем тепĕр аппапа Шупашкарта пурăннă чухне пĕр вĕçĕм театра çÿренĕ, пур артиста та пĕлнĕ. Эпĕ те вĕсене кура чăваш артисчĕсене пĕлсе тăраттăм. Спектаклĕсене пурне те курман пулсассăн та пирĕн килте яланах буклетсем пурччĕ. Колхозра ĕçлекенсене те автобуспа театра илсе çÿретчĕç. Анне телевизорпа артиста вĕренме илесси çинчен калакан пĕлтерĕве курнă. «Театрта ирттерекен конкурса кайса пăх-ха, ывăлăм», — сĕнчĕ вăл мана. «Ой, манран мĕн артисчĕ пултăр? Çук!» — хирĕçлерĕм эпĕ. Хам пĕрех сăвă калакансен конкурсне кайрăм. Каярах Иван Иванов режиссерпа паллашрăм. Иван Иванович театра питĕ юратать, мана та «чирлеттерчĕ». Конкурсăн 1-мĕш турне килтĕм. Питĕ интереслĕччĕ: çын нумай, шăв-шав. Халь театр енĕпе вĕренме каякансем çукрах. 1997 çулта театр ирттерекен конкурса çамрăксем темĕн чухлĕн килнĕччĕ. Пĕри сăвă калать, тепри юрă юрлать... Пĕтĕм театр кĕрлесе тăратчĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   

Анатолий ПЕТРОВ: Ĕçе тăсакансем пур, кăçал мăнуксем те уй-хире тухрĕç

Хăватлă техникăпа ĕçлени пысăк тухăç илме май парать

Вăл Елчĕк тăрăхĕнче хресчен-фермер хуçалăхне чи малтан йĕркелесе яракансенчен пĕри, ыттисене çул уçса параканĕ, тĕслĕх кăтартаканĕ. Çавна шута илсе ытти фермер та унран сĕнÿ-канаш ыйтать. Сăмахăм Елчĕк округĕнчи Таяпа Энтри ялĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Анатолий Петров çинчен. Çак кунсенче Анатолий Васильевичăн хуçалăхĕнче пултăмăр, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Фермер ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулнине пытармарĕ.

Шкул пĕтерсен физкультура учителĕнче вăй хунă

Пирĕн калаçу çанталăк пирки сăмахланинчен пуçланчĕ. «Кăçал çулла çумăр питĕ сахал çурĕ. Типĕ тăчĕ темелле. Çавна май тыр-пул пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăшт сахалрах тухрĕ», — терĕ Анатолий Васильевич. Вăл тăпрари нÿрĕк шайне виçсе ятарлă блокнот çине çырса пырать. Ертÿçĕ каланă тăрăх, вĕсен тăрăхĕнче утă уйăхĕнче нÿрĕк пĕтĕмпе те 8 мм çеç пулнă. Анатолий Петров 1953 çулта Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаран спортпа туслă пулнă вăл. Пуçаруллă та хастарскерне вунă класс пĕтерсен физкультура урокĕсене ертсе пыма шаннă. Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче физрук пулман-мĕн… Йĕкĕт И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕресшĕн пулнă. Анчах ун чухне май пулман. Çапла вăл пĕр çулталăк ачасене физкультура предметне вĕрентнĕ. Мĕн тетĕр? Унăн вĕренекенĕсем район шайĕнче иртекен пĕтĕм ăмăртура çĕнтернĕ. Анатолий аслă пĕлÿ илмеллех тесе тĕллев лартнă. Ялта ÿснĕскер çĕр ĕçĕ патне туртăннă, тыр-пул лартса ÿстересси пирки ĕмĕтленнĕ. Çапла ăна шăпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне илсе çитернĕ. Агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ вăл. 1976 çулта диплом илнĕ. Ун хыççăн Вăрнар районĕнчи «Ленинец» колхозра агрономра вăй хунă. Каярах Муркашри «Ял хуçалăх химийĕ» предприятире ĕçленĕ. Унтан вара хĕсмете кайнă. 1977 çулта раштав уйăхĕнче, Çĕнĕ çул умĕн, салтакран таврăннă, тăван тăрăхри Чкалов ячĕллĕ колхоза ĕçе вырнаçнă. Агрономра, тĕп агрономра, профком председателĕнче, председателĕн выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе тимлекен çумĕнче, каярах Çĕрпÿри хими станцийĕн лабораторийĕнче, Елчĕкри «Ял хуçалăх химийĕ» предприятире ĕçленĕ. Пур çĕрте те ĕçе тĕплĕн, чуна парса пурнăçлаканскере район ертÿлĕхĕ 1989 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелеме сĕннĕ. Çапла Таяпа Энтри ялĕнче фермер хуçалăхĕ ĕçлеме тытăннă. Анатолий Петров каланă тăрăх, хуçалăх 639 гектар çĕр çинче тыр-пул — кĕрхи тулă, çурхи тулă, вика, пăрçа — акса илет. Çурхи тулăн «Интенсивный» сорчĕпе ĕçлеççĕ кунта. «Австрире кăларнă çĕнĕ сорт вăл. Кăçал гектартан 58 центнер тухрĕ. Кĕрхи тулă тухăçĕ те лайăх — 47-48 центнер. Вырăнвырăн «йывăртарах» çĕрсем пур пирĕн. Викăна гектартан 18 центнер пухса илтĕмĕр. Технологие кăшт вĕренсе çитеймерĕм пулас. Вика мĕн ĕлĕкрен йывăр культурăсен шутне кĕнĕ. Гектартан 20 центнер тухни лайăх, 25 центнер — шутсăр лайăх кăтарту. 30-35 центнера çитни питĕ сайра пулать. Ĕлĕк пăрçана гектартан 13-15 центнер илсен те питĕ хĕпĕртенĕ. Халĕ хăш-пĕр хуçалăх гектартан 35-40 центнер тĕшĕлет. Кăçал çумăр çунă тăк хĕрĕх центнертан кая мар илеттĕмĕр. Тăмлă анасем типĕ çул пиçсе, хытса каяççĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Анатолий Васильевич. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Пĕр тĕллевпе пурăнни çемье ĕмĕрне тăсать

«Çемье телейĕ упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăннинчен, каçарма пĕлнинчен нумай килет», — теççĕ Тăвай округĕнчи Нÿшкасси ялĕнче пурăнакан Платоновсем.

«1968 çулта качча килтĕм», — калаçăва пуçларĕ Галина Петровна. Вăл Тăвай тăрăхне Вăрмар енчен килнĕ. Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕскер пулас мăшăрĕпе амăшĕн Нÿшкассинче пурăнакан йăмăкĕ патне хăнана килсен паллашнă. Шкул хыççăн Галина Петровна Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче вĕреннĕ. Библиотекарь профессине алла илсен Канашри медицина училищинче ĕçлеме пуçланă. Ку вăхăтра вĕсем Николай Андреевичпа çемье çавăрнă пулнă. «Кашни кун Нÿшкассинчен пуйăспа ĕçе çÿреттĕм. Ир кайнă та каç килнĕ. Ун чухне канмалли кун та пĕрре кăна пулнă. Ĕçленĕ хушăрах каçхи уйрăмра медицина сестрине вĕрентĕм. Училищĕре çичĕ çул ытла ĕçлерĕм. Колхозран совхоз тусан вара мана кадрсен пайĕн инспекторне илчĕç», — аса илчĕ Галина Петровна. Совхоз аркансан 1992 çулта ялти клуб заведующине куçнă вăл. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăть ăçта ĕçлесен те Галина Петровна чунтан вăй хурса тăрăшнă, шанса панă тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Акă, сăмахран, Нÿшкасси культура çурчĕ çумĕнчи Галина Платонова ертсе пынă халăх инструменчĕсен ансамблĕ 1995 çулта Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ салючĕ» халăх пултарулăхĕн фестивалĕнчен лауреат дипломĕпе таврăннă. Кун евĕр çитĕнÿ унăн ĕç биографийĕнче виççĕ-тăваттă кăна мар. Çакна çирĕплетекенни — тĕрлĕ шайри наградăсем. Николай Андреевич кун-çулне çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парассине халалланă. Вăл 1968 çулта Нÿшкасси шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентме пуçланă. Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 45 çул. Çак шутран чылай çулне вăл ялти клуб заведующийĕнче ĕçлесе ирттернĕ, «Алдиаровский» совхозăн парти комитетне ертсе пынă, Элпуç ялĕнчи шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Нÿшкассинчи пуçламăш шкул заведующийĕнче вăй хунă. Николай Андреевич яваплă должноçсенче ĕçленĕ, пысăк çемье пуçĕ пулнă пулин те ялăн, районăн общество пурнăçне хутшăнма та яланах вăхăт çитернĕ. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă вăл. Штатра тăман корреспондент пек хăй çуралса ÿснĕ ял çинчен, тăван тăрăхĕнчи паллă çынсем çинчен вун-вун кăсăклă статья пичетленĕ. Тăвай районĕн энциклопедине хатĕрлеме те хутшăннă. Кăларăм валли вăл хăйсен ялĕ тата ял тăрăхĕ пирки анлă материал хатĕрлесе панă. Çавăн пекех Николай Платонов — Тăвай округĕнчи Инвалидсен пĕрлĕхĕн, Право хуралĕн органĕсен тата ĕç ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн хастар членĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Ăна алăпа çĕклесе çÿлелле ывăтнă

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче совет тапхăрĕнчи паллă çыравçă, СССР Писательсен союзĕн правленийĕн секретарĕ пулнă Владимир Амлинский çуралнă. Кукашшĕ Василий Онисимович Афанасьев ªпсевдонимĕ — Василий Анисимович Анисимовº Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи ªхалĕ Елчĕк округĕнчиº Элекçей Тимеш ялĕнче 1878 çулта çут тĕнчене килнĕ.

Урăх çулпа

Тен, вулакан ăна «Тучи над городом встали», «Оправдан будет каждый час», «Жизнь Эрнеста Шаталова» кĕнекисене, «День первый, день последний» илемлĕ фильм сценарине асăнсан аса илĕ. Элекçей Тимеш ялĕнче Афанасьевсем 1870 çулсен пуçламăшĕнче тĕпленнĕ. Санкт-Петербургри тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухнă Онисим Афанасьев протоиерее кунта чиркÿре ĕçлеме янă. Унăн ачисенчен Вася кĕçĕнни пулнă. Вăл 1894 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ашшĕ ăна хулари тĕн семинарийĕнче вĕренме хистенĕ ªпĕртăванĕсем Николайпа Петр унта пĕлÿ илнĕº, ывăлĕ вара урăх çулпа кайнă: 1898 çулта Хусанти учительсен семинарийĕн мĕн пур вĕрентÿ программипе экзамен тытса магистр ятне илнĕ, Самар кĕпĕрнинчи Пĕкĕлме уесĕнчи ªхалĕ Оренбург облаçĕнчиº Çĕнĕ Кумак ялĕнчи ачасене тăватă çул вĕрентнĕ. Хусанти учительсен институтне пĕтернĕ ª1906º, студент чухне Раççейри социалдемократсен рабочи партийĕн ªРСДРПº хулари организацийĕн комитечĕн ĕçне хастар хутшăннă. 1900 çулсенче социал-демократсен юхăмĕ Саратов тата Хусан кĕпĕрнисенче анлăн сарăлнă. Анисимов Кузнецк хулинчи сăрт-ту училищин преподавателĕ пулнă, 1906 çулта кунта РСДРП ушкăнне йĕркеленĕ. 1907 çулта ăна Раççейĕн иккĕмĕш Патшалăх Думине депутата Кузнецк уесĕнчен суйланă. Çапла майпа вăл парламента лекнĕ. Вăл яланах хăйне демократи юхăмĕнче курнă, çавăнпа Думăра социал-демократсен фракцине кĕнĕ, апат-çимĕç тата вĕрентÿ комиссийĕсенче ĕçленĕ. Унта тăрăшнипе пĕрлех РСДРПн вăрттăн агитаци ĕçне те хутшăннă. 1907 çулта Саратов кĕпĕрнин жандармери управленийĕ Анисимовăн Кузнецк уесĕнче сарнă çырăвне тĕпченĕ. Айăпне çирĕплетме май килменрен ĕçе кĕпĕрне канашлăвĕн йышăнăвĕпе 1909 çулта чарса лартма тивнĕ. Ертсе пыракан Сенат иккĕмĕш Думăна 1907 çулта салатса ярсан правительство хушнипе 16 социалдемократ тĕлĕшпе ĕç пуçарнă, В.Анисимова та пилĕк çула каторгăна яма, виличченех ссылкăра пурăнтарма приговор кăларнă. Василий хăйне инçете ăсатасса Санкт-Петербургри Петрпа Павел тĕрминче кĕтнĕ, айăплав вăхăтне Иркутск кĕпĕрнинчи Александрăн тĕп тĕрминче ирттернĕ. РСДРП организацийĕпе йĕркеленĕ çыхăнăвне татман, Надежда Крупская урлă Францири Ленинпа çыру çÿретнĕ. Кун пирки Владимир Амлинскин аса илĕвĕпе каярахпа паллаштарăпăр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.