Хресчен сасси 2 (3042) № 22.01.2025
Ун аллинче çĕмрĕк радиоприемник та «чĕрĕлет»
Шупашкарта радиоэлектроника музейĕнче пулнă-и эсир? Вăл ăçта вырнаçнине пĕлетĕр-и? Шкул ачисемпе студентсем вара унтан тухма пĕлмеççĕ. Вĕсем интереслĕ экспонатсемпе паллашаççĕ, музей ертӳçи Юрий Храмов каласа кăтартнине çăвар карса итлеççĕ, вăл ирттерекен сăнавсене хутшăнаççĕ. Юрий Ивановичăн аллинче кивĕ телевизор та «чĕрĕлсе» тăрать, çĕмрĕк радиоприемник та юрлама пуçлать, пластинкăллă проигрыватель те «ташша ярать». Сумлă педагог уçнă музее эпир те çитсе килтĕмĕр.
Тĕрлĕ хуларан килеççĕ
Экспонатсене пуçтарма вăл 1-мĕш училищĕне ĕçлеме вырнаçсанах пуçланă. Сăмах май, хальхи вăхăтра ку вĕренӳ учрежденийĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕн йышне кĕрет. Юрий Храмов каланă тăрăх, музей çултан-çул пуянланса пырать, экспонатсене çынсем илсе килеççĕ, организацисем парнелеççĕ. Шупашкарти телеателье хупăнсан унти телерадиотехника та музейăн пĕр пайĕ пулса тăнă. Экспонатсем валли колледжра виçĕ зал уйăрнă. Унта çĕр-çĕр япала упранать. Мĕн кăна çук тата: тĕрлĕ çулта тухнă магнитофонсем, видеокамерăсем, фотоаппаратсем, телевизорсем, телефонсем, кинопроекторсем, пичет машинкисем, компьютерсем тата ытти те. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи патефон, 30-мĕш çулсенчи репродуктор – музейри чи сумлă экспонатсем. Маçтăр вĕсене те иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Шупашкарти шкулсенчен кăна мар, тĕрлĕ ял-хулари пĕлӳ çурчĕсенче вĕренекенсем те килеççĕ ку музее. Юрий Иванович вĕсем валли уроксем ирттерет. Ăсталăх сехечĕсенче çамрăк ăру электроӳкерчĕксем епле пулнине, пĕрпĕр япала сывлăшра мĕншĕн вĕçнине, смартфон кантăкĕ миçе тĕслине тата ыттине пĕлеет. Вăл хăнасем валли куравсем те йĕркелет. Тĕслĕхрен, ун экспоначĕсемпе Дмитрий Медведев та паллашнă. Музейпе тĕрлĕ хула çыннисем те кăсăкланаççĕ: Ярославль, Мускав, Калуга, Пермь, Муром... «Кунти япаласем иртнĕ вăхăта тавăраççĕ, ачалăха аса илетĕн», — çырнă Симферопольти Т.Сапрыгина. Музее ют çĕршыв çыннисем те кĕрсе курнă, хăйсен чĕлхипе ырă сăмахсем çырса хăварнă. Юрий Храмов студентсене радиотехникăпа электроника вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Педагог пулăшса пынипе занятисенче студентсем тĕрлĕ япала ăсталаççĕ. Акă пĕри микросхемăсенчен çутатакан çурт ăсталанă, тепри вĕçекен прибор тунă. Çамрăксем радиомонтаж, регулировка, программировани мелĕсене ăса хываççĕ. Авиатехника валли хатĕрсем тума, схемăсем пуçтарма вĕренеççĕ. Сăмах май, унăн вренекенĕсем ЧПУра аслă пĕлӳ илеççĕ, Шупашкарти, Мускаври тата ытти хулари завод-фабрикăра ĕçлеççĕ. Юрий Храмов та хăйĕн пĕлĕвне ӳстерес тесе Йошкар-Ола, Днепропетровск, Минск, Воронеж, Аслă Новгород хулисене çитсе килнĕ. Ашшĕн çулĕпе кайнă Юрий Храмов — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен çынни. Унти таса та уçă сывлăшпа ӳссе çитĕннĕ вăл. — Атте радиоинженерччĕ, ялсенче радиоçыхăну йĕркелес енĕпе ĕçлетчĕ. Килте радиоприемниксем те пурччĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен вăл мĕн тунине пăхса лараттăм. Радиодетальсем те купипехчĕ, аттен кĕнеке те нумайччĕ. Вĕсене ялан алла тытнă. Пирĕн килте ялан радиоприемник кĕрлетчĕ, ун сасси тавралăха сарăлатчĕ. Вăл, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнăскер, радиотехникăпа çамрăк чухнех кăсăкланма пуçланă, çарта та çыхăну ротинче пулнă. Асаттесемпе мăн асаттесем чухăн пулман, çавăнпа техника туянмалли майсем пулнă. Атте Етĕрнери педагогика техникумĕнче вĕреннĕ, унтах аннепе паллашнă, — каласа кăтартрĕ Юрий Иванович. — 8-мĕш класран вĕренсе тухсан атте мана Казахстана тракториста вĕренме ячĕ. Ун чухне механизаторсем çитместчĕç. Вăл вăхăтра трактористсем аван шалу илнĕ. Вĕсен килĕнче телевизор та пурччĕ. Манăн радиомеханика вĕренес килетчĕ, анчах атте сăмахĕнчен иртеймерĕм — кайрăм. Унта эпĕ пĕр вăхăтрах вăтам шкулта тата ПТУра пĕлӳ илтĕм. Пушă вăхăтра радиотехникăпа çыхăннă кĕнекесене шĕкĕлчеттĕм, антеннăсем ăсталаттăм. Удостоверени илсен Казахстанри пĕр совхоза ĕçлеме ячĕç. Унта та радиоприемниксене юсаттăм, радиостанцисем тума хутшăнаттăм. Тăван ене таврăнсан та трактористра тăрăшрăм. Пĕррехинче пĕр тăван мана Шупашкарта телемастера вĕренме илнине пĕлтерчĕ. Эпĕ хулана тухса вĕçтертĕм, мĕн пĕлнине тĕрĕслерĕç те илчĕç. Ĕçленĕçемĕн вĕренсе пытăм. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Социаллă центрта çĕнĕ вăй илеççĕ
«Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн чылай округпа хулара «Манăн социаллă центрсем» уçăлчĕç. Унта «кĕмĕл» çултисемпе сусăрсем çĕнĕ ĕçсемпе «туслашаççĕ», финанс пĕлĕвне алла илеççĕ, çавăн пекех вĕсене ĕçпе тивĕçтереççĕ, волонтерсен юхăмне явăçтараççĕ.
Йĕпреçри социаллă центрта пултарулăх мастерскойĕнче Елена Осипова ертсе пынипе çыхма, тĕрлеме, ӳкерме, хитре ытти япала тума вĕренеççĕ. Унта мастерклассем час-час ирттереççĕ. Акă нумаях пулмасть илемлĕ теттесем тата маскировка шлемĕсем ăсталама вĕрентнĕ. Вĕсене ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне ăсатĕç. «Компьютер тĕнчи» зонăра Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе ĕçлеме, хальхи смартфонсемпе усă курма хăнăхтараççĕ. Медиагостинăйра видеофильмсем кураççĕ, виртуаллă экскурсисенче «пулаççĕ». Çавăн пекех кăсăклă тĕлпулусем, интереслĕ калаçусем иртеççĕ. Акă унта «Маскировка тетелĕ çыхакансен ĕçĕ-хĕлĕ» темăпа çавра сĕтел йĕркеленĕ. Волонтерсемпе ял хастарĕсене СВОна пулăшакансемпе паллаштарнă. Çĕрпӳ округне кĕрекен Чурачăкри «Çавал» центр 2023 çулта хута кайнă. Унта гимнастика залĕ, компьютер класĕ, библиотека пур, пултарулăх мастерскойĕ ĕçлет. Ку центра çӳрекенсем салтаксем валли маскировка тетелĕсем, алсиш-нуски çыхаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ, маскировка плащĕсем çĕлеççĕ. Пĕлтĕр кунти волонтерсем ялти садикпе пĕрле «Алăри хĕвел» проект пуçарнă, шăпăрлансемпе аслисем пахча çимĕçсем лартса ӳстернĕ. Çĕмĕрлери центрта та пурнăç вĕресе тăрать. Унта та социаллă пулăшу илекенсем валли тĕрлĕ зона йĕркеленĕ. Литература клубĕ ĕçлет, аудиокĕнеке итлемелли тата кĕнеке вуламалли зал пур. Центрта шашка-шахмат турнирĕсем час-час иртеççĕ. Пĕрисем йогăпа, гимнастикăпа туслă, теприсем скандинавсен мелĕпе утма хăнăхаççĕ. Ӳт-пĕве тĕреклетмешкĕн спорт хатĕрĕсем те çителĕклех. 72-ри Галина Милина Çĕмĕрлери социаллă центра темиçе çул çӳрет ĕнтĕ. «Пенсие тухсан килте ларас килместчĕ. Физкультурăпа спорт комплексне çӳреме тытăнтăм. «Манăн социаллă центр» уçăлсан унта çырăнтăм. Кунта питĕ интереслĕ. Эпир ташлатпăр, юрлатпăр, бассейнра ишетпĕр. Сывлăх ушкăнĕ пур. Компьютер технологийĕсене алла илтĕм, смартфонпа видео тума вĕрентĕм. Хамăр центр тата пурнăç çинчен видеосем ӳкерсе социаллă сетьсене вырнаçтаратăп. Центрта театр та ĕçлет. Вырăнти артистсемпе юмахсем лартатпăр, форумсене хутшăнатпăр. 2024 çулта пирĕн коллектив Мускаври ВДНХна кайма тивĕç пулчĕ. Сăваплă вырăнсене çитсе вăй-хăват илетпĕр. Нумаях пулмасть Дивеевăна, Арзамаса кайса куртăмăр», — каласа кăтартрĕ Галина Ивановна. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Чăваш тĕрриллĕ паллă пултăр»
«Тĕрлес ăсталăха чăвашсем ĕлĕкрен пысăка хурса хакланă. Вăл этеме чир-чĕртен упрать, сиплет, усал-тĕселтен хӳтĕлет тенĕ. Тĕрлекенĕн математикăна аван пĕлмелле. Кашни утăмне шутламалла, эреше тĕрĕс вырнаçтармалла. Маншăн çак ĕç йывăр мар. Математикăна эпĕ ачаран юратнă», — терĕ 2024 çулта «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурсра гран-прие тивĕçнĕ Оксана Федорова тĕрĕçĕ.
Конкурса вăл каччă валли туй минтерĕ тĕрленĕ. Илемлĕ те хăйне евĕр кăсăклă ĕç пулса тухнă. — «Манăн тупра» конкурс темине палăртсанах тӳрех схема ӳкерме пикентĕм. Малтанах иккĕлле минтер тĕрлеме шухăшланăччĕ: арçын тата хĕр пайĕсене. Шухăш улшăнчĕ. Вăхăт çитсе пыманни те витĕм кӳчĕ курăнать. Кĕнекере арçыннăн туй тутрине шыраса тупрăм, ăна улăштарса рамка, варринче хĕрарăм пайĕ пултăр тесе кĕскĕ тĕрлерĕм. Ăна пысăклатса ромб евĕр турăм. Ĕç хыççăн тата кану кунĕсенче ĕçлеме тиврĕ. Çĕвĕ сыппи пĕр миллиметр çурă пулнăран ăна лупăпа тĕрлемелле пулчĕ. Пир çинче пурçăн çиппе тĕрленĕ. Ку маншăн çĕнĕлĕх, — каласа кăтартрĕ çĕнтерӳçĕ конкурс ĕçĕ пирки. Сăмах май, «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурса Оксана иккĕмĕш хут хутшăннă. Пĕлтĕр шкул тумĕпе тĕрĕллĕ бантик 1-мĕш вырăн йышăннă. Халĕ вĕсем музейра упранаççĕ. Чăваш тĕррипе Оксана икĕ çул каялла интересленме пуçланă, тĕрĕ шкулĕнче ятарлă пĕлӳ те илнĕ. Пĕрремĕш ал ĕçне те лайăх астăвать Тăвай хĕрĕ. Вăл — сĕтел çитти. «Шкул çулĕсенче алла йĕп тытса курнăха, анчах çакă манăçнăччĕ. Çĕнĕрен вĕренес килетчĕ. Тĕрĕ шкулĕ уçăлнине пĕлсессĕн унта вĕренме каяс терĕм. Занятисене опытлă педагогсем ирттереççĕ. Теори тата практика сехечĕсем пур. Зачет ĕçĕнче упăшка валли кĕпе тĕрлерĕм. Уявсенче вăл ăна хаваспах тăхăнса çӳрет. Ĕмĕтсенчен пĕри — хамăн çемьене чăваш тĕрриллĕ тумтир тăхăнтартасси. Çак ĕçе майĕпен пурнăçа кĕртсе пыратăп. Кĕпине каснă, тĕрĕпе илемлетмелли анчах юлать», — тет Оксана. Тĕрĕре илем çеç мар, хăйне евĕр чĕлхе, ăрусен хушшинчи хутшăну пытаннă. Кашни тĕсĕн, эрешĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Тумтир çинчи çĕвĕсем те хĕрарăмсемпе арçынсен расна. — Чăваш тĕрринче ытларах 5 тĕспе усă куратпăр. Хĕрлĕ тĕс — çулăм палли, хура — çĕр, кăвак – асамлăх, симĕс — пурнăç, сарă — хĕвел тата савăнăç. Ытларах шурă пир çине тĕрлетпĕр. Вăл тасалăха пĕлтерет. Ĕлĕкхи тĕрĕ йăлтăркка пулман. Мана та ытларах ĕлĕкхи мелпе тĕрлеме килĕшет. Кĕнекесемпе анлă усă куратăп, музейри экспонатсене тишкеретĕп. Пурăна киле вĕсене хальхи материалсемпе тĕрлес килет. Эреше ăçта вырнаçтармаллине пĕлсе тĕрлемелле. Хĕрарăмăн тĕррине — арçыннăн, арçыннăн тĕррине хĕрарăмăн тумтирĕ çине вырнаçтармалла мар. Манăн вĕрентекен — халăх промыслисен маçтăрĕ Любовь Вазюкова. Паянхи кун та унран сĕнӳ-канаш ыйтатăп. Кĕнекесене те алăран ямастăп. Калăпăр, Чăваш халăх ӳнерçин Моисей Спиридоновăн 2006 çулта кун çути курнă «Чувашский орнамент» альбомĕ, — палăртрĕ тĕрĕçĕ. Халăх промыслисен маçтăрĕ Оксана Федорова каланă тăрăх, юлашки вăхăтра çамрăксем те чăваш эрешĕллĕ тумтир тăхăнаççĕ, капăрлăхсем çакаççĕ. Çулсерен чăваш тĕррин сумĕ вăйланать. Апла вăл пурăнать. «Ĕçе те чăваш тĕрриллĕ япаласемпе çӳретĕп. Ман çинче чăваш палли пултăр!» — тет ăста. Оксана Федорова тĕрлĕ енлĕ аталанать. Вăл тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕ капăрлăх ăсталать, тумтире тата атă-пушмака калăплă тĕрĕпе илемлетет. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас