"Хăвăрт выртаймастăн. Ватă çынсенчен вĕрен"
«Хыпар» тĕпелĕнче — КПСС тата республикăн саккунсем кăларакан органĕн ветеранĕ, 1988-1997 çулсенче Чăваш АССР Хĕрарăмсен канашне ертсе пынă Ираида Ивановна СТЕКОЛЬЩИКОВА. Унпа иртни тата хальхи çинчен калаçатпăр.
Паян чăтăмлă пулмалла!
— XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче çемьесен пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Пуçра мĕнле шухăш çуратаççĕ?
— Чăннипех те нумай вĕсем! Пурнăç çăмăл мар. Йывăрлăха çĕнтерессишĕн ашшĕ-амăшĕн, ачисен пĕр-пĕрин умĕнчи яваплăхĕ питĕ пысăк пулмалла. Унсăрăн малалла нумаях каяймăпăр. Çурт-йĕр çавăрасси — арçын тивĕçĕсенчен пĕри. Унăн ывăл пăхса çитĕнтермелле, йывăç лартмалла. Ку тĕллев кирек хăш саманара та çемье пуçĕшĕн — пĕрремĕш вырăнта.
— Ăна пурнăçлама ĕç укçи çителĕклĕ памасан мĕн тумалла?
— Раççей пысăк. Шел, ăна лайăх тÿлекен ытти регионта вăй хума тивет. Арçынна пулăшса пыраканни — хĕрарăм — çемье тĕрекĕ. Упăшкине пур енĕпе те хавхалантарать, ачисене пăхать. Упăшкапа Геннадий Ильичпа пĕрле Хĕрлĕ Чутай ялĕнче пÿрт лартни халĕ те асрах-ха. Самаях тăрăшма тиврĕ. Ĕç пуçласан унта çулталăкран пурăнма кĕтĕмĕр.
— Ку чухнехи çемьесем мĕнпе палăрса тăраççĕ?
— Совет тапхăрĕнче эпир «гражданский брак» мĕнне пĕлмен. Çамрăксем ЗАГСра пĕрлешнĕ, пĕр-пĕринчен виличченех уйрăлман. Упăшки е арăмĕ çăмăлттайланса тÿрĕ çултан пăрăнман. Тÿнтерле тĕслĕх пач пулман теместĕп. Çапах кукăр çул çине тăнисем сахаллăнччĕ.
— Хĕрарăмсен канашĕ вĕсемпе епле ĕçленĕ?
— Лайăх çемьесен ырă тĕслĕхĕпе вĕрентнĕ. Вĕсем çинчен хаçат- журналта çырса кăтартнă, радио- телекуравра каласа панă. Çав вăхăтрах ĕçкĕпе иртĕхекенсене, çемьесене пăхман арçынсене, преступлени тăвакансене, ытти йăх-яха сивленĕ. Çакна аслисем çеç мар, шкул ачисем те пĕлсе тăнă, начарринчен уйăрса тÿрĕ çул суйласа илнĕ.
— Тĕслĕхлисене илсе кăтартăр-ха?
— Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнчи Спиридоновсем вунă ачине тĕрĕс пăхса çитĕнтерчĕç. Çавăнпа пурте, çав шутра Зоя Спиридонова композитор та, вĕренсе, çемьеленсе, çурт-йĕр çавăрса, хваттер илсе ура çине çирĕп тăчĕç. Картран тухнă çынсем те пурччĕ. Упăшкипе арăмĕ хушшипе тахăш самантра «хура кушак чупса иртнĕ», çемье пуçĕ «сулахая чупма» тытăннă. Арăмĕ кулянса канашлама райкома пычĕ. Упăшкипе калаçрăм, икĕ ачаллă çемьене салатиччен шухăшласа пăх терĕм. Вăл итлерĕ: çемье саланмарĕ. Арçын Шупашкара пурăнма куçсан аслă шкулта ĕçлерĕ.
Арçыншăн хĕрарăм яваплă
— Тĕрлĕ регионта ĕçлекенсем сывлăхне упрамаççĕ. Арăмĕсене мĕн сĕнетĕр?
— Пирĕн вăхăтра çак ыйту пулман. Халĕ уйăхĕ-уйăхĕпе ютра: сывлăхне хавшатаççĕ, сипленмеççĕ, хăшĕ-пĕри çăмăлттай хĕрарăма ерĕшет. Çемьесем саланаççĕ. Ĕçлеме каякансен сывлăхĕшĕн тăрăшасси — арăмĕсен тивĕçĕ.
— Ку ыйтăва Хĕрарăмсен канашĕсенче сÿтсе явмалла мар-и?
— Вĕсем куç хупаççĕ. Пиртен вĕренмеççĕ, иртнĕ ĕмĕрти ĕç меслечĕсемпе усă курмаççĕ. Эпир çемье пурнăçĕпе çыхăннă социаллă ыйтусене пурне те сÿтсе явнă, вĕсене татса парассишĕн вырăнти влаç органĕсенчен çирĕп ыйтнă. Халĕ Хĕрарăмсен канашĕсем — йывăрлăхран аякра. Ытларах культура мероприятийĕсем ирттереççĕ, ахаль çынсене /вăл шутра мана, республика канашне вунă çул ертсе пынăскере/ чĕнмеççĕ.
— Пирĕн тепĕр инкек — эрехпе иртĕхни. Мĕн калатăр?
— Хĕрарăмсен канашĕсем ыйтăва комплекслă ĕçлесе татса панă. Эрех-сăра сутассипе, ăна ĕçекенсем валли ятарлă вырăнсем йĕркелессипе, алкоголизмпа кĕрешессипе хамăр сĕнÿсене хатĕрленĕ, вĕсене партипе патшалăх органĕсене çитернĕ. Ĕçкĕ-çикĕпе кĕрешекен коллектив паян та йышлă. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» кооператив. Дисциплина çирĕп пулнăран, çитĕнÿ тăвассишĕн коллектив куллен вăй хунăран вăл производствăна сарсах пырать.
— Хĕрарăмсен канашĕсем патриотизм туйăмне вăйлатассишĕн ĕçленĕ-и?
— Паллах! Мана сăпайсăр тесе ан калăр та, эпĕ — Раççей, Чăваш Ен патриочĕ. Мана вĕрентессишĕн атте-анне, учительсем тăрăшнă, республика сахал мар тăкакланнă. Алла диплом илнĕ хыççăн хам вĕренсе тухнă шкулах таврăнтăм, пĕтĕм пурнăçа Чăваш Ене халалларăм. Ман пек патриотсем йышлă. Кашни хăйĕн шайĕнче пурнăçа лайăхлатассишĕн çине тăрсах ĕçленĕ. 1990 çулсенче патриотизм шайĕ анса ларчĕ. Ăна юлашки вăхăтра çĕклени савăнтарать.
— Райкомра ĕçлеме сире кам «çураçтарчĕ»?
— Социализм Ĕçĕн Геройĕ, КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Александр Смалайкин. Пленума Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ Семен Матвеевич Ислюков та хутшăнчĕ. Конференци хыççăнах район ертÿçисене, вăл шутра мана та, уя илсе кайрĕç. 1976 çул. Уйра шыв тăратчĕ, унта комбайнсем кĕрейместчĕç. Ял çыннисем тырра çурлапа выраççĕ. «Ираида Ивановна, паян сана парти райкомĕн секретарьне суйларăмăр, — терĕ С.Ислюков. — Пире тырă вырса кăтарт-ха?» Çурлана авринчен сылтăм алăпа ярса илтĕм те сулахаййипе хăмăлĕнчен ярса тытрăм, качăрт-качăрт! выртăм. Эпĕ еплерех ĕçленине С.Ислюков пăхсах тăнă. «Хăвăрт выраймастăн. Ватă çынсенчен вĕрен», — терĕ. Çанталăк чăрмантарчĕ пулин те тырра пухса кĕртрĕмĕрех.
— Парти райкомĕ чиркÿре венчете тăнă, ачасене тĕне кĕртнĕ коммунистсене чĕнтерсе явап тыттарнă-и?
— Эпĕ КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă хушăра никама та айăпламан. Вĕсен списокĕпе эпир уйăхсерен паллашнă пулин те. Парти тĕне ĕненекенсене хĕстернине халĕ пурте пĕлетпĕр. КПСС халăха хирĕçле тунă ĕçсенчен пĕри тесе хаклатăп çакна. Эпĕ, тĕне кĕнĕскер, Хĕрарăмсен канашĕ енĕпе совет тапхăрĕнче Экватор Гвинейинче, Венгрире, Китайра командировкăра пулнă чухне тĕрлĕ конфесси соборĕсене кĕрсе курнă, халăхсен тĕнне ăнланма тăрăшнă. 1995 çулта упăшка сарăмсăр вилнĕ хыççăн, чун ыратнипе ниçта кайса кĕме пултарайманскере, тантăшăм чиркĕве çавăтса кĕчĕ. Хам сăхсăхма пĕлместĕп. Вăл вĕрентнĕ пек туса кĕлĕ турăм, Христосран чуна çăмăллатма тархасларăм — чун-чĕререн чул катăкĕ тухса ÿкнĕ пек туйăнчĕ. Паян Турă пур е çук тесе каламастăп. Хама 100 процентлă атеист теме те пултараймастăп.
Парти йăнăш пайтах тунă
— Эсир партирен кама та пулин кăларма хутшăннă-и?
— Пулнă ун пек тĕслĕх. Хуçалăхăн партком секретарĕ Шупашкарта алла диплом илнĕ хыççăн хĕрĕнкĕлле медвытрезвителе лекрĕ. Райкома документсем часах çитерчĕç. «Персональнăй» ĕçне бюро ларăвĕнче сÿтсе яврăмăр. Общество вырăнĕнче ÿсĕрле çÿренĕшĕн эпĕ çирĕп выговор пама сĕнтĕм, ытларахăшĕ партирен кăларма ыйтрĕ — кăларттарчĕç. Нумай çул иртсен ăна Шупашкарта куртăм, партире хăварайманшăн каçару ыйтрăм. Парти яланах тĕрĕс йышăну кăларман. Вăл йăнăш пайтах тунă. Йăнăш туман пулсан 1990 çулсен пуçламăшĕнче саланса каймастчĕ. Малалла вулас...
И. СТЕКОЛЬЩИКОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас