Хăмла пахчи – чи пуянни
Чăваш несĕлĕсем вăрманпа айлăм-тайлăмра пуçтарнă хăмларан сăра вĕретни Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче пурăннă чухнех историе кĕрсе юлнă.
Сăрпа Сĕве юхан шывĕсен хушшинче, хальхи Чăваш Енĕн çурçĕр тата тĕп пайĕнче, ăна хресчен хуçалăхĕсенче ХVIII ĕмĕртен пуçласа çитĕнтерме тытăннă. Чикмепе /Козьмодемьянск/ Шупашкар уесĕсенчи вирьялсем сутлăх та туса илнĕ, анатрисем таврара ӳсекеннине пуçтарнипех çырлахнă. Раççей Патшалăх пурлăхĕн министерстви пулăшнипе чăваш вулăсĕсене богема тата Бавари сорчĕсене, ыттине илсе килнĕ. Пĕрремĕш Петĕрĕн ял хуçалăх академийĕ витĕм кӳнипе 1880-1890 çулсенче çĕршывра хăйсене лайăх кăтартнă сортсене Чăвашра та сарнă, хăмларан тупăш тăвакан кил хуçалăхĕсем йышланнă. Культурăна çитĕнтермелли технологие ĕçе кĕртнĕ: плантацисене удобрени хывнă, тымар тавра кăпкалатнă, нӳрĕк тытма тăпра çине улăм сарнă, çум курăка пĕтернĕ.
XIX ĕмĕрти хăмла туса илмелли меслет ансат: 3-4 метр çӳллĕше шалчасем тăратса лартнă, вĕсенчен авăрсене явкалантарса янă. Пĕр хуçалăх 500 таран е ытларах авăртан пучах илнĕ. Нӳррисене хăмла авăнĕнче типĕтнĕ, лупасай-сарайра çӳп-çапран тасатса, йывăр хатĕрпе пусăрăнтарса сутма хатĕрленĕ. Раççейĕн тĕп тата кĕпĕрнесен хулисенче, Çĕпĕрте, Англире, ытти патшалăхра сутнă. Шупашкар уесĕнчи пĕртăван Родновсем, Етĕрне уесĕнчи Куракăш ялĕнчи Шумиловсем çĕнĕ меслетпе çитĕнтерсе, хуласенче сутса пысăк тупăш илнĕ.
XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш уесĕсенче «симĕс ылтăн» 1,5 пин гектар йышăннă. Ĕçре çиппе, юпасемпе усă курма тытăннă. Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçи хыççăн, 1922 çул тĕлне, лаптăк 350 га таран пĕчĕкленсе юлнă. Чăваш АССРне йĕркелесен кăна культурăна агротехникăпа килĕшӳллĕн туса илме тытăннă. Республикăн Çĕр ĕç Халăх Комиссариачĕ 1926 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче сăнаса пăхма, лайăх тухăç парсан ыттисене ырă тĕслĕх кăтартма икĕ гектар хăмла лартнă. Ӳстерсе сутма çывăхри Анатри Кушмара ялĕнче тата Патăрьел тăрăхĕнче /«Свияга»/ эртелсем йĕркеленĕ.
1930 çулсенче çитĕнтерме колхозсене план панă, ăна патшалăх çирĕплетнĕ хакпа сутнă. Шăпах çав тапхăрта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче хуçалăхсенчен хăмла йышăнса тирпейлемелли пункт уçнă, Чăваш АССРне промышленноç зонине кĕртсен лаптăка палăрмаллах пысăклатнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Красная Чувашия» колхозра СССР халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкинче кĕмĕл медале тивĕçнĕ /1940 ç./ Г.Иванов çуллен пысăк тухăç илнĕ.
1941-1945 çулсенче «симĕс ылтăн» производстви ытти отрасльти пекех нумай чакнă. Çĕнтерӳ хыççăн унăн лаптăкне ӳстерсех пынă. РСФСР Министрсен Совечĕ 1959 çулта республикăн хăмла туса илмелли пилĕк çуллăх планне çирĕплетнĕ. 1965 çул тĕлне лаптăка 1,8 пин гектара çитернĕ, 235 колхозпа 18 совхозра хăмла çитĕнтернĕ, ӳстерме тата 14 совхоз йĕркеленĕ.
Республикăра ăна 1966-1970 çулсенче çуллен — 1279 /вăтам тухăç 6,5 ц/, 1971-1975 çç. — 1980 /10,1 ц/, 1976-1980 çç. — 2055 /8,1 ц/, 1981-1985 çулсенче 2054 тонна /8,6 ц/ туса илнĕ. 1990 çулсен пуçламăшĕнче Раççей плантацийĕсен 67% Чăваш Енре шутланнă, хăмлан 75-80% пирĕн патра çитĕнтернĕ. Унăн производствине наука никĕсĕнче йĕркелеме 1980 çулта Чăваш Енре зонăри ăслăлăх-тĕпчев станцине уçнă. Вăл çĕнĕ сортсене сăнанă тата селекциленĕ, хăмла туса илмелли техника шухăшласа кăларнă тата маларах ĕçе кĕртнисене лайăхлатнă.
1985 çулта пучах паракан плантацие 3,5 пин гектара çитернĕ. Тĕп производствăна «Чăвашхмельпром» пĕрлешӳ урлă патшалăх уйăрнă укçапа йĕркеленĕ, вăл культурăна çитĕнтерессипе специализациленнĕ 32 совхоза тата унта шутланса тăман 109 колхозпа совхоза пĕрлештернĕ. Малалла вулас…
Комментари хушас