Чăваш Ен опычĕ ыттисемшĕн те кăсăклă

20 Çу, 2022

Çy уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта патшалăх ĕçĕсем валли тавар туянас енĕпе ĕçлекен специалистсем пухăнчĕç. Вĕсем пĕтĕм Раççейри "Тавар туянас ĕçе цифровизацилесси тата оптимизацилесси" конференцие хутшăнчĕç. Çакăн евĕр пысăк форум, сăмах май, пĕрремĕш хут иртрĕ.

ЧР Конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова палăртнă тăрăх, контракт тытăмĕнчи саккунсем улшăнсах тăраççĕ. "Кунран тĕлĕнмелли çук. Ку вăл бюджет укçи-тенкине перекетлĕ тăкаклассин тухăçлăхне ÿстерессипе, тавар туянас ĕç-хĕле уçăмлатассипе, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе çыхăннă хăй йĕркипе пыракан пулăм", - терĕ Надежда Колебанова.

Паллах, улшăнса тăракан çак лару-тăрура çĕнĕлĕхсемпе, отрасльти профессионалсен опычĕпе паллашни питех те кирлĕ. Чăваш Республикин Правительстви, "ТЭК-Торг" федераци электрон лапамĕ тата "Кейсистемс" компани йĕркеленĕ конференцин тĕп сăлтавĕ шăпах çакă пулса тăрать те ĕнтĕ.

Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçăлнă анлă форума Раççейри 20 регионăн представителĕсем хутшăнчĕç. Кунсăр пуçне 44-мĕш саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлекен 1,5 пине яхăн саккасçă онлайн мелĕпе çыхăнăва тухрĕ. Çавăн пекех конференци ĕçне РФ Финанс, Промышленноç тата суту-илÿ министерствисен, РФ Монополипе кĕрешекен служба, РФ Казначействин представителĕсем хутшăнчĕç.

Конференцие "ТЭК-Торг" пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Сытин уçрĕ. Форум тĕллевĕсемпе паллаштарнă май вăл тавар туянассипе ĕçлекен специалистсене Чăваш Енре ăнсăртран пухманнине палăртрĕ. Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсем валли тавар туянмалли юхăма информаци технологийĕсене кĕртес тĕлĕшпе ку таранччен  курăмлă ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа кăтартрĕ. Ĕç-хĕле автоматизацилес тата уçăмлă информаци хутлăхĕ туса хурас тĕллевпе пĕрлехи тытăм йĕркеленĕ. Пĕлтĕр юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче саккасçăсен ыйтăвĕсене вăхăтра тата пахалăхлă тивĕçтерме Тавар туянассин регион центрĕ ĕçлеме пуçланă. Çак тытăм вăя кĕнĕренпе вăхăт нумай та иртмен-ха, анчах та ĕç-хĕл кăтартăвĕсем курăмлă. "Ултă уйăхра 23,5 миллиард тенкĕлĕх 8 пине яхăн заявка вырнаçтарнă. Тухăçлăхĕ контрактсен малтанхи хакĕн 8,5 проценчĕпе танлашнă, çăхавсен шучĕ виçĕ хута яхăн чакнă", - терĕ Дмитрий Сытин.

Патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтармалли информаци тытăмĕ пурри пĕчĕк предпринимательлĕх субьекчĕсемшĕн уйрăмах меллĕ. Вĕсем тавар туянас ĕç-хĕле ытларах хутшăнма пултараççĕ.

Сăмах май, Чăваш Ене патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсем валли тавар туянас ĕç-хĕле уçăмлă тата тухăçлă йĕркеленĕшĕн темиçе хутчен те çĕршывра чи лайăххисен шутĕнче палăртнă. Çавăнпа та, Дмитрий Сытин çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн республика опычĕ кăсăклă, унпа ытти тăрăхра та усă курма май пур.

Форума пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятĕнчен ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов саламларĕ, конференцие ăнăçлă ĕçлеме ырă çурчĕн. РФ Финанс министерствин Бюджет политикин департаменчĕн директорĕн заместителĕ Дмитрий Готовцев контракт тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен каласа кăтартрĕ. РФ Монополипе кĕрешекен федераци службин патшалăх саккасĕсене вырнаçтарнине тĕрĕслекен управлени ертÿçин заместителĕ Киясудин Адигюзелов патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсем валли тавар туяннă чухне ытларах пулакан йăнăшсем пирки калаçрĕ.

Конференцире "Чăваш Республикинчи патшалăх ĕçĕсем валли тавар туянас енĕпе ĕçлекен чи лайăх специалист" конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Чăваш Енре пĕрремĕш хут йĕркеленĕ çак конкурса 34 çын хутшăннă. Икĕ тапхăрпа иртнĕ тупăшура Çĕмĕрле муниципалитет округĕн администрацийĕн специалисчĕ Евгения Ялфимова мала тухнă. Конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Надежда Колебанова дипломпа тата хаклă парнепе чысларĕ. "Конкурса хутшăннă специалистсем професси ăсталăхĕ пысăккине, контракт тытăмĕн, тавар туянас ĕç-хĕлĕн хăйне евĕрлĕхĕсене лайăх пĕлнине, саккунсем улшăнса тăнă, тĕрлĕ чарусем вĕçĕмсĕр вăя кĕнĕ вăхăтра хăйсен ĕçне тухăçлă тума пултарнине çирĕплетрĕç", - терĕ Надежда Колебанова.

Форумра пăхса тухнă тĕп ыйтусен шутĕнче санкцисем пусарса тăнă тапхăрти тавар туянас ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем пулчĕç. Çавăн пекех регионсем çак тытăма цифровизацилессипе тата централизацилессипе туса пыракан ĕç-хĕлпе те паллаштарчĕç.

Конференци паян малалла ĕçлет. "Кейсистемс" компанин интернет-йышăнăвĕсен тата патшалăх саккасĕн департаменчĕн ертÿçи Владимир Дмитриев регион шайĕнче пĕртен-пĕр поставщикран тавар туянассине йĕркелессипе çыхăннă ыйтусемпе "çавра сĕтел" ирттерет. "ТЭК-Торг" пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Сытин ертсе пыракан "çавра сĕтелте" тавар туянассине централизацилес тата цифровизацилес тĕлĕшпе тунă чи лайăх ĕçсем çинчен калаçнă.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.