Чăваш Ен каччисене чикĕ хуралĕнче кĕтеççĕ

20 Авăн, 2023

Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ çамрăксене 2024 çулта Раççей ФХСĕн вĕрентÿ оганизацийĕсене вĕренме кĕмешкĕн пухма пуçлани çинчен пĕлтерет.

Пограничниксен Мускаври, Голицынăри, Калининградри, Курганти, Хабаровскри, çавăн пекех çыран хуралĕн Анапăри институчĕсене вĕренме кĕмешкĕн кандидатсене пухаççĕ. Аслă е вăтам професси пĕлĕвĕ илме май пур. Çар службинче пулман 22 çулчченхи, çарта пулнă е çар службинчи 24 çулчченхи çамрăксене йышăнаççĕ. Кандидатсен вăтам пĕлÿ /11 класс/, çирĕп сывлăхлă пулмалла. Вĕренме кĕрекенсене экзамен тытнă вăхăтра пурăнмалли вырăнпа, тÿлевсĕр апатланупа тивĕçтереççĕ. Сăмах май, хăйсен шăпине чикĕ хуралĕпе çыхăнтарас кăмăллисем Чăваш Енре самай йышлă — асăннă вĕренÿ заведенийĕсене çуллен 50 ентеш патнелле вĕренме кĕрет.

Тĕплĕнрех ФХСăн республикăри упрвленийĕнче /Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 43; тел. 8 /8352/ 39-71-13/ ыйтса пĕлме пулать. Хушма информаципе Раççей ФХСĕн www.fsb.ru сайтĕнче /«Справочная информация. Служба и учеба в ФСБ России»/ е ФХСăн вĕренÿ заведенийĕсен официаллă сайчĕсенче паллашма май пур.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.