- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕрĕссине тÿррĕн калани кама килĕштĕр
Сĕнтĕрвăрри районĕнче Муркаш тăрăхĕнчи Исетерккă ялĕнчи çĕр ыйтăвĕпе суд ларăвĕсене çÿресе хăшкăлнă Алина Афанасьева хресчен-фермер хуçалăхĕнчи евĕр («Тĕрĕслĕхе ăçта шырамалла?», «Хыпар», 2018 çулхи февраль уйăхĕн 16-мĕшĕ, 16-17№№) йывăр шăпаллă Петр Алексеев фермерпа тĕл пултăм. Тĕрĕссине куçран калакан хăйĕн тăванне те юрайман тесе ахальтен каламан-тăр.
Куç умĕнчех çунса кĕлленнĕ
Петр Васильевич малтан хуçалăхĕпе паллаштарчĕ. Пушаннă хирте тюкланă утă тĕркисем тăршшĕпех сапаланса выртнине курсан сăлтавне уçăмлатма ыйтмасăр чăтаймарăм.
— Виçĕ çул каялла 470 пин тенкĕлĕх шар курнă хыççăн вĕсене пĕр çĕре пуçтарма пăрахрăм, — терĕ вăл. — 2013 çулта «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа килĕшÿллĕн грант илтĕм. Унччен пуриншĕн те лайăх çынччĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе хуçалăха çирĕплетме тытăнсан ăмсанакансем, кĕвĕçекенсем тупăнчĕç — эпĕ чи курайман çын пулса тăтăм. Тупăш нумай илсе пурлăхпа вĕсенчен иртетĕп имĕш. Анчах çĕр пуйма та, çука юлма та паманнине мĕншĕн ăнланасшăн мар-ха вĕсем? Пур-çук техника ака-сухара ванать, лайăххине туянас — ĕмĕрне те тÿлесе татаймăп. Çавăнпа та ун пирки шухăшласа пуçа ватмастăп. Паллах, пирĕн енчи тăпра пахалăхĕпе кăнтăрти районсенчине çитеймест. Анчах ăна лайăх пăхсан тĕш тырă тухăç паратех. Тислĕк хывмалла, çум курăкпа, чир-чĕрпе тата сăтăрçăсемпе кĕрешмелле, агротехникăна çирĕп те тĕрĕс пăхăнмалла, ытти те. Çитĕнÿ йăлтах хамăртан килет. Сăмахăм кун пирки мар-ха. Эпĕ тĕрĕслĕхшĕн çине тăма, çитменлĕхсене куçран калама хăнăхнă. Урăхла пултараймастăп. Нумай çул пушă выртнă, вĕтлĕхпе хыт хура айне пулнă лаптăка йĕркене кĕртнĕшĕн мана пĕр пус та тÿлемерĕç. Çав вăхăтрах ыттисем тăкакăн 50 процентне саплаштарма пултарчĕç. Хут тăрăх çĕр пусă çаврăнăшĕнче тăрать, çуллен тупăш парать иккен. Лаптăка 2014 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче регистрацилени тата договор туни çинчен алă пусса, пичет çапса çирĕплетнĕ. Эпĕ унпа унччен пачах та усă курман. Мана вара 2012, 2013 çулсемшĕн çĕр налукĕ тÿлеттересшĕн. Итлеменшĕн хура юнлă çынсем пĕр çулхине тин çеç шăтса тухнă кĕрхи калча çине выльăхсене кĕртсе ячĕç. Кĕтĕве хăваласа кăларни хăшне-пĕрне килĕшмерĕ. Юнаса юлчĕç. 75 тонна утă тюкĕсене çурт çывăхне турттарса хунăччĕ. Çавна чĕртсе янă. Ферма тума стройматериал хатĕрленĕччĕ. Утăпа пĕрле вăл та куç умĕнчех кĕлленчĕ. Юрать-ха çил çаврăнчĕ те кăвар çурт çине сиксе ÿкмерĕ. Вут сÿнтерекенсем Сĕнтĕрвăрринчен çунса пĕтнĕ тĕле тин çитрĕç. Пушар деповĕ çывăхра кирлĕ те çав, яланах бюджетра укçа çукки пĕтерет. Çавăнтанпа утă тĕркисене пуçтармастăп. Вĕсене выльăх валли пĕчĕккĕн турттаратăп.
«Милка, кайрăмăр киле»
Малашлăха шанса ыранхи кунпа пурăнаканăн шухăш- кăмăлĕ ырă та уçăмлă. Парлак çĕре ĕçе кĕртсе вăл лаптăка 178 гектара çитернĕ. Унта кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем, çĕр улми, купăста, хĕрлĕ кăшман туса илет. Çĕр пулăхне лайăхлатса пыма хура пусă тытать. Нумай çул ÿсекен тĕрлĕ курăка пĕрле акать — выльăх валли паха утă хатĕрлет.
Алексеевсем мăйракаллă шултра выльăх 19 пуç усраççĕ, 8-шĕ — сăваканни. Ĕнесемпе çамрăк пăрусем сĕтеклĕ курăк çитĕнекен картара кун кунлаççĕ. Вăл 5 гектар йышăнать. Вăкăрсене самăртма витене хупнă.
— 450-500 килограмм таранах таяççĕ, хамăра та тĕкме пултараççĕ. Çавăнпа сăнчăрта тăрататпăр. Хаяр куçпа пăхнăран гидрошлангпа пыма тăрăшатăп, — пĕлтерчĕ Петр Васильевич. — Ĕнесем сăвăма киле таврăнаççĕ. Чи ватти — Милка, 12 çулта. Туятăп, унпа сыв пуллашма йывăр пулать пире. «Милка, кайрăмăр киле», — тесе катаранах чĕнетĕп. Ыттисем ăна хисеплеççĕ. Вăл вырăнтан хускалсанах пурте тапранаççĕ. Ун хыçĕнчен васкамасăр утаççĕ. Хырăмĕсем тулли, çиллисем карăнса тăраççĕ. Чун епле ан савăнтăр-ха? Эпĕ 7-мĕш класрах сума вĕреннĕ. Çавăнпа мăшăрăм Мария Михайловна тата Анюта хĕрĕмпе Алексей ывăлăм çеç мар, хам та сĕт сăватăп. Пĕринпе — 5-7 минут, пĕтĕмпе пĕр сехете яхăн иртет.
— Петр Васильевич, сире мĕн канăç памасть?
— Пĕр-пĕрне кĕвĕçесси, куç умĕнчех улталасси, курайманлăх хăçан пĕтĕ-ши тетĕп. Йă-пăлтисемшĕн кирек ăçта та çул уçă. Пирĕн пеккисем, тĕрĕссине куçран тÿррĕн калакансем, пуçлăхсене юраймаççĕ. Шар кăтартсан та тĕллеврен пăрăнмастăп. Пуш параппан çапакансене чăтма пултараймастăп. Грант илеççĕ, суя хут тăратаççĕ, хăйсем хире тухса та курмаççĕ. Эпĕ пĕлекен пĕр çын грантпа туяннă техникăпа ял тăрăх калăм туса çÿрет. Хăйĕн выльăх та, çĕр те çук. Малалла вулас...
Комментари хушас