- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăрăшулăх пурне те алла илет
Юлашки çулсенче Сĕтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче темиçе те пултăм. Унăн ертÿçипе тата тăпра пулăхĕпе çĕр ĕç культурине ÿстерес тĕлĕшпе пуян опыт пухнă Василий Малининпа ХФХ ÿсĕм çулĕ çине епле тăни çинчен сăмахлаттăм. Анчах калаçу нихăçан та пĕр йĕрпе пыман, çавăнпа йăлăхтарман, мĕншĕн тесен вăл кашнинчех пĕр-пĕр çĕнĕлĕхпе пуянланатчĕ. Юлашкинчен çакна асăрхарăм: ăста наставникĕн те, хуçалăх ертÿçин те пурнăçĕнче пĕр пеклĕх нумай. Чуна пахалакан ырă енĕсемпе шухăш-кăмăлĕ пĕрешкел пулни те çывăхлатать пулĕ вĕсене. Тăван çĕр туртăмĕ те вăйлă палăрать. Кăçал иккĕшĕн те юбилей. Пĕри — 60, тепри 80 çул тултарать. Тĕрĕссипе, маншăн вĕсем ашшĕпе ывăлĕ пекех туйăнаççĕ.
Михаил Леонидович çинчен каласа пама пуçтарăнтăм пулсан мĕншĕн-ха Василий Сергеевича аса илтĕм? М.Тагеева пурнăç унпа тĕл пултарман тăк, вăл фермер çулне суйласа илетчĕ-ши? Иртнĕ эрнери курнăçура çак шухăш пуçăма çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ.
Ашшĕ-амăшĕн çулĕпе
Михаил Тагеев Октябрьски ялĕнче /ун чухне район центрĕ çак ялта вырнаçнă пулнă, халĕ — Сĕнтĕрвăрринче/ 1958 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. 1975 çулта вăтам шкул пĕтерсен Куйбышеври /халĕ Самар/ 21-мĕш техника училищинче професси пĕлĕвĕ илнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçличчен Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводĕнче фре-зеровщикра вăй хунă. 1979 çулта тăван совхозра рабочие вырнаçнă.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче /халĕ академи/ агроном пĕлĕвĕ илнĕ Василий Малинин 1980 çулхи çурла уйăхĕнче «Октябрьский» совхоз директорĕнче ĕçлеме пуçланă. Производствăри пысăк кăтартусемшĕн вăл 1985 çулта «ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Тыр-пула паха вăрлăх çеç акса, пĕрчĕллĕ удобрени çителĕклĕ хывса, интенсивлă технологипе çитĕнтернĕ. Хуçалăх 1987 çулта туллăн кашни гектар тухăçне вăтамран 40 центнера çитернĕ.
Василий Сергеевич малашлăх çамрăксенче пулнине лайăх ăнланнă. Вĕсене ялта çирĕплетсе хăварассишĕн нумай вăй хунă. Михаил Тагеевран лайăх ертÿçе пуласса туйнă. Хăй те вăтам шкул хыççăнах уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçлесе курнă та, пуçаруллă та пултаруллă, çирĕп дисциплинăллă рабочие уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă, Вăрнарти ял хуçалăх техникумне агронома вĕренме кĕме сĕннĕ. Бригада çывăх вăхăтрах малтисен ретне тăнă. Михаил Леонидовича совхоз администрацийĕ ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн темиçе хутчен Хисеп хучĕпе тата хаклă парнепе хавхалантарнă. Бригадир техникум хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче экономист специальноçне алла илнĕ.
— Пĕтĕм пурнăç ял хуçалăхĕнче иртет, ир те каç шухăшăм тăван хуçалăхăм çинчен, апла пулин те йывăр тесе нихăçан та алă усман, шухăша улăштарман, — терĕ ХФХ ертÿçи. — Çĕр ĕçĕ бригадирта чухнех питĕ килĕшетчĕ. Мĕн ачаран ялта вăй хурса ÿснĕ мар-и? Килтисем те тăван хуçалăхрах ĕçленĕ. Анне Юлия Димитриевна совхозра тăрăшсах тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ятарласа пĕлÿ илмен пулин те атте Леонид Яковлевич ĕç майне пĕлнĕрен бригадăна лайăх ертсе пыма пултарнă. Шел, пурнăçран ир кайрĕ. Эпĕ ун чухне 9-мĕш класра вĕренеттĕм. Кĕçĕн шăллăм пĕрремĕш класа çÿретчĕ. Çемьере асли пулнăран пĕтĕм йывăрлăх ман çине тиенчĕ. Эпĕ атте-анне çулне суйласа илнĕшĕн пĕртте кулянмастăп. Малалла вулас...
Комментари хушас