Танк командирĕ

15 Утă, 2020

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Упи ялĕнчен 100 çынна яхăн хутшăннă: вĕсенчен 47-шне вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнма шăпа пӳрмен. Манăн сăмахăм — вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Пантелеймон Борисов танкист пирки.

Пантелеймон Борисов — манăн кукка, аннен пиччĕшĕ. Вăл 1921 çулта Упи ялĕнче çуралнă. Виçĕ пĕртăван çитĕннĕ вĕсем: Пантелеймон, йăмăкĕсем Марьепе Юля. Борисовсен йăхĕ мĕн ĕлĕкрен ĕçченлĕхпе, тараватлăхпа, çирĕп йĕркелĕхпе палăрса тăнă. Ашшĕпе амăшĕ — Бориспа Ольга — ку тăрăхра хăйсен ятне яман çынсем пулнă, вăтам хресчен шутланнă. Ачисене вĕрентсе çын тăвассишĕн тăрăшнă. Вырăнти шкулта пĕлӳ пухнă Пантелеймон. 1939 çулта Упи каччи Янмурçинти Иван Кузьминпа Тракри пĕлӳ керменне питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Хусан патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне экзаменсăрах кĕме ирĕк илнĕ. Трак вăтам шкулĕн пĕрремĕш кăларăмĕн вĕренекенĕ пулнăран питĕ хĕпĕртенĕ вăл. Ун чухне шкул директорĕнче Г.Томасов ĕçленĕ. Ывăлĕ аслă шкулăн студенчĕ пулнăран ашшĕ-амăшĕ епле савăнман пулĕ? Кӳршĕре ĕçлесе пурăннă педагог-мăшăр — Ленин орденĕн кавалерĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ К.Горина, чăваш чĕлхи тата литературипе ăс панă, музыкăна вĕрентнĕ РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ В.Спиридонов, ытти учитель каччăн малашлăхне витĕм кӳнех пулас.

Борисовпа Кузьмин Тутарстанри тĕп аслă шкулĕнче хавхаланса вĕренме пуçланă. Анчах Кузьминăн студент сакки çинче нумаях ларма май килмен: «кулак» ывăлĕ тесе ăна çулталăк çурăран университетран кăларса янă. Пантелеймон Борисовăн та иккĕмĕш курс пĕтернĕ чухне мĕн пур ĕмĕчĕ татăлнă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

Вăхăт таппине кура çĕршыв ертӳçисем аслă шкул студенчĕсене васкавлă мелпе çар училищисенчен вĕренсе тухма ирĕк панă. Пантелеймон Чĕмпĕрти танк çар училищинчен лейтенант званийĕпе вĕренсе тухнă. Çапла майпа çамрăк офицер вăрçа ăсаннă.

Вут-çулăм хирĕнче танк ăнăçулăхĕ пĕтĕмпех экипажран килнĕ. Тата вĕсем тăшман хӳтĕлевне сирсе яланах çапăçăва пĕрремĕш кĕнĕ. Экипаж унăн коммуникацийĕсене юрăхсăра кăларнă, тĕп обћекчĕсене турта-турта илнĕ. Ăсталăх çук пулсан санăн танку кĕске вăхăтрах тимĕр-тăмăр купине çаврăнма пултарнă. Çакна Пантелеймон Борисов танкист чи малтанхи кунранах аван ăнланнă. Т-34 танкра командир, механик-водитель, башня командирĕ, радиотелеграфист-пулеметчик пулнă. Мал-танах Упи çынни механизациленĕ танк корпусĕн йышĕнче çапăçнă. 1944 çул пуçламăшĕнче вара Иккĕмĕш Беларуç фронтне лекнĕ вăл. Ăна ун чухне К.Рокоссовский маршал ертсе пынă. Беларуç, Польша, Хĕвел анăç Прус¬си çĕрĕсене ирĕке кăларассишĕн тар тăкнă: «Могилев», «Багратион», «Берлин» тата ытти операцие хутшăннă. Тăшманăн йăвине — Берлина — илессишĕн мĕн пур ăста-лăхне панă, паттăрлăх кăтартнă салтаксем.

Пантелеймон Борисов вăрçă кунĕсем пирки ытлашши каласа пама юратмастчĕ. «Хăрушă вăрçăн асра юлнă саманчĕ чылай, — тетчĕ вăл. — Беларуç çĕрĕ çинче хаяр çапăçусем пыраççĕ. Тăшман питĕ сĕмсĕр. Пирĕн çинелле снаряд хыççăн снаряд ăсатать. Каç сĕмĕ çапнă ĕнтĕ. Сасартăк пирĕн танка вут-хĕм хыпса илчĕ. Хамăр экипажпа çунакан танкран тухса тарса пытантăмăр. Унччен те пулмарĕ фашистсем «чĕрĕ чĕлхе» тытас тĕллевпе пирĕн паталла килеççĕ. Пире тупас тесе тимĕр туясемпе таккаса çӳреççĕ. «Çакăнтах, çакăнтах вĕсем», — теççĕ хăйсен чĕлхипе. Чĕре сиксе тухасла тапать, унăн таппи шинеле перĕнет тейĕн. «Ирсĕрсен аллине тыткăна лекместĕпех, хама хам перĕнсе вилетĕп», — шухăшлатăп эпĕ. Турри çумра пулчĕ, нимĕçсем пире тупаймарĕç».

Кукка вăрçа Берлинта вĕçленĕ. Вут-çулăм хирĕнчи паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, «Паттăрлăхшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальпе наградăланă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.