Касăва кайма çын çук

17 Çĕртме, 2020

Ĕне касăвĕн черечĕ çитрĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 50 пуç енне. Миçе сурăхне никам та пĕлмест. Ирĕксĕрех тепĕр икĕ çын тытмалла. Çывăрма выртсан ял тавралла çаврăнтăм. Касу пăхмалăх çын тупма çук. Хирĕçре килĕшекен пур. Анчах пăру вĕренлеме тухсан хам куçпа куртăм: сумкинчен кăлармасăрах пăккине уçать те аншарлие сăптăрать, хыççăнах тÿнсе каять те ыйха турттарать. Кун пек кĕтÿç ахаль парсан та кирлĕ мар. Хăйне пăхмалла. Лавкка тавралла çапкаланса çÿрекенсенех илсе каймалла пуль ĕнтĕ. Уйсем çителĕклех, тĕнче тавра та çаврăнма пулать. Пĕр-пĕр кĕтмен инкек сиксе тухасран кăна виççĕн пăхма тивет.
ухасран кăна виççĕн пăхма тивет. Çуллахи кун вăрăм. Хĕвелĕ кунĕпех пăхса савăнтарать. Мĕн ачаран тыр-пул акса тăвакан уйсем, Çавал тăрăхĕнчи çырмасем паян пурте пиçенпе ут кăшкар айне путнă. Вăрмансенчен вĕçсе килекен вăрăсенчен тĕллĕн-тĕллĕн чăтлăх шăтса тухнă. Мĕн авалтан тулăх пулăпа савăнтарнă Çавал шывĕ те типсе ларнă. Урана йĕпетмесĕрех урлă каçма пулать. Иртнĕ пурнăç çулĕсене çаврăнса пăхатăп та тырă çапнисем аса килеççĕ. Халĕ вара уй-хир ячĕсем те манăçа тухса пыраççĕ. Ял çумĕнчи Салука вăрманĕ Çÿçелĕх урамĕн çурринех çитетчĕ. Халĕ вара ала евĕр витĕр курăнать. Эпир ÿснĕ вăхăтра лесник вăрман сыхлатчĕ. Паян лесник ячĕ те çук, вăрманĕ те никама та кирлĕ мар. Лесник çурчĕ те ишĕлсе, юхăнса ларать.
Ял пурнăçĕ питĕ улшăнчĕ. Ĕçре пиçĕхнĕ халăх кахала тухрĕ. Çавна пула ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхме пуçларĕ. Кашни кунах праçник тейĕн. Эпир, вăрçă ачисем, пурнăçа пурăнса ирттертĕмĕр тесен те юрать. Çамрăксене шел. Пурнăçне тĕллевсĕр ирттереççĕ. Çапла сÿнсе пырать ял пурнăçĕ. Раççей картти çинчен кашни çул 11 пин ял çухалать иккен. Малаллаи вулас...

www.hypar.ru

В.КОЖАНОВ, пенсионер. Вăрнар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.