- Чăвашла верси
- Русская версия
Исетерккĕ «кулакĕсем»
Революци хыççăн нумай та вăхăт иртмен, Граждан вăрçи пуçланнă. Çĕршыв каллех йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Фабрикăпа заводсем ĕçлемен, хыснана налук сахал пуçтарăннă. Шуррисемпе çапăçма вара укçа нумай кирлĕ пулнă. Большевиксем çивĕч ыйтăва татса памашкăн налук ытларах сăптăрма тытăннă. Ялта тар кăларса ĕçлекен, лайăхрах пурăнакан çемьесене уйрăмах йывăр тивнĕ. Вĕсемшĕн налук /чрезвычайлă революци налукĕ. — Авт./ палăрмаллах ÿснĕ. Çил арманĕ тытакансене кулаксен шутне кĕртнĕ. Сăмах май, Исетерккĕ ялĕнче 7 çемьен çил арманĕ пулнă.
Шăмат вулăсĕнчи Исетерккĕре /халĕ Муркаш районне кĕрет/ Василий Захаров пĕр ĕнепе икĕ лаша, çил арманĕ тытнă, пĕр ампар пулнă. Пĕтĕмĕшле тупăшĕ 100 тенкĕпе танлашнă. Анчах çемьене 250 тенкĕ налук хывнă. Петр Дмитриевăн икшер ĕнепе лаша, виçĕ ампар, арман пулнă. Тупăшĕ 120 тенкĕрен иртмен пулин те, унăн 1000 тенкĕ налук тÿлеме тивнĕ. Федор Терентьевăн çĕклемĕ уйрăмах йывăрланнă. Хуçалăхра ĕнепе лаша, виçĕ ампар, пĕр çил арманĕ пуррине шута илсе 5 пин тенкĕ тÿлеттернĕ. Çемьен тупăшĕ 150 тенкĕпе танлашни никама та кăсăклантарман тейĕн. Алексей Иванов, Трофим Захаров, Павел Федоров… — кашнинченех 200 тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран тăпăлтарса илнĕ. Ку тăрăхри Козьма Захаров, Степан Захаров, Ларион Федоров, Михаил Димитриев, Алексей Федоров, Павел Михайлов, Архип Ларионов… та «хура списока» лекнĕ.
Çакăн пек асар-писер налуксем вĕсен хуçалăхне хавшатса хăварнă. Налук тÿлеймесен выльăх-чĕрлĕхне, арманне туртса илнĕ. Хуçисене çука хăварнă. Ун чухнехи хаксемпе илсен лаша — 100-200, ĕне — 150-200, сурăх — 30, ампар — 25-80, çурт 400-1000 тенкĕ тăнă. Нумайăшĕн выльăх сутсан та налукпа татăлма çитмен. Кун пек тĕслĕхсем сахал-им? Пысăк налук хыснана та вăхăтлăх кăна пуйтарнă темелле. Ăна тÿлейменнисен йышĕ ÿссех пынă. Армансем те пĕрин хыççăн тепри ĕçлеме чарăннă. Вăл вăхăтра вара пирĕн тăрăхра кăна армансем нумай пулнă. Йывăр çĕклем ура çинче çирĕп тăракан хресчене пусарса хунă. Ял хуçалăхне те пысăк сăтăр кÿнĕ.
Комментари хушас