- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 8 (2947) № 01.03.2023
Эх, Çăварни, Çăварни,
Çăвар тулли икерчи…
Çанталăк çур енне улшăннă май Çăварни эрнине уявлатпăр. Ырă çак йăлана асатте-асаннесем те паллă тунă. Çуллă икерчĕпе сăйланса сивĕ хĕл кунĕсене ăсатнă.
Иртнĕ эрнере ентешсем Çăварние уявларĕç. Акă Патăрьел округĕнчи Сителсем те çак куна тахçанах кĕтнĕ. Авалхи йăла-йĕркене хисеплесе хĕле ăсатрĕç, çуркунне кунĕсене кĕтсе илме хапăл пулчĕç. Илемлĕ чăваш тумĕллĕ, çӳçеллĕ тутăрлă пикесемпе хĕрарăмсем Çăварни юррисем шăрантарнă, пурне те савăк юрă-кĕвĕ парнеленĕ. Уявра спорт ăмăртăвĕсем те йĕркеленĕ. Мала тухнă паттăрсене парнесемпе чысланă. Паллă пулăмпа Сителсене Аслă Арапуç уйрăмĕн пуçлăхĕ Анатолий Сорокинпа ял хастарĕ Юрий Степанов саламланă. Уява хутшăннисене пурне те çуллă икерчĕпе сăйланă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Çивĕч ыйтусăр пурнăç пулма пултараймасть
Журналистсем валли тунтикун пысăк пресс-конференци йĕркелесе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. 2 сехет те 20 минута тăсăлнă калаçура вăл тăватă теçеткене яхăн ыйтăва хуравларĕ. Тĕрлĕ темăпа — экономика аталанăвĕнчен тытăнса ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсемпе вĕсен çемйисене пулăшни таран.
Обществăна пĕрлештерни — чи пысăк çитĕнӳ
«Хыпар» хаçат ыйтăвĕ пирвайхи пулмарĕ пулин те прессконференци çинчен каласа парассине шăпах унран пуçлани вырăнлă пек туйăнать. Чăваш халăх хаçачĕн корреспонденчĕ Олег Николаев республика ертӳçин должноçĕнче виçĕ çул ĕçленине кура çак тапхăрти чи пысăк çитĕнĕве асăнма ыйтрĕ. Тата — хăш енĕпе ĕçлесе çитерейменни пирки... Олег Алексеевич тĕп çитĕнĕве хăй влаçа килнĕренпе унăн команди обществăна пĕрлештерме пултарнинче курать. Çакă вара малалла ĕçлемелли çирĕп никĕс пулса тăрать. Сăмах çав шутра патшалăх, муниципалитет шайĕнчи управление çĕнĕлле йĕркелени пирки те пырать — «çакă çынсене патшалăх тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçе явăçтарассине тивĕçтерме май парать», «Чăваш Енре влаç уçă, кашни йышăну татăклă кăтартупа çынсем патне çитет». Çав вăхăтрах, йышăнчĕ регион ертӳçи, чылай ĕçе хăвăртрах тăвас килет. Паллах, пытармарĕ вăл, ĕçре çитменлĕх те — пурнăçлайман ĕç — çук мар. Анчах çивĕч ыйтусăр пурнăç пулма пултараймасть. Пурне те татса парсан çĕннисем татах тупăнĕç. Çапах, иккĕленмест вăл, ЧР Правительствин команди пĕр ыйтăва та хăй еккипе яман: «Ĕç пырать — çакă чи кирли». Пĕрремĕш ыйту вара «сухаллăскер», Шупашкар ГЭСĕ пирки, пулчĕ. Унăн шыв управне 68 метр шайне хăпартасси çинчен ыйтнине хуравланă май Олег Николаев Мускав ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну тунине аса илтерчĕ: 63 метр шайĕнче юлатпăр — малалли ĕçе çакна тĕпе хурса йĕркелемелле. Ку чи малтанах «Аслă Атăл çулĕ» проекта пурнăçлассине пырса тивет. Вăл вара экологипе те, Атăл тăрăх карапсем çӳрессине тивĕçтермелли условисене лайăхлатассипе те çыхăннă. Тата, паллах, туризмпа. Çак отрасле аталантармашкăн Чăваш Енĕн пĕтĕмпех пур. Ку енĕпе ĕç пырать ĕнтĕ. Калăпăр, Атăл тăрăх «Валдай» катерсем çӳреме пуçлани. Сĕнтĕрвăрринче, Куславккара причал стенисене тума пуçланă — çак хуласенче те туристсен йышĕ палăрмаллах ӳсмелле. Çар операцийĕ пирĕн çĕнтерӳпе вĕçленĕ Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа çулталăк çитнине кура журналистсене çак тема та хумхантарать. Олег Николаев, паллах, çапăçусем хăçан вĕçленесси пирки калама пултараймасть, анчах «ятарлă операцие хăвăртрах тата пирĕн çĕнтерӳпе вĕçлес килнине» татăклăн çирĕплетрĕ. Çавна май республика хамăрăн салтаксемпе офицерсене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕлĕшпе малашне те тимлĕ пулĕ. Владимир Путин Президент ятарлă операцие хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшма патшалăх фондне туса хурасси çинчен пĕлтерни, Олег Николаев шучĕпе, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăну. Çакă хайхи пулăшупа пурте пĕрешкел майсемпе усă курассине тивĕçтерĕ. Чăваш Ен ку енĕпе комплекслă ĕçлет. Çĕнĕ фонд хальччен пулнă тытăмсем çинче никĕсленмест-тĕр — вĕсем çийĕн тăракан çĕнĕ тытăм пулĕ. Вăл тĕрлĕ вăхăтри вăрçă-çапăçăва хутшăннисене пулăшассине хăйĕн çине илĕ. Анăç Олег Николаева хăйне те санкцисен списокне кĕртни вăрттăнлăх мар: «Ку мана нихăш енĕпе те чăрмантармасть. Чикĕ леш енче хăçан пулнине те астумастăп, унта манăн пурлăх çук, туянас шухăш та çук. Курмалли вара хамăр çĕршывра та пайтах. Тĕрĕссипе, тăван Чăваш Ене те пĕтĕмпех пĕлсе пĕтерейместпĕр». Санкцисене вăл хăй Президент хушăвĕсене пурнăçланине пысăка хурса хаклани пек йышăнать. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ĕмĕр сÿнми çăлтăр
Пурăннă пулсан виççĕмĕш олимпиец, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Валерий Ярды 75 çул тултармаллаччĕ. Шел те, 1973 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ Валерий Николаевич шыçă чирне пула час-часах Шупашкарти тата Мускаври больницăсенче сипленчĕ, вун пĕр хут йывăр операцисем чăтса ирттерчĕ, 1994 çулта август пуçламăшĕнче вăл яланлăхах пурнăçпа сыв пуллашрĕ.
Ӳсĕм çулĕпе
Унăн ачалăхĕ питĕ йывăр иртнĕ. Вăл ашшĕне пĕлменкурман. Хушамачĕ – амăшĕ енчен. Икĕ çул тултариччен амăшĕн пиччĕшĕн килĕнче пурăннă. Каярахпа Валера тата Таисия Илларионовна Çĕмĕрле хулинчи пĕр общежитири 9 тăваткал метрлă пӳлеме пурăнма куçнă. Амăшĕ, савăт-сапа сутуçи, ĕç укçи питĕ сахал илнĕ. Валера имшеркке ӳснĕ. Хĕлле ăна грипп, ӳслĕк, ытти чир асаплантарнă. 1957 çулта ача пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ. Тăхăр çултискер Çĕмĕрлерен вун икĕ çухрăмри Саланчăкри интернат шкулта вĕренме пуçланă. Кунта кулленех тăраниччен апат çинĕ. Анчах сывлăхĕ хавшакрах пулнăран А.Царев врач ăна физкультура урокĕнчен хăтарнă. Владимир Поликарпов физкультура вĕрентекенĕ вăл вăхăтра республикăри чи вăйлă атлетсенчен пĕри шутланнă. Пĕррехинче Владимир Иванович патне тăваттăмĕш класра вĕренекен Валерий Ярды пынă та секцие çырăнма кăмăл тунă. Тренер ăна илнĕ. Анчах Царев врач хирĕçленĕ: «Ярды чирлĕрех ача, унăн шалти органĕсем хавшак. Ăна хальлĕхе пĕр çухрăм та чупма юрамасть». Унăн сăмахĕсене илтнĕ Валера куляннă, куçĕ шывланнă… Амăшĕ ывăлĕпе пĕрле Саланчăка кайнă, Поликарповпа тĕл пулнă. Владимир Иванович ăна лăплантарнă, тренировка планĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçлансан вĕрентекен ачана Царев врач патне илсе кайнă, Валера сывлăхне тĕплĕнрех тĕрĕслеме ыйтнă. Лешĕ тĕрĕсленĕ, ача самаях тĕрекленнине кура секцие çӳреме ирĕк панă. Владимир Поликарпов арçын ачана йĕлтĕрпе чупма вĕрентнĕ. Улттăмĕш класра вĕренекен Ярды «Пионерская правда» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Çĕмĕрлере ирттернĕ ăмăртура икĕ çухрăмлă дистанцире виççĕмĕш результат кăтартнă. 1964 çулхи июль уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ республикăри шкул ачисен спартакиадинче Çĕмĕрлери велосипедистсен туслă команди пуçласа пĕрремĕш вырăна тухнă, команда капитанĕ Валерий Ярды хаклă парнене тивĕçнĕ. Çĕмĕрлери велосипедистсен тренерĕ, СССР спорчĕн мастерĕ П.Макаров сĕннипе Валера пурнăçне велосипед спорчĕпе çыхăнтарнă. 1966 çулта республика чемпионатĕнче вăл юниорсен ушкăнĕнче ăмăртнă. Валерăпа пĕрле старта унран 3-4 çул аслăрах каччăсем тухнă. Çĕр çухрăмлă дистанцире пурне те хыçа хăварса вун сакăр çулти Ярды Чăваш АССР чемпионĕ пулса тăнă. Кĕркунне Çĕмĕрле хулин кунне паллă тунă. Автофургон комбиначĕн командине 10-мĕш цех мастерĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ В.Ярды ертсе пынă. Вăл юлташĕсене хыçа хăварса финиша пĕрремĕш çитнĕ. 1967 çулхи кĕркунне Мускав çывăхĕнче СССР хĕç-пăшаллă вăйсен чемпионачĕ иртнĕ. Балтика тăрăхĕнчи çар округĕн чысне унта латыш, эстонец, литовец тата чăваш хӳтĕленĕ. Командăсен ăмăртăвĕнче пирĕн ентеш 100 çухрăмлă дистанцие 2 сехет те 18 çеккунтра вĕçленĕ, тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Çак чемпионатра Совет Союзĕн тĕп тренерĕнче тинтерех кăна ĕçлеме пуçланă велосипед спорчĕ енĕпе çĕршыври пĕрремĕш Олимп чемпионĕн Виктор Капитоновăн куçĕ тĕлне Ригăран килнĕ В.Ярды лекнĕ. Виктор Арсентьевич ун чухне Валера Чăваш Енрен пулнине пĕлмен. Тĕнчери чи паллă велосипедистсенчен пĕри яваплă чемпионатра ыттисенчен тăруках уйрăлса, хăвăртлăха ӳстерсе, пысăк пелетон умне хăюллăн тухнă 19 çулти каччă пĕтĕм ушкăна ертсе пынинчен тĕлĕннĕ В.Капитонов. Çакăн хыççăн уйăх та иртмен вăл сĕннипе Ярды рядовоя Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Умра – СССР чемпионачĕ тата XIX Олимп вăййисем. Çуркунне пуçламăшĕнче çĕршыври 200 яхăн велосипедист Арменири Ленинакан хулинче пуçтарăннă. Севан кӳлли таврашĕнче Совет Союзĕн чемпионатне тата Мехикăра ирттерме палăртнă XIX Олимп вăййисене суйласа илмелли ăмăртусене хутшăннă. В.Ярды кашни дистанцирех пĕрремĕш теçеткери вырăнсене йышăннă, XIX Олимпиадăна кайма путевка çĕнсе илейнĕ. <...>
Петр СИДОРОВ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас