Хресчен сасси 7 (2946) № 22.02.2023

22 Нарăс, 2023

Патшалăх пулăшăвне кам тивĕçет?

Иртнĕ эрнере ЧР Ял хуçалăх министерстви «Контактра» соцсетьри Чăваш Республикин ушкăнĕнче «Хушма хуçалăхпа хăй тĕллĕн ĕçлекенсем: субсидисем, çăмăллăхсем тата кредитсем пирки çĕнĕлĕхсем» темăпа «тӳрĕ эфир» ирттерчĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Ольга Кудрявцева тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ Неля Дмитриева хутшăнчĕç.

Хушма хуçалăх тытса пыракан, хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансене патшалăх пулăшăвĕпе иртнĕ çултан тивĕçтерме пуçларĕç. Паллах, ăна регистрациленнисем çеç илме пултараççĕ. Вĕсен йышне пенсионерсем те, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем те кĕреççĕ. Сăмахран, клубра тăрăшакан çын та хăйĕн ĕçне йĕркелеме пултарать. Çакна тума хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленмелле çеç: телефона «Мой налог» приложение кĕртмелле, çавна май кăтартусем тӳрех налук органне каяççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çынна тара тытма юрамасть. Çулталăкри тупăш унăн 2 млн та 400 пинрен ытла пулмалла мар. Пирĕн республикăра çакнашкал ĕçченсене икĕ тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ: федераци тата регион шайĕнче. Вĕсене мĕнле пулăшу тивет-ха? Пĕр ĕнешĕн — 5500-7500, ашлăх ăратлă ĕнешĕн /пĕриншĕн/ — 5500, качакашăн /пĕриншĕн/ — 500 тенкĕ. Асăннă пулăшăва федераци хыснинчен уйăраççĕ. Малашне сурăх та туянма пулать. Çавăн пекех пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтерсе сутнăшăн та пулăшу параççĕ: пахча çимĕç ӳстерсе 1 тонна сутнăшăн — 2 пин тенкĕ, 1 тонна çĕр улмишĕн 3 пин тенкĕ субсиди илме май пур. Унсăр пуçне программăна хутшăнакансене регионтан та пулăшупа тивĕçтереççĕ. Сăмахран, ĕне туянсан — 70 пин тенкĕ тавăраççĕ. Анчах ĕнен ӳсĕмĕ 4 çултан аслă пулмалла мар. Тăпрара агрохими тĕпчевне ирттерме кайнă тăкакăн — 50%, минерал удобренийĕшĕн — 30%, техника оборудованийĕшĕн — 40%, хурт-хăмăр ĕрчетме кирлĕ материал илсен — 40%, ăратлă вăкăр вăрлăхне туянсан 90% саплаштараççĕ. Анчах та пĕр çынна тивекен субсиди шайĕ 500 пин тенкĕрен иртме юрамасть. Енчен те хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие предприятиорганизаци туянсан тупăшран налук — 6%, уйрăм çын илсен 4% тытăнать. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн иртнĕ çул регистрациленме муниципалитет администрацине кайса заявлени çырмалла, кирлĕ документсем тăратмалла пулнă. Халĕ çак тĕлĕшпе схема улшăннă: муниципалитет администрацине каймалла мар. Хăй тĕллĕн ĕçлекен гражданинăн «личный кабинет» пур. Кăçал ун урлă заявка тăратма пулать. Çак ĕçе пурнăçлама Чăваш Республикин Инвестици порталне кĕмелле, ĕç-хĕле çирĕплетмелле. Сăмах май, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕпе регистрациленнисем кăçал заявкăсем тăратма пуçланă та ĕнтĕ. 2023 çултан хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансене кредит та пама тытăнаççĕ. Çакнашкал программа 2006-2016 çулсенче те ĕçленĕ. Ку çăмăллăхпа хушма хуçалăх тытакан 23-65 çулсенчи граждансем усă курма пултараççĕ. Паллах, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕпе регистрациленнисем. Вĕсем çулталăка 1 млн тенкĕ кредит илме пултараççĕ. Çавăн пекех инвестици тĕллевĕпе 2 çула — 2,5 млн тенкĕ. Процент ставки çулталăка — 5% таран. Кирлĕ документсене хатĕрленĕ май пĕр çул хушма хуçалăх тытса пынине çирĕплетекен хут та кирлĕ пулать. «Тӳрĕ эфира» ертсе пыракансем çавăн пекех ентешсен ыйтăвĕсене те хуравларĕç. Хăшĕ-пĕринпе вулакансене те паллаштарар. Акă, сăмахран, Паша Семенов ĕне сумалли аппарата субсидипе тивĕçекен хатĕрсен списокне кĕртме май пуррипе-çуккине ыйтать. Иртнĕ çул вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен гражданин шутне кĕнĕ, ĕне туяннă, вите тунă. Çапла майпа ĕне йышне ӳстерес ĕмĕтлĕ. «Хальлĕхе ял хуçалăх техникине туяннăшăн çеç укçа тавăрса параççĕ. Çапах эпир ку ыйтăва та пăхса тухма тăрăшатпăр», — терĕ Ольга Кудрявцева. Артем Чаркина вара ĕне туяннăшăн 70 пин тенкĕ тавăрса пани тĕлĕнтерет. Вăл та ĕне илесшĕн иккен. «Чăнахах та çавăн чухлĕ тавăрса параççĕ-и?» — тет вăл. «Çапла. Анчах та хальхи вăхăтра икĕ ĕне илме çеç пулать, вăл 4 çултан аслă пулмалла мар», — пулчĕ хурав. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Маттуррисем, хастаррисем

Красноармейски муниципалитет округĕнче республикăри хĕллехи ял спорчĕн вăййисем иртрĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие уçма ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Ольга Егорова, Красноармейски округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Долгов хутшăнчĕç.

Мероприятие «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Василий Петров палăртнă тăрăх, ял спорчĕн вăййисем халăхра анлă сарăлнă, спорт календарĕнче вăл пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Пуян программа, ăш пиллĕ лару-тăру çулсерен çĕнĕ çынсене явăçтарать, çамрăксене, çитĕнсе пыракан ăрăва сывă пурнăç йĕркине хаклама, физкультурăпа тата спортпа туслашма хавхалантарать. Кăçал спорт вăййисене вуннăмĕш хутчен йĕркелерĕç. Унта 21 муниципалитетран 400 ял спортсменĕ хутшăнчĕ. Малтанах вĕсем йĕлтĕрпе чупрĕç, шахматла тата шашкăлла вылярĕç, полиатлон енĕпе тупăшрĕç. Доярсемпе механизаторсем, спорт çемйисем ăмăртнине пăхма кăсăклă пулчĕ. Пĕри тепринчен маттур, тăрăшса хатĕрленни тӳрех курăнать. 5 çухрăма йĕлтĕрпе чупассипе Комсомольски округĕнчи Владислав Васильева çитекен пулмарĕ. Хыççăнах финиша Анатолий Павловпа /Çĕрпӳ округĕ/, Дмитрий Архипов /Сĕнтĕрвăрри/ çитрĕç. Хĕрарăмсенчен Йĕпреç округĕнчи Наталия Ефремова вара хăвăрт чупса тухрĕ. Анастасия Попугаевăпа /Муркаш округĕ/ Валентина Осипова /Патăрьел/ кĕмĕлпе бронза медальсене тивĕçрĕç. Йĕлтĕрпе эстафета чупса Муркашсем малти вырăна йышăнчĕç. Хыççăнах Шупашкар, Вăрнар округĕсен спортсменĕсем çитрĕç. Пĕтĕмĕшле Муркашсен команди чи пысăк балл пухса çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçрĕ. Комсомольскисемпе Вăрнарсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Доярсем сĕт сумалли аппарата хăвăрт та тĕрĕс сӳтсе пуçтарассипе, йĕлтĕрпе чупассипе, кире пуканĕ йăтассипе ăмăртрĕç. Вячеслав Бардасов /Çĕрпӳ округĕ/ чи пысăк балл пуçтарма пултарчĕ — пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сергей Петровпа Анатолий Кузьмин /Шупашкар округĕ/ вара призерсен йышĕнче. Хĕрарăмсенчен Глафира Петровăпа Надежда Петрова палăрчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Етĕрне тăрăхĕнчен. Виççĕмĕшĕнче — Надежда Васильева /Çĕрпӳ округĕ/. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Тăван чĕлхене тĕпел енне иртме сĕнесчĕ»

Конкурс кăсăклă иртнĕ

«Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен конкурсĕ ытти çул та пулнă, анчах ку шайра иртмен вăл, — пуçларĕ калаçăва Любовь Германовна. — Ăмăртăва 4 турпа йĕркеленĕ: методика мелĕпе паллаштартăмăр, уçă урок кăтартрăмăр, класс тулашĕнчи ĕç, ăсталăх класĕ ирттертĕмĕр. Çак ĕçсене пĕтĕмпех ют шкулта пурнăçларăмăр. Паллах, çĕнтерме çăмăл пулмарĕ. Мĕншĕн тесен ăста, пултаруллă учительсемпе ăмăртма хĕн. Эпĕ шкулта 16 çул ĕçлетĕп. Конкурса хутшăннисен йышĕнче 30 çул вăй хуракансем те пур. Ытларах хальхи методикăпа усă куртăм. Сăмахран, ачасене кăсăклă пултăр тесе тест хуравĕсене тӳрех компьютера вырнаçтартăм. Çакă вĕсемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Çавăн пекех урок вăхăтĕнче виртуаллă экскурсисенче пултăмăр. Ку та вĕренекенсене килĕшрĕ. Класс тулашĕнчи ĕçре вара ачасем пурнăçра мĕнле вырăн йышăнни пирки калаçрăмăр. Сăмахран, пурнăçа театрпа танлаштартăм. Паян — сăпкари ача, ыран — шкул ачи, тепĕр кун — студент… Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май пĕлтерĕшлĕ самант çинче чарăнтăмăр: спектакльти йăнăша артистсем тӳрлетме пултараççĕ, пурнăçрине вара тӳрлетме кансĕр. Çавăнпа та ĕмĕре шухăшласа, пĕлсе ирттермелле. Ăсталăх класне вĕрентекенсемпе йĕркелерĕм. Фото-видео ӳкерме юратнăран шăпах çак темăна илтĕм. Хальхи вăхăтра ку ĕç пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Уяв ирттермелле-и е вĕренекенсемпе урок йĕркелемелле, е сайта пĕр-пĕр информаци вырнаçтармалла — сăн ӳкерчĕк, видео яланах кирлĕ. Вĕсемсĕр информаци чухăн та килĕшӳсĕр пулса тухать. Сăн ӳкерчĕк, видео тĕрĕс ӳкерме хăнăхтартăм. Конкурс питĕ кăсăклă иртрĕ. Елчĕкри вăтам шкулти 6-мĕш класс ачисемпе ĕçлерĕм. Вĕсем мана хавхалантарса пычĕç, çĕнтерме пулăшрĕç». Фильмсем те ӳкереççĕ Любовь Германовна хăй те спектакльсенче выляма кăмăллать. Çак ăсталăх унăн ачаранах пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр Алексей Енейкин тележурналист ăна «Тăшман ури кунта ан пустăр» фильмри пĕр роле калăплама ыйтсан вăл хаваспах килĕшнĕ. Хĕрне Машăна та пĕрле илнĕ. Ӳкерӳ саманчĕсене кăсăкланса сăнанă вăл. Çакăн хыççăн хăйĕн те кино ӳкерес ĕмĕт çуралнă. Çавна май вăл шкул ачисемпе иртнĕ çул Геннадий Волков хайлавĕсем тăрăх «Ватти вĕренттĕр, çамрăкки итлетĕр» тата «Тĕревпе тĕрек» пĕчĕк фильмсем ӳкернĕ. Вĕсемпе республикăри конкурса та хутшăннă, тивĕçлĕ вырăн çĕнсе илнĕ. «Эпĕ «Пукане театрĕ» кружок ертсе пыратăп. Унта чăвашла юмахсем лартатпăр. Çакăнта çӳрекен ачасене те фильм ӳкернĕ çĕре явăçтартăм. Ачасене рольсем валеçсе патăм. Вĕсем питĕ хавхаланчĕç. Пĕрремĕш фильма ӳкерме Геннадий Волков çуралса ӳснĕ çурта кайрăмăр. Пĕрре ӳкернипех ĕç пулмарĕ. Çапах ачасем нăйкăшмарĕç, интересленсех вылярĕç. Ашшĕ-амăшĕ те пулăшса пычĕ. Çакăншăн вĕсене тав тăватăп. Иккĕмĕш фильма ӳкерме тепĕр пушă çурта кайрăмăр. Ун чухне çумăр çăватчĕ. Вăл чарăнасса кĕтетпĕр те малалла ӳкеретпĕр. Çапла вара ӳкерӳ виçĕ куна тăсăлчĕ. Виçĕ кун апат пĕçерме тиврĕ /сценăра çавнашкал самант пур/. Ачасене питĕ килĕшрĕ. Малалла та ĕçлесшĕн вĕсем. Кăçал Иван Яковлев хайлавĕсем тăрăх фильм ӳкересшĕн. Сăмах май, маларахри фильмсене социаллă сетьри хамăн страницăсене лартнăччĕ. Вĕсемпе ентешсем паллашрĕç, ырă сĕнӳсем пачĕç, пирĕн ĕçе пысăка хурса хакларĕç», — малалла тăсăлчĕ сăмах çиппи. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Юрать, ялта шкул пур

«Хресчен сасси» хаçатăн 3-мĕш номерĕнче Элĕк округĕнчи Вениамин Архиповăн «Савăнăçпа тунсăх юнашар» материалне вуласа тухнă хыççăн хамăн шухăша çырса пĕлтерес терĕм.

Эпĕ Канаш округĕнчи Шуркасси салинче çуралса ӳснĕ, унтах ачалăха ирттернĕ. Шкултан вĕренсе тухсан хулана вĕренме кайнă, каярахпа теплоход çинче Атăл юхан шыв флотĕнче ĕçленĕ. Хĕсметрен килсен ялта тĕплентĕм, çемье çавăртăм. «Сормовский» совхозра хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче тăрăшрăм. Маларах вара Мускав облаçĕнчи Солнечногорскра пĕр уйăх вĕрентĕм. Мăшăр 49 çултах йывăр чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Эпĕ виçĕ ачапа тăрса юлтăм. Кĕçĕн хĕр ун чухне 9-мĕш класраччĕ. Ăна çавăн пекех Канашри медицина училищинчен вĕрентсе кăлартăм. Вăл пĕр вăхăт хулари поликлиникăра вăй хучĕ. Каярах вара Мускав облаçĕнчи пĕр поликлиникăна ĕçе вырнаçрĕ, çемье çавăрчĕ, мăнук парнелерĕ мана. Халĕ те унтах пурăнать. Колхоз-совхоз салансан тивĕçлĕ канăва тухичченех Мускава ĕçлеме çӳрерĕм. Ывăл та хĕсметрен таврăннă хыççăн çак çул-йĕре суйларĕ. Халĕ те унтах тăрăшать. Педучилищĕре вĕренсе диплом илчĕ пулсан та хамăр тăрăхра ĕç тупаймарĕ. «Сормовский» совхоз хăй вăхăтĕнче тăхăр яла пĕрлештерсе тăнă. Ял халăхĕ валли ĕç пулнă. Вырăнти хуçалăх хăмла ӳстернĕ, тыр-пул çитĕнтернĕ, выльăхчĕрлĕх чылай ĕрчетнĕ. Ял-йыш ĕçсĕр ларман. Çамрăксем те шкултан вĕренсе тухнă хыççăн яла юлнă. Арçын ачасем пĕлӳ çуртĕнчех аттестатпа пĕрле тракторист правине илнĕ. Совхозра 600 çынна яхăн вăй хунă. Тăватă ялта фермăсем пулнă: ĕне, сысна, сурăх, вăкăр, лаша чылай усранă. Унсăр пуçне пысăк мехпарк пурччĕ. Халĕ унта ют çынсем хуçаланаççĕ. Çамрăк специалистсем çулсерен ял хуçалăх институчĕ хыççăн совхоза ĕçлеме килнĕ. Чылайăшĕ çемье çавăрса ялтах юлнă. Хуçалăх вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ. Халăх тертленсе пухнă пурлăх хăш вăхăтра саланчĕ-ши? Иртнĕ кун-çула аса илсен пирĕн, аслă ăрури çынсен, чун ыратать. Ялти вăтам шкула çулсеренех çамрăк вĕрентекенсем килетчĕç. Ун чухне пĕлӳ çуртĕнче 300 ытла ача вĕреннĕ. Вĕсем сакăр ялтан çӳренĕ. <...>

Николай АГАКОВ. Канаш округĕ, Шуркасси сали.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.