- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 49 (2988) № 13.12.2023
Агрегаторсем продукцие вырнаçтарма пулăшĕç
«Пуçтарса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтармалла-ши?» — тенине фермерсенчен час-часах илтме пулать. Республикăри агрегаторсем ку ыйтăва татса пама пулăшĕç. Хальлĕхе кун йышши пĕртен-пĕр логистика центрĕ Шупашкар округĕнче пур. Кунта чĕрĕ пахча çимĕçпе ешĕл çимĕçе тирпейлесе пысăк лавккасене ăсатассипе ĕçлеççĕ.
Кашни çимĕçе тĕплĕн пăхаççĕ, виçеççĕ, тирпейлĕн курупкана хураççĕ. Компани 2015 çулта йĕркеленнĕ. Ассортимент пысăк: пахча çимĕç, ешĕл çимĕç тата кăмпа. Тавара туянакансем – федераци шайĕнчи лавккасем. Географи анлă: Мускавран пуçласа Урал таранах. Продукцие ытларах ытти регионтан кӳрсе килеççĕ. Çав хушăра хамăр тăрăхра туса илекен купăста, пуçлă сухан, кишĕр, хăярпа помидор тата баклажан пур. «Пирĕн тĕллев — вырăнти фермерсене пахча çимĕçе тĕрĕс ӳстерме вĕрентесси тата продукцие вырнаçтарма пулăшасси», — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар округĕнчи «Флоренция» агрегатор ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май. Вырăнти фермерсемпе хушма хуçалăхсем кун йышши агрегаторсемпе тачă çыхăнса ĕçлессе шанать республика ертӳлĕхĕ. Унти продукци пĕр технологи стандарчĕсене çирĕп пăхăнмалла. Çитес çултан «Фермерсен шкулĕнче» пахча çимĕç туса илессипе вĕрентме пуçласшăн. «Флоренция» пĕрлешӳ пысăк тавар туса илекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Ку шутра — Чăваш Енри «Ольдеевская» тата «Новочебоксарская» предприятисем. Унсăр пуçне вырăнти ял хуçалăх тавар туса илекенсенчен купăста, сухан, кишĕр йышăнать. «Ку ĕçре канашламасăр экспериментсем тума кирлĕ мар. Час-часах фермерсем çимĕç сортне хăйсем тĕллĕн суйласа илеççĕ. Калăпăр, çимĕç усăллă, анчах ăна туянакан пачах çук. Çапла майпа проект юрăхсăра тухать. Эпир кĕске вăхăт упранакан чĕр таварпа ĕçлетпĕр. Сăмахран, симĕс сухана Киров тата Оренбург облаçĕсенчен илсе килеççĕ. Паллах, продукцие пирĕн тăрăхра çитĕнтернĕ пулсан самай меллĕрехчĕ. Çимĕçе ирхине пуçтарса кун вĕçĕнче ăна кирлĕ вырăна ăсатма пулатчĕ», — палăртрĕ организацин генеральнăй директорĕ Евгений Кузьмин. Компанин производство хăватлăхне ӳстермешкĕн майсем çителĕклĕ. Кунта сортировкăпа фасовка склачĕ, пахча çимĕçе упрамалли холодильниксем пур, транспорт паркĕ ĕçлет. Пуласлăхра продукцие экспорта ăсатасшăн. Пĕлтĕр, сăмахран, çĕршывăн тĕрлĕ регионне симĕс çимĕçе — 94 тонна, пахча çимĕçе 6972 тонна ăсатнă. Хальлĕхе вырăнти пĕрремĕш агрегатор хăйĕн производство хăватлăхне ӳстерес тĕллевпе пурăнать: хальхи вăхăтри пахча çимĕç управĕ, фасовка цехĕ валли çĕнĕ оборудовани туянасшăн, пысăк тиевлĕ машинăсен шутне ӳстересшĕн. Ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме ЧР Ял хуçалăх министерстви пулăшать. Проектсен тăкакне 30-40 процент саплаштарать. Маларах кун йышши мерăсем ял хуçалăх тавар туса илекенсем валли çеç пулнă, халĕ ку çăмăллăхпа агрегаторсем те усă курма пултараççĕ. «Продукцие пысăк суту-илӳ сечĕсене вырнаçтарма чăрмавлă пулнине пĕрмай илтетпĕр. Ыйту чылай. Продукцие упрасси те, тирпейлесе тата виçсе чĕркесси те... Кашни фермерах мĕн ыйтнине тивĕçтермест. Агрегаторсене хута ярас ыйту тахçанах пулнă. Республикăра ĕçлеме пуçланă агрегаторсенчен пĕри — «Флоренция». Предприяти таварсене суту-илӳ сечĕсен 16 центрне çитерет», — пĕлтерчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Цехра ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ — Шупашкар округĕнчен. Çĕрпӳпе Шупашкартан килекенсем те пур. Акă, сăмахран, Маргарита Щербакова Шупашкар округĕнчи Янăш ялĕнчен ĕçе çӳрет. «Ĕçлеме килĕшет. Кунта çутă та таса. Кунне мĕн чухлĕ продукцие тасатса тирпейлесси заявкăран килет. Çывăхра ĕç вырăнĕ пурри аван», — терĕ вăл. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Чун хавалĕ мала чĕнет
Зоя Григорьевна Вутлан шкулĕнче 9 класс пĕтерсен Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Унта тăватă çул ăс пухнă. Хыççăн культура институтĕнче пĕлĕве 5 çул тарăнлатнă. Кăçал, акă, алла диплом илнĕ. Вутлан шкулĕнче иртнĕ вĕренӳ çулĕнче ачасене вĕрентме пуçланăскер кăçал та вĕсенчен уйрăлма шутламан, учитель ĕçне малалла тăснă.
— Ачасене паянхи пурнăç ыйтнă пек вĕрентес тесен уроксенче тĕрлĕ мелпе анлă усă курма тивет, çавăн пекех шухăшлама, пĕтĕмлетӳсем тума хăнăхтаратăп, — терĕ çамрăк педагог. Вăл ку ĕçе мĕншĕн суйланине ыйтсан сăпайлăн çапла хурав пачĕ: «Чун ыйтнипе». Зоя Семенова ачаран юрлама юратнă. Шкулта пĕлӳ илнĕ вăхăтра уроксем хыççăн Вутланти культура çуртне çӳренĕ. Юрий Пантелеймонов культура ĕçченĕ вĕрентнипе юрлас ăсталăха куллен тенĕ пек ӳстернĕ. Сцена çине час-часах тухнă, концертра куракана хăйĕн уçă сассипе тыткăнланă. Шкулта иртекен мероприятисенче те хастарлăхпа палăрнă. Кунсăр пуçне вăл кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ. Юрлама юратаканскер 9-мĕш класа çитсен хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă — пурнăçа музыкăпа çыхăнтармалла. Паян вăл ачасене тарăн пĕлӳ парать, вĕсене тĕрĕс юрлама вĕрентет. Шăпăрлансемпе урок хыççăн та юлса ĕçлет, тĕрлĕ мероприятие явăçтарать. Çавăн пекех Элĕкре иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнтарассишĕн ăнтăлать. Учитель пулнă май хăйĕн ăс-тăнне, пултарулăхне вĕренекенсене туллин парнелет. <...>
Юрий КОРНИЛОВ. Элĕк округĕ.
♦ ♦ ♦
Волонтер ĕçĕ - пурнăç йĕрки
Çулсерен республикăра регионти волонтерсен «Доброфорум» форумĕ иртет. Ку хутĕнче те вăл ырă ĕç тăвакан 500 хастарпа волонтер юхăмĕсене пĕрлештерчĕ.
Чăваш Енре паянхи кун тĕлне 72 пин ытла волонтер: пысăк пĕрлешӳсем — 8, виçĕ центрпа 400 ытла волонтер отрячĕ. Çак çынсем кирек епле йывăр лару-тăрура та сăмахпа е ĕçпе пулăшма яланах хатĕр. Тĕрлĕ акципе мероприятие те хастар хутшăнаççĕ. Форумра хальхинче те вĕренӳ секцийĕсемпе ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Калăпăр, Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» юхăм истори тата патриотизм ыйтăвĕпе çыхăннă тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерет. Ватăсене хуçалăхра пулăшаççĕ: кантăксене çăваççĕ, юр хыраççĕ тата ытти ĕçе пурнăçлаççĕ. Çамрăксемпе те тачă çыхăнса ĕçлеççĕ: квестсем, тренингсем йĕркелеççĕ. Анастасия Буторова волонтер каланă тăрăх, «Çĕнтерӳ волонтерĕсен» республикăри юхăмĕ 2 пине яхăн çамрăка пĕрлештерет. Лариса Мышева – «Кĕмĕл волонтерсен» Чăваш Енри координаторĕ. Ку юхăмри хастарсем паянхи кун Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли ăшă чăлха, маскировка тетелĕ çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне «Торопышкам с любовью» акцие хутшăнаççĕ. Республикăри Перинаталь центрĕнче сахал виçепе çуралнă ачасем валли чăлха, алсиш, плед, калпак çыхаççĕ. «Пушă вăхăтра çынсене пулăшатпăр. Пĕрре те ахаль лармастпăр», — теççĕ «кĕмĕл» волонтерсем. Шупашкарти медицина колледжĕнче ăс пухакан Ксения Игнатьева — «Медик волонтерсем» юхăмăн хастарĕ. Вĕсем тĕлпулусенче халăха онкологи, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пирки нумай ăнлантараççĕ, пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентеççĕ. «Волонтер пулма питĕ килĕшет. Ку ĕçе пуçĕпех кĕрсе каятăн та унран хăпаймастăн », — тет хĕр. Анастасия Кузьмина ЧПУн медицина факультетĕнче вĕренет. Волонтер ĕçĕ ăна вĕренӳре те пулăшса пырать. «Çынсемпе хутшăнма хăнăхатăн, университетра илнĕ пĕлĕве практикăра çирĕплететĕн. Ача сачĕсене, шкулсене, аслă пĕлӳ учрежденийĕсене тухса çӳретĕн. Хăшĕ-пĕри интересленсе итлет, ыйту парать. Ыр кăмăллăх çынсене пĕрлештерет, туслаштарать. Ку вăл — пурнăç йĕрки», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне Анастасия. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Кĕтнĕ спектакль
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Никифор Мраньккан романĕ тăрăх лартнă «Ĕмĕр сакки сарлака» спектакль премьери пулчĕ.
Спектакле 1972 çулта Леонид Родионов режиссер лартнă. Халĕ вара, çур ĕмĕр иртнĕ хыççăн, Никифор Мранькка романĕ тăрăх Игнатий Молодов инсценировкипе калăпланă спектакль сцена çине тепĕр хут тухрĕ. Çакна палăртмалла: «Ĕмĕр сакки сарлака» роман совет саманинчи чăваш литературин историпе революци тапхăрĕ çинчен çырнă чи лайăх произведени пулса тăнă. Халĕ те вăл халăх юратакан, чи нумай вулакан кĕнекесен шутне кĕрет. Спектакльте 19 ĕмĕр вĕçĕпе 20 ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш ялĕнчи самана улшăнăвĕсене, çынсен ĕçне-хĕлне, хуйхисуйхине, шухăшĕ-ĕмĕтне, йăли-йĕркине, тĕрлĕ ушкăн хушшинчи лару-тăрăва сăнланă. Пĕр енче — ĕлĕкхи пусмăрçăсен, çĕрме пуянсен е куштансен йăхĕнчен тухнă Миххасем. Тепĕр енче — кивĕ, патриархатлă йăла-йĕрке, тĕшмĕшлĕх тыткăнĕнчен, тавра курăм нишлĕлĕхĕнчен хăпса тухакан Çтаппансем, Микуласем. Çтаппан — тӳрĕ кăмăллă çын, этем чысне тивĕçлипе хаклать. Анчах арăслан пек вăйлă пулсан та Михха евĕр чее ултавçăсемпе тӳре-шара умĕнче халсăр. Тĕрĕслĕхе ăçтан тупмалла? Суя çиеле тухĕ-и? Ял халăхĕ тĕрĕссине пĕлме пултарĕ-и? Спектакльте çак тата ытти ыйтăва хускатнă. Постановкăна ЧР халăх артистки Наталия Сергеева режиссер лартнă. Художникĕ — Светлана Зверева. Композиторĕ — ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Лолита Чекушкина, ташăсене лартаканĕ — РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Нянина. Спектакле сывламасăр тенĕ пек пăхатăн. Вăхăт тени çиçĕмле хăвăрт иртет. Мĕншĕн тесен ку массăллă, пысăк калăпăшлă спектакль, артистсем лайăх выляççĕ. Унта çамрăк артистсем йышлăн хутшăнаççĕ. Хăйсен ролĕсене лайăх уçса параççĕ. Çтаппан сăнарне — Евгений Урдюков, Микулана — Арсентий Димитриев, Анука — Оксана Драгунова, Кĕтерука — Надежда Зубкова, Ваçлие Алексей Герасимов калăпларĕç. Сцена çинчи ташăсем, юрăсем, йăла-йĕрке, костюмсем — йăлтах чуна çывăх, хаклă. Спектакльте утă çулнă вăхăта, хĕр çураçма кайнине, хĕр вăрланине, улах ларнине, çамрăксен вăййине сăнланă. Юрă-ташă, такмаксем çав тери нумай. Декорацисем пуян, вĕсене тăтăш улăштараççĕ. Манăн шухăшпа, ятарлă çар операци пынă вăхăтра халăх валли шăпах çакăн пек спектакльсем ытларах кирлĕ. «Чăваш классики патне таврăнма сăлтав сахал мар пулчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, çак спектакле лартма куракансем ыйтрĕç. Шанатăп, роман теми хăйĕн çивĕчлĕхне çухатман. Ара, юратупа курайманлăх, кĕвĕçӳ, влаçшăн кĕрешни, е тата хăвна кирлĕ пек пурăнассишĕн тапаçланни — çынсене хумхантаракан яланхи темăсем. Çапах та, Çтаппанăн сăнарне тата ытларах уçса парас килетчĕ. Анчах инсценировкине çапларах хатĕрленĕ те… Тĕрĕссипе, романа спектакль туса лартма çăмăл мар. Çтаппанăн ĕçне Микула малалла тăсать-ха… Хĕрарăмсене лайăх уçса панă. Çтаппан пирки халĕ те шухăшласа çӳретĕп. Татах хушма та пултаратăп. Кун пек калăплă «япала» патне 10 çул утрăм. Манăн шухăшпа пысăк спектакль тăвас тесен ансатраххинчен пуçламалла. Режиссура енĕпе вунă çул ĕçлетĕп. 20 ытла спектакль лартрăм. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас