- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 44 (3034) № 13.11.2024
Çамрăксем пурнăçран юлмаççĕ
Элĕк округĕнчи «Новый путь» хуçалăхăн Анат Юлăш ферминче ĕç-хĕле робот йĕркелесе тăрать. Кунта ĕнесене кăкармасăр усраççĕ.
Халĕ вĕсене витене хăваласа кĕртме кирлĕ мар, унăн алăкĕсем хăйсемех уçăлаççĕ. Унччен çын тунă ĕçе пĕтĕмпех тенĕ пек автоматизациленĕ. Апатлантармалли, шăвармалли хатĕрсем пур. Тислĕке те ятарлă транспортер кăларать. Сывлăша вара уçăлтарсах тăраççĕ. Чи пысăк çĕнĕлĕхсенчен пĕри — ĕнесене робот суни. Выльăх мĕн чухлĕ сĕт антарнă е хăшне суман — пĕтĕмпех компьютерта палăрать. Апла пулин те пăхса тăракансăр май çук. Акă, Анат Юлăшри Сергей Волковпа Алексей Васильев оператор тивĕçне пурнăçлаççĕ. Иккĕшĕ те çамрăк — пĕри 36-ра, тепри 21-ре. Шанса панă ĕçе тивĕçлипе туса пыраççĕ. — Робот ятарлă программăпа ĕçлет. Халĕ компьютер урлă ĕнесем мĕн чухлĕ сĕт панине лайăх куратпăр. Мĕн пур информаци кĕсье телефонĕ çине килет, çавăнпа килте чухне те фермăри ĕç-хĕл пирки пĕлсе тăратпăр, — терĕ Сергей Анатольевич. Вăл Мускав тăрăхне ĕçлеме те çÿренĕ, анчах тăван кĕтесре ĕç тупăнсан аякри вырăна каяссине хирĕçленĕ. Фермăна килсе оператора вырнаçнă та, паянхи кун та шаннă ĕçре чунран тăрăшать. Шалу лайăх илнĕрен тата условисем çителĕклĕ пулнăран кунтан уйрăлма вуçех те шухăшламасть. Алексей Васильевич, çамрăк пулин те, ытти тантăшĕ пек хулана çул тытман, ферма ĕçне кÿлĕннĕ. — Хамăн ĕçе чунтан юрататăп. Шел те, ялта çамрăк сахал. Çавăнпа кĕркуннепе хĕл кунĕсенче кăшт кичемрех. Тунсăха сирес тĕллевпе пушă вăхăтра хулана кайса килетĕп, унта вара тĕрлĕ çĕре çитетĕп. Мана ĕç укçи тивĕçтерет. Фермăра пĕтĕмпех аван, — пĕлтерчĕ Алексей Васильев. Вăл каланă тăрăх, ĕнесене робот сăвать. Вĕсем вара пĕрин хыççăн тепри черете тăраççĕ. Пĕр ĕнене сума вăхăт нумаях каймасть, пилĕк-ултă минут кăна кирлĕ. — Вĕтетнĕ хутăш апат выльăхсем патĕнчен кунĕпе те татăлмасть. Рацион пуян. Ахальтен мар кашни ĕнерен ытларах сĕт суса илессишĕн коллективпа пĕрле тăрăшса ĕçлетпĕр, — хушса хучĕ Алексей Васильевич. Анат Юлăш ферминче тăрăшакан тепĕр çамрăк — Артем Сильвестров. Вăл ветеринарта вăй хурать. Артем Канаш округĕнчи Вăрман Енĕш ялĕнчен. Аслă пĕлÿ илни çинчен калакан документа алла илсен «Новый путь» хуçалăхра ĕç пуррине пĕлнĕ. Вăт, каччă Чăваш Сурăм тăрăхне килнĕ. Халĕ ăна кунта йăлтах тивĕçтерет. Фермăри выльăхсенчен вара кунĕпе те уйрăлмасть. Чирлесен сыватма эмелĕ те, ĕç хатĕрĕ те пур. <...>
Юрий Корнилов. Элĕк округĕ.
♦ ♦ ♦
Хастарсем тăрăшнипе субботник йĕркеленĕ
Чăннипех, юхан шыва çăл куçсем палăрмаллах вăй параççĕ. Вăл пĕчĕк çăл куçсем пулăшнипе сарăлса анлăланать, майĕпен вăй илсе мăнаçлăн тинĕселле юхать. Анлă Атăлăмăр Трак тăрăхĕнчен 50 çухрăмра юхса иртет. Кĕçĕн Шетмĕ, Мăн Шетмĕ, Сурăм, Çавал тата ытти юхан шывсем çăл куçсенчен тапса тăракан тăрна куçĕ пек тăрă та таса шыва çырма-çатра тăрăх Атăлпа ытти анлă та вăйлă юхан шывсене илсе çитерме васкаççĕ, çĕрĕн-кунĕн пĕр чарăнмасăр шăнкăртатса пирĕн чун-чĕресене асамлăн тыткăнлаççĕ.
А.И.Мефодьев тĕпчевçĕ «Тăванăмăрсем пурăнакан кашни тăрăхах хамăр литературăн пĕр-пĕр юппи вырăнне хума, кашни яла тенĕ пекех унăн çăл куçĕ теме юрать» тесе палăртнă. Трак тăрăхĕн çĕрне-шывне те çав хисепех кĕртни вырăнлах ĕнтĕ: Шетмĕсемпе Çавал шывĕсемпе Аслă Атăл çывăхĕнче вырнаçнă авалхи ялсем чăваш халăхне сахал мар сăмах ăстипе ÿнерçĕ, паллă вĕрентекен, ăслăлăх ĕçченĕ парнеленĕ. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур. Трак ен тăрăхĕнчи кашни территори уйрăмĕнчи çын хăйсен патĕнче усă куракан çăл куç пирки каласа пама пултарать. Çак тĕллевпе Пикшик территори уйрăмĕнчи Шупуç ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçипе Анатолий Скворцовпа тĕл пултăм. Çут çанталăк тусĕ, пыл хурчĕсен ăсти хăйĕн тăрăхĕнчи çăл куçсем пирки тĕлĕнмелле пĕлтерĕшлĕ каласа парса тĕлĕнтерчĕ. — Пикшик ял тăрăхне кĕрекен ÇĕньялШетмĕ ялĕ çумĕнчен кăшт çÿлерех, Пикшик ялĕ енчи çырмаран, пуçланать Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ. Çакăнтах пĕчĕк çăл куç пуррине асăрхаса манпа пĕр çулти тантăш Иоил Ильин хăйĕн ал вăйĕпех çамрăк чухнех, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче, унран анатарах пĕве пĕвеленĕ. «Йывăç — çут çанталăк ÿпки» тесе ахальтен каламан халăхра. «Йывăçсем, вăрмансем пулмасан çăл куçсем типеççĕ» тенине те шута илнĕ вăл вăхăтра Иоил Ильич. Халăхра каланă çак сăмахсене тĕпе хурса Иоил тантăшăм асăннă пĕве çумĕнчех чылай йăмра лартса ÿстернĕ. Паянхи куна çитичченех пĕве йĕркеллех упранса юлнă, илемлĕ кÿлле аса илтерсе аякранах курăнса çуталса выртать. Лаштра йăмрасем ватăлма пуçланă пулин те пĕве çумĕнче нÿрĕк çителĕклине кура сип-симĕссĕн ешерсе тавралăха илем кÿреççĕ. Сунар сезонĕ уçăлсанах кайăк кăвакалĕсемпе хур кайăксем сунарçăсене хăй патне тăтăшах астараççĕ. Пĕви вара Иоил кÿлли ятпа паллă ку таврара. Асăннă пĕверен Çĕньял-Шетмĕ çумĕнчи çырма Ункă-Пилеш вăрманĕ еннелле илĕртÿллĕн авкаланса выртать. Ялăн анат вĕçĕнче сĕвекрех тĕп çырма урлă каçсанах Шупашкар округне кĕрекен Кочак Тăрăн енчен сăрт çамкинче çăл куç пуррипе ял пуçланăранпах паллă, ăна мĕн ĕлĕк-авалтан Йĕтем çăлĕ тенĕ. Ялти ватăсем каласа панă тăрăх, Йĕтем çăлĕ çумĕнче Кочаксен уй-хиртен тыр-пул пуçтарса пĕтерсен авăн çапмалли йĕтем вырăнĕ пулнă. Çавна пулах ĕнтĕ çăл куç шывĕпе усă куракансем Йĕтем çăлĕ тесе ят панă. Уяр çулсенче ялти çынсен çăлĕсенче шыв типсе ларсан, пĕтĕм ялĕпех асăннă çăл куçри шывпа усă курса майлашса пурăннă. Эпĕ астăвасса ялти чи паллă ал ăсти Федор Михайлович çăл куçне 1 метр тарăнăш ытларах чавса юман йывăçран ăсталаса пура вырнаçтарчĕ. Хальхи вăхăтра, пĕлтĕрхи çул килсене кашниех тенĕ пекех шыв кĕртнĕ пулин те, Йĕтем çăлĕ хăйĕн пĕлтерĕшне паянхи кун та пачах çухатман-ха, унта илсе пыракан сукмак тап-такăрах. Çĕньял-Шетмĕсем пăрçа яшки пĕçерме, чей вĕретме çăл куçăн çемçе шывне кăмăлласах усă кураççĕ. Хыр кучĕ сăртĕнчен хам çуралнă тăван ялтан аяларахра Ытмар ялĕ енчен вăрăм вар тăсăлса анать. Çĕньялăн тĕп çырмипе пĕрлешнĕ тĕлте 50 метр çÿлерех питĕ вăйлă çăл куç тавралăха хăйĕн асамлă таса шывĕпе иртсе çÿрекенсене тыткăнлать. Анатарах çур çухрăмра Пакшантар çырминче тепĕр çăл куçран хăй вăхăтĕнче Михаил Николаев колхоз электромонтерĕ тăрăшнипе тунă пăрăх тăрăх таса тутлă шыв шăнкăртатса юхса выртать. Ку вырăна хăй пурăннă чухне республикипех палăрма ĕлкĕрнĕ пултаруллă юрăç Галина Шадрина сиплĕ шывпа çăвăнса тасалма тăтăшах çÿретчĕ. Çăл куç патне пыракан çул айккипе вăлах хурăнсем лартса илемлетсе хăварнă. Вĕсем Галина Петровнăна аса илтереççĕ. Палăртма кăмăллă: ку çăл куç патне тахçантанпах, çулталăкĕпех, кашни эрнерех Александр Борисов хăй çуралнă тăван Вăрманкас-Шетмĕрен тап-такăр сукмакпа савăнсах утать, çитсенех хĕвел тухăçнелле пăхса Турра пуç çапса, кĕлĕ вуласа çăл куçăн сивĕ шывĕпе çăвăнса сывлăхне çирĕплетет. Каялла таврăннă чухне шывне те килне пĕрер витре ĕçме кÿрсе килет. Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕн тепĕр юппийĕ Çĕньял-Шетмĕн Пикшик ялĕ çывăхĕнчен, Сартăван ферминчен çÿлерехрен, пуçăнать. Манăн мочей, аттен аслă пиччĕшĕ Александр Ильич, хăйĕн йăмăкĕн Хрестинăн упăшкипе Мефодий Марковпа /вăл ун чухне 4 ялпа «Большевик» колхоз ертÿçи пулнă/ Сартăван фермине йĕркелесе пуçласа янă. Çавна май 60-мĕш çулсенче мочей фермăран çÿлерех, вар вĕçĕнче, ферма ĕçлеме пуçланине палăртса икĕ йăмра лартса хăварнă. Ун çумĕнчи çулпа иртсе пынă вăхăтра ун чухнехи пулса иртнĕ самантсене эпĕ ырăпа аса илетĕп. <...>
Мария РОМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ял-салана аталантарма пулăшаççĕ
«Пуçаруллă бюджет» программа пулăшнипе паянхи кунччен Шупашкар округĕнчи Чăрăшкасси ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе 25 проект пурнăçланнă. Унăн хакĕ — 50 миллион тенкĕ.
— Юлашки çулсенче «Пуçаруллă бюджет» программăпа ялти халăх анлă усă курма пуçларĕ. Малтанах иккĕленÿ пулнă пулсан вăхăт иртнĕçемĕн шанчăклăх ÿсрĕ курăнать. Ара, ĕçсем куç умĕнчех-çке. Пĕрисем теприсенчен тĕслĕх илни куçкĕрет. Ялта ытларах çулсем сараççĕ, шыв башнисене улăштараççĕ, культура учрежденийĕсене çĕнетеççĕ, картишсене тирпей-илем кĕртеççĕ... Тĕслĕхрен, çак программăна хутшăнса 3-4 çултах ял-салана тирпей-илем кĕртме пулать. Паллах, вырăнти халăхран та нумай килет. «Çитес çул мĕн тăвар-ха?» — тесе ыйтакансем те пур. Ку савăнтарать. Пирĕн тăрăхра Чăрăшкассисемпе Энтимĕркассисем — чи хастаррисем. Энтимĕркассинче, сăмахран, 3 проект пурнăçа кĕнĕ: Совет тата Комсомольски урамĕсенче çул сарнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене халалласа мемориал уçнă. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме Николай Кузнецов, Алексей Сквершников, «Строй-центр» организаци нумай тăрăшрĕ. Проект хакĕ 2 миллион ытла тенке кайса ларчĕ. Мемориалта салтак сăн ÿкерчĕкне, вăрçăра пуç хунă тата çĕнтерÿпе таврăннă ентешсен ячĕсене вырнаçтартăмăр. Кашни çыннăн хăйĕн историне, тымарне пĕлмелле тесе шухăшлатăп. Чăрăшкассинче 4 проект шайĕнче çул сарма тата шыв башнине улăштарма май килчĕ. Владимир Николаев тата Валерий Смирнов хастарсене палăртмалла. Проектсем пĕр-пĕринпе хутшăнма, тачă çыхăнса ĕçлеме пулăшаççĕ, — пĕлтерчĕ Чăрăшкасси территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгений Матьянов. Çитес çул «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнма Чăрăшкассисем 7 проект хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче: Чăрăшкасси тата Тăрăн шкулĕсен территорийĕсенче ачасене вылямалли лапам йĕркелесси, Лапракасси, Лепетер, Хырăшкасси тата Энтимĕркасси ялĕсенче шыв башнине улăштарасси, çавăн пекех Тойтерек ялĕнче çул сарасси пур. Проекта пурнăçа кĕртме 22 миллион ытла тенкĕ кирлĕ. Кăçалтан тата «Пуçаруллă бюджет» программăна улшăнусем кĕртнĕ. «Çĕнĕлĕхсем тени яланах асăрхануллă пулма хистет-тĕр, анчах çав хушăрах анлăрах тата пысăкрах ĕçсем тума май парать», — тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Управлени ĕçченĕсем тимлĕ
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ регионти апат-çимĕç, эпизоотика тата фитосанитари хăрушсăрлăхне тимлесе тăрать.
Кăçал пĕтĕмпе 2,5 пин тĕрĕслев йĕркеленĕ, вĕсенчен 27-шĕнче предприятисене çитнĕ. Палăртмалла: паянхи кун контрольпе надзор мероприятийĕсен 99% цифра анлăшĕнче пурнăçланать. Ку контрольпе надзор ĕç-хĕлне надзор обћекчĕпе тÿррĕн çыхăнмасăр тишкерме май парать. Кунта «Меркурий» ФГИС ветеринари тытăмĕ тата чăн мар ăс-хакăл /искусственный интеллект/ тĕп вырăн йышăнать. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене тишкернĕ май чăн мар ăс-хакăл уйăхра 133 пин йăнăш тупнă. Мониторинг ушкăнĕ онлайн мелпе чи анлă сарăлнисене палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа йĕркене пăснă 5 пин тĕслĕхе çирĕплетнĕ, патшалăх инспекторĕсем предприятисене асăрхаттару панă. Кирек епле йĕркесĕрлĕхе те инспекторсем вырăна тухса тĕпчеççĕ, мĕнле явап тыттарасси должноçри çынран килет. Цифровизаци оперативлă мерăсем йышăнма пулăшать. Мониторинг ушкăнĕн оперативлă ĕçне кура кăçал ветеринари докуменчĕсене пăрахăçлама тата 104 тонна хăрушсăр продукцие çаврăнăшран кăларма май килнĕ. Йĕрлев тытăмĕ пулăшнипе продукцие кăлараканран пуçласа туянакан патне епле майпа çитнине курма пулать. Шел, паянхи кун тĕлне социаллă учрежденисене сиенлĕ тата фальсификат продукцисемпе тивĕçтерес хăрушлăх сыхланса юлать. Часчасах социаллă учреждение апат- çимĕçпе тивĕçтерекен конкурсра уйрăм предпринимательсем выляса илеççĕ. Шăпах вĕсем ытти регионсенчен йÿнĕрех продукци кÿрсе килеççĕ, кунта фальсификат пытаннă та. Ку ыйтăва татса парассипе Раççей ял хуçалăх надзор ĕçченĕсем çине тăрсах ĕçлеççĕ. Паян хăрушлăхсăр та пахалăхлă продукципе тивĕçтерекен компанисем пур. Халăхăн сывлăхне упраса хăварас тĕллевпе социаллă апатланăва патшалăх программине кĕртсен авантарах. Унсăр пуçне информаци тытăмĕ пулăшнипе надзор обћекчĕн цифра досйине йĕркеленĕ. Унта кирлĕ информацие вырнаçтарнă. Республика тата муниципалитет влаç органĕсене аукцион ирттернĕ хыççăн социаллă учреждени выльăх-чĕрлĕх продукципе тивĕçтерекенпе контракт çырнă предприяти пирки информаципе тивĕçтермелле. Хыççăн вĕсен ĕç-хĕлне «Меркурий» ФГИС Раççей ял хуçалăх надзорĕн тытăмĕнче йĕрлеме май килĕ. Кăçалхи 9 уйăхра апат-çимĕç мониторингне ирттернĕ май управлени специалисчĕсем 96 проба илнĕ. Ку шутра социаллă учрежденисенчен 5 проба. Тĕрĕслев хыççăн 13-шĕ ыйтнине тивĕçтермен. Регионти эпизоотика лару-тăру ăнăçлăхне те тимлесех тăраççĕ инспекторсем. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕпе пĕрле рейда тухаççĕ, ярмăрккăсемпе пасарсене, выльăх масарĕсене, сунар хуçалăхĕсене, уйрăм сыхлакан çут çанталăк территорийĕсене тишкереççĕ. Сăмахран, кăçал Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар тата Çĕмĕрле округĕсенчи ярмăрккăсенче тĕрĕслев ирттернĕ. Чи анлă сарăлнă йăнăшсенчен çаксене палăртмалла: сутуçăсем выльăх-чĕрлĕх продукцине уçă вырăнта, маркăламасăр, ветеринари докуменчĕсемсĕр сутни. Çакă чир-чĕр тухас тата сарăлас хăрушлăх кăларса тăратать. Йĕркене пăсакансен тĕлĕшпе асăрхаттару çырнă. Çул-йĕр рейдĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцине турттаракан 200 ытла транспорта тĕрĕсленĕ. Тĕслĕхрен, сентябрь уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Узбекистан çынни саккунсăр майпа 200 килограмм аш-пăш турттарнă. Çумра продукци пахалăхне çирĕплетекен нимле документ та пулман. «Меркурий» тытăм пулăшнипе сутуçа шыраса тупма май килнĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас