- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 43 (2931) № 02.11.2022
Уй-хир пушанайман-ха
Йĕпе-сапаллă кĕр уй-хир ĕçĕсене — пахча çимĕç, çĕр улми, çу культурисене пуçтарса кĕртессине — вăраха ячĕ.
Шăмăршă районĕнчи аграрисем типĕ çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Уй-хир пушанайманни, унта юлнă культурăсем çĕр ĕçченĕсене канăç памаççĕ.
— Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç — 30,4 центнер. Çĕр улми лаптăкĕ те пушаннă. Çумăр хыççăнхи типĕ çанталăкпа усă курса аграрисем сойăна — 254, сахăр кăшманне 300 гектар çинчен пуçтарса кĕртме ĕлкĕрчĕç. Хуçалăхсем сахăр кăшманне кÿршĕ региона турттараççĕ. Сойăна вара типĕтсе тата тасатса управа хываççĕ. Куккурус та 50 гектара яхăн юлнă. Чи пысăк лаптăк — хĕвел çаврăнăшĕ. Ăна 1800 гектар çинчен вырса илмелле. Предприятипе фермер хуçалăхĕсем культурăна тĕшĕлĕх туса илеççĕ. Типĕ кунсенче 210 гектар çинчен 410 тонна вырса кĕртрĕç. Сойăпа хĕвел çаврăнăшăн гектарти тухăç — 20 центнера яхăн. Хальхи вăхăтра çанталăк каллех йĕпе-сапа тăнăран техника хире кĕреймест, путать. Ирĕксĕрех çанталăк шăнтасса е типессе кĕтмелле. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Хуракассин хура кунĕ
61 çул каялла Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси халăхĕ калама çук пысăк инкек тÿснĕ. Ялти шкулти пушара пула вут-çулăмра 106 ачапа 4 вĕрентекен кун-çулĕ татăлнă. Вут-çулăма пула 100 яхăн çемье хурлăх тÿснĕ, 7 килйыш пĕр ачасăр тăрса юлнă.
Синкерлĕ кунранпа çур ĕмĕр ытла иртсен те пирĕн чун-чĕре ыратăвĕ çав хăрушă инкек патнех таврăнать, мĕншĕн тесен вăл кашни çемьенех пырса çапнă.
Ĕмĕр тÿрленми сурана палăртаканни — çунса кĕлленнĕ шкул вырăнĕнче уçнă палăк. «Чĕкеçсем. Татăлнă вĕçев» палăка çĕнĕрен хăпартнă халĕ. Ун çумĕнчех — часавай. Чĕрĕллех çунса кайнисене пытарнă тăванла масар вырăнне 110 палăк лартнă. Кашнин çинче — хушамат, ят, хăçан çурални. Вилни вара пурин те пĕр кун — 1961 çул, ноябрĕн 5-мĕшĕ. Çакăнтах хурланакан амăшĕн скульптурине вырнаçтарнă. <...>
Валентина МАКСИМОВА.
♦ ♦ ♦
Тен, ыран килет?..
Олеся Яковлева шăрантаракан «Манăçми салтаксем» юрă социаллă сетьсенче анлă сарăлчĕ. Вăл — Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтаксене халалланăскер. Унăн сăввипе кĕввине Юрий Кашкăр [Петуховº çырнă. Чуна витерекенскер епле çуралнă-ши?
Олеся шăллĕ Денис Курсов кăçалхи май уйăхĕнче Украинăри Красный Лиман хули таврашĕнче неонацистсемпе çапăçса вилнĕ. Çак хуйха чăтса ирттерме ашшĕ-амăшне, аппăшĕпе пиччĕшне, тăванĕсене, паллах, çăмăл мар. Ахальтен мар Олеся кашни кун тенĕ пекех шăллĕ ячĕпе пĕрер сăвă çырать, вĕсене социаллă сетьсенчи хăйĕн страницисене вырнаçтарать. Чăн та, комментари çыракан та нумай, пурте вĕсене куççульпе вуланине пĕлтереççĕ. Вăл юрлакан юрăсене йĕмесĕр итлеме май çук. Чуна тивекен сăмахсем куççуль кăлараççех.
«Шăллăма пытарнă хыççăн унăн ячĕпе юрă çырмаллине каларĕ анне. Вара эпĕ Юрий Петухов патне шăнкăравларăм. Малтанах усал хыпара пĕлтертĕм, кайран — хамăн шухăша. Çапла вара вăл юрă çырса пачĕ. Унăн ячĕ — «Тен, ыран килет». Кайран Типшĕм Сашук юрăçпа çыхăнтăм. Вăл та пĕр-ик каçрах юрă çырчĕ: «Эп пулмасан кам?» ятлă. Кĕвви те хăйĕнех. Кăшт вăхăт иртсессĕн Юрий Кашкăр мана тепĕр юрă çырма пуçланине каларĕ. Астăватăп: ун чухне сĕтел хушшинче лараттăмăр. Телефонпа ярса панă юррăн пĕрремĕш çаврăмĕпе хушса юрламаллине вуласа тухрăм, анчах ăнланаймарăм. Аннене кăтартрăм та вăл кăшкăрса йĕрсе ячĕ. Автора шăнкăравларăм, ăна малалла çырма сĕнтĕм. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас