- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 42 (2830) № 05.11.2020
«Туянакана хывăхпа улталаймăн»
Валентин Павлов аллинчи кĕсье телефонĕ чарăна пĕлмесĕр тенĕн шăнкăртатрĕ. Шăнкăравсене хуравланă май фермер управри çĕр улмине тĕрĕслеме, механизаторсене ĕç хушма та ĕлкĕрчĕ.
Тухăçлă, тупăшлă çĕр улми
Уй-хир пушаннă пулин те фермерăн ларса канма вăхăт çук. Çу каçа тар тăкса çитĕнтернĕ чĕр тавара тупăшлă вырнаçтармалла, сортласа управа хывмалла.
— Çĕр улмипе тырра уй-хиртен пуçтарса кĕртсенех сутма тытăнтăмăр. Хĕл каçа çĕр улми çĕрĕшет, типет, хăй хаклăхĕ те ÿсет. Чĕр тавара вăхăтра вырнаçтарнине нимĕн те çитмĕ. Хальхи вăхăтра шул-тра çĕр улмин пĕр килограмне 14 тенкĕпе сутрăмăр. Хак пире тивĕçтерет: тăкаксене саплаштарма та çитет, тупăшлăх та юлать, — ăнлантарчĕ Вăрнар районĕнчи Кивĕ Сăрьелти Валентин Павлов. — Тин кăна-ха вĕтĕ çĕр улмине крахмал заводне тиесе ятăмăр. Унăн хакне те пĕчĕк тесе калаймăн, пĕр килограмĕ 3-4 тенке ларчĕ. Хуçалăхăн çĕр улмийĕ çулсерен лайăх сутăннă. Кăçал ăна ыйтакан уйрăмах нумай. Республикăра «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкĕсене палăрмаллах чакарнипе, ытти регионта çанталăка пула çĕр улми япăх тухнипе çыхăннă çакă. Пирĕн яланхи клиентсем пур. Вĕсемпе вунă çул ытла тачă çыхăну тытатпăр. Пĕр-пĕрне шанса ĕçленĕрен чĕр таваршăн çуркуннех тÿлесе хуракансем те пур. Кун пек мана та çăмăл, продукцие ăçта вырнаçтарасси пирки пуç ватмалла мар. Чĕр тавар лайăх кайни производство кăлăпăшне ÿстерме хавхалантарать.
Фермер хуçалăхĕн усă куракан çĕрсем 700 гектар ытла, çав шутра «иккĕмĕш çăкăр» 30 гектар йышăннă. Сăмах май, республикăра кăçал 1 млн тоннăна яхăн тырă пуçтарса кĕртнине пăхмасăр «сарă ылтăн» аван сутăнать-мĕн. Вăрнарсем фураж валли пĕр килограмне вăтамран 11 тенкĕпе ăсатнă. Республикăри, ытти регионти кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен пысăк предприятисем вырăнтанах тиесе каяççĕ-мĕн.
— Кăçал çĕр ĕçченĕшĕн тухăçлă, тупăшлă çулталăк. Акса-лартса хăварнине лайăх çитĕнме, вăхăтра пуçтарса кĕртме çанталăк условисем туса пачĕ. Хиртен тырă типĕ кĕнĕрен тăкаксем те чакрĕç. Çанталăка кÿренмелле мар. Ĕçри çитменлĕхшĕн хамăра кăна айăпламалла-тăр, — палăртрĕ фермер.
Хуçалăхра пĕчĕк йышпах курăмлă ĕç тăваççĕ. Ялан тăрăшакансем — пилĕк çын. Пурте 30 çула çитеймен çамрăксем. Яш-кĕрĕме уй-хирте хăватлă техника хуçаланни, вĕсене тивĕçлипе тÿлени илĕртет. Хĕрÿ тапхăрта йыш палăрмаллах ÿсет. Ĕçченсене пулăшма ял çыннисем те килеççĕ. Ĕç-хĕле çăмăллатма, хăвăртлатма фермер çултан-çул техника паркне çĕнетсе пырать. Хака пăхмасăр яланах çĕннине илме тăрăшать. Тăкаксене чакарма аграрисене пулăшма йышăннă тĕрлĕ программă-на хутшăнать. Çĕклеме йывăрлатасран парăма ытлашши кĕмест вăл. Хăйĕн укçи-тенкипе саплаштарса пыма тăрăшать. Кăçал Чăваш Ен ертÿçисем аграрисене хамăр çĕршывра, Беларуçра туса кăларнă техникăна илме кайнă тăкакăн çуррине яхăн саплаштарма йышăнни фермера йывăр тапхăрта алă тăснăн туйăннă. Валентин Николаевич та çăмăллăхпа усă курса культиватор, косилка, сеялка туяннă.
— Вĕсене илме 2 млн тенкĕ ытла тухса кайрĕ. Тăкакăн 40 процентне тавăрма ЧР Ял хуçалăх министерствине документсем тăратрăмăр. Вăхăт нумай та иртмерĕ субсиди куçрĕ. Пысăк аг-рохолдингсемшĕн хисеп тинĕсри тумлам пек кăна-тăр. Пирĕн пек пĕчĕк хуçалăхшăн курăмлă пулăшу. Кашни пусĕ шутра чухне уйрăмах систерет. Çĕр ĕçченĕсене пулăшнăшăн республика ертÿçисене тав тăватăп. Малашне те çакăн пек программăсем йышăнасса кĕтетпĕр. Пире çĕкленме, хавхаланса ĕçлеме вăй-хал хушать. Хальхи вăхăтра хăватлă машина-тракторсăр çĕр ĕçне пурнăçлаймăн. Ялта ĕçлекенсем сахалланса пыраççĕ. Ĕç-хĕле ирĕксĕрех механизацилемелле. Шел, техника та çултан-çул хакланать, туянма йывăрланать. Субсиди пысăк пулăшу кÿрет, — терĕ вăл.
Фермер хуçалăхĕнче çĕнĕрен çĕнĕ производство обћекчĕсем çĕклеççĕ. Юлашки вăхăтра тырă, çĕр улми управĕсем тунă. Акнă-лартнă лаптăксем пысăкланнă, чĕр тавара упрама вырăн çителĕксĕр-мĕн. Çанталăк шăнтсанах çĕнĕ технологипе çĕр улми управĕ тăвасшăн. Никĕсне янă ĕнтĕ.
Пай çĕрĕнчен фермер хуçалăхĕ
Валентин Павлов 1990 çулсенче Хусанти аслă шкултан ветеринари тухтăрне вĕренсе тухнă. Ку тăрăхри «Янгорчино», Суворов ячĕллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе сыватнă. Çав хушăрах 0,50 гектар пай çĕрĕ çинче çĕр улми çитĕнтерме тытăннă. Рынок тапхăрне чăтаймасăр Суворов ячĕллĕ хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Çĕрĕсемпе вăрах вăхăт усă курманран хыт хура пусса илнĕ. Машина- трактор паркĕ, фермăсем пушаннă. Пурлăх тĕппипех арканасран ял халăхĕ Валентин Пав-лова ертÿçĕ пулма темиçе хутчен те ыйтнă. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн килĕшмен вăл.
— Çемçе пукана хапсăнса мар, тар кăларса ĕçлеме пуçлăха лармалла. Юхăннă хуçалăха çĕкле-мешкĕн хамăн укçа-тенке самай хывмаллине аван ăнлантăм. Вăл тапхăрта манăн кивĕ тракторпа 0,50 гектар çĕр кăна пулнă. Вĕсене сутсан та предприятие лачакаран туртса кăлараймăн, парăмсене татаймăн. Ертÿçĕн хуçалăх пуласлăхĕшĕн, ĕçченĕсемшĕн яваплă пулмалла. Çынсен шанăçне тÿрре кăлараймасран хăрарăм пулас, тепле ÿкĕтлесен те килĕшмерĕм. Çав тапхăрта пĕлĕшсенчен ну-майăшĕ хуçалăх лавне туртма хăтланчĕ. Анчах çур çул е çулталăк ĕçлесе пăхнă хыççăн пăрахрĕç. Пултараймасан мĕншĕн пуçлăха сĕкĕнмелле-ши? — чунри вăрттăнлăхне уçрĕ Валентин Николаевич.
Ертÿçĕре тар тăкма килĕшмесен те ĕçсĕр юлман вăл. Çĕр улми çитĕнтерсе сутма тытăннă. Хăйĕн, ашшĕ-амăшĕн пай çĕрĕсемпе те усă курнă. Çĕр улми лаптăкне 2 гектара çитернĕ. 2007 çулта Валентин Павлов фермер хуçалăхĕ уçнă.
— Çĕр ĕçне пурнăçлама техника пулманран малтанах йывăрччĕ. Пĕчĕк тракторпа пурне те ĕлкĕреймĕн. Ирĕксĕрех ыттисен куçĕнчен пăхма, пулăшу ыйтма тиветчĕ. Копалка кăларнă хыççăн çĕр улми пуçтарма çемйипех тухнă. Тăвансем, ял-йыш та пулăшрĕç. Чĕр тавара усламçăсене парса ятăмăр. Çапла ним çукран пур туса майĕпен ĕçлесе кайрăмăр, — каласа пачĕ фермер.
Усă куракан лаптăксем майĕпен 7 гектара çитнĕ. Тин йĕркеленнĕ хуçалăхшăн вăл та çителĕклех пулнă. Укçа-тенке перекетлесе кивĕ трактор, ытти техника туяннă. Фермер тăрăшса ĕçленине кура ял çыннисем хăйсен пай çĕрĕсене ăна сĕннĕ. Уй-хире çум курăк, йывăç-тĕм пусса илме пуçлани вĕсене пăшăрхантарнă.
— Ял халăхне пулăшма тесе пай çĕрĕсене илме килĕшрĕм. Сисмесĕрех пулăхлă çĕр 50 гектара çитрĕ. «Мĕнле сухаласа пĕтермелле-ши?» — тесе пăшăрханма пуçларăм. Унччен пысăк лаптăк çинче ĕçлесе курманни, машина-трактор çителĕксĕрри те хăратрĕ пулас, — аса илчĕ вăл.
«Куç хăрать те, алă тăвать», — тенĕ. Йывăрлăхра ăна алă тăсакансем тупăннă. Вĕсен пулăшăвĕпе хире вăхăтра сухаланă, акнă-лартнă. Ура çине тăнă май машина-трактор паркĕ те пысăклансах пынă. Хальхи вăхăтра унăн 5 трактор, 1 комбайн тата ытти ял хуçалăх техники. Усă куракан çĕр те 735 гектар ытла.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмен
— Республикăра тырă туса илессипе 1 млн тонна патне çывхартăмăр темелле. Çĕр улмипе çак кăтартăва çитес шанăç пур-и? — ыйтрăм фермертан.
— Малашне хак чакмасан хуçалăхсенче çĕр улми лаптăкне каллех пысăклатма тытăнĕç. Чăн та, ку культурăпа ĕçлеме чăрмавлă. Лартма, кăларса пуçтарма техника, çынсем кирлĕ. Çапах унпа пĕчĕк лаптăкранах пысăк тупăш илме май пур. Кăçал гектар пуçне 265 центнер ытла тухрĕ. Хака кура тупăш та самай. Хуçалăхра усă куракан çĕрсен пысăк пайне тырă йышăнать. Çапах пирĕншĕн тĕп продукци — çĕр улми. Ытти культурăпа пусă çаврăнăшне тытса пыратпăр. Шел, юлашки çулсенче çĕр улми хакĕ чакнăран нумайăшĕ ăна туса илме пăрахрĕ. Вăрнар районĕнче вăл 4-5 хуçалăхра кăна юлнă. Ĕлĕкрен çĕр улми «иккĕмĕш çăкăр» вырăнĕнче пулнă. Малашне те унăн пĕлтерĕшĕ улшăнмĕ. Ял хуçалăхĕнчи хак таканари шыв пек вылянса тăрать. Çĕр улми вăхăтлăха йÿнелнĕшĕн унран мĕншĕн хăпмалла? Нумайăшне чĕр тавара сутаймасси хăратать. Пирĕн ку енĕпе йывăрлăх пулман. Иртнĕ çул та ăна 5-8 тенкĕпе /1кг/ вырнаçтарнă. Кăçал икĕ хут ÿсрĕ. Вăрлăхĕ тата хаклăрахпа сутăнать. Яланхи клиентсемпе çыхăнăва татмастпăр, çав хушăрах çĕннисене те шыратпăр. Фермер хуçалăхне «сараппан радиовĕ» урлă та шыраса тупаççĕ. Шанчăклисемпе вăрах вăхăтлăх ĕç килĕшĕвĕсем тума тăрăшатпăр. Çакă пире малашлăха шанса ĕçлеме, рынокра тытăнса тăма пулăшать. Çитес çул лаптăка пысăклатма, 35 гектара çитерме палăртатпăр, — пĕлтерчĕ Валентин Павлов.
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
Èçлекене Турă та вăй-хал парать
Патăрьел тăрăхĕнче юлашки вăхăтра фермерсен хуçалăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. «Агростартап» программа хута кайни хушма хуçалăхсене малалла хăюллăн утма хавхалантарнă темелле. Çав шутра Анат Туçари Алексей Перепелкина та.
Грантпа техника илеççĕ
Патăрьел районĕнчи фермер тата хушма хуçалăхсем севок сухан туса илессипе пуян опыт пухнă. Юлашки вăхăтра культура лаптăкне пысăклатсах пыраççĕ. Севок сухан тупăш илме, ĕçпе тивĕçтерме пулăшать. Çак енĕпе аталаннă хушма хуçалăхсем çине тăрсах фермера куçаççĕ, коопераци тытăмне йĕркелеççĕ.
Перепелкинсем унччен ыттисене кура пай çĕрĕ çинче севок сухан çитĕнтернĕ, сутса хушма тупăш илнĕ. Пурĕ 1 гектар йышăннă вăл. Алексей Петрович хушма хуçалăха аталантарнă май хăй тĕллĕн кăна ĕçленипе çĕкленме, пысăк тупăш, тухăç илме йывăррине ăнланнă. Ял бизнесне йĕркелесе яма вара укçа-тенкĕ те самай кирлĕ. Ăна ăçтан тупмалла? «Агростартап» программа уншăн çăлăнăç вырăнне пулнă.
Алексей Перепелкин çине тăрсах çĕнĕлĕхпе кăсăкланнă. Вăл тăрăшнине кура Патăрьел районĕн администрацийĕн, ЧР «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсем ăна пулăшма тăрăшнă. Пĕрле документсем, пилĕк çуллăх бизнес-план хатĕрленĕ, умри аталану çул-йĕрне сÿтсе явнă. Вĕсен пулăшăвĕ, кăткăс вăхăтра алă тăсни пулас фермера хавхалантарнă, çине тăрсах конкурса хатĕрленнĕ.
Çивĕч тупăшура çĕнтерни, гранта тивĕçни пурне те савăнтарнă. Алексей Перепелкин каланă тăрăх, ăна лав йывăрланни, яваплăх ÿсни те хăратмасть, тăрăшарах ĕçлеме хистет кăна. Патшалăх пулăшăвĕ хушма хуçалăхсене çĕнĕ шая çĕкленме майсем туса панине палăртрĕ вăл. Çĕр ĕçне пурнăçлама техника кирлĕ. Хальхи вăхăтра унсăр ал-урасăр çын пекех. Анчах хаклăскере мĕнпе туянмалла? Ахальтен-им грант укçипе нумайăшĕ ял хуçалăх техники илме тăрăшать. Фермер та патшалăх пулăшăвĕпе «Беларусь» трактор, севок сухан чĕркемелли оборудовани туяннă. Унăн сă-махĕпе, пĕчĕк е пысăк хуçалăх-и, пурнăç уттинчен юлмалла мар, рынока шута илсе ĕçлесе пымалла. Унччен акă севок сухана чĕркемсĕрех сутнă. Халĕ туянакансем виçсе чĕркемленине килĕштереççĕ-мĕн. Оборудовани хаклине пăхмасăр ирĕксĕрех илме тивет. Унсăрăн клиентсене те çухатма пулать. Рынокра конкуренци çивĕч. Кашниех тавара лайăхрах кăтартма, вырнаçтарма тăрăшать. Ĕлĕкхи мелпе текех ĕçлеймĕн.
Хальхи вăхăтра фермерăн усă куракан çĕрсем 10 гектара яхăн. Паха чĕр тавар туса илмешкĕн пусă çаврăнăшне те пăхăнмалла. Алексей Перепелкин кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çĕр улми те туса илме палăртать. Хуçалăх сарăлнă май ĕçлекенсен йышĕ те ÿсмелле.
Пĕрлĕхре — вăй
Уй-хир пушаннă, севок сухана управа хывнă пулин те фермер хуçалăхĕнче ĕç вĕçленмен-ха. Тăпра пахалăхне лайăхлатма лаптăксене йăлтах сухаланă. Халĕ ĕçченсем техника юсаççĕ, çуракине хатĕрленеççĕ. Севок сухана ытти пахча çимĕçпе танлаштарсан маларах, апрельтех, лартаççĕ. Çуркунне типĕ килсен вăл шăтмасан та пултарать. Çавăнпа çак ĕçе юр ирĕлсенех тытăнаççĕ. Вăхăтра, кĕске хушăра пурнăçламашкăн яваплă тапхăра кĕркуннех хатĕрленеççĕ. Ăна Çĕнĕ çулччен вĕçлеме тăрăшаççĕ. Уявсем хыççăн фермер хуçалăхĕнче каллех хĕрÿ тапхăр пуçланать: управри чĕр тавара тепĕр хутчен сортласа сутма тытăнаççĕ. Халĕ те ăна туянас текенсем пур-ха, анчах кĕркунне, хакĕ пĕчĕкрен, тăхтаççĕ. Хĕлле, уйрăмах çур енне, хак палăрмаллах хăпармалла.
Тупăш кĕресси ăна мĕнле вырнаçтарнинчен килет. Чĕр тавара туса илме кăна мар, сутма та пĕлмелле. Патăрьел тăрăхĕнчи ĕçченсене ку тĕлĕшпе ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсем те пулăшаççĕ. Перепелкинсем те унччен çемьепе, тăванĕсемпе вăй хунă. 2019 çулта «Урожай» ял хуçалăх кооперативне кĕнĕ хыççăн лару-тăру улшăннă. Унчченхипе танлаштарсан лав палăрмаллах çăмăлланнă. Çав шутра техника, вăрлăх илессипе те.
Кооператив вунă ытла фермера, хушма хуçалăха пĕрлештерет. Хĕрÿ тапхăрта пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Кооперацире чĕр тавар пахалăхне лайăхлатмашкăн хуçалăхсенче пусă çаврăнăшне пăхăннине, элита вăрлăхпа усă курнине, упранине сăнасах тăраççĕ. Пахалăхсăр чĕр тавара сутма та йывăр çав. Алексей Петрович каланă тăрăх, Патăрьел тăрăхĕнче çитĕнтернĕ чĕр тавар пахалăх, тухăçлăх енĕпе Голландире туса илекеннинчен пĕрре те кая мар. Чăваш Енре те çĕнĕ технологие пăхăнса ĕçлеççĕ. Малашне севок сухан Чăваш Ене те çĕклеме пулăшасса шанас килет. Çакăн патне талпăнаççĕ вĕсем. Рынокра çирĕпленни малашлăха хăюллăн пăхма май парать.
Перепелкинсен виçĕ ача çитĕнет. Ашшĕ-амăшне кура вĕсем те ĕçчен, маттур. Пушă вăхăтра яланах аслисене пулăшма тăрăшаççĕ. Çамрăк ăру унăн ĕçне малалла тăсасса иккĕленмест фермер.
Хушма хуçалăхран фермера куçнă май тăкак, яваплăх ÿснĕ. Ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе пĕрлех налуксем те тÿлемелле-çке. Анчах çакă ăна хăратмасть. Унăн сăмахĕпе, хăв тĕллĕн, вăрттăн ĕçленипе аталанма йывăр. Ачасен пуласлăхĕ пирки те шухăшламаллах. Ĕçлекен çынна вара Турă та вăй-хал парать.
Лариса НИКИТИНА.
Чĕмпĕр хăна-вĕрле пуçтарĕ
Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн йышăнăвĕ тăрăх, çитес çул Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйне Чĕмпĕр облаçĕнче ирттерме палăртнă. Вăл Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин ялĕнче пулать.
Чăваш çырулăхне йĕркеленĕренпе 2021 çулта 150 çул çитет. Ульяновск облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ паллă çак куна анлăн палăртма хатĕрленет. Чир-чĕр кăçалхи пек сарăлмасан Чăваш çырулăхĕн кунне Чĕмпĕрте çитес çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче йĕркелеме палăртнă. Кун пирки октябрĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ «Чĕмпĕр — чăваш литературин сăпки» регионсен хушшинчи чăваш литературин форумĕнче кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ С. Паховский пĕлтернĕ.
Йĕрке тăвакан пур-ши?
Çынна мĕн чухлĕ паратăн, çавăн чухлĕ çитмест. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче пахча çумне пĕр гектара çитерсе çĕр лаптăкĕсем хушса пачĕç. Халăх ĕçлетĕр, хăйне валли пахча çимĕç туса илтĕр, ытлашшине сутса укçаллă пултăр терĕç. Колхозсем аркансан вĕсен çĕрĕсене те илчĕç. Усă куракан çав лаптăксенче тупăш тăвать. Теприн ахалех выртать вăл, унта çум курăк ашкăрать.
Тепĕр тĕслĕхпе те паллаштарас килет вулакана. Урамра пÿрт умĕпе иртме май çук. Карта тытса тултарнă та пĕри унта чечек çитĕнтерет, тепри — йывăç-тĕм, виççĕмĕшĕ вара — кайăк- кĕшĕк. Çиелтен ăна хупланă, хурчкасем чăх-чĕпе тытасран хÿшĕ тунă. Симĕс курăк каяшпа вараланнă. Кил хуçисем хĕл валли аш хатĕрлеççĕ. Ун валли кил хушшинче, пахчара вырăн тупăнман пулас. Урамра вара темĕн тума та юрать иккен. Çитменнине, çăмăл машинине те кил умне лартнă. Çакă çуран çÿрекене чăрмав кÿрет.
Кăçал урам хушшинчи çухрăм çурă çула икĕ уйăх ытла майларĕç. Эрне пуçламăшĕнче автогрейдер ял тавра çаврăнса тухатчĕ те эрнипех çухалатчĕ. Çавна май ĕç тăсăлса кайрĕ. Тепĕр тĕслĕх те чуна ыраттарать. Кивĕ шкул садĕнче кирлĕ-кирлĕ мар йывăç-тĕм ашкăрса кайрĕ. Çын пыр-са кĕмелле мар чăтлăх унта. Çак шăплăха тилĕ иленнĕ, йышне те хушнă. Ялти чăх- чĕпе сĕтĕрет. Никам та шарламасть. Çак тискер чĕр чун тепĕр çĕрте пушă кил картинче пурăнать.
Вĕсем çынсен умнех тухаççĕ, хăрамаççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе урнă чир ертме те пултараççĕ- çке. Пĕр çулхине хуçасăр йытăсене пăшалтан персе çÿрерĕç. Вĕсене тĕкĕнмен пулсан, тен, тилĕ яла иленместчĕ. Халĕ ăна кил-çурт таврашĕнче те курма пулать. Йытă — сăнчăрта. Çавна май ял хушшинче тилĕ ирĕклĕ çÿрет. Кам йĕрке тăвĕ?
Виссарион МАКСИМОВ, Элĕк районĕ,Мăн Ямаш ялĕ.
Проекта улăштарнă
Муркаш районĕн хаçатĕнче мартра «Çул туса укçа тăкнинчен мĕн усси?» ятлă статья пичетленнĕччĕ. Унта чылай ялта вак чул сарса тунă çулсем йăшнине палăртнăччĕ.
Пирĕн Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккăра та çавăн пек. Ялта виçĕ урам. Тĕп урама, Анисимов ячĕпе хисепленсе тăраканскере, пĕр организаци вак чул /гранитăн вĕтетнĕ чулĕ/ сарчĕ. Вăл асфальт сарнă пекех пулчĕ. Тепĕр икĕ урамне — Вăрман тата Афанасьев ячĕпе хисепленекеннине — урăх организаци сарчĕ. Гранитăн вĕтетнĕ чулĕпе мар, кивĕ çуртсен бетон ванчăкĕпе усă курчĕç. Вĕсем битумне те, вак чулне те çителĕксĕр хурса хытарчĕç.
Виçĕ урама та пĕр проектпа тума палăртнăччĕ. Кам сĕннипе ăна улăштарнă-ши? Июль уйăхĕнче районти тĕп строительство организацине шăнкăравланă хыççăн пĕр машина вак чул тиесе килчĕç, тарăнрах путăксене кĕреçепе сапса тухкаларĕç. Юсава çапла вĕçлерĕç.
Афанасьев урамне вара нимĕн те туман.
Иван СТЕПАНОВ, Муркаш районĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас