«Хресчен сасси» 41 (2929) № 19.10.2022

19 Юпа, 2022

Сап-сарă тырăпа тулсан пÿлме…

Муркаш районĕнче кĕр мăнтăрĕпе çĕр ĕçченĕсен кунне уявларĕç.

Муркаш сали сарă-хĕрлĕ чечек ăшне путнă тейĕн. Çĕр ĕçченĕсем «Тухăç кунĕ» уява тĕплĕ хатĕрленнĕ. Район администрацийĕн çурчĕ умĕнче ир-ирех курав ĕçлеме пуçларĕ. Çынсем ял хуçалăх предприятийĕсен, хушма хуçалăхсен продукцийĕпе паллашма, туянма та пултарчĕç. Муркаш, Мăн Сĕнтĕр райповĕсен суту-илÿ, общество апатланăвĕн предприятийĕсем уява хутшăнакансене хапăлласах кĕтсе илчĕç. Лапам илемлĕ тумлă çынсемпе тулма тытăнчĕ. Ял хуçалăх ярмăрккинче те суту-илÿ хĕрсех пычĕ. Районта пурăнакансем улма-çырла, пахча çимĕç, пыл, хунавсем туянчĕç. Паха таварăн хакĕ те тивĕçтерчĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Амăшĕн савăнăçĕ

«Терт-нуша нумай куртăм. Халĕ ырлăхра пурăнатăп. Ачасемпе чăннипех савăнатăп», — терĕ Патăрьел районĕнчи Çăл Атăк ялĕнче пурăнакан Раиса Емельянова.

«Пĕр çăпала яшкашăн…»

Раиса Ивановна асăннă тăрăхри Çĕньялта çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ çĕре вăхăтсăр кĕнĕрен пилĕк пĕртăван хăр тăлăх çитĕннĕ. Раиса çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Вăл ашшĕ-амăшне пачах та астумасть. «Пире аслă аппа Праски пăхса ÿстернĕ. Хăй çиес çăкăрне те пире панă пулĕ. Астăватăп: ăна хĕлле вăрман касма илсе каятчĕç, çулла — çул тума. Вăл килте ларман. Епле тÿснĕ-ши аппа? Тетесем салтакран таврăнсан, çемьеленсен вăл Краснодар хулине тухса кайрĕ. Украин арçыннипе паллашса, çемье çавăрчĕ, унтах пурăнма куçрĕç. Шел, кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Каярахпа унăн çемйипе çыхăну пачах татăлчĕ», — малалла тăсăлать сăмах çиппи. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Тухăç — 1 миллион тонна

Кăçал çĕр ĕçченĕсемшĕн чăннипех тухăçлă çул пулчĕ. Пÿлме тулли тыр-пул кăмăла çĕклет.

Темиçе çул каяллах Чăваш Енре 1 миллион тонна çĕр улми, çавăн чухлех тырă туса илме тĕллев лартнăччĕ. Унччен палăртни пурнăçлайман ĕмĕт пек туйăнатчĕ. «Куç хăрать те, алă тăвать», — тенĕ. Умри тĕллеве пурнăçа кĕртрĕмĕрех. Октябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри аграрисем 1 миллион тонна ытларах тырă пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç 33,8 центнерпа танлашнă /2021 çулта — 19,5 центнер/. Улатăр районĕнчи кăтарту — 49 центнер. Елчĕк /38,4/, Патăрьел /35/, Канаш /35,9/, Куславкка /35,7/, Çĕрпÿ /38,7/ тата чылай районти тухăç чăннипех савăнтарать. Çу культурисен лаптăкĕ 20517 гектар пушаннă. Гектарти вăтам тухăç — 12,2 центнер. — Кăçал эпир рекордлă тухăç пуçтарса кĕртесшĕн. 1992 çулхи рекорд — 1 миллион та 4 пин тонна. Хальхи вăхăт тĕлне 1 миллион тонна ытларах вырса илнĕ, — палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. <...>

Лариса АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


Командировка

Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче вăтам шкул программине тĕрлĕ професси кĕртме тытăнчĕç. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Дмитрий Енилин мана чĕнсе илчĕ те автодело предметне ачасене вĕрентме пуçăнассине пĕлтерчĕ. Эпĕ килĕшрĕм.

Çак çулах декабрьте Беларуçри Барановичи хулинчи пĕр заводран ГАЗ-51 автомашина илсе килме наряд пачĕç. Анчах пĕччен тухса каяймастăп. Манпа пĕрле НВП вĕрентекенне Леонид Сорокина яма пулчĕç. Эпир çула тухма лайăх хатĕрлентĕмĕр: инструментсем, спецовкăсем илтĕмĕр. Çавна май япала самаях пуçтарăнчĕ. Пуйăс çине ларсан Леонид Петрович аслă лейтенант формине тăхăнчĕ. Ăна кура эпĕ те лайăх тумлантăм, галстук çыхрăм. Пирĕн çине çынсем шикленсе пăхма пуçларĕç. <...>

Александр ЛЕОНТЬЕВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.