Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 40 (3080) № 22.10.2025
Ялта чи кирлĕ професси
Республикăри аграрисем чӳк уйăхĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявлĕç.
Продукци туса илекенсене Шупашкарти чи чаплă керменте чыслĕç. Вĕсенчен пĕри — Тăвай округĕнчи Турикас Тушкил ялĕнче пурăнакан Владимир Алексеев механизатор. Унăн ял хуçалăхĕнчи стажĕ — 38 çул. 1983 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Совет çарĕн хĕсметĕнче 2 çул тăнă. Маларах «Шимкусский» совхозра тăрăшнă, 2013 çултанпа — хресченфермер хуçалăхĕнче. Профессие вăл тĕплĕнрех хăйĕнчен аслăрах механизаторсенчен вĕреннĕ, çулсем иртнĕçемĕн ĕçри ăсталăхне ӳстернĕ, хуçалăхăн лайăх специалисчĕ пулса тăнă, ертӳçĕсем хăйĕн умне лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçланă. Хăй каланă тăрăх, ача чухне тĕрлĕ ӳсĕмре летчик, лесник е зоотехник пулма ĕмĕтленнĕ. Çапах та каникулта трактор рулĕ умне ларса çӳрени, хуçалăха çуллен пулăшни унăн чунчĕрине хывăнса юлнă. Шкултан вĕренсе тухсан механизатор специальноçне суйласа илнĕ. Ятарласа вĕреннĕ хыççăн трактористра ĕçленĕ, хăйĕн тивĕçне тăрăшса пурнăçланă. Техникăна хăех лайăх юсать, унпа перекетлĕ усă курать. Çавăнпа ăна ертӳçĕсем хисеплеççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхне продукци туса илме опытлă специалистсем, çав шутра ăста механизаторсем, кирлĕ. Владимир Ильич — вĕсенчен пĕри. — Паянхи çамрăксем темшĕн пĕчĕкрен хура ĕçрен хăраса ӳсеççĕ. Эпир ютшăнман, пачах тепĕр майлă — техника çумне ача чухнех çыпçăннă. Юлашки çулсенче агролабораторисемпе ял хуçалăхĕпе паллаштаракан классенче АПК специальноçĕсене суйласа илме май туса панине ырлатăп. Механизаторăн хура та йывăр ĕçĕнчен хăрамалла мар. Вăл пархатарлă, сумлă, халăха тăрантарать. Ĕлĕк «МТЗ» трактор е комбайн кабинине тусан кĕрсе палкатчĕ. Ку чухнехи модификацинне пач кĕмест. Кабинăра таса, ларкăч çемçе, кондиционер та пур, — тет Владимир Ильич. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна республикăн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе, ЧР Президенчĕн Тав хучĕпе, ытти наградăпа хавхалантарнă. <...>
Юрий СЕРГЕЕВ.
♦ ♦ ♦
Улатăрсем усă курма пĕлнĕ
«Хресчен сассин» иртнĕ номерĕсенче республика вăрманĕнчи йывăçран продукци туса кăларнă предприятисем çинчен вуласа çĕннине пĕлтĕм.
Ыйтăва сӳтсе явма манăн та хутшăнас килет. Улатăр районĕнче 1936 çултанпа — вăрман хуçалăхĕ, 1960 çулсенче — вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕ, каярахпа вăрман комбиначĕ ĕçленĕ. 1949 çулта Первомайски поселокĕнче вăрман комбиначĕ уçнă, пĕренерен хăма çурнă, фанера, ещĕк, пичке-катка, сĕтел-пукан, çуна, алăк-чӳрече, лăсăллă йывăçран витамин çăнăхĕ, ытти продукци туса кăларнă. Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕн цехĕ те Улатăр вăрман хуçалăхне кĕнĕ. 1978 çулта Улатăр тата Первомайски вăрман комбиначĕсем пĕрлешрĕç, 1990 çулсенче уйрăлчĕç. Вĕсенче йывăçран халăха кирлĕ тĕрлĕ продукци нумай хатĕрлетчĕç. Çак ĕçе Улатăр тăрăхĕнче 1917 çулхи революциччен темиçе ĕмĕр маларах пуçарнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче Улатăр урлă та чукун çул хывнă, Сăр тăрăхĕнчи вăрмантан йывăçа унпа çĕршывăн нумай хулине ăсатнă. 1890 çулта хулара хăма çуракан заводсем ĕçлеме тытăннă, 1912 çулта 7 пулнă. Продукци хатĕрлекен комбината 1950-1960 çулсенче механизациленĕ, ĕç условийĕсене лайăхлатнă, çĕнĕ технологипе тавар туса кăларнă. Чулхула облаçĕнчи Кстово районĕнчи Долгая Полянăри канифольпа скипидар тăвакан завода 1934 çулта тунă, унта йывăç Чăваш АССРĕнчен турттарнă, çулталăкра темиçе пин тонна продукци хатĕрленĕ. Завод Чăваш АССРĕн вăрман промышленноçне кĕнĕ. Улатăр вăрманлăхĕн директорĕ Юрий Беляков кăçалхи утă уйăхĕнче çапла каларĕ: «Маншăн йывăçран продукци туса кăларассипе çыхăннă ыйту питĕ çивĕч тăрать. Вăл чылай çул пухăнса пычĕ, ăна татса парассишĕн ĕçлемерĕç. Республикăран ытти региона турттарса кайнă йывăçран вара продукци хатĕрлесесутса тупăш нумай турĕç...» <...>
Владимир АНДРЕЕВ. Улатăр округĕ.
♦ ♦ ♦
Кашнин тирпейлемелле
Ял пурнăçне «Хресчен сассинче» çутатса тăракансенчен пĕри — Элĕк округĕнчи Вениамин Архипов. Вăл кирек хăш ялшăн та пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хускатать.
Уçăлма уя тухрăм кăна — хамăр урамра пурăнакан, 90 çула çывхаракан кинемей тĕл пулчĕ. «Санпа калаçмалли пур-ха», — терĕ. Уйра çӳрекелесен киле таврăнтăм — кинемей пӳрт умĕнчи сак çинче ларать. Ял хыпар-хăнарне пĕлнĕ хыççăн вăл çул урлă ларакан пӳрт умĕнчи, çул хĕрринчи курăка çуласси, çак ĕçе яла канмалли кунсене килекен шоферсене явăçтарасси çинчен шатăртаттарсах каларĕ. «Субботник ирттересси пирки лавкка умне пĕлтерӳ çак», — терĕ. «Хула шоферĕсене итлеттерме йывăр, сан енчи курăка çулма урăх урамран никамах та килес çук», — хуравларăм йăваш сасăпа. Кинемей итлесшĕн те пулмарĕ, «урамра пурăнакансемпе субботник ирттерĕр, малтан пĕлтерӳ çакăр» терĕ. Каллех хирĕçлеме тăрăшрăм та — «санăн шухăшпа, çак ĕçе тумалла мар иккен» тесе ӳпкелеме хăтланчĕ. Ял старости йĕркелемест. Ялта хулари пек ЖКХ çук, курăка триммерпа ватмаççĕ. «Çак ĕçе хăвăрăн, 4 кил хуçалăхĕн, тумалла. Унта 4-5 сотка курăк çеç», — терĕм те киле кĕтĕм. Ку калаçу мана тарăхтарчĕ. Хăйсем хулари хваттерсенче пурăнаççĕ, ялти пӳрт умĕнчи курăка вăхăтра çулмаççĕ. Ял çыннисем вара çак ĕçе влаç каламасăрах тăваççĕ. Çулла курăк урамсенче те ашкăрчĕ, ăна 4-5 хут çулма тиврĕ. 90 çултан иртрĕм — çавапа çулма вăй çитерейместĕп. Кӳршĕ Петя Афанасьева триммерпа икĕ хут çултартăм. Çамрăксен ватăсенчен ырă тĕслĕх илесчĕ. Сăмахран, Алина Андреева хăйĕн килĕ умĕнчине вăхăтра çулать. Ялта пĕрле пурнăçламалли ĕç татах пур. Сăмахран, бульдозер хĕл пуçламăшĕнче юра хырнă чухне çул çинчи вĕтĕ чула та айккине кăларкалать. Иртнĕ çуркунне ăна хамăн пӳрт умĕнчине кăна мар, Афанасьев, Степанов, Ящиков тĕлĕнчине те вырăнне тавăрма пулăшрăм. Анчах çул кукринчине вырăнне курăка вăхăтра çулманнисем куçармарĕç. <...>
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас