Хресчен сасси 40 (3030) № 16.10.2024

16 Юпа, 2024

Хăмла, севок сухан туса илессипе малта

Чăваш Ен аграрийĕсем Мускаври «Тимирязев центрĕнчи» Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркуннерен» 65 медальпе таврăннă.

«Чăваш Ен тăрантарать» стендпа РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин, Правительство Председателĕн çумĕ Дмитрий Патрушев, çĕршывăн ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут паллашнă. Республикăн танлаштармалăх, мăнаçланмалăх пур. 10 çулта продукци производствин калăпăшĕ 2 хут ӳснĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç тухăçĕ те самай хăпарнă. Ытти регионсемпе танлаштарсан Чăваш Ен хăмла, севок сухан туса илессипе, хур ĕрчетессипе малта пырать. Унсăр пуçне республикăра çĕршывра пĕрремĕш хăмла туса илекенсен компетенци центрне уçнă, «симĕс ылтăна» пухса кĕртмелли тата типĕтмелли комбайн туса кăларнă. Мĕн пур хуçалăхра тыр-пулăн, çĕр улмин, пахча çимĕçĕн, хăмлан тухăçĕ ӳснĕ. Стендра 49 ял хуçалăх предприятийĕ хăйĕн продукцине тăратнă. «Чăваш Енре кăçал хамăр сĕтĕн 40 проценчĕпе юр-вар хатĕрлетпĕр, 2030 çул тĕлне вара ку кăтартăва 80 процента çитерме тĕллев лартнă», — палăртнă республика ертӳçи Олег Николаев. «Ылтăн кĕркунне» курав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пахалăхлă ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларнăшăн Чăваш Енри предприятисем 65 медале тивĕçнĕ. Ку шутран — 47 ылтăн, 13 кĕмĕл тата 5 бронза медальсем. Сăмах май, наукăпа тĕпчев проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕшĕн Чăваш патшалăх аграри университетне — 4-шар ылтăнпа кĕмĕл тата 1 бронза медальпе наградăланă. «Агро-Инновацисем» предприяти пĕр «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех куравра икĕ килĕшӳ алă пуснă. Пĕри — Чăваш патшалăх аграри университечĕпе РФ Сăра, салат тата ĕçмелли шывсем туса кăларакансен ассоциацийĕ пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлесси пирки. Ăна тĕпе хурса университетра «Сăра вĕретекенсен шкулĕ» проекта пурнăçа кĕртĕç тата хăмла туса илес тĕлĕшпе вĕрентӳ программисене хатĕрлĕç. Унсăр пуçне республикăн Ял хуçалăх министерствипе «Шанс Трейд» компани хушшинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшӳ çирĕплетнĕ. Пирĕн çĕр ĕçченĕсем вĕсенчен сăтăрçăсемпе кĕрешмелли хими препаратне йӳнĕрехпе туянма пултарĕç. Курав шайĕнче çĕршывăн ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут Раççей Ял хуçалăх министерствин Тав хутне «Слава картофелю — Яльчики» агрофирмăн погрузчик машинистне Андрей Шкапова панă. Ял хуçалăх предприятийĕнче вăл 15 çул вăй хурать. Малтанах Андрей операторта, водительте ĕçленĕ, 2022 çултанпа машинистра тăрăшать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Пире шурă Шупашкар пĕрлештерчĕ»

Çĕрпӳ округĕнчи Эрĕмкасси ялĕнче пурăнакан Василий Егоровичпа Галина Павловна Федоровсемпе паллаштарас килет. Иккĕшĕ те вырăнти «Союз» колхозра вăй хунăскерсем. Василий Егорович тракторпа ĕçленĕ, Галина Павловна фермăра тăрăшнă.

Василий Егорович çак ялта ӳссе çитĕннĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Саранск облаçне çул тытнă. Унта тракторист-механизатор профессине алла илнĕ, 2 çул ĕçленĕ хыççăн 4 çул хĕсметре пулнă. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Шупашкарти темиçе предприятире вăй хунă, унтан тăван яла таврăнма шухăшланă. «Колхоз председателĕ Федор Марков мана çĕнĕ трактор шанса пачĕ, мăшăр валли фермăра ĕç тупăнчĕ. Ун чухне трактористсем хисепре пулнă. Преми памасăр нихăçан та хăварман. Ĕçе юратнă, техникăна пăхса тăнă. Пĕлменнине ватă механизаторсенчен ыйтнă. Мĕн хушнине яланах пурнăçланă. Трактористра 38 çул ĕçлерĕм», — пĕлтерчĕ çемье пуçĕ. Галина Павловна фермăра вăй хунă, çавăн пекех вăл ытти ĕçе те явăçнă. «Ун чухне колхозра ĕç нумай пулнă. Кăнтăрла килти выльăха апат пама чупса килеттĕмĕр. Унта та, кунта та мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши?» — çав çулсене аса илчĕ Галина Павловна. Федоровсем мĕнле паллашни пирки те ыйтса пĕлтĕм. «Пире Шурă Шупашкар, Атăл хĕрри пĕрлештерчĕ», — терĕ çемье пуçĕ йăл! кулса. Кăçал Федоровсем çемье çавăрни 57 çул çитрĕ. «Пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени, каçарма пĕлни çемьене çирĕплетет, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшать. Пурнăçра тĕрлĕрен пулать. Тепĕр чухне хытах каламалли те пулкалать. Ăнланма, каçарма пĕлмелле. Ку таранччен юратсах пурăннă-ха», — теççĕ вĕсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса. Василий Егоровичпа Галина Павловна 3 ывăлпа 2 хĕр ӳстернĕ. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Пĕри — Ульяновск облаçĕнче, теприсем Шупашкар хулинче, Çĕрпӳ тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Федоровсем мăнуксемпе пуян. Паянхи кун вĕсене 12 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та кичемленсе лармаççĕ. Василий Егорович пулă тытма, вăрмана кăмпана çӳреме кăмăллать. Галина Павловна та ĕçсĕр ларма хăнăхман. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Çулсерен иртекен çăмăл атлетсен чупăвне хастар хутшăнать, медальсем те пур унăн. Павловсен 50 сотăй çĕр. Унта тĕрлĕ йывăç-тĕм, пахча çимĕç, улма- çырла çитĕнет, теплица пур. Канмалли кунсенче ачисем килсе пулăшаççĕ. «Ял ватăлса пыни, выльăх-чĕрлĕх усракансем сахалланса пыни кăна кулянтарать. Ялта выльăх-чĕрлĕх усракан сахал. Апатне хатĕрлемелле, пăхмалла. Лавккаран туянаççĕ. Çамрăкĕсем те юлман. Ачасем те ĕçлеме ӳркенеççĕ. Эпир çум курăк та çумланă, тислĕк те тăкнă, утă та тавăрнă. Пире ачаран ĕçе хăнăхтарнă», — теççĕ вĕсем. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Ырă ят пуянлăхран хаклăрах

«Ĕç — пурнăç тыткăчи», — теççĕ халăхра. Чăн та, алă усса ларсан нимĕн те пулмасть. Çакна Элĕк тăрăхĕнчи Чулкаç ялĕнчи Юлия Сергеева лайăх ăнланать, çавăнпа ĕçсĕр пĕр кун та пурăнма пултараймасть. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура. Апла пулин те уншăн ĕçĕ тупăнсах тăрать. Кил-картиш тулли хур-кăвакал усрать.

Юлия Нестеровнăн кун-çул кĕнекине уçса пăхас пулсан малтанхи йĕркесем ачалăхпа çыхăннă. Вăл Юнтапа тата Вăрнар районĕнчи Уйкас Юнтапа шкулĕсенче ăс пухнă. Пионер та пулнă, комсомола та кĕнĕ. — Çуллахи вăхăт ачасемшĕн каникулпа çыхăннă. Ял çыннисемшĕн вара хĕрӳ ĕç тапхăрĕ: хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ, уй-хирти тыр-пула пухса кĕртнĕ, ĕç вĕресе тăнă. Эпир, шкулта вĕренекенсем, каникула урамра вăйăсем выляса ирттермен. Колхоза пулăшнă. Пĕри тепринчен юлман. Аслисемпе танах ĕçленĕ, пите никамăн та хĕретес килмен. Утă хатĕрленĕ вăхăтра алăран кĕреплепе сенĕк татăлман. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем каç енне тĕрлĕ вăйă выляма урама пуçтарăннă. Ăçтан вăй-хал çитернĕ-ши? — калаçăва пуçларĕ Юлия Сергеева. Ĕç ăна пиçĕхтернĕ, пурнăç мĕн иккенне ăнланса илме май панă. Шкулта вĕреннĕ чухне ыттисенчен кая юлман, киле парса янă ĕçсене тĕплĕн хатĕрленнĕ. Урокра учитель ыйтсан сăмах чĕнмесĕр тăман, тивĕçлĕ пĕлӳ илессишĕн ăнтăлнă. Çулсем малаллах шунă. — Çамрăклăх — илемлĕ тапхăр. Хĕр чухне ватăласси пирки шухăшламастпăр, темĕн те туса ĕлкĕрессĕн туйăнать, анчах çут çанталăк саккунĕ пуриншĕн те пĕрех. Акă, халĕ эпĕ утмăл улттăра. Хыçра вара ырă самантсем. Çут тĕнчене тепĕр хут çуралса килес пулсан та ял пурнăçне суйласа илĕттĕм. Чулкаç ферминче дояркăра çирĕм çичĕ çул ĕçлерĕм. Тăван хуçалăх аталанăвĕшĕн вăй-хала шеллемерĕм, — калаçу çăмхине сӳтрĕ Юлия Нестеровна. 1977 çулта Çĕнкас Юнтапаран Чулкаçа качча килсен хуçалăх фермине пырса кĕнĕ. Ăна, çамрăкскере, йывăр ĕç хăратман. Юлия Нестеровна кашни ир ĕнесем патне васканă. Тăватă сехет тĕлне фермăна çитнĕ. Хыççăнах хăйĕн тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама пикеннĕ. Кашни ĕнерен сĕт нумайрах суса илессишĕн тăрăшнă. Çав вăхăтрах килти хуçалăхри ĕç-хĕл пирки те манман. Ĕнене апат лайăх çитерсен сĕтне аван парать тенине тĕпе хурса выльăха апатран татăк тăратман. Алăпа сунă. Кашни дояркăна 18 ĕне çирĕплетсе панă. — Ĕнесене нихăçан та кăшкăрса пăлхатман. Ялан ăшшăн калаçнă. Вĕсем мана ăнланатчĕç. Çакна хамăн ĕç опычĕпе çирĕплететĕп. Выльăхсемпе вăхăт иртнине те сисместĕн. Пурăна киле ĕнесене алăпа сума пăрахрăмăр. Ĕçе ятарлă аппаратпа пурнăçлама тытăнтăмăр. Пытармасăр калатăп: эпĕ выльăхсăр пурнăç илемне курман. Чун темшĕн-çке вĕсем патнех туртăннă, — пĕлтерчĕ кинемей. Хĕрарăм урăх ĕçе куçасси пирки шухăшламан. Коллективра пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнă, умри тĕллеве çăмăллăн пурнăçланă. Ӳсĕмне те тунă. Ĕçре хастарлăхпа палăрнăшăн ырă ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕ Геннадий Иванович скотникре, слесарьте вăй хунă. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне ăнланса, йывăрлăхсене çĕнтерсе çемье ăшшине упраса пынă. Хушма хуçалăхри ĕçсене яланах пĕрле пурнăçланă. Пĕрлехи вăйпа йывăçран çурт туса лартнă, тăватă хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ. Халĕ вĕсем пурте ӳссе çитĕннĕ, пурнăçра хăйсен çул-йĕрне тупнă. Мăнуксем те пур. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест тенĕ пекех ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçе юратса çитĕннĕ. Шел, юратнă çынни халĕ пĕрле çук, темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ. Ачисем вара юратнă амăшне пăрахмаççĕ, канмалли кунсенче килсе çӳреççĕ. <...>

Юрий Корнилов. Элĕк округĕ.

♦   ♦   


Кире спорчĕ вăй-хал парать

Шупашкар икĕ кунлăха кире пуканĕ спорчĕн тĕп хули пулса тăчĕ. Чăваш халăх хаçачĕн «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри 39-мĕш турнира 19 регионтан 300-е яхăн спортсмен, 20 ытла судья хутшăнчĕ, медальсен 150 комплектне выляттарчĕç. Помост çине тĕрлĕ ӳсĕмри пăхаттирсем тухрĕç.

Спорт уявне сумлă хăнасем те хутшăнчĕç, сăмах каларĕç, кашниех спортсменсене ăнăçу сунчĕ. Турнир ырă йăлана тытса пыни, çамрăксене çул уçса пани палăрчĕ. Сăмахран, Куславкка тăрăхĕнчи Максим Егоров кире спорчĕпе 5-мĕш класра туслашнă. Унăн ашшĕ Юрий Валерьянович та çамрăк чухне кире пуканĕ йăтнă, тĕрлĕ турнира хутшăннă. 15 çулти Максим кăçал Раççейри шкул ачисен спартакиадинче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унта вăл спорт хатĕрне 126 хут сулласа çĕкленĕ, 86 хут тĕртнĕ. Çамрăк Питĕрти çар училищине вĕренме кĕресшĕн, çавăнпа спортра çитĕнӳсем туни ăна ĕмĕтне пурнăçлама пулăшасса шанать. Раççейĕн кире спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Максим Егоров «2024 çулхи чи лайăх спортсмен» ята тивĕçрĕ, унăн вĕрентекенĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Краснов — чи лайăх тренер. Йĕпреç округĕнчи Алексей Иванов кире пуканне 13 çулта йăтма пуçланă. Турнира вăл 8-мĕш çул хутшăнать. Вĕсенчен 5-шĕнче çĕнтернĕ, кăçал та малтисен йышĕнче. «Турнир вăя тĕрĕслеме, çӳллĕ шайри ăмăртусене хатĕрленме пулăшать», — тет сăпайлăн. Виктор Медведков — Мускавран. Ăмăртусемпе кăмăллă пулнине пытармарĕ. Нумай çул дзюдопа интересленнĕ хыççăн кире спорчĕпе туслашнă. Çитĕнӳсем те самай унăн. Оренбург облаçĕнчи Сергей Павлов ку турнира хăйĕн вĕренекенĕсемпе килнĕ. Ксения Кузьмичева, сăмахран, Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ.«Хатĕрленӳ çăмăл пулмарĕ, суранланни те сывлăха витĕм кӳчĕ курăнать. Мĕн шухăшлани пурнăçланчĕ. Эпĕ 24 килограмлă кире пуканне 147 хут çĕклерĕм. Йывăр пулчĕ-и? Çук. Ытларах хумханнă», — пĕлтерчĕ хĕр. Сăмах май, унăн йăмăкĕ те çак спортпа интересленет. Камран тĕслĕх илмелли пур-тăр. Владимир облаçĕнчи 71-ри Александр Константинов хăйĕн ӳсĕмĕнче çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ. Кире пуканне 50 çула яхăн йăтать. Студент çулĕсенчех тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Пĕр вăхăт тренерта та тăрăшнă. Ветерансен йышне кĕрсен те спорта пăрахман. Александр Константинов Шупашкарта пĕрремĕш хут мар. «Чăваш Ен – манăн чĕрере», — йăл! кулчĕ вăл. Спорт ветеранĕ пушă вăхăтра сăвă шăрçалать. Вăл — РФ Писательсен союзĕн членĕ. Унăн паянхи кун тĕлне виçĕ кĕнеки кун çути курнă. Вулакансем ăна Александр Судогодский псевдонимпа лайăх пĕлеççĕ. Чулхула облаçĕнчи Наталья Кублицкая турнира 2 çул хутшăнать. Ку спорт тĕсĕпе çурăм шăммине суранланă хыççăн интересленме пуçланă, ура çине тăнă. «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта вăл «Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн спорт мастерĕ» разряда илчĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Борис Глинкинăн вĕренекенĕсем «Хыпар» турнирĕнче кашни çулах лайăх кăтартупа палăраççĕ. Александр Константинов, Александр Павлов, Алексей Иванов, Алексей Петухов тата ыттисем хăйсен виçисенче малти вырăнсене йышăнчĕç. Борис Николаевич хăй те помост çине тухрĕ. Александр Павлов, Александр Константинов, Денис Михайлов, Евгений Сетямин эстафетăра Киров облаçĕн командипе тупăшса çĕнтерчĕç. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.