- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 40 (2928) № 12.10.2022
Комисси тĕрĕсленĕ
Патăрьел районĕнче октябрĕн 4-7-мĕшĕсенче ятарлă комисси фермăсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра епле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ.
Райадминистраци комиссийĕ А. Федоров фермер хуçалăхĕнче те пулнă. Кунта вите урайĕпе маччине улăштарнă, апат пĕлтĕрхинчен чылай ытларах янтăланă. Октябрĕн иккĕмĕш çурринче выльăха витене кĕртме палăртнă. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Виктор Львов, ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Зоя Телегина, чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Петр Ефимов, пушар хăрушсăрлăхĕн надзорĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Андрей Тукмаков витесем ветеринари-санитарин, экологи хутшăнăвĕсен йĕркине еплерех тивĕçтернине тишкернĕ. Çавăн пекех комисси выльăх апачĕ миçе тонна хатĕрленипе, унăн пахалăхĕпе тата ветеринари-санитари хăрушсăрлăхĕпе, фермăсенче ĕçе кĕртнĕ инвестици проекчĕсемпе кăсăкланнă. Кĕтĕве пысăклатас, производствăна ÿстерес, ĕçлеве хÿтĕлес тĕлĕшпе пурнăçлакан мероприятисене те тимлĕх уйăрнă, ĕç условийĕсене лайăхлатассипе, хăрушсăрлăх техникине пăхăнассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вĕрет»
Ку уява çулсеренех çак кун ирттереççĕ, кăçалхипе вара 15-мĕш хут. Праçнике уявлама 1995 çулта Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн тăваттăмĕш конференцийĕнче Пекинра сĕннĕ.
Ял хĕрарăмĕн уявне еплерех ирттермелле-ши? Мĕнле мероприяти йĕркелесен усăллăрах пулĕ. Çакăн пирки республикăри хĕрарăмсемпе канашларăм.
Валентина ВАСТУЛОВА, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри ял старости:
— Ял хĕрарăмĕ — ăста, маттур, пултаруллă çын. Унăн аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вĕрет кунĕпе. Пĕр ĕçе туса пĕтерет те теприне тытать вăл. Тепĕр чухне ларса канма та вăхăт тупаймасть. Унăн отпуск вăхăчĕ те çук, кану кунĕсем те. Эпĕ чылай вăхăт музейра ĕçленĕ май ял хĕрарăмĕсен ĕçĕсене пухса ал ĕç куравне йĕркелĕттĕм. Хальхи вăхăтра ылтăн алăллă çын нумай. Вĕсенчен вĕренмелли чылай. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем ирттернĕ пулăттăм. Тутлă апат-çимĕçпе савăнтаракансене тепĕр ушкăна пухса тупăшăва чĕнĕттĕм. <...>
Валентина МАКСИМОВА ыйтса пĕлнĕ.
♦ ♦ ♦
«Çĕр ĕçченĕсем хăйсен ĕçне юратаççĕ»
«Ылтăн кĕркунне — 2022» агропромышленноç куравĕнче гастрономи фестивалĕ те иртнĕ. Унта 58 регионтан 300 ытла предприяти кÿрсе килнĕ тавара пахалама пултарнă.
Чăваш Енри пĕрлешÿсемпе фермерсем шăрттан, сыр, пылак çимĕç, çу, кăлпасси тата ытти апат-çимĕç илсе кайнă. Курава хутшăнакансене пирĕн продукци питĕ килĕшнĕ. «Ылтăн кĕркунне — 2022» куравран Чăваш Ен делегацийĕ 51 медальпе, çав шутран 41-шĕ ылтăн, таврăннă. Ял территорине аталантармалли проектсемшĕн Чăваш Ен РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев алă пуснă Тав хутне тата медале тивĕçнĕ. Раççей шайĕнче иртнĕ курав туса илнĕ продукцие хаклама çеç мар, тĕрлĕ семинар-канашлăва хутшăнма, ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркелеме, наукăри çĕнĕлĕхсемпе, выльăх ăрачĕсемпе паллашма май панă. Чăваш Ен куравра «Уралхим» тата «ФосАгро-Регион» пĕрлешÿсемпе килĕшÿ тунă хыççăн республикăна минерал удобренийĕ кÿрсе килме палăртнă. «Килĕшÿ завода та, пирĕн аграрисене те аталанма май туса парасса шанатăп», — тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Ял хуçалăх техникин «Агросалон-2022» куравĕнче çĕнĕ техникăна тишкернĕ, трактор-машина туса кăларакан заводсен представителĕсемпе калаçнă. Чăваш Ен комбайнсем туса кăларакан «Ростсельмаш» пĕрлешÿпе килĕшÿ тунă. Республикăра çак предприятин сервис центрĕ пулмалла. Чăваш Енри аграрисем унта техникăна 5% йÿнĕрех туянма пултарĕç малашне. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Лашасене вăрçа ăсатни
— Вăрçăра çынсем çеç мар, лашасем те çапăçнă, çавăнпа вĕсене те унта илсе кайнă, — терĕ пĕррехинче Йăван мучи пире, хăйĕн тавра пухăннă вĕт-шакăра, — хальхи пек астăватăп: хĕвеллĕ кунсем тăратчĕç.
Эпĕ, ялти ытти 15-16 çулсенчи ачасем пекех, кунсерен лашапа ĕçлеттĕм. Утăпа кĕлте турттармалла-и е хире урапапа тислĕк кăлармалла — пур çĕрте те лашасем. Ун чухне ялсенче тракторпа комбайн пулманпа пĕрех. Пĕррехинче бригадир пире, çамрăксене, пурне те лаша витине пыма каларĕ. Эпир çитнĕ çĕре унта çын нумай пухăннăччĕ. Кунтах колхоз председателĕпе бригадир тата районтан килнĕ шакла пуçлă пĕр арçын. Пурте пухăнса çитсен председатель сăмах илчĕ:
— Тăвансем, эпир паян хамăр ялтан ик ăйăра — Тракторпа Самолета — вăрçа ăсататпăр. Çав сăлтава пула пухăнтăмăр.
Çак сăмахсене илтсен пурте тунсăхлă пулса кайрĕç. Кайран витерен картише Тракторпа Самолета çавăтса тухрĕç. Лашасене çывăхри Михайловка станцине ăсатма Трахвин мучи килĕшрĕ. Уйрăлу саманчĕ çывхарса пырать. Çынсем Самолетпа Трактор çине, лашасем вĕсем çине пăхаççĕ. Куçран куççуль шăпăртатать. Лашасем те куççуль кăларчĕç. Эпĕ çакна çав кун пуçласа куртăм. <...>
Александр ИЛЬИН.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас