«Хресчен сасси» 40 (2828) № 21.10.2020

21 Юпа, 2020

Выльăх-чĕрлĕх – тупăш çăл куçĕ

Чăваш Ен ертÿçисем пуçарнипе республикăри ĕне тытакан хушма хуçалăхсене кăçал субсиди парса пулăшма йышăнчĕç. Çак пулăшупа çĕр-çĕр çын усă курчĕ. Вăхăтлă та кирлĕ йышăну ĕнесен хисепне упраса хăварма май пачĕ.

Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăсра килĕрен ĕлĕкрех темиçе ĕне выльăх тытнă. Анчах вăхăт иртнĕ май лару-тăру палăрмаллах улшăннă. Ял пушанса, пурăнакансен йышĕ чакса пынă. Хальхи вăхăтра 152 хушма хуçалăхра 40 ĕне ытларах кăна юлнă. Пĕччен пурăнакан ватăсен ăна усрама вăй çитмест, çамрăк çемьесен вара выльăх-чĕрлĕхпе вăхăта ирттерес килмест. Мĕн тăвăн, ĕне тытма чăрмавлă çав: утă-улăм чылай хатĕрлемелле, ирĕн-каçăн сумалла тата ыт. те.

Ивановсем йывăрлăха пăхмасăр вите-сарай тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк- кĕшĕк ĕрчетеççĕ. Çу кунĕсенче ĕнесем кĕтĕве çÿренĕ. Халĕ вĕсем — пахчари ешĕл курăк çинче. Çулнă хыççăн люцерна самай çитĕнме ĕлкĕрнĕ. Ĕнесем апата килĕштерсех çиеççĕ. Çавна май сĕт те хушăннă.

— Çу кунĕсенче ĕне выльăх йышĕ пиллĕк те пулчĕ. Кĕр енне икĕ ĕнепе пĕр вăкăр хăвартăмăр. Малашне сăвăнаканнисене 4-5-е çитересшĕн-ха. Çывăх вăхăтра пăруламалла. Пăрушкасене кĕтĕве çĕнетме, пысăклатма хăварасшăн. Сĕт хакĕ хăпарса пыни, хушма хуçалăхсене субсиди парса пу-лăшни çакна тума хавхалантарать, — пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Вероника Иванова.

Выльăх-чĕрлĕх патĕнче мăшăрĕ Роберт Георгиевич ытларах ĕçлет. Унччен вăл вырăнти хуçалăхра механизаторта вăрах вăхăт вăй хунă. Предприяти хупăнсан аякка ĕçлеме çÿренĕ. Çемьепе юнашар пулнине, пĕрле тăрăшнине мĕн çиттĕр? Çавăнпа çине тăрсах хушма хуçалăха аталантарма тытăннă. Вĕсем ытлашши продукцие сутса тупăш илеççĕ. Страхлав агентĕнче тăрăшакан мăшăрĕ пушă вăхăт тупăнсанах упăшкине пулăшма васкать.

Вероника Вячеславовна илемлĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетме кăмăллать-мĕн. Картишре мĕнле чăх кăна çук-ши: тĕпекли, «пушмакли»… Пĕри тепринчен илемлĕ. Хĕрарăм каланă тăрăх, вĕсене курсан кăмăл çĕкленет.

Хăнара е урăх çĕрте илемлĕ кайăк-кĕшĕке асăрхасанах çăмартине улăштарма сĕнет. Кайран ăна хушма хуçалăхра ĕрчетет. Çу кунĕсенче чăх-чĕп 100 пуçа яхăн çитет. Ял çыннисем вĕсем патне тĕлĕнтермĕш кайăк-кĕшĕке юриех курма, туянма килеççĕ. Нумай пулмасть акă Вьетнам сысни те туяннă Ивановсем. Каллех ăратлăхне ытараймасăр.

— Пирĕн тăрăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетме условисем çителĕклĕ. Ял пĕвесемпе пуян. Шыв- шурта çăвĕпех хур-кăвакал татăлмасть. Кĕтÿ çÿретме улăх-çаран пур. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те чăрмав çук. Кăçал курăк лайăх çитĕнчĕ. Пирĕн ялта усă курман пахча нумай. Хуçисем сад- пахча юхăнасран, йывăç-тĕм пусса илесрен пире курăка çулма ыйтаççĕ. Кăçал темиçе пахча çулнăран утă самай пулчĕ, — терĕ Роберт Георгиевич. — Унсăр пуçне кăшман, çĕр улми туса илетпĕр. Ывăл тырăпа тивĕçтерет.

Ивановсем ытлашши сĕте патшалăха сутнипе пĕрлех ял çыннисене те параççĕ. Ĕне тытманнисем сиплĕ çимĕçе вĕсенчен туянаççĕ. Хальхи вăхăтра 1 кг сĕт ку тăрăхра 18 тенкĕпе сутăнать. Çу кунĕсенче вăл чылай йÿнĕрех пулнă. Кĕр енне хакланни кăмăла çĕклет. Кун пек тупăш та ÿсет, ĕçлеме те хавхалантарать.

Вĕсем хушма хуçалăхри ĕç-хĕле çăмăллатма, выльăх апачĕ туса илме мотоблок, утă çулмалли, тавăрса типĕтмелли техника туяннă. Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ. Çапах кил хуçи хĕрарăмĕ ирсерен алăпах сума тăрăшать. Кун пек сĕт юлмасть, ĕне чирлемест.

— Ĕнешĕн паракан субсиди сире тиврĕ-и? Укçана ăçта хыврăр? — кăсăклантăм эпĕ.

— Икĕ ĕнешĕн субсиди илтĕмĕр. Хальлĕхе ăна тытман-ха. Строительство ĕçĕсене тума та укçа самай кирлĕ. Субсидие малашне парсан та лайăхчĕ. Пулăшăва кура ытти хушма хуçалăхра та ĕнесем ĕрчетме тытăнĕç. Ялта пурăнса ĕне те тытмасан мĕн тумалла?

Лариса АРСЕНТЬЕВА.


Çĕр туртăмĕ

Иртнĕ çул республикăра «Агростартап» программа хута кайни хушма хуçалăх тытакансене малалла аталанма, çĕкленме çул уçрĕ темелле. Асăннă программăна фермер хуçалăхĕ йĕркелемесĕрех хутшăнма май пурри нумайăшне илĕртет. Ура çинче çирĕп тăракан хушма хуçалăхсем хаваспах çĕнĕлĕхпе усă кураççĕ. Грант вĕсене пурлăхпа техника базине çĕнетме, сарăлма пулăшать.

Грантпа техника паркне çĕнетнĕ

Кăçал та конкурс çивĕч иртнĕ. Комиссие чи пултаруллисене суйласа илме çăмăл тивмен. Республикăри 12 çын пысăк балл пухса «Агростартап» программăпа гранта тивĕçнĕ. Çав шутра улттăшĕ — Патăрьел районĕнчен. Телейлисен йышĕнче Кивĕ Ахпÿртри Игорь Мальцев та пур.

Игорь Юрьевич сăмахĕпе, Патăрьел районĕнче ĕçчен те маттур çынсем пурăнаççĕ. Хушма хуçалăхсенче выльăх- чĕрлĕх йышлă усраççĕ, ÿсен- тăран, пахча çимĕç туса илеççĕ. Çемйи-çемйипе уй-хирте вăй хураççĕ. Ачисене те çĕр ĕçне хăнăхтарса ÿстереççĕ.

Вăл та мĕн пĕчĕкренех çу кунĕсене севок сухан лаптăкĕнче ирттернĕ. Çумланă, кăпкалатнă, кăларнă. Хиртен пуçтарса кĕртсен тасатса сутма михĕсене тултарнă. Патăрьел районĕнче вун-вун çул каяллах çак культурăпа ĕçлеççĕ. Организацисемпе фермер, хушма хуçалăхсенче гектарĕ-гектарĕпе йышăнать вăл. Пурĕ 2 пине яхăн çын севок суханпа тăрăшать. Ку тĕлĕшпе Туçа, Çĕнĕ Ахпÿрт, Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Аслă Арапуç, Патăрьел ял тăрăхĕсенче уйрăмах маттур. Пахча çимĕç çитĕнтерессипе пуян опыт пухнă. Мальцевсен çемйи те ыттисенчен юлман, çине тăрсах суханпа ĕçлеме тытăннă. Вăл тапхăрта ытларах алă вĕççĕн пурнăçланăран çăмăл пулман. Иртен пуçласа каçченех хирте тар тăкнă. Чĕр тавара сутса хушма тупăш илнĕ. Кил хуçисĕр юлнă çемьешĕн укçа-тенкĕ енчен пысăк тĕрев пулнă.

Пурнăç аталаннă, улшăннă май ял хуçалăхне те çĕнĕлĕхсем кĕнĕ. Уй-хирте хăватлă техника хуçаланнă. Севок сухан çитĕнтерекенсем те ĕç-хĕле çăмăллатма машина-тракторпа усă курма тытăннă. Лаптăксем пысăкланнă май унсăр кансĕр. Отрасльте ятарлă техника çителĕксĕррипе хăйсем те оборудованисем — сухан тасатмалли барабан, сортировка — ăсталама пикеннĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕн вăй хураççĕ. «Кулибинсем» кашни ялтах пур темелле. Ăстасен алли витĕр тухнă агрегат ĕç-хĕле палăрмаллах хăвăртлатать, çăмăллатать. Вĕсем районта йĕркелекен ял хуçалăх техникин куравне те хастар хутшăнаççĕ. «Кулибинсем» ĕç-хĕле хакланипе пĕрлех пĕр-пĕринчен вĕренме, ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Технологие аталан-тарассипе пысăк тÿпе хываççĕ. Юлашки тапхăрта Патăрьел районĕнче çĕнĕ технологипе управсем тăвасси палăрмаллах ÿснĕ. Туса илнĕ чĕр тавара çакă çуркуннеччен лайăх упрама, хаклăрахпа сутма май парать.

Мальцевсен те юлашки тапхăрта машинăпа трактор паркĕ самай пуянланнă. Çĕнĕ «Беларусь» трактор, плуг, дискатор, сортировка, ытти техника хушăннă. Игорь Юрьевич пĕлтернĕ тăрăх, нумайăшне грант укçипе илнĕ-мĕн. «Агростартап» программа хута кайни ăна хушма хуçалăхран фермера куçма хавхалантарнă. Вăл конкурса хутшăнма документсем тăратнă. «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсем пулас фермера пилĕк çуллăх бизнес- план хатĕрлесе панă. Вĕсем унăн умри аталану çул-йĕрне уçăмлатнă. Çакă Мальцева ĕçе пĕлсе йĕркелеме, тăкаксене чакарма, малалла çирĕпрех утма пулăшнă.

Конкурсра çĕнтерни, грант илме тивĕçни Игорь Юрьевичшăн пĕлĕтрен телей кайăкĕ вĕçсе аннăнах туйăннă. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт тинех пурнăçа кĕнишĕн савăннă. Çывăх çыннисем те уншăн хĕпĕртенĕ, ăна пулăшма тăрăшнă.

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Игорь Мальцев шкултан вĕренсе тухсан ытти çамрăк пек хулана туртăнман. Тăван тăрăхрах тымар янă, çемьеленнĕ. Çартан таврăннă каччă ĕç шыраса тĕнче тăрăх касса çÿремен, çине тăрсах севок суханпа ĕçлеме тытăннă. Çĕр ĕçне юратни те ялтах юлма хавхалантарнă. Техника, алă вăйĕ, опыт çителĕксĕртен малтанхи тапхăрта культурăна пĕчĕкрех лаптăкра çитĕнтернĕ. Вăхăт иртнĕ май анана пысăклатнă. Çемйи, тăванĕсем пулăшса пыни, шанни те ăна малалла утма хавхалантарнă.

Вунă çул ытла ĕнтĕ Игорь Юрьевич ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсса севок сухан çитĕнтерет. Çак тапхăрта ку ĕçе лайăх вĕренсе çитнĕ. Виçĕ хĕрĕ те аслисенчен юлмаççĕ, пушă вăхăтра пĕрле вăй хураççĕ. Вĕсем йывăрлăхран хăраманни, ĕçчен ÿсни ашшĕ-амăшне савăнтарать. Тен, пĕри е тепри фермер ĕçне малалла тăсĕ-и?

Мальцевсен кăçал севок сухан 3 гектар йышăннă. Ăна тахçанах пуçтарса кĕртнĕ. Халĕ культурăна тасатса, сортласа управа хывма хатĕрлеççĕ. Фермер каланă тăрăх, ăна çур енне сутма тытăнаççĕ. Малашне культура лаптăкне 5 гектара çитерессине те палăртрĕ вăл. Çавна май 70 тонна вырнаçмалăх çĕнĕ управ тунă. Производство пысăклансах пырать, апла çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркеленĕç.

Патшалăх пулăшăвĕ ăна çĕкленсе аталанма вăй-хăват хушнă тейĕн. Ара, хăватлă техника пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ вăл. Анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмав кÿнĕ. Техника пулсан малашне ĕçлеме çăмăлланĕ, палăртнине иккĕленмесĕр пурнăçа кĕртме пулать. Фермер хуçалăхĕ йĕркелени патшалăх аграрисене кÿрекен ытти çăмăллăхпа усă курма май парать. «Агростартап» программа ял бизнесне аталантарас, ĕçлес шухăшлă çынсене умри сукмака такăрлатма, çĕкленме пулăшнине палăртрĕ Игорь Юрьевич. Ура çине тин тăракан фермерсемшĕн ял хуçалăх техники туянма çăмăл мар. Хаксем ÿссе пыни те укçа-тенкĕ тĕлĕшпе йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Çĕр ĕçĕнче вара техникăсăр алăсăр- урасăр çын пекех. Кăткăс тапхăрта патшалăх алă тăсни вĕсемшĕн чăннипех курăмлă пулăшу.

Игорь Юрьевич сăмахĕпе Кивĕ Ахпÿрт пĕчĕк ял пулсан та унăн чĕри «пысăк». Чăннипех кунта ĕçчен те маттур çынсем пурăнаççĕ. Пĕринчен тепри хастар. Тăван тăрăха, пулăхлă çĕрсене юхăнма памаççĕ. Акаççĕ-сухалаççĕ, тупăш илеççĕ, аталанаççĕ.

Лариса НИКИТИНА.


Сап-сарă тырăпа тулсан пÿлме, ларатпăр ял-йышпа кĕрекене

Эрнекун Чăваш Енри ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем уява пуçтарăнаççĕ. Паллă саманта ĕçченсем мĕнле кăмăлпа кĕтсе илеççĕ-ха?

Виктор ЛЬВОВ, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи:

— Кăçалхи çанталăк çĕр ĕçченĕсем майлă пулчĕ тесен те йăнăш мар. Тыр-пул тухăçĕ çĕр çыннин кăмăлне çĕклет, эпир ăна гектартан вăтамран 35 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Паллах, çĕр улми тухăçĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пĕчĕкрех, кашни гектартан 180-190 центнер тухрĕ. Кăçал унăн хакĕ аван, халĕ 12-13 тенкĕпе /1кг/ сутăнать. Кун пек хак вунă çулта пĕрре пулать. Пирĕн тăрăхра çулла 40 кун çумăр пулмарĕ. Çавна май «иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçĕ чакрĕ. Çавăн пекех сахăр кăшманĕн те. Унăн та хакĕ аван. Халĕ уй-хирте çак культура çеç юлнă. Ăна ытларах «Исток» хуçалăх çитĕнтерет.

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне районта ноябрĕн 6-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Пысăк кăтартусемпе, тулли кăмăлпа кĕтсе илетпĕр ăна. Эппин, савăнма та, юрлама-ташлама та аван.

Виталий СЕМЕНОВ, Муркаш районĕнчи Андреев ячĕллĕ хуçалăх ертÿçи:

— Кăçал аграрисемшĕн чăннипех ăнăçлă çулталăк. Пысăк тухăç илме, ăна вăхăтра пуçтарса кĕртме çанталăк лайăх условисем туса пачĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем гектар пуçне 30 центнер ытла тухрĕç. Вырмана августрах вĕçлерĕмĕр. Механизаторсем, водительсем тăрăшса, хавхаланса ĕçлерĕç. Типĕ кунсенче вырса çапнă пулин те хиртен кĕнине йăлтах типĕтсе тасатнă, управа хывнă. Кун пек чĕр тавар пăсăлмасть, шанчăклă.

Тыррăн пĕр пайне сутнă, ытти — управра. Кăçал республикăра тырă нумай тухнине пăхмасăр вăл лайăх сутăнать, 1 кг 11 тенкĕ ытла. Эпир мĕн палăртнине йăлтах сутнă. Ыттине вара Çĕнĕ çул хыççăн ăсатăпăр. Пысăк тухăç, тупăш малашлăха шанса ĕçлеме хавхалантарать. Эпир нумаях пулмасть виçĕ МТЗ-82 трактор, çав шутра пĕрне погрузчикпа, туянтăмăр. Унсăр пуçне ÿсен-тăрана чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхлама çĕнĕ йышши пĕрĕхтеркĕч те илтĕмĕр. Республика программине кĕнĕ май вĕсене туянма кайнă тăкаксен 40 процентне тавăрма документсем тăратрăмăр.

Ĕмĕтсем çитсе пынă май уява та хаваслă кăмăлпа кĕтсе илетпĕр. Хуçалăхра вăй хуракансене те уяв йĕркелесе парасшăн. Уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа вĕсене укçан преми парса хавхалантартăмăр.

Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН, Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирма ертÿçи:

— Уй-хирте тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç ăнса пулнишĕн чун савăнать. Çĕр улми кăна 23 пин тонна ытларах кăларса пуçтартăмăр. Гектар пуçне 340 центнер тухрĕ. Ăна управа хывнипе пĕрлех сутатпăр. Чăваш Енре туса илнĕ «иккĕмĕш çăкăр» Çĕпĕре, Хусана, ытти çĕре 1 кг 14 тенкĕпе ăсанать. Хак тăкака саплаштарма та, тупăш илме те юлать. Тырă та пÿлмене 10 пин тонна ытла кĕчĕ. Гектарти вăтам тухăç — 40 центнер ытла. Вăл та хаклăпа сутăнать. Унсăр пуçне пахча çимĕç 4400 тонна туса илтĕмĕр. Кĕскен каласан, çу каçа тар тăкни сая каймарĕ, управсем чĕр таварпа лăках тулчĕç.

Пысăк тухăçа, хаксене кура ĕç çыннисен шалăвне те 20 процент хăпартса патăмăр. Çĕр çинче вăй хураканăн тивĕçлĕ шалу илмелле.

Владимир ВАРЛАМОВ, Элĕк районĕнчи Йăранар ялĕнчи фермер:

— Пирĕн тăрăхра вара кăçал çумăр ытлашшипех çурĕ. Те çавна пула купăста тухăçĕ япăхрах, гектартан вăтамран 150 центнер. Маларах ăна ытларах лартаканччĕ. Кăçал лаптăка чакартăм, мĕншĕн тесен çак культурăна ыттисем те кăмăллама пуçларĕç, пурте купăста лартаççĕ. Çавна пула хак чакрĕ. Хальхи вăхăтра вăл 3-4 тенкĕпе /1 кг/ сутăнать. Эпĕ çавăн пекех çĕр улми те лартса çитĕнтеретĕп. Унăн тухăçĕ те кăçал япăхрах. Ăна управа хунă, çуркунне сутасшăн. Çапах кăмăл-туйăм питех хуçăлман. Купăстана хиртен пухса кĕртсен савăнма та юрать.

Валентина ПЕТРОВĂПА Лариса НИКИТИНА ыйтса пĕлнĕ.


Лартайса ÿстертĕм шурă хурăн…

Патшалăх ĕçне тăвакан тÿре-шарапа çĕр пирки татса памалли ыйту виçĕ çула тăсăлчĕ.

Пирĕн пÿрт умĕнче çул урлă — тарăн çырма. Унта эпĕ ачалăха ирттернĕ. Хĕллехи вăхăтра çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăннă, шыв сапса, пăрлантарса тăвайкки тунă. Сахал мар çăм атă, тумтир çĕтнĕ. Пурăна киле пысăк пĕве пĕвелерĕç. Хĕллехи вăхăтра унта ачасем конькипе ярăннă, хоккейла вылянă.

Пĕве çурхи шывпа виçĕ хутчен татăлчĕ. Çĕнĕрен пĕвелеме хăватлă тракторсем пулмарĕç. Ăна картланă май тăпрана пирĕн енчи çыран хĕрринчен илчĕç. Тарăн сакăлта пулса юлчĕ. Пĕве шывпа тулсан хум çыран хĕррине çапнăран вăл йăшрĕ. Ăна хÿтĕлеме çĕр ытла йывăç-тĕм лартрăм. Шыв хумĕ икĕ йĕрке йывăçа пĕтерчĕ. Выльăх-чĕрлĕх хунавсене сăтăр тăвасран çÿллех мар карта тытрăм. Йывăçсем çитĕннĕ май пушăрах вырăна нÿхреп чаврăм. Унта хуралтă тавраш лартмарăм. Çиеле тимĕр-бетон хутăшĕпе хупларăм. Кĕрсе тухма шăтăк хăвартăм.

Вырăнти ял тăрăхĕн ĕçченĕсем çырма хĕрринчи çуртсене, картасене шута илнĕ. Çак ĕç пирки кил хуçисене асăрхаттарман. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Элĕк районĕнчи Росреестр филиалĕнчен ман пата çыру килчĕ. «Эсир çĕрпе саккуна пăсса усă куратăр, тĕрĕслевпе пыратпăр», — тесе çырнă унта. Хăçан пырассине пĕлтернĕ.

Чăн та, каланă вăхăта тĕрĕслевпе çитрĕç. «Нÿхреп вырăнне тата йывăç лартнă çĕр лаптăкне харпăрлăха куçаратăр е пăсатăр?» — кăсăкланчĕç вĕсем. Нÿхрепе пăсса, çĕре тикĕслеме хушса хăварчĕç. Тепĕр виçĕ уйăхран тĕрĕслевпе килме шантарчĕç.

Виçĕ уйăх мар, çур çул та иртрĕ унтанпа. Хайхискерсем кĕр енне тепре килчĕç. Вăхăтра çитейменшĕн каçару ыйтрĕç. «Ку картине пăсмасан та юрĕ. Ăна йывăçсене сыхлама лартнă. Çавăн пекех çырана хÿтĕлеме юлтăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхне депутатсен пухăвĕнче тивĕçлĕ йышăну кăларма хушса хăварăп», — терĕ çĕр енĕпе ĕçлекен.

Çакăнпа ĕç вĕçленчĕ тесе лăпланса пурăнтăм. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тивĕçлĕ йышăну кăларни çинчен ыйтса пĕлме те шухăшламан. Депутатсене пухса пĕвесене хÿтĕлес енĕпе хушу кăлармалла пулнă, анчах ăна пурнăçламан. Ял тăрăхĕн пуçлăхне те улăштарчĕç унтанпа. Элĕк районĕнчи Росреестрăн икĕ ĕçченĕ те улшăнчĕ. Вĕсем хыççăн виççĕмĕш спе-циалист, хĕрарăм, ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕр вăхăт лăпкă пурăнтăм. Ман пата каллех Росреестртан çыру килчĕ. «Çĕр участокĕпе саккуна пăсса усă куратăр. Сирĕн пата тĕрĕслеме пыратпăр, çав вăхăтра килте пулăр», — тесе палăртнă.

Çав куна кĕтсе илтĕм. Йывăç лартнă лаптăка, çавăн пекех гараж умĕнчи чечексем ешерекен вырăна пахча çумне хушса парасшăн пулчĕç. Гараж вырăнĕнче мучисен пÿрчĕ пулнă. Ун умĕнче вара карта пурччĕ. Эпĕ тепĕр енне çĕнĕ çурт лартрăм. Мучисен çурчĕ вырăнне гараж купаларăм, умне карта ты-трăм. Ман пата тĕрĕслевçĕсем вирхĕнсе пырса кĕчĕç. Урам енчи карта таврашне мансăрах виçнĕ. «Унсăр пуçне пахча виçине шута илмелле», — терĕç. Манăн çĕр хучĕсене пăхса тухрĕç. Çĕр лаптăкĕ-сене 1996 çултах харпăрлăха куçарнă. Пĕр гектар çĕрпе яланлăхах усă курма кĕнеке çине çаврака пичет çапнă. «Ĕлĕк çĕр лаптăкне рулеткăпа виçнĕ. Хăшне- пĕрне çур литрла ытларах виçсе панă, теприне — пĕчĕкрех. Çавăнпа та çĕнĕрен виçмелле!» — терĕ специалист. «Анкарти çĕрĕпе 40 çул ытла усă куратпăр. Çак вăхăтра пахчана вунă хутчен те виçнĕ. Нихăш еннелле те сарăлман, тăсăлман», — тетĕп. «Çырма хĕрринчи, çавăн пекех гараж умĕнчи картасене пăсса, сăн ÿкерсе пыратăр тăк — штрафран çăлăнатăр», — терĕ вăл хытарса.

Çак ĕçсене пурнăçлама икĕ эрне вăхăт пачĕ. Эпĕ малтан килнĕ специалист сĕнĕвне — çырма хĕрринчи картана пăсмасан та юрать тенине — аса илтертĕм ăна. Ял тăрăхĕнчен кирлĕ хутсем илсе пымаллине каларĕ вăл. Анчах ял тăрăхĕ пĕве хĕррине сыхлас тĕлĕшпе нимĕнле йышăну та туманни-не кура мана кирлĕ хутсем çырса памарĕç. Ытти ĕçе пурнăçласан района кайрăм. Хушнă ĕçсене кăтартрăм, специалист мана хушу çырса пачĕ. Унтан çĕр виçекен патне ячĕ.

Прокуратурăна кĕрсе хамăн нуша пирки каласа пама шут тытрăм. «Вĕсемпе вăрçăнса çитереймĕн, тăкаксем пысăк. Судпа аппаланиччен сирĕн çураçма тивет. Çĕр саккунĕсем кашни кунах улшăнса тăраççĕ, вĕçне-хĕрне тухса çитме çук», — сĕнчĕ район прокурорĕн пулăшуçи. Ирĕксĕрех манăн çĕр виçекен патне утмалла пулчĕ. Ĕмĕрлĕхе усă курма панă çĕр лаптăкне тепĕр хут виçтерсе тăккаланма тиврĕ.

Ун патне кĕрсе виçĕ заявлени çыртăм. Пĕрремĕш хут çĕр илсе çĕнĕ вырăна уйрăлса тухнăнах туйрăм хама. Хаçата пĕлтерÿ панăшăн 1600 тенкĕ тÿлерĕм. Çĕр лаптăкне виçме — 5500 тенкĕ. Пурĕ 7100 тенкĕ хăйпăтса илчĕç. Ман пек карта тытса йывăç лартакансем татах та пур, урам тăршшĕпех. Вĕсене ирĕк мĕнле панă-ши?

Элĕкри бизнес-инкубатортан çĕр виçекен килчĕ. «Сирĕн çĕр виçнĕ паллăсем çук, — терĕ вăл. — Çитменнине, çĕр лаптăкĕсем кÿршĕннипе пĕрле хуплашăнса выртнă /наложение/. Спутник виçипе çапла кăтартать».

Пахчана виçсен çирĕм сакăр тăваткал метр ытлашши тухрĕ. Çакăншăн манăн тепĕр хут тăккаланмалла. Пурăна киле мĕн шухăшласа тупаççĕ-ши? Пахча хыçĕнче 15-20 çул усă курман 100-шер гектар çĕр выртать. Çурт умĕнчи, çул урлă йывăç лартса çитĕнтернĕ картана пăсма хушса хăварчĕç. Пăсрăм. Коронавирус чирне пула тĕрĕслев тепĕр çулталăка тăсăлчĕ. Росреестртан тĕрĕслевпе тепĕр хут килчĕ хайхи хĕрарăм. «Эпĕ хушнă ĕçсене пурнăçланă», — терĕ вăл. Йышăну çине алă пустарса пĕр хутне мана тыттарчĕ. «Карта тытса йывăç ÿстертĕм. Халĕ ăна касăр, усă курăр, — терĕм хăрамасăр. — Çырма хĕрринчи вĕлтрен, пиçен тата ытти çум курăка эпĕ текех тасатмастăп, ял тăрăхĕ çултăр, тирпейлетĕр. Текех унта чечек çитĕнмĕ».

Виссарион МАКСИМОВ, Элĕк районĕ, Мăн Ямаш ялĕ.


Паллă çар пуçĕсемпе курнăçнă

Виктор Сорокин 1901 çулта Октябрьски районĕнчи Кивĕ Тукай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн 17 çулти çамрăк хут пĕлменлĕхе пĕтермелли курсра вĕреннĕ. Каярахпа вăл почтальонра тăрăшнă, çывăхри пилĕк яла хаçат- журналпа тивĕçтернĕ.

1927 çулта Виктор Яковлевич пĕр ял хĕрĕпе Екатерина Ивановнăпа çемье çавăрнă, Чĕнер, Ураково ялĕсенче хут пĕлменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе тăрăшнă. Унтан Çичĕпÿртри тата Кивĕ Тутайкассинчи пуçламăш шкулсенче вĕрентекенре ĕçленĕ. Пĕлĕвне малалла аталантарас тĕлĕшпе куçăн мар майпа Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн Чураш тата Туппай Ĕсмĕл ялĕсенчи пуçламăш шкулсен ертÿçинче тăрăшнă. Шел те, çамрăкăн шухăш-ĕмĕтне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. 1942 çулта Виктор Сорокин çар ретне тăнă. Çапăçу хирне вăл хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Вăрçа ăна ял-йышпа пĕрлех мăшăрĕ тата пилĕк ачи ăсатнă.

Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнчи саппасри пунктра кĕçĕн командирсене васкавлă вĕрентсе хатĕрлемелли курсра вĕреннĕ, сержант званине илнĕ. Çапла вара вĕсен чаçĕ Сталинград çапăçăвне кĕнĕ. Асăннă хулана ирĕке кăларас тĕлĕшпе пынă çапăçусенче Виктор Яковлевич Георгий Жуков, Александр Василевский çар пуçĕсемпе курнăçнă.

Нимĕç самолечĕсем Сталинград çине кунне темиçе хут та бомба пăрахнă. Çĕр çийĕн вут çуннă, асăннă хулана ирĕке кăларас тесе совет салтакĕсем тăшманпа вирлĕ çапăçнă. Çавна май Виктор Сорокин сержанта темиçе хутчен те награда парса чысланă. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл йывăр аманнă, Саратоври çар госпиталĕнче 1943 çулхи май уйăхĕчченех сипленнĕ.

Вăрçăран таврăннă хыççăн Виктор Яковлевич вĕрентекенре тăрăшнă. Çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе те чылай ĕçленĕ.

Альберт КОЛЬЦОВ, Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.