Хресчен сасси 39 (2978) № 04.10.2024

4 Юпа, 2023

Халăхран туянакан сĕт хакĕ ÿсет

Чăваш Енре халăхран туянакан сĕт хакĕ 18 тенкĕпе танлашать. Çав хушăра Элĕк, Канаш, Муркаш округĕсенче сĕт пуçтаракансем чĕр тавара 20-23 тенкĕпе йышăнаççĕ. Хĕрлĕ Чутайпа Шăмăршă округĕсенче хаксем йÿнĕрех — 15-16 тенкĕ çеç.

«Нумай» сĕт тапхăрĕ вĕçленсе пынă хыççăн сĕт хакĕ хăпарнишĕн ял çынни хытах хĕпĕртет. Хресчен ĕçне хаклани ăна малалла ĕçлеме хистет, хавхалантарать. Атăлçи тăрăхĕнчи ытти регионта та хаксем йĕркеленме пуçланă. Пенза облаçĕнче, акă тĕслĕхрен, чĕр тавара пуçтаракансем пĕр литр сĕтшĕн вăтамран 16,5 тенкĕ кăларса параççĕ, Саратов облаçĕнче — 17 тенкĕ, Мари Элпа Тутар республикисенче — 18-19 тенкĕ. Ытти регионта харпăр хăй хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакĕн мониторингне шел пулин те ирттермеççĕ. Çуркунне-çулла Раççейĕпех сĕт йÿнелнĕ. Кунта тĕрлĕ сăлтав витĕм кÿнĕ: санкцисене пула экспорт калăпăшĕ тăруках чакни, сĕт индустрийĕнче тавар ытлашшипех пулни, çынсем сĕт юр-варне сахалрах туянни. Çу пуçламăшĕнче, сăмахран, чĕр тавар хакĕ 13 тенкĕпе танлашнă. Енчен те пысăк предприятисем çак тапхăра çăмăллăнах ирттерсе янă пулсан хушма хуçалăх ертÿçисене йывăртарах пулнă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх, пĕчĕк хаксен тăкакне патшалăх субсидисемпе саплаштарма пултарать. Федераци бюджетĕнчен ĕне тытма 5 пин те 500 тенкĕрен пуçласа 7 пин те 500 тенкĕ таран уйăрса параççĕ. Республикăран килекен субсидипе усă курас пулсан виçĕ пуç ĕне туянма 70-шер пин тенкĕ таран уйăраççĕ. Тĕп условисенчен пĕри — хушма хуçалăх тытса пыраканăн хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленмелле. Кăçал çак мелпе 450 çын усă курнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Врач пулмах çуралнă

«Çын телейĕпе телейлĕ пулни — сывату ĕçне суйлаканăн чăн-чăн телейĕ», — тенĕ Гиппократ — авалхи грексен сиплевçи, философĕ тата тухтăрĕ.

Çак сăмахсен чăнлăхĕ çынсен сывлăхĕшĕн ырми-канми кĕрешекенсемшĕн тÿрре килет. Медицинăра ăс-хакăлне, чун ăшшине, вăйхалне пĕр шеллемесĕр валеçекен тĕлĕнмелле çыннăм çинчен манăн сăмахăм. Ку вăл — Владислав Данилов. Ĕçлекен çыншăн малти вырăнта мĕн пулмалла-ши? Паллах, хăйĕн ĕçне юратни, ăна тулли кăмăлпа пурнăçлани. Пурнăçне чун туртакан ĕçпе çыхăнтарнă çыншăн кун иртни те сисĕнмест, кăмăл-туйăмĕ те унăн хаваслă, çĕкленÿллĕ. Халăхпа ĕçлеме тивет пулсан вара çакă чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. «Юратнă ĕç кăмăла çĕклет, çитĕнÿсем тума хавхалантарать», — тет Муркаш округĕн тĕп больницинче ĕçлекен хирург тухтăр В.Данилов. Çапла пулмасăр, ĕç енне чун выртсан, унта кашни кун савăнăç туйăмĕпе утсан пурăнма та хавас, кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕ. Вăрманлă, улăх-çаранлă, шăнкăр-шăнкăр çăл куçĕсемпе илемлĕ Муркаш округĕн Мăн Токшик ялĕнче 1953 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Вĕсен ялĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе, илемлĕ килçуртпа, çамрăксем спорта тата юрра-ташша юратнипе палăрса тăнă. — Пирĕн ял чăннипех те илемлĕ, — хавхаланса каласа парать хăй çуралса ÿснĕ тăрăх пирки сăмах хускатсан тухтăр. — Çулла килсе курасчĕ сирĕн пирĕн пата! Шăпчăксем юррипе кĕтсе илеççĕ те çаплах, юрăпах, ăсатса яраççĕ. Çыннисем епле маттур тата! Ĕç тесен нихăçан та ÿркенмест, ывăнма пĕлмест ял халăхĕ. Ытти хăш-пĕр çĕрте халăхăн ĕлĕкхи ырă йăли-йĕрки манăçса пырать пулсан пирĕн патра пĕр-пĕрне пысăк ĕç тума пулăшасси халĕ те хисепре. Мухтанатăп тăван ялăмпа, хам çакăнтан пурнăç çулĕ çине тухнăшăн чунтан савăнатăп. Вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Владислав пĕр çулталăк Шупашкарти «Чувашкабель» заводра слесарьте тимлет. 1972-1974 çулсенче çар тивĕçне пурнăçлать. Вăй-хал енчен тĕреклĕ, малашлăхлă шухăшпа пурăнакан каччă малалла вĕренме тĕллев лартать. Çапла вара 1974 çулта Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне кĕрет, тепĕр ултă çултан унтан ăнăçлă вĕренсе тухать. <...>

Геннадий МОИСЕЕВ

♦   ♦   


Мĕн пĕлнине вĕрентсе хăварасчĕ

Сĕнтĕрвăрри округĕнчи «Кукашни» халăх фольклор коллективне таврара лайăх пĕлеççĕ. Ушкăн вырăнти халăх юррисене вĕренет, ăна ял-йыш хушшинче сарассипе тимлет. 2017 çултанпа фольклор ушкăнне Анастасия Петрова ертсе пырать. Вăлах ташлама хăнăхтарать.

Коллектив вун икĕ çынран тăрать. Пурте вĕсем тĕрлĕ професси çыннисем. Пĕрин те ятарлă музыка пĕлĕвĕ çук. Килти ĕçсене пăрахса эрнере икĕ хутчен, юнкунпа эрнекун, тивĕçлĕ канăва тухнисем Кукашнири культура çуртне пухăнаççĕ. Концертсене тĕплĕн хатĕрленеççĕ, хушма репетицисем ирттереççĕ. Коллектив округри тĕрлĕ уява хутшăнать, хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене савăнтарать. Республикăри пĕр конкурспа фестиваль те вĕсемсĕр иртмест. Регион тулашĕнче те пулса курнă. 2016 çулта, сăмахран, Крым Республикинчи Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне çитсе килнĕ. Чăваш халăх юррисене Анастасия Витальевна ашшĕнчен нумай çырса илнĕ. Вĕренмелĕх, тĕпчемелĕх пур-ха. Репертуара Ираида Вдовинăн пилĕк юррине кĕртнĕ. «Çак ушкăн пултарулăхĕпе çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатăп. Акă, сăмахран, пĕр-пĕр юрă вĕренме пуçласассăн та ушкăна çÿрекенсем иккĕмĕш репетицие сăмахсене вĕренсе килеççĕ, виççĕмĕшĕнче пурте юрлаççĕ. Манăн вара мĕн пĕлнине, мĕн пултарнине вĕрентсе хăварас килет», — тет юрă ăсти. Анастасия Витальевна 1995 çултанпа «Уяв» ансамбле çÿренĕ. Зинаида Козловăран чылай вĕреннĕ. Ташлама Анастасия Витальевна Владимир Милютин патĕнче хăнăхнă. Ватăсене кăткăс ташăсем вĕрентни майлă мар. «Майне тупса номере илемлетме тăрăшатпăр, инструментсем калатпăр», — тет. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.