- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 38 (3028) № 02.10.2024
Ĕçре тупнă телей
Элĕк округĕнчи Тавăтри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта хăйсен профессине чунтан юратакан, ăслă та анлă тавра курăмлă педагогсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Анна Бурмистрова. Хастар чун чĕреллĕскер шкулта пуçламăш класра вĕренекенсене çирĕп пĕлӳ пама тăрăшать. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 43 çул. Ачасемпе ĕçлеме интереслĕ пулнине тахçанах аван туйса илнĕ.
— Эпĕ Хитекушкăнь ялĕнче кун çути курнă. Тавăт шкулĕнче ăс пухнă. Вĕренӳре те, спортра та хама лайăх енчен кăтартнă. Вырăс чĕлхипе литературине кăмăлланă, çавăн пекех физкультура урокĕнче кĕске дистанцие чупма юратнă, — пуçларĕ калаçăва Анна Аркадьевна. Шкула нихăçан та киле парса янă ĕçсене пурнăçламасăр кайман. Пушă вăхăт тупăнсанах алла илемлĕ литература кĕнекине тытнă. Тавра курăма анлăлатнă хайхискер.
— Вĕрентекен пулма ача чухне ĕмĕт тытрăр-и? — пулчĕ ыйту. — Манăн анне Татьяна Семенова шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çавăнпа та эпĕ унăн ĕçне хакласа ӳснĕ. Анне килте ачасен тетрачĕсене тĕрĕслесе ларнине пĕрмай сăнаттăм. Сĕтел хушшине кĕрсе ларсан пĕр-ик сехет иртмесĕр те вырăнтан тапранмастчĕ. Вăл тула тухсанах тетрадь страницисене уçса пăхаттăм: хăшĕсенче предложенисене хĕрлĕ тĕспе паллă тунисем нумайччĕ. Анчах та юратнă çынран нимĕн те ыйтса тĕпчемен, ятласран хăранă-ши? Çав вăхăтрах вăл манăн шкулти вĕренӳпе те тăтăшах кăсăкланатчĕ. Эпĕ, паллах, япăх паллă илме пултарайман, мĕншĕн тесен тĕрĕсленине пĕлнĕрен кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ, — терĕ Анна Бурмистрова. Иртнине кăмăлпа аса илнĕренши, унăн сăнĕ тăруках çуталчĕ. Калаçăва малалла тăсрĕ. — Кĕçĕн класра пире Валентина Золотова учительница вĕрентрĕ. Вăл урока питĕ интереслĕ ирттеретчĕ. Унăн кашни сăмахне тимлĕ итлеттĕмĕр. Пĕр-пĕр темăна ăнланмалла туллин уçса паратчĕ. Аслăрах классене куçсан та пире хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен педагогсем тивĕçлĕ пĕлӳ пачĕç. Класра эпир вăтăр ача пулнă. Вĕренӳре пурте тăрăшулăхпа палăрнă, япăх паллă илсе пите хĕретес килмен, — сăмаха тăсрĕ Анна Аркадьевна. Шкултан киле килсен ашшĕпе амăшне пулăшассине тĕп вырăна кăларса тăратнă: урай çунă, апат-çимĕç пĕçернĕ, ĕне те сума пултарнă. Ĕçрен пушансан урама тантăшсемпе тĕл пулма тухнă. Пĕрле пуçтарăнсан тĕрлĕ вăййа пикеннĕ. Çамка çине тар тапса тухсан та ывăннине туйман. Вăхăта тытса чараймăн, çулсем малаллах шунă. Шкулпа сыв пуллашмалли самант та сисĕнмесĕр тенĕ пек çитсе тăнă. Хĕр алла аттестат илсен хулана çул тытнă. Çав çулхинех аслă вĕренӳ заведенине вĕренме кĕреймен, ача садне ĕçе вырнаçнă. Апла пулин те учитель пулас ĕмĕт-тĕллеве пăрахăçламан. Çулталăкран Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕме заявлени панă. Конкурс пысăк пулин те çителĕклĕ балл пухса вĕренме кĕнĕ. Студент пулса тăнă. — Институтра пĕлӳ илнĕ тапхăрта Шупашкар районĕнчи Ишлей тата Çĕньял шкулĕсенче практикăра пултăм, çавăн пекех студент çулĕсенче Чулхулари автомашинăсем туса кăларакан заводра та ĕçлесе куртăм, — пĕлтерчĕ Анна Бурмистрова. Вăл аслă пĕлӳ илнине çирĕплетекен документа алла тытсан тăван тăрăха таврăннă та Кĕçĕн Тăван шкулне ĕçе вырнаçнă. — Пĕрремĕш хут урока вĕрентекен пулса кĕнине халĕ те лайăх астăватăп. Урасем чĕтретчĕç, ачасене куçран пăхма именеттĕм. Хама алла илме пултартăм, урока ,çре тупнă телей тивĕçлĕ шайра ирттертĕм, — иртни патне таврăнчĕ педагог. Пуян опыт пухас тесен нумай тăрăшмаллине аван ăнланнă. Ахальтен мар чун хушнипе хăйне хĕрхенмесĕр ĕçленĕ. Çамрăка пуян опытлă педагогсем усăллă сĕнӳ-канашпа пулăшнă. Анна Аркадьевна çирĕпленсе пынă. Темиçе çултан пурнăç çулĕ ăна Тавăт шкулне илсе çитернĕ. Вăл вăхăт тĕлне хăйĕн ĕçне лайăх пĕлсе çитнĕскер вĕренекенсем патне пĕлĕве çитерессипе кăна çырлахмасть, ачасен чун-чĕри патне çул тупма пĕлет. Вĕренекенсене мухтани пĕлӳ енне туртăнма хистенине аван ăнланать. <...>
Юрий КОРНИЛОВ.
Элĕк округĕ.
♦ ♦ ♦
Çынна пулăшни вăй кÿрет
Григорий Васильев Етĕрне тăрăхĕнчен. Ятарлă çар операцине вăл малтанхи кунсенченех хутшăннă. Хытах суранланнă хыççăн тухтăрсем ăна хирĕç тăру вырăнне каялла таврăнма хушман. Яш çухалса кайман. Инструктор-методиста вĕренсе тухнă. Халĕ çамрăксене çарпа спорт хатĕрленĕвĕн тата патриотизм воспитанийĕ паракан «Воин» центрта пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама хăнăхтарать, салтак-ентешĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухать.
— Центрта кăмăлпа ĕçлетĕп. Ачасене малтанхи медицина пулăшăвĕ пама вĕрентесси манăн тĕллев. Реабилитаци тухнă хушăра Паттăрлăх урокĕсене пĕрмай йыхравлатчĕç. Шкул ачисен пĕлӳ бази пĕчĕк шайра пулнине туяттăм. Чылай япалана пĕлмеççĕ иккен, анчах çав хушăра вĕренме, аталанма та хирĕç мар вĕсем. Тен, çакă мана хистерĕтĕр ачасемпе ĕçлемешкĕн. Практика занятийĕсене вăрçă хирĕнчипе танлаштаратпăр. Ачасене хăтлă условисенчен кăларса йывăр лару-тăрăва кĕртетпĕр, вĕçев аппарачĕсем яратпăр, вĕренӳ гранатине ывăтатпăр. Чун çирĕплĕхĕ япăх е лайăх вĕреннинчен килмест, хăйне епле тытни пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах çухалса каймалла мар. Тепĕр чухне хĕрачасем хастарлăх ытларах кăтартнипе те палăраççĕ. Занятисене 14-17 çулсенчи çамрăксемпе ирттеретпĕр. Кăçал кун йышши вĕренӳ «Звездный» лагерьте иртрĕ. Хальхи вăхăтра республикăри пĕлӳ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Занятисем теори тата практика ыйтăвĕсенчен тăраççĕ. Практикăра пĕлӳ шайне манекен çинче тĕрĕслетпĕр, хыççăн пĕр-пĕрне пулăшу пама хăнăхтаратпăр. Ачасем жгут хураççĕ, повязка çыхаççĕ. Вĕренӳре усă куракан манекенсем вайфайпа ĕçлеççĕ, ĕçе тĕрĕс е тĕрĕс мар пурнăçланине тӳрех систереççĕ. Пире программăна ăса илме «Володя» манекен пулăшать. Вĕренекенсене яланах çак сăмахсене калатăп: «Ачасем, шанатăп, ку пĕлӳ сире кирлĕ пулмĕ, анчах та ăнсăртран сиксе тухнă лару-тăрура сирĕн çын пурнăçне çăлса хăвармалла пулать», — тетĕп. Ятарлă çар операцийĕнче пĕрре мар пурнăçпа вилĕм хушшинче пулма тивнĕ. Хăрушлăх туйăмĕ чакать унта. Суранланнă çынна пулăшу парасси — тĕп тĕллев. Вĕсен йышĕнче мирлĕ çынсем те, çар çыннисем те пулаççĕ. Тепĕр чухне наци, тăшман е çывăх тантăш пулнине те пăхмастăн. Санăн пулăшмалла! — Григорий Сергеевич, мĕнле майпа фельдшер профессине суйласа илтĕр? — ыйтрăм унран. — 9-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн икĕ пĕлӳ учрежденине вĕренме кĕме заявлени патăм. Пĕри — строительство, тепри — медицина колледжĕ. Шутласассăн, икĕ тĕрлĕ професси. Вĕренме икĕ çĕре те кĕтĕм, анчах медицинăна суйларăм. Малтанах çухалса кайрăм. Практика хыççăн професси килĕшме пуçларĕ. Кунта пур йывăрлăха та çĕнсе илме вĕрентĕм. Алла диплом илнĕ хыççăн 2 çул Çĕнĕ Шупашкарти васкавлă медицина пулăшу станцийĕнче ĕçленĕ. Унтан 8 çул контрактпа «Барс» спецназ отрядра çар тивĕçне пурнăçланă. Службăра чухне отрядпа пĕрле тĕрлĕ командировкăра пулнă. Юлашкинчен — Украинăра, — калаçăва малалла тăсрĕ çар çынни. Нумаях пулмасть Григорий гуманитари пулăшăвĕ пухса ентешĕсем патне çитерес ĕçе пуçăннă. Белгород облаçĕнчи тусĕ Яна ăна ĕçе пуçарса яма хистенĕ. Яна — волонтер. Вăл амăшĕпе пĕрле салтаксене пулăшать. Чăваш Ене килсессĕн Григорий вăл ыйтнипех «СВОих не бросаем» ушкăн йĕркеленĕ. Халĕ унта 40 ытла çын. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Картинисем музейре упранаççĕ
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Юрий Егоровăн пурнăçĕ пултарулăхпа тата педагогика ĕçĕпе çыхăннă. Вăл çамрăксене ӳкерме тата хитре япаласем тума вĕрентнĕ, хăй те ку енĕпе ăсталăха туптанă.
Юрий Васильевич Кĕтеснер ялĕнче çуралса ӳснĕ. «Ачаранпах ӳкеретĕп. Шкул çулĕсенче стена хаçачĕн художество редакторĕ пулнă, — калаçăва пуçларĕ 75-ри ĕç ветеранĕ.
— Атте Василий Егорович пĕрмай ӳкерсе ларатăн, уроксем тумалла тесе вăрçатчĕ. Хăй те хушăран алла кăранташ тытатчĕ. Çак ăсталăх унранах куçрĕ пулĕ. Вăл Мичурин ячĕллĕ колхозăн тĕп агрономĕччĕ. «ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Çывăх çыннăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă, 94-ра пурнăçран уйрăлчĕ. Анне Перасковья Дмитриевна почтальонччĕ. Ăна эпир ялта хаçат-журнал валеçме пулăшаттăмăр. Корреспонденцисене илме поселока çӳреттĕмĕр. Анне пенсие тухсан йăмăк почтальонра тăрăшрĕ. Эпир 5-ĕн ӳсрĕмĕр, эпĕ асличчĕ». Шкул хыççăн яша Краснодара вĕренме янă, унта вăл техникинвентаризатор специальноçне алла илнĕ. Ĕç биографине Канашри БТИре пуçланă. «Коллективра сакăр çынччĕ. Çуртсен планĕсене тăваттăмăр. Çамрăк чунра юн вĕресе тăратчĕ — çĕнĕлĕх шыраттăм. БТИре çулталăк ытла ĕçленĕ хыççăн проводниксене хатĕрлекен курссенче вĕрентĕм. Анчах сывлăх япăххипе чукун çул çине ĕçе илмерĕç. Унтан салтак ячĕ тухрĕ. Ракета çарĕнче службăра тăтăм», — калаçăва малалла тăсрĕ Юрий Васильевич. Салтак аттине хывсан Шупашкарти рекламăпа художество комбинатĕнче вăй хунă. Унта вăл плакатсем, агитаци материалĕсем тунă. Пултаруллăскер пĕлӳ çитменнине туйнă, çавăнпа 24-ри каччă Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнерпе графика факультетне çул тытнă. Студентсене паллă ӳнерçĕсем Элли Юрьев, Юрий Викторов, Александр Алимасов тата ыттисем ӳкерӳ мелĕсене алла илме пулăшнă. Факультет çурчĕ çине сграффито мелĕпе ăсталанă ĕçе тăвакансенчен пĕри пулнă. Диплом илсен çамрăк педагог тăван тăрăха таврăннă. Вăрмар, Чулкаç, Арапуç шкулĕсенче вĕрентнĕ. Пĕр вăхăт Вăрмар райкомĕнче ĕçленĕ. Юрий Егоровăн пурнăçĕн пысăк пайĕ районти ӳнер шкулĕпе çыхăннă. Пулас художниксене хатĕрлес ĕçре 35 çул тăрăшнă. «Унта тĕрлĕ ял ачисем çӳретчĕç. Нумайăшĕ ӳнер училищисенче вĕренчĕç. Сумлă художникпа Анатолий Васильевпа иккĕн ĕçлеттĕмĕр. Музыка шкулĕпе пĕрлештерсен унăн сумĕ чакрĕ», — пăшăрханăвне пытармарĕ Юрий Васильевич. Сăмах май, унăн шăллĕ Георгий те ЧППИре пĕлӳ илнĕ, Кĕтеснерти шкулта ИЗО учителĕ пулнă. 1993 çулта Вăрмарти чукун çул станцийĕ 100 çул тултарнине халалланă конкурсра Юрий Егоровăн гербне суйласа илнĕ. Çак ĕçшĕн ăна сĕтел-пукан фабрикинче тунă стенка парнеленĕ. Вăл Татьяна Дорофеева-Миро сăвăçăн «Все дороги на Урмары» кĕнекине /2012 çулта кун çути курнă/ ӳкерчĕксемпе пуянлатнă. Унăн картинисем /пейзаж, натюрморт.../ районти музейре упранаççĕ. Ӳнерçĕ вун-вун плакат, хĕрлĕ тăмран илемлĕ савăт-сапа сахал мар тунă. Студент çулĕсенче йывăçран хитре япаласем тума хăнăхнă, кайран çак ăсталăха ачасене вĕрентнĕ. Юрий Васильевич — район музейĕн экспозицийĕсене тăвакансенчен пĕри. Çак ĕçшĕн ăна В.Алентей медалĕпе чысланă. Вăл — музей çумĕнче йĕркеленнĕ тавра пĕлӳçĕсен клубĕн хастарĕ те. Хисеплĕ тавра пĕлӳçĕ ЧР Культура тата Вĕрентӳ министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Юратнă хаçат парнисемшĕн
Кире пуканĕ йăтассипе чăвашсен тĕп хаçачĕн «Хыпарăн» [1993 çулччен «Коммунизм ялавĕ»] парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ пĕрремĕш турнира 1984 çулхи октябрь уйăхĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче ирттернĕ.
Ăмăртусене Вăрнарпа Кӳкеç поселокĕсенче, Канаш тата Улатăр хулисенче ирттерни те пулнă. Пирвайхи турнирсенче хăйсен ăсталăхĕпе Тăвайри паллă педагог, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, СССР спорт мастерĕ Альфред Пимуллин, Комсомольски районĕнчи Владимир Гавриловпа Александр Андреев, Улатăрти Валерий Притуленко, Патăрьел тăрăхĕнчи Федор Моисеев, Иван Майков тата Елчĕк ен каччисем Анатолий Горшков, Аркадий Молостов тата Юрий Попов палăрнă. 1987 çулхи кĕркунне Кӳкеç поселокĕнчи культура çуртĕнчи Пĕтĕм Раççейри 4-мĕш турнир уйрăмах асăмра. Тутарстанăн пĕрлештернĕ командипе пĕрле ăмăртусен сумлă хăни, штанга йăтассипе 3 хут тĕнче чемпионĕ, 21-мĕш Олимп вăййисен чемпионĕ, Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă чăваш ялĕнче çуралнă Николай Колесников килнĕччĕ. Çав ăмăртусенче хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăна унăн тус-юлташĕсем — Юрий Демьянов, Владимир Федоров, Фарид Миннетуллин — йышăнчĕç. Йывăр виçере Курган облаçĕнчи Александр Пестов çĕнтернĕччĕ. Пирĕн республикăри пĕрремĕш тĕнче спорт мастерĕ, чĕрĕк ĕмĕр ытла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вăй хунă Борис Глинкин доцент 80 килограмлă виçере палăрнă. 1990 çулсенче пăхаттир Европа чемпионатĕнче тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче çĕнтернĕччĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен турнира çĕршывĕпех пĕлме пуçларĕç. Чăвашсен чи вăйлă та маттур йĕкĕчĕсемпе хĕрĕсем пысăк награда çĕнсе илсе республика чапне çӳллĕ шая çĕклерĕç. Куславкка районĕнче çуралса ӳснĕ Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Раççей çарĕсен саппасри подполковникĕ Сергей Кириллов 6 хут тĕнче чемпионачĕн ылтăн медальне çĕнсе илнĕ. Санкт-Петербургра 30 çул пурăнакан офицер-пăхаттире 4 çул каялла кире пуканĕ спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери федерацийĕн президентне суйларĕç. <...>
Иван СМОЛЕНЦЕВ,
спорт мастерĕн кандидачĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас