Хресчен сасси 37 (3077) № 01.10.2025

1 Юпа, 2025

Умра — пысăк тĕллевсем

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче савăнăçлă пухура официаллă йĕркепе Олег Николаев республика Пуçлăхĕн должноçне йышăнчĕ.

Унта Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи тулли полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, федераци сенаторĕсем, Патшалăх Думин тата республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федерацин регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен, обществăпа тĕн организацийĕсен, бизнес пĕрлĕхĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Олег Николаев Чăваш Енре пурăнакансемшĕн Раççей тата Чăваш Ен Конституцийĕсене пăхăнса тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме сăмах пачĕ. — Республика Пуçлăхĕн суйлавĕнче мана çак ĕçе шанса панăшăн чун-чĕререн тав тăватăп. Суйлавра хастарлăх кăтартса пурнăçра малалла талпăнмалли вырăн йышăннине, пысăк тата пĕчĕк ĕçсене хутшăнма хатĕр пулнине çирĕплетсе патăр. Вĕсем регионти лару-тăрăва ырă енне улăштарма — палăртнă тĕллев-ĕмĕте çитерме, пухăнса пынă çивĕч ыйтусене татса пама — кирлĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе пурнăçлакан наци проекчĕсем, çавăн пекех вăл республикăра пурăнакансем, Чăваш Ен Правительстви çитернĕ ыйтусене тĕпе хурса кăларнă йышăнусем пире питĕ пысăк пулăшу кÿчĕç. Пирĕн 2026 çулхи задачăсене республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă çĕнĕ программинче çирĕплетнĕ. Ăна çынсен пурнăç шайне хăпартмалли йыш тата пахалăх кăтартăвĕсем, Президент вĕсене пирĕн ĕçĕн тĕп чикки тата индикаторĕ тесе палăртрĕ, патне çитме туса хатĕрлерĕмĕр, — палăртрĕ Олег Алексеевич. — Чăваш Ен паян — пур енлĕн аталанакан республика. Патшалăх тухăçлă ертсе пынăран, çĕршыв ертÿлĕхĕ пулăшнăран кунта макроэкономика кăтартăвĕсем çуллен лайăхланаççĕ, Раççейри халăхсен представителĕсем нацисен хушшинчи килĕшĕве, ырă кÿршĕсен йăлийĕркине тĕпе хурса туслă пурăнаççĕ. Ламран лама куçса пыракан пуян культура тата тулăх тавралăх туризма аталантарма май параççĕ, — терĕ Игорь Комаров Олег Николаева официаллă йĕркепе должноçа йышăннă ятпа саламланă май, республика ертÿлĕхĕ умне чи малтан пурнăçламалли тĕллевсем лартрĕ. Олег Алексеевич журналистсене килес 5 çулта региона аталантармалли çул-йĕрпе паллаштарчĕ. Савăнăçлă пуху Оперăпа балет театрĕнче иртрĕ, унта 800 ытла çын хутшăнчĕ. Олег Николаев видеоконференци çыхăнăвĕн мелĕпе Владимир Путин Президент авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Патшалăх Пуçлăхĕ иртнĕ сасăлавра регион ертÿçи пулма суйланисене, çав шутра Олег Николаева та, саламланă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Виçĕ пин çын ĕçленĕ

«Хресчен сассин» иртнĕ номерĕнче республикăра йывăçран тĕрлĕ продукци туса кăларас ыйтăва çĕкленĕ. Ăна сÿтсе явма манăн та хутшăнас килет.

Çĕмĕрле вăрман комбиначĕ çинчен çырнипе паллашрăм. Йывăçран продукци туса кăлараканни Куславккара та пулнă: Строительство деталĕсен завочĕ. Унăн строительстви 1931 çулта пуçланнă, çулталăкран вĕçленнĕ. Кунта пуçтармалли пÿртсем тата промышленноç предприятийĕсем валли детальсем тунă, ĕçлекенсен шучĕ çуллен ÿснĕ. Куславккара 1926 çулта 1116 çын çеç пурăннă, йыш 1931 çулта — 3998-а, 1939 çулта 5 пине çитнĕ. Завода Атăлăн сылтăм çыранĕнче хăпартнă, продукци лайăх сутăннă, ĕçе 3 сменăпа йĕркеленĕ. Пĕренесене Тури Атăл тăрăхĕнчен юхтарса антарнă. Чăваш АССРĕн тĕп музейĕн ертÿçи Михаил Лентовский çырса хăварнă тăрăх, вĕсене Куславкка тĕлĕнче сулăсенчен завода вăрăм урапасемпе çитернĕ. Çурса-касса вун-вун тĕрлĕ стройматериал хатĕрленĕ: пура, мачча-урай, чÿрече-алăк, çи витти конструкцийĕсем тата ытти те. Пурне те сушилкăра типĕтнĕ. 1930 çулсенче сĕтелпукан та ăсталаса сутнă, анчах ĕçе темшĕн чарса тăратнă. 1934 çултанпа предприяти Чулхулари автозавод саккасне пурнăçласа машина кузовĕсем туса кăларнă, вĕсене Атăл тăрăх Чулхулана ăсатнă. Заводран турттарса каякансем чукун çулпа та усă курнă, вĕсем продукцие малтан çывăхри Тĕрлемес станцине çитернĕ. Коллектив пысăкланнăçемĕн завод поселокĕ пулса кайнă. Унта предприятире тунă пÿртсене çĕкленĕ, электричество кĕртнĕ, лавкка, рабочисем тата инженерсемпе техниксем валли столовăйсем уçнă. 1932 çулта 1555 çын ĕçленĕ. 1935 çул тĕлне ĕçлекенсен 60% хĕрарăмсем пулнă. Завода вырнаçма Çĕрпÿпе Куславкка районĕсенчен, ытти çĕртен, кÿршĕ регионсенчен килнĕ. Фабрикăпа завод вĕрентĕвне (ФЗУ) йĕркелесе кадрсем хатĕрленĕ, поселокри рабочи клубĕ каçсерен юрă-ташăпа кĕрлесе тăнă, ача-пăча сачĕпе пионер лагерĕ ĕçленĕ. Коллектив тата рабочисем социализм ăмăртăвне хастар хутшăннă. Продукцие Магнитогорск, Кемĕр облаçĕнчи Сталинск, Баку, Чулхула, Канаш хулисене ăсатнă. Куславкка завочĕ Çĕмĕрлери вăрман комбиначĕпе ăмăртнă. Тавара Çĕмĕрлесем ытларах — юманран, Куславккасем чăрăшпа хыртан тунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче предприяти территорийĕнче СССР Авиаци промышленноçĕн Халăх Комиссариачĕн 494-мĕш завочĕ, республикăна эвакуациленĕскер, санитари самолечĕсем туса кăларнă. Вăл 1944 çул тĕлне производствăна 3,1 хут ÿстернĕ. Кунта вăрçă хыççăн пурăнмалли çурт тăвакан завод ĕçлеме тытăннă. 1961 çулта предприятире юсав автомашинисем валли кузовсем хатĕрлеме тытăннă, 1975 çултанпа вăл — автомобиль фургонĕсен комбиначĕ. Совет тапхăрĕнче кунта 3 пине яхăн çын ĕçленĕ. 1970-1980 çулсенче Аркадий Соловей директор ертсе пынипе çĕнĕ цехсемпе корпуссем хăпартса лартнă, комбината хытă сийлĕ çул çитернĕ. Производствăна ÿстернĕшĕн 1981 çулта предприятие — «Хисеп Палли» орденпа, коллектив членĕсене орден-медальпе наградăланă. Иртнĕ ĕмĕртен тытăнса ытти йышши фургонсем туса кăлараççĕ. Предприятире Тĕрлемессем те ĕçленĕ. Çапла пĕтĕмлететĕп: йывăçран продукци туса кăларакан заводра совет тапхăрĕнче районта пурăнакан çĕр-çĕр çын ĕç вырăнĕ тупнă. Влаç органĕсем предприятие аталантарса çынсен ыйтăвне татса панă. <...>

Иван СТЕПАНОВ. Куславкка округĕ, Тĕрлемес станцийĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.