«Хресчен сасси» 37 (2825) № 30.09.2020

30 Авăн, 2020

Иртнĕ эрнере Патăрьел районĕнче ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене тата нумай ачаллă пĕр çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Унта ЧР строительство министрĕн заместителĕ Владимир Максимов та хутшăннă.

Асăннă районти Упамса ялĕнче пурăнакан Александрпа Ольга Чемеровсен çемйине федерацин «Пилĕк тата ытларах çул çитмен ачасемлĕ нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» программипе тата Чăваш Республикин «Пурăнмалли кил-çурт хутшăнăвĕсене йĕркелесе пырасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх хăтлă çурт лартса панă. «Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн асăннă çемье 2013 çулта черете тăнă, — пĕлтерчĕ Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев. — Хăйсем ыйтнипе çурта Упамсара мар, Турханта тума палăртрăмăр. Çемьере пилĕк ача çитĕнет. Çĕнĕ пÿртре савăнса пурăнма мĕн пур услови пур: ăшă, çутă, таса. Алăка уçса кĕр те пурăнма тытăн. Лаптăкĕ те самай пысăк — 88,3 тăваткал метр».

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшни, çĕршывра çакнашкал программăсем ĕçлени пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă Ольга Николаевна çĕнĕ пÿрт уççине тивĕçнĕ май. Капмар çуртшăн çемье питĕ савăннă паллах. «Турхан ял тăрăхĕнче çакнашкал черете тепĕр çемье тăнă, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Çавăн пекех программăна тивĕçме юрăхлисен шутĕнче нумай ачаллă 1-2 çемье пур».

Сăмах май, Патăрьел районĕнче 2009 çултанпа нумай ачаллă 27 çемьене патшалăх хăтлă çурт туса панă. 2019 çулта Сăкăт ял тăрăхĕнче пурăнакан йышлă ачаллă çемьене икĕ хутлă çуртпа тивĕçтернĕ. 2020 çулта вара Турхан тата Çĕньял ял тăрăхĕсенчи икĕ çемье валли çурт-йĕр хăпартма республика бюд-жетĕнчен 6 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Паянхи кун асăннă районта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма нумай ачаллă 19 çемье черетре тăрать.

Çемьене пурăнмашкăн çурт кирлĕ. Ача-пăча сассипе тулнăскер вăл тата та илемлĕрех, савăкрах, телейлĕрех. Эппин, Чемеровсен ĕмĕре сывлăхпа, телейпе ирттермелле пултăр. Кил-çуртра ăшă пулсан — чунра та лăпкă. Çапла вара кил хушшинче килĕшÿ пултăр ялан.

Федерацин «Тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă ачасене социаллă пулăшу памалли хушма гарантисем çинчен» тата Чăваш Республикин «Пурăнмалли çурт-йĕре йĕркелесе тăрасси çинчен» саккунĕсемпе килĕшÿллĕн Патăрьелте çак кунах икĕ тăлăх ачана — Ирина Васильевăпа Светлана Хадаровăна — çĕнĕ хваттер уççисем панă. Хĕрсем салари Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнмалли кĕтеслĕ пулнă. 2020 çулта çак программăпа асăннă района ултă ача валли 6 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Паянхи кун виçĕ тăлăха хваттерпе тивĕçтернĕ. Черетре тепĕр 24 тăлăх тата ашшĕ- амăшĕн хÿттисĕр юлнă ача тăрать.

Çакна та палăртмалла: республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйту çивĕч. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура тишкернĕ. Республикăра нумай ачаллă 15,3 пин ытла çемьене шута илнĕ, вĕсенчен 8,75 пинĕшĕ — çĕр лаптăкĕсемлĕ. Анчах паянхи кун тĕлне çав лаптăксенчен 330-шĕ çинче кăна пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пырать, 86 çемье кăна çурт çĕклеме ĕлкĕрнĕ. 169 лаптăка хуçисем сутса янă.

Çакнашкал çемьесене çĕрпе тивĕçтерессин кăтартăвĕ республикăра 57% кăна танлашать. Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче çеç ку ыйтăва татса панă. Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Çĕрпÿ районĕнче вăл çивĕч тăрать. Шупашкарта çемьесем лаптăк парасса 5 çул кĕтеççĕ, районсенче — 3 çул таран.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, муниципалитетсене ку енĕпе çуллен план параççĕ. Кăçал çак план пĕтĕмпе те 4% таран çеç пурнăçланнă. Сăмахран, Шупашкарта 4 пин çемьене çĕр памалла — 162-шĕ кăна лаптăклă пулнă. Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсен, Улатăр хулин кăтартăвĕсем те пĕчĕк.

Республика хăйĕн харпăрлăхĕнчи çĕрсене çак тĕллев валли уйăрнă, анчах вăл çителĕксĕр. Пурăнмалли уйрăм çуртсем çĕклемелли лаптăксем çитмеççĕ. Ял хуçалăх çĕрĕсене çак тĕллев валли куçарасси вăраха каять. Чылай çемье аякра пулнине кура хăйсене сĕнекен лаптăксене илмеççĕ. Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене Йĕпреç районĕнче парасшăн. Çавăн пекех çемьесене сĕнекен вырăнсенче инфратытăм çукки те — электричество, газ, шыв илсе пыман, çулсем çук — чăрмав кÿрет.

(Ача сасси пӳрте илем кӳрет)


Агростартап — патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ тĕсĕ. Асăннă конкурса фермер шутне кĕмен çынсем те хутшăнма пултараççĕ. Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăра пурăнакан Борис Поляков та иртнĕ çул унта хутшăнса çĕнтернĕ. Халĕ вара патшалăх пулăшăвĕпе хăйĕн хуçалăхне аталантарать.

Бизнес-план пурăçланать

Ĕçлекен çын ялта выçă вилмест. Грант укçипе Борис Николаевич МТЗ-82 трактор, ытти хатĕр-хĕтĕр, мăйракаллă шултра выльăх туяннă. Халĕ выльăх шучĕ 23 пуç. Ĕнесем пăруласан 30 яхăн пуласса пĕлтерчĕ вăл. Патшалăха кунсерен 90-100 литр сĕт парать çемье. Чĕр таварăн хакĕ пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех пулни çеç пăшăрхантарать çĕр ĕçченне. Паян Шăмăршă тăрăхĕнче сĕте 15 тенкĕпе /1 литрĕ/ туянаççĕ, иртнĕ çул вара унăн хакĕ 17 тенкĕ пулнă.

Паллах, выльăх шучĕ ÿснĕрен вите те кирлĕ. Çавна май киввине юсаса çĕнетме шут тытнă Поляковсем. Çанталăк сивĕтиччен ĕçе вĕçлессе каларĕ кил хуçи. Çемьене ку тĕлĕшпе аппăшĕпе ывăлĕ пулăшнă, вĕсене тав тăваççĕ. Çитес вăхăтрах алăк, чÿрече лартма тытăнĕç.

Кăçалхи тухăçпа та кăсăклантăм эпĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулнă иккен. Нумай çул ÿсекен курăка виçĕ хутчен çулса илнĕ. Çавăнпа та утă-улăм чылай хатĕрленĕ. Виççĕмĕш хут çулнă курăка çамрăк пăрусем валли ятарласа уйăрса хăварнă. Пĕчĕкскерсем çуркунне енне утă çиме тытăнаççĕ. Каю ути, çемçескер, шăпах вĕсем валли. Çемье паянхи кун 29 га çĕр лаптăкĕнче тĕрлĕ культура çитĕнтерет. Тĕрĕсрех каласан, вĕсенче выльăх апачĕ туса илет: 15 га люцерна, 8 га урпа, ытти лаптăкра выльăх кăшманĕ, кавăн ÿстерет.

Бизнес-планра кăтартнă ĕç-пуçа пĕтĕмпех пурнăçласа пынине палăртрĕ Борис Поляков. Çавна май икĕ çынна ĕçе илнĕ. Вĕсене уйăхсерен ĕç укçи куçарса тăраççĕ.

Ял ĕçчен çынна кăмăллать. Вăй хумасăр, тăрăшмасăр нимĕн те çитĕнмест. Ял çыннин кану кунĕ те, пушă вăхăт та çукпа пĕрех. Любовь Геннадьевнăпа Борис Николаевич та иртен пуçласа каçченех выльăхсем патĕнче тăрмашаççĕ. Ирхине 4 сехетрен пуçласа 20 сехетченех. Ĕнесене малтан ял кĕтĕвне янă. Çавна май çулла 6-7 кун черете кайма тивнĕ. Паллах, ку ĕçе никам та ăмсанмасть. Халĕ ачисемпе канашланă май электрокĕтÿç туяннă, выльăх-чĕрлĕхе вăл хураллать.

Кил хуçи хĕрарăмĕ пирки те ыррине çеç каламалла. Вăл маларах вырăнти хуçалăхра осеменаторта вăй хунă. Хăй тĕллĕн вĕренсе опыт пухнăскер тепĕр профессионалтан та ирттерет. Выльăх-чĕрлĕх чирлет-и е ăна прививка тумалла — пурне те хăй пурнăçлать. Ачаранах ĕне выльăха юратса çитĕннĕрен алли ку тĕлĕшпе чăннипех те «ылтăн» унăн.

Виççĕмĕш хутĕнче çĕнтернĕ

Васан ялĕнче çуралса ÿснĕ арçын паян Виçпÿрт Шăмăршăра пурăнать. Авланнă хыççăн кукамăшне пăхма унта кайнă. Çапла вара ку ялтах пурăнса кайнă çемье, ачисем те унтах çуралнă. Халĕ виççĕшĕ те вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ. Аслисем çемьеллĕ, кĕçĕн хĕрĕ Шупашкарти пĕр техникумра пĕлÿ илет. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Çуллахи вăхăтра вĕсем яланах пулăшаççĕ.

«Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна икĕ хутчен хутшăннă Поляковсем, анчах конкурсра çĕнтереймен. Хуçалăх ун чухне кил хуçи хĕрарăмĕ çинче пулнă. Каярахпа арçын ăна хăй çине куçарма шут тытнă. Арçынна хресчен /фермер/ хуçалăхне ертсе пыма Турă çырнă пулас. Ку тĕлĕшпе тĕрĕс йышăну тунă вăл. Тен, çавăнпах конкурсра çĕнтернĕ те. «Вăрăм» укçа хыççăн хăвалама вăл халĕ çамрăк мар ĕнтĕ. Тăван тăрăхрах ĕçлесе пурăнма шухăшлать Борис Поляков.

«Агростартап» программа пирки чи малтан ăçтан пĕлнине ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ. Вĕсене кун пирки район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Олег Алексеев пĕлтернĕ иккен. Çĕнĕ программа ĕçлеме тытăнасса каланă вăл ун чухне. Конкурса икĕ хутчен хутшăннине, анчах çĕнтерейменнине палăртнă. Виççĕмĕшĕнче çĕнтерме ăнăçу суннă. Поляковсем васкасах ĕçе тытăннă. Бизнес-плана «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн ĕçченĕсем туса панă. Çакăншăн вĕсене тав тăваççĕ. Олег Николаевич хавхалантарни усса килнĕ — çемье конкурсра çĕнтернĕ, питĕ савăннă. Ара, патшалăхсăр пуçне çакнашкал пулăшу кам парĕ? Вăл вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăшу шутланать. Çакнашкал конкурссене ял çыннин хутшăнма шикленмелле маррине, ĕçлес кăмăл пулсан ĕмĕте пурнăçлама тăрăшмаллине каларĕ арçын.

Пĕрремĕш хутĕнче çĕнтереймесен конкурса тепĕр çул та хутшăнма юрать. «Телей кайăкне» алăран çеç вĕçертмелле мар. Шанчăка çухатмасăр малаллах талпăнмалла.

Паллах, кахал çын çакăн чухлĕ выльăх усраймасть. Ĕçчен, пултаруллă пулнăран хуçалăха аталантараççĕ Поляковсем. Çакна тума, паллах, грант илни пулăшнă та ĕнтĕ. Ăна пула вĕсем паян малашлăх çулĕпе шанчăклăн утаççĕ.

(Çирĕп утăмпа – малашлăха)


2020 çулта республикăри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре извеçлемелли план 20000 га, федерацин «Агрохими службин «Чувашский» патшалăх центрĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕ пĕтĕм йышши хуçалăхсем валли 22000 гектара извеçлеме 122 проект туса хатĕрленĕ.

Паянхи кунччен акшар чулĕн çăнăхĕпе 4200 гектара пулăхлатнă. Кăçал, тырра пухса кĕртнĕ чухне, нумайăшĕ ăна карьертан турттарайман. Вырмана вĕçлесен çеç унта транспорт яма тытăннă.

— Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕнчи извеç кăларакан предприяти харпăрлăхçи хими мелиоранчĕсен аккредитацине тăсас ыйтăва вăхăтра татса паман пирки пирĕн хуçалăхсем унтан пĕр хушă турттараймарĕç, — терĕ агрохими службин пай ертÿçи Виктор Казанцев. — Халĕ унтан малашне те туянма пултараççĕ. Раççей Ял хуçалăх министерстви «Яманчÿрел ял хуçалăх химийĕ» общество хатĕрлекен извеç çăнăхне патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларнине çирĕплетекен свидетельство панă, вăл 2030 çулхи сентябрь уйăхĕччен вăйра тăрĕ.

Пĕлтĕр вунă районти ял хуçалăх таварĕ хатĕрлекен 20 хуçалăхри 4 пин ытла гектар çĕре çеç извеçлесе тăпра йÿçеклĕхне пĕчĕклетнĕ. Кăçалхи тĕллев пилĕк хут пысăкрах. Çак ĕçе кашни гектар çинче пурнăçлама вăтамран — 3700, тăпра йÿçекĕн хисепне тата хуçалăх карьертан миçе çухрăмра вырнаçнине кура 2800-5400 тенкĕ тухса кайнă. Извеç çăнăхĕ кашни гектар пуçне вăтамран — 3,6, йÿçек хисепне кура 2,6-6,7 тонна кирлĕ пулнă. РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан укçаран извеçлекенсен тăкакĕн 90% субсидилеççĕ.

(Тăпрана извеçлесшĕн-и?)


Анисия Игнатьева Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентет. Унсăр пуçне вăл 6 «б» класс ертÿçи те. Анисия Павловнăн педагогикăри ĕç стажĕ — 35 çул.

Паллах, хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентме çăмăл пулманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Хулара пурăнакан чăваш ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă ача-сем чăваш пулсах ÿсчĕр тесен культурăна тимлĕх уйăрмалла, — тет вăл. — Чĕлхе вара культурăн пĕр пайĕ шутланать. Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем халăха упраса хăварас тесе сăваплă ĕç тăваççĕ. Геннадий Волков академик пиллесе хăварнă пек чăваш халăх вĕрентĕвне тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çак çулпа кайсан акнă вăрлăхăн çимĕçĕ паха пуласси иккĕлентермест. Эпир ачан чун-хавалне, ăс-хакăлне чăваш чĕлхи урлă аталантарса пыма тăрăшатпăр. Унра чăвашлăх туйăмне вăратма пултарайсан, вăл ашшĕ-амăшĕн чĕлхине шкулта вĕренсе çитеймесен те, каярахпа хăй тĕллĕн вĕренĕ».

Ачана тăван чĕлхене саккун хушнипе мар, килте вĕрентмеллине калать вăл. «Чи малтанах амăшĕ пепкине сăпка юрри юрласа хăйĕн чĕлхине вĕрентет. Каярахпа вара вăл япала кăтартать, ун ятне калать. Çапла майпа калаçса ятарлă ĕç, хускану тума хистет, хăй туса кăтартать. Ачи ун хыççăн пурнăçлать. Мĕн ĕлĕкрен хĕрарăм пепкине çак меслетпе усă курса калаçма вĕрентнĕ», — палăртать ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Сăмах май, вĕсен йăхĕнче учитель династийĕ 400 çула тăсăлать.

Анисия Павловна Елчĕк районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тулли мар вăтам шкул хыççăн пĕлĕвне Канашри педагогика училищинче малалла тăснă. Пĕр вăхăт Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси шкулĕнче пуçламăш класри ачасене вĕрентнĕ. Пултаруллăскер пĕлĕвне те аталантарма тăрăшнă. Çавна май И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культури факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 2000 çултанпа вăл — аслă категориллĕ учитель. Шупашкарти Ленин районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвне чылай çул ертсе пычĕ. Çавăн пекех Анисия Павловна ЧНКри вĕрентÿ пайĕн ертÿçинче те тăрăшрĕ, ЧНК çумĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн председателĕ те пулчĕ. Вăл Г.Н.Волков академикăн пултарулăх лабораторийĕн ертÿçи те. Чăвашлăх тĕлĕшпе республикăра иртекен мероприятисене яланах хутшăнать, сăмах тухса калать. «Чĕлхене çÿлĕк çине упрама хумалла мар, унпа май килнĕ таран калаçмалла, — тет вĕрентекен. — Çавăн чухне çеç вăл чĕрĕ юлĕ. Эпĕ уроксенче чĕрĕ калаçу йĕркелеме тăрăшатăп. Ача пурне те пĕлсе пĕтереймест, вĕрентсе çитерме те çук. Çапах та тĕлпулу, уйрăлу, тав сăмахĕсемпе шкулта вĕренекен кашни ачан кунсерен усă курмалла».

Малтанхи тапхăрта ачана халăх сăмахлăхĕн витĕмĕпе хавхалантарса вĕрентмеллине палăртать вăл. «Енчен те урокра ача хăпартланса калаçать, урок вĕçленсен учителе тав сăмахĕ калать пулсан — пирĕн тĕллев пурнăçланнă, — чунне уçать Анисия Павловна. — Чĕлхене упрамалла, юратмалла. Çак хăвата ачасен чĕрине вырнаçтармалла. Килĕшÿпе юратура пурăнакан ачасем — пиллĕхлĕ».

Паллах, ĕçри хастарлăхшăн чылай Хисеп хучĕпе, парнепе чысланă вĕрентекене. Вĕсенчен хăшĕн-пĕринпе вулакансене те паллаштарам: Анисия Игнатьева педагогика ĕçченĕсен конкурсĕсенче çĕнтерсе РФ тата ЧР Президенчĕсен укçан паракан хавхаланăвĕсене тивĕçнĕ. 2008 çулта «Çулталăкри учитель» республика конкурсĕнче лауреат ятне илнĕ. Вăл пултаруллă вĕрентекен çеç мар, лайăх амăшĕ те. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Татьяна — спорт гимнастики енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Хальхи вăхăтра травматолог-ортопедра тăрăшать. Денис та аппăшĕ пекех ачаран спорт гимнастикипе кăсăкланнă. Вăл та Раççей спорт мастерĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен кĕмĕл призерĕ. Халĕ йĕкĕт Смоленскри Физкультурăпа спорт тата туризм академийĕнче вĕренет.

(Чăвашлăх туйăмне вăратмалла)


Пурăннă пулсан Матвей Алексеев кăçал 95 çул тултармаллаччĕ. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вăл таврари ялсенче, районта тесен те йăнăш пулмасть, палăрса юлнă. 41 çул тĕрлĕ шкулта пуçламăш класри ачасене вĕрентнĕ.

Çĕрпÿ районĕнчи Вĕрмер ялĕнчи йышлă ачаллă, хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскерĕн пĕлÿ илес пултарулăхĕ пĕчĕкренех палăрнă.

Старакри 7 класлă шкултан Мухтав хучĕпе вĕренсе тухсан Çĕрпÿри педагогика училищинче ăс пухнă. 1942 çулта 17-ри çамрăк вĕрентÿ ĕçне пуçăннă: Октябрьски районĕнчи Кĕчкей шкулĕнче пĕрремĕш класри ачасене вĕрентме пуçланă.

1943 çулхи январьте çамрăка çара илнĕ, Оренбургри пулеметчиксене хатĕрлекен училищĕне 6 уйăхлăха вĕренме янă. Фронтра çын çителĕксĕр пулнăран ăна вĕренсе пĕтермесĕрех вут- çулăм хирне ăсатнă. Йывăр пĕр çапăçура снаряд ванчăкĕ унăн сулахай урин шăммине тĕпретнĕ. Çавна май тĕрлĕ операцие тÿссе ирттернĕ. Юлашкинчен тăван тăрăха инвалид пулса таврăннă.

Костыльпе çÿренĕ пулин те 1944 çулта Энĕшкасси пуçламăш шкулĕнче вĕрентÿ ĕçне пуçăннă. 3 çул учительте, 4 çул шкул ертÿçинче тăрăшнă. Вăрçăчченех тума пуçланă хушма шкул çуртне вĕçлесе хута янă. Çичĕ çулта Энĕшкасси уншăн тăван ял пулса тăнă. Ял халăхĕ ăна кăмăлланă. Унтах хваттерте пурăннă вăл. «Энĕшкасси урамĕпе пĕрре утса тухасчĕ», — тетчĕ ватлăх кунĕсенче. Çук, пулмарĕ.

Старакри вăтам, Хĕрлĕтури 7 класлă шкулсенче те географи, биологи, хими предмечĕсене вĕрентнĕ вăл.

1955-1956 вĕренÿ çулĕнче Матвей Алексеевича тăван килĕнчен 10 çухрăмри Шинер пуçламăш шкулне шанса панă. Шанăçа тÿрре кăларма сахал мар вăй хума тивнĕ унăн. Унта 160 ача вырнаçмалăх кирпĕчрен шкул çуртне хăпартнă. Вунă çул яваплăха туйса ĕçленĕ вăл. Юлашкинчен Вăрăмçут шкулĕнче 21 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Ачасене нихăçан та вăрçман, сас хăпартман. Япăхрах вĕренекенсене тимлĕх уйăрнă. Пĕлÿ панисĕр пуçне ачасене ашшĕ- амăшне юратма, хисеплеме, тус-юлташпа туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентнĕ. Унсăр пуçне вăл типтерлĕхĕпе, килĕшÿллĕ калаçăвĕпе ачасемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Учителе кура вĕренекенсем те ырă енне туртăннă.

(Пĕрремĕш учитель)

  


«Эпир, вăрçă ачисем, питĕ нушаллă ÿсрĕмĕр, йывăрлăха тÿсрĕмĕр. Атте тĕрекне туйман. Тутлă çимĕçшĕн, хаклă тумтиршĕн аннене йăлăнман. Мĕн пуррипе çырлахнă. Вăл пирĕншĕн анне те, атте те пулнă. Вăлах ĕçлеме, чыса мĕн пĕчĕкрен упрама вĕрентнĕ. Пире ÿстерессишĕн чунне, вăйне панă», — куç умне кăларчĕ иртнĕ пурнăçне Нина Яковлева.

Нина Николаевна Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне вăл çулталăк та тултарман. Çавăнпа та ун пирки амăшĕ каласа панинчен çеç пĕлет. «Атте Чкаловский районĕнчи /халĕ Патăрьел районĕ/ Туçари участокри милицире вăй хунă, — малалла тăсăлать калаçу çăмхи. — 1942 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăй ирĕкĕпе тухса кайнă, тÿрех Сталинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Çав çулах кĕркунне йывăр аманнă. Анне каланă тăрăх, икĕ талăк шывра выртнă. Каярахпа ăна Саратоври госпитале леçнĕ. Хăрах урине пĕç тĕпĕ таран каснине аса илетчĕ анне. «Киле пыратăп», — тесе çыру та янă хăй. Шел, тăван тăрăха таврăнма шăпа пÿрмен ăна. Анне посылкăпа сар çу, пыл ярса панă. Анчах вĕсене илеймен атте. «Малтан вилнĕ хучĕ çитрĕ, ун хыççăн темиçе кунранах — посылка. Тупăк килнĕ евĕрех туйăнчĕ», — çапларах аса илетчĕ анне. Вут-çулăм хирĕнчен янă çырусене арчара упратчĕ вăл».

Ашшĕн тĕрекĕсĕр нушаланса çитĕннине, амăшне пулăшма вăрмана вутă- шанкă туртма çÿренисене пĕлтерчĕ хĕрарăм. Çуркунне крахмал пуçтарма кайнисене епле манăн тата? «Çăпата кантрисем татăлатчĕç. Крахмал тупсан мĕн тери савăнаттăмăр. Ăна типĕтсе çăнăх тунă, пашалу пĕçернĕ. Вăл питĕ тутлăччĕ, сĕтпе çиеттĕмĕр. Юрать, анне ĕне усрама вăй-хал çитернĕ. Выçлăхран хăтарнă пире. Çăмарта, услам çу сутса çăнăх туянаттăмăр. Çуркунне вара вĕлтрен, серте, пултран çинĕ. Çĕр улми, кăшман çулçисене те яшкана янă. Пучах пуçтарма çÿреттĕмĕр. Ăна вăрттăн илсе килеттĕмĕр. Килĕре тÿсе пăтă пĕçереттĕмĕр».

Амăшĕ Анна Сергеевна ывăлĕпе хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ. Çăмăл пулман ăна. Çапах та йывăрлăхра пуçне усман хĕрарăм, икĕ ачине пурнăç çулĕ çине кăларнă. Упăшкинчен 24 çултах тăлăха юлнăскер пус çумне пус хушса кил-çуртне те йĕркеленĕ. Пурнăçа саплаштарма колхозран хĕл каçармашкăн тăтăшах пăрусем илнĕ. Вĕсене пÿртре усранă. Çанталăк ăшăтсан колхоза кайса панă. Выльăх апатне хĕлĕпех çунапа туртнă. Паллах, çак ĕçсене пурнăçлама Анна Сергеевна ачисене те явăçтарнă. «Чăн та, пире ÿстерессишĕн тăрăшрĕ анне. Ытти хĕрарăм пек текех качча кайман, ют арçынна киле кĕртмен вăл», — терĕ Нина Николаевна.

Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман çемьене. Шкулта лайăх вĕреннĕ пулсан та малалла пĕлÿ илме тÿр килмен хĕре. Амăшне ĕçлесе пулăшма шут тытнă. Çитĕннĕ май çи-пуç пирки те шухăшланă. «Пĕррехинче пĕр мăшăр калуш туянассишĕн Шăнкăртамра 40 сотăй пахча чаврăмăр», — аса илчĕ иртнине Нина аппа.

(«Иртрĕ ĕмĕр, юлчĕ кăмăл»)


Кукка Емельян Агаков 1904 çулта Чурачăк районĕнчи халĕ Канаш районĕ Шуркасси ялĕнче çуралнă. Вĕсен çемйи пысăк пулнă: пĕр ывăлпа ултă хĕр. Емельян кил-йышра иккĕмĕш ача пулса çитĕннĕ. Ашшĕ Акакий Семенов пачăшкăра ĕçленĕ, амăшĕ Анастасия Семенова ăна чиркÿре пулăшса тăнă, çав вăхăтрах юрланă та.

1916 çулта Емельян 4-мĕш класран вĕренсе тухнă. Тепĕр çул йывăр чире пула амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Кĕçĕн хĕрĕсем пĕчĕк пулнăран Акакий Семенович тепĕр хут авланнă. Тăван мар амăшĕ ачасене юратман, пĕрмаях ĕçлеттернĕ. Хĕл валли утă, вутă хатĕрлеме тивнĕ пĕчĕкскерсен. Çак тĕллевпе инçетри вăрмана утнă. Пысăк çурта хутса ăшăтма вутă-шанкă чылай кирлĕ пулнă-çке.

1918 çулхи кĕркунне 14 çулти Емельян килĕнчен тухса кайнă, Канаша çуранах çитнĕ. Унта пуйăс çине ларса Мускава çул тытнă. Хăйпе пĕрле апат та, шыв та илмен вăл. Вакунра пĕр çемьепе паллашнă, вĕсем Украинăран пулнă. Арçын ачана çакскерсем контролерсенчен ларкăч айне пытарнă. Выçăскерне çăкăрпа салă татăкĕ те панă. Пуйăс ун чухне Мускава икĕ талăк кайнă. Çăк турттаракан вакунсенче йытăсем валли читлĕхсем пуррине асăрханă çамрăк. Контролерсемпе курнăçасран хăраса йытă йăвине кĕрсе ларнă. Çапла майпа Мускава çитнĕ.

Ют хулара ăçта каймалла? Вăл килсĕр- çуртсăр çапкаланса çÿрекенсемпе паллашнă. Вĕсем хула, вокзалсем тăрăх ыйткаласа çÿренĕ, апат-çимĕç шыранă. Каярахпа Емельян юлташĕсемпе Мускав облаçĕнчи Раменское поселокне пурăнма куçнă. Ача çуртне ĕçе вырнаçнă. Унта шалу вырăнне апат панă.

1922 çулта юлташĕсемпе Новосибирск облаçне тухса кайнă. Малтанах вĕсем Кузнецк поселокĕнче автопарка ĕçе вырнаçнă. Кăштах вăхăт иртсен чăваш каччи электромонтер профессине алла илес тĕллевпе ятарлă курса вĕренме кĕнĕ.

Часах Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Вăл стрелоксен 108-мĕш полкĕнче хĕсметре тăнă. Çулсем иртнĕçемĕн Раменское поселокне каялла таврăннă, ача çуртĕнче электромонтерта ĕçлеме тытăннă. Çакăнтах хитре хĕрпе Марийăпа паллашнă. Вĕсем чылай вăхăт туслă çÿренĕ, каярахпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. 1938 çулта вĕсен хĕр çуралнă. Анчах вăрçă çамрăксен телейне татнă. 1941 çулта çар комиссариачĕ куккана чĕнсе Новосибирск облаçне стрелоксен 146-мĕш ятарлă полкне ăсатнă. 1942 çулхи февральтен пуçласа ноябрьччен Емельян Акакиевич асăннă полк йышĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Каярахпа Ржев патĕнчи çапăçăва кĕнĕ, Ржевпа Вязьма операцине хутшăннă. Çакăнта вăл йывăр аманнă, чĕркуççине самаях суранлатнă.

Вăл нимĕç салтакĕ кăшкăрнинчен тăна кĕнĕ. Куçне кăштах уçнă та лешĕ ăна кăкăрĕнчен автоматпа тĕлленине курнă. Сасартăк çак вăхăтра пăшал сасси илтĕннĕ. Нимĕç çĕре персе аннă. Вилĕм аллинчен вĕçерĕннĕ пĕр салтак çапла майпа куккана çăлнă. Каярахпа ăна стрелоксен ополченине куçарнă. Ржевпа Вязьма операцийĕсем çав тери йывăрпа иртнĕ. Пирĕн çĕршыв унта пысăк çухату тÿснĕ.

(Хĕн-хур айĕнче)


Агростартап — патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ тĕсĕ. Асăннă конкурса фермер шутне кĕмен çынсем те хутшăнма пултараççĕ. Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăра пурăнакан Борис Поляков та иртнĕ çул унта хутшăнса çĕнтернĕ. Халĕ вара патшалăх пулăшăвĕпе хăйĕн хуçалăхне аталантарать.
Бизнес-план пурăçланать
Ĕçлекен çын ялта выçă вилмест. Грант укçипе Борис Николаевич МТЗ-82 трактор, ытти хатĕр-хĕтĕр, мăйракаллă шултра выльăх туяннă. Халĕ выльăх шучĕ 23 пуç. Ĕнесем пăруласан 30 яхăн пуласса пĕлтерчĕ вăл. Патшалăха кунсерен 90-100 литр сĕт парать çемье. Чĕр таварăн хакĕ пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех пулни çеç пăшăрхантарать çĕр ĕçченне. Паян Шăмăршă тăрăхĕнче сĕте 15 тенкĕпе /1 литрĕ/ туянаççĕ, иртнĕ çул вара унăн хакĕ 17 тенкĕ пулнă.
Паллах, выльăх шучĕ ÿснĕрен вите те кирлĕ. Çавна май киввине юсаса çĕнетме шут тытнă Поляковсем. Çанталăк сивĕтиччен ĕçе вĕçлессе каларĕ кил хуçи. Çемьене ку тĕлĕшпе аппăшĕпе ывăлĕ пулăшнă, вĕсене тав тăваççĕ. Çитес вăхăтрах алăк, чÿрече лартма тытăнĕç.
Кăçалхи тухăçпа та кăсăклантăм эпĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулнă иккен. Нумай çул ÿсекен курăка виçĕ хутчен çулса илнĕ. Çавăнпа та утă-улăм чылай хатĕрленĕ. Виççĕмĕш хут çулнă курăка çамрăк пăрусем валли ятарласа уйăрса хăварнă. Пĕчĕкскерсем çуркунне енне утă çиме тытăнаççĕ. Каю ути, çемçескер, шăпах вĕсем валли. Çемье паянхи кун 29 га çĕр лаптăкĕнче тĕрлĕ культура çитĕнтерет. Тĕрĕсрех каласан, вĕсенче выльăх апачĕ туса илет: 15 га люцерна, 8 га урпа, ытти лаптăкра выльăх кăшманĕ, кавăн ÿстерет.
Бизнес-планра кăтартнă ĕç-пуçа пĕтĕмпех пурнăçласа пынине палăртрĕ Борис Поляков. Çавна май икĕ çынна ĕçе илнĕ. Вĕсене уйăхсерен ĕç укçи куçарса тăраççĕ.
Ял ĕçчен çынна кăмăллать. Вăй хумасăр, тăрăшмасăр нимĕн те çитĕнмест. Ял çыннин кану кунĕ те, пушă вăхăт та çукпа пĕрех. Любовь Геннадьевнăпа Борис Николаевич та иртен пуçласа каçченех выльăхсем патĕнче тăрмашаççĕ. Ирхине 4 сехетрен пуçласа 20 сехетченех. Ĕнесене малтан ял кĕтĕвне янă. Çавна май çулла 6-7 кун черете кайма тивнĕ. Паллах, ку ĕçе никам та ăмсанмасть. Халĕ ачисемпе канашланă май электрокĕтÿç туяннă, выльăх-чĕрлĕхе вăл хураллать.
Кил хуçи хĕрарăмĕ пирки те ыррине çеç каламалла. Вăл маларах вырăнти хуçалăхра осеменаторта вăй хунă. Хăй тĕллĕн вĕренсе опыт пухнăскер тепĕр профессионалтан та ирттерет. Выльăх-чĕрлĕх чирлет-и е ăна прививка тумалла — пурне те хăй пурнăçлать. Ачаранах ĕне выльăха юратса çитĕннĕрен алли ку тĕлĕшпе чăннипех те «ылтăн» унăн.
Виççĕмĕш хутĕнче çĕнтернĕ
Васан ялĕнче çуралса ÿснĕ арçын паян Виçпÿрт Шăмăршăра пурăнать. Авланнă хыççăн кукамăшне пăхма унта кайнă. Çапла вара ку ялтах пурăнса кайнă çемье, ачисем те унтах çуралнă. Халĕ виççĕшĕ те вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ. Аслисем çемьеллĕ, кĕçĕн хĕрĕ Шупашкарти пĕр техникумра пĕлÿ илет. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Çуллахи вăхăтра вĕсем яланах пулăшаççĕ.
«Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна икĕ хутчен хутшăннă Поляковсем, анчах конкурсра çĕнтереймен. Хуçалăх ун чухне кил хуçи хĕрарăмĕ çинче пулнă. Каярахпа арçын ăна хăй çине куçарма шут тытнă. Арçынна хресчен /фермер/ хуçалăхне ертсе пыма Турă çырнă пулас. Ку тĕлĕшпе тĕрĕс йышăну тунă вăл. Тен, çавăнпах конкурсра çĕнтернĕ те. «Вăрăм» укçа хыççăн хăвала ма вăл халĕ çамрăк мар ĕнтĕ. Тăван тăрăхрах ĕçлесе пурăнма шухăшлать Борис Поляков.
«Агростартап» программа пирки чи малтан ăçтан пĕлнине ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ. Вĕсене кун пирки район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Олег Алексеев пĕлтернĕ иккен. Çĕнĕ программа ĕçлеме тытăнасса каланă вăл ун чухне. Конкурса икĕ хутчен хутшăннине, анчах çĕнтерейменнине палăртнă. Виççĕмĕшĕнче çĕнтерме ăнăçу суннă. Поляковсем васкасах ĕçе тытăннă. Бизнес-плана «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн ĕçченĕсем туса панă. Çакăншăн вĕсене тав тăваççĕ. Олег Николаевич хавхалантарни усса килнĕ — çемье конкурсра çĕнтернĕ, питĕ савăннă. Ара, патшалăхсăр пуçне çакнашкал пулăшу кам парĕ? Вăл вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăшу шутланать. Çакнашкал конкурссене ял çыннин хутшăнма шикленмелле маррине, ĕçлес кăмăл пулсан ĕмĕте пурнăçлама тăрăшмаллине каларĕ арçын.
Пĕрремĕш хутĕнче çĕнтереймесен конкурса тепĕр çул та хутшăнма юрать. «Телей кайăкне» алăран çеç вĕçертмелле мар. Шанчăка çухатмасăр малаллах талпăнмалла.
Паллах, кахал çын çакăн чухлĕ выльăх усраймасть. Ĕçчен, пултаруллă пулнăран хуçалăха аталантараççĕ Поляковсем. Çакна тума, паллах, грант илни пулăшнă та ĕнтĕ. Ăна пула вĕсем паян малашлăх çулĕпе шанчăклăн утаççĕ.
(Çирĕп утăмпа – малашлăха)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.