«Хресчен сасси» 36 (2924) № 14.09.2022

14 Авăн, 2022

Хăмла пахчинче

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра хăмла плантацийĕнче ĕç шавĕ иртен пуçласа каçченех шăпланмасть. Ĕçченсем «симĕс ылтăна» татса типĕтеççĕ, сутма хатĕрлеççĕ. Типĕ çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ кунта. Комбайнпа хăмла татнă çĕрте 12 çын вăй хурать. Авăрне урапа çине татса хуракан та самай.

Хуçалăх бригадирĕ Алексей Николаев пĕлтернĕ тăрăх, хăмлана иртнĕ эрнерех татма тытăннă. Ĕçченсен ăна 28 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Хальхи вăхăтра лаптăк çурри ытла пушаннă ĕнтĕ. Гектарти тухăç — 20 центнер. Талăкра 1,2 тонна «симĕс ылтăн» татса типĕтеççĕ. Хăмла туса илнĕ çĕрте техникăпа усă кураççĕ. Комплекс талăкра 6 тонна чĕр тавар йышăнма пултарать.

Хăмлаçăсене патшалăх курăмлă тĕрев пани те отрасле аталантарма пулăшать. Сăмахран, хăмла çитĕнтерме, татма, типĕтме пĕрчĕлеме техника туянма кайнă тăкакăн 50% патшалăх саплаштарать. Ытти ял хуçалăх культурине туса илме техника туянсан тăкакăн 40% тавăрма май пур. Çак тĕллевпе кăçал республика бюджетĕнчен 543,4 млн тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕпе Чăваш Енри аграрисем 600 ял хуçалăх техники туяннă. Çав шутра тракторсем, тырă вырмалли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайнсем.

«Симĕс ылтăн» каллех тупăш кӳме тытăнни, патшалăх та тĕрев пани хăмлаçăсене савăнтарать. Çавна май асăннă хуçалăхра унăн лаптăкне те пысăклатсах пыраççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Конкурсра çĕнтерессе шанмарăм»

РФ Общество палати агроволонтерсен «Ырă пахча» проект конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енри Тăвай салинче пурăнакан Наталия Федорова асăннă конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ. «Çырла телейĕ» проекта вăл Тĕмер ялĕнчи Кузнецовсен çемйине пулăшас тĕллевпе çырнă.

Хамăр çитĕнтерни тутлăрах

Наталия Юрьевна Тăвайри ача-пăча ӳнер шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшать. Унсăрпуç не вăл халăха социаллă хӳтлĕхпе тивĕçтерекен центрта вăй хурать. Конкурса хутшăннă май проекта мĕн е кам çинчен çырасси канăç памарĕ мана, — пуçларĕ сăмахне хастар хĕрарăм. — Малтан теплица пирки çырма ĕмĕтлентĕм, кайран урăх шухăшсем çуралчĕç. Юлашкинчен вара «Çырла телейĕ» проект çинче чарăнтăм. Хам лайăх пĕлекен çемье пур. Шел, кил хуçи хĕрарăмĕ коронавируса пула иртнĕ çул вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Виçĕ хĕр тăлăха юлчĕ. Аслисем, иккĕшĕ, хулара пурăнаççĕ, кĕçĕнни, сусăрскер — ашшĕпе. Проект тăрăх, нумай ачаллă, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене е пĕччен кун кунлакан граждансене пулăшупа тивĕçтермелле. Çавна май эпĕ Александр Кузнецов çемйине суйласа илтĕм. Çырла çитĕнтерсе Софияна савăнтарас килчĕ. Пĕрле лартнă çимĕç тутлăрах пуласса шантăм. Епле-ха унсăр? Грант укçипе тĕрлĕ хунав /çĕр çырли, хăмла çырли, кăвак çырла/ туянтăм, вĕсене Кузнецовсен пахчине лартрăмăр. Пирĕнпе пĕрле пĕчĕк София та тăрăшса ĕçлерĕ: хунавсем лартрĕ, шăварчĕ. Пахчара çитĕнекен пылак çимĕç çемьешĕн усăллă пуласса шанатăп. Чи малтан, паллах, кĕçĕн хĕрĕшĕн. Çитĕнекен организма витамин кирлех. Унсăр пуçне психологсем палăртнă тăрăх, сад-пахчара вăй хуни ачана аталанма пулăшать. Софиян ĕçĕхĕлĕпе каярах та кăсăклансах тăтăм, час-часах шăнкăравларăм. Пĕчĕкскер ашшĕне пахчара çăвĕпех пулăшнă. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Юнри сахăр шайне тĕрĕслеççĕ

Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкул çумĕнче йĕркеленнĕ «Медик-волонтерсем» ушкăн «Ырлăх — яла» акци пуçарнă май «Сахăр» мероприяти ирттереççĕ. Всене ку ĕçре вырăнти врач офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов пулăшса, ертсе пырать.

Ачасем вĕрентекенпе пĕрле районти ял çыннисен юнри сахăр шайне тĕрĕслеççĕ. Сăваплă çак ĕçе пурнăç лама вĕсем ирех тăраççĕ, ирхине 6 сехетре ФАПсене çитеççĕ. Хăйсен тивĕçне пурнăçланă хыççăн Анатолий Валентинович ачасене машинăпа шкула леçет. Ара, тухтăр пулас тесен лайăх вĕренмелле, ытларах химипе биологи предмечĕсене. Çавăнпа та шкултан пĕр кун та юлма юрамасть. Çакна ачасем хăйсем те лайăх ăнланаççĕ. Ку ушкăна вара тухтăр профессине кăмăллакансем çӳреççĕ. Ахальтен мар кăçал Турханти вăтам шкулти 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухнă 8 ача хăйсен пурнăçне çак ĕçпе çыхăнтарма шут тытнă: иккĕшĕ ЧПУри медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, улттăшĕ — медицина колледжне. Хăй вăхăтĕнче вĕсем пурте медикволонтерсем пулнă. Сăмах май, Анатолий Валентиновичăн ывăлĕ Андрей та çак йышра пур. Пĕчĕк çеç ялтан çакнашкал пĕлтерĕшлĕ кăтарту! Паллах, кунта Анатолий Кольцов тухтăрăн тӳпи çав тери пысăк.

«Паянхи куна эпир хамăр тăрăхри 17 яла çитрĕмĕр, 548 çыннăн юнри сахăр шайне тĕрĕслерĕмĕр, вĕсенчен 66-шĕн ирхинехи сахăр шайĕ виçерен пысăкрах. Медицина ĕçченĕсен вĕсен сывлăхне малашне тĕрĕслесе тăмалла, ытти анализ парса сахăр чирĕ пуррипе çуккине палăртмалла. Çак чир-чĕр пирки эпир чăвашла хатĕрленĕ листовка кăлартăмăр. Ăна ял çыннисене салатса паратпăр. Унсăр пуçне вĕсене сахăр чирĕ пирки тĕплĕн ăнлантаратпăр. Çитес вăхăтра ачасемпе районти тепĕр 20-е яхăн медпунктпа тухтăр амбулаторине çитме тăрăшатпăр. Ачасем ку ĕçе питĕ кăмăллаççĕ. Эпир эрнере 6 кун çула тухатпăр. Хăш яла кам каяссине малтанах палăртаççĕ вĕсем. Хампа пĕрле кунсерен икшер вĕренекене илетĕп», — терĕ Анатолий Валентинович. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Çăмăллăх ипотекипе - çурт-йĕр

Чăваш Енри регион управленийĕн центрĕ йĕркеленипе тӳрĕ эфирта «Ял ипотеки» программăна сӳтсе яврĕç. Çивĕч калаçăва ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская хутшăнчĕç.

Ял çыннисен, хуларан яла куçма ĕмĕтленекенсен çăмăллăх кредичĕпе /çулталăкне 3%/ çурт-йĕр çавăрма, туянма пулать. Чăваш Енре вара процент ставкине татах пĕчĕклетме /0,1%/ май пур. Çăмăллăх ипотекине камсем илме пултараççĕ-ха? Тӳрĕ эфирта палăртнă тăрăх, иртнĕ çул республика бюджетĕнчен ялта çурт тунăшăн, туяннăшăн 147 граждана республика хыснинчен кредитăн процент ставкине саплаштарнă. Программăпа çурта ăçта тума юрать? Çурт ял территорийĕнче вырнаçмалла. Унта 30 пин çынран ытла пулмалла мар.

— Пирĕн республикăра Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисем ял территорине кĕмеççĕ. Ытти ял /пурĕ 1700/ пĕчĕк хуласем ял агломерацийĕ шутланаççĕ, — терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Енчен çăмăллăх кредичĕпе уйрăм çынран çурт-йĕр туянас тесен — 5, предприяти-организацирен вара 3 çултан аслă пулмалла мар.

«Ял ипотеки» программăпа çурт-йĕр çавăрас, туянас текенсен çакна шута илмеллех. Çăмăллăхпа усă куракан хальхи вăхăтра ăçта пурăнни пĕлтерĕшлех мар. Хулара ĕçлесе пурăнакан та çăмăллăх кредичĕпе ялта çурт çавăрма пултарать. Чи кирли — строительство ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн пилĕк çул хушшинче ялта пропискăра тăни.

Хальхи вăхăтра çурт тума çăмăл мар. Строительство материалĕсен хакĕсем те вĕçĕм хăпарса пыни чăрмав кӳреççĕ. «Ял ипотеки» программăпа вара чи пысăк кредит 3 млн тенкĕ кăна параççĕ. Паллах, паянхи хаксемпе çакă çурт туса пĕтерме çителĕксĕр. Хаксем вĕçĕм вылянса тăни çемьене йывăрлăха кĕртсе ӳкерет. Тытăннă ĕçе вĕçлеме укçа ăçтан тупмалла? Ыйтăва та банк татса пама пулăшĕ. Çурт хăпартма е туянма мăшăрăн иккĕшĕн те кредит илме май пур иккен. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çĕр улми выçлăхран çăлнă

Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çул хыççăн пурнăç тĕпрен улшăннине эпир ватăсем аван туятпăр. Пытармалли çук, паянхи пурнăçăн лайăх енĕ те, япăххи те пур.

Вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та пурнăç йывăр пулнă. Уйрăмах апат-çимĕç çитменрен. Ун чухне колхозсем паянхи пек гектартан 20-30 центнер тыр-пул илеймен, 7-8 центнер çеç пухнă. Минерал удобренийĕсемпе те усă курман. Хуçалăхсен чи малтан патшалăх умĕнчи парăма татмалла пулнă. Юлашкине халăха ĕç кунĕ пуçне грампа валеçсе панă. Хăш-пĕр ялта ăна та парайман.

Ун чухне çемьесенче ача йышлăччĕ. Пире, вăрçă ачисене, аннесем килти пахчара çитĕнтернĕ çĕр улмипе выçлăхран çăлса хăварнă, çын тунă. Эпир тутлă пĕремĕк канфет çисе ӳсеймерĕмĕр. Ман шутпа, çĕр улмине хисеплесе ылтăн медаль памалла. «Иккĕмĕш çăкăр» хăйĕн пĕлтерĕшне вăрçă хыççăн та çухатман.

60-70-мĕш çулсенче ăна колхозра та, килти хуçалăхра та пысăк лаптăкра лартса ӳстернĕ. Астăватăп: пирĕн тăрăхра атте-аннесем йышлă сысна тытатчĕç. Вĕсене çĕр улми пĕçерсе çитеретчĕç. Хăшне-пĕрне самăртнă хыççăн пусса ашне пасарта сутатчĕç, пурăнма укçа тăватчĕç. Атăл хĕрринче вырнаçнă Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсенче пурăнакансем ытлашши çĕр улмине пăрахут çине тиесе Атăл тăрăх Саратов, Волгоград, Баку хулисене сутма ăсататчĕç. Нухратпа вара çурт-йĕре çĕнетнĕ, ачисене вĕрентнĕ. Ун чухне хуçалăхсем çак тымар çимĕçрен пысăк тухăç илнĕ, ăна сутса «миллионер» ята тивĕçнĕ. Ку вăхăтра çĕр улми чи тупăшлă культурăсенчен пĕри шутланнă. Чăваш Республики «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерессипе малти вырăнта пулнă.

90-мĕш çул хыççăн самана улшăнчĕ. Ăнăçлă ĕçлесе пыракан колхоз-совхозсем панкрута тухса саланчĕç. «Халăха малашне фермерсем тăрантарĕç», — тесе ăнлантарчĕç. Анчах та паянхи куна çĕршыва вĕсем мар, пысăк хуçалăхсем, холдингсем тăрантараççĕ.

Мана, ватă çынна, çĕр улми шăпи пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен эпир ăна çисе ӳснĕ, паянхи кун та унпа тăранса пурăнатпăр. Эпĕ астунă тăрăх, пирĕн районта унăн лаптăкĕ 2500 гектар таран пулнă. Пирĕн хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ 1100 гектар анчахчĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 90 гектар таран лартнă. Паянхи куна унăн лаптăкĕ районта 200-300 гектар çеç йышăнать. Ял çыннисем те çĕр улми лаптăкне пĕчĕклетрĕç. Эпир, ялти ватăсем, выльăхчĕрлĕх тытма пăрахрăмăр. Пахчари утта çулса илсен кама сутмаллине те пĕлместпĕр. Ял çыннине пĕрер гектара çитерсе панă çĕр анчах мар, 40 сотăй та кирлĕ мар пулса юлчĕ. <...>

Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.