Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 35 (3075) № 17.09.2025
Суйлавçăсен 67,06% Олег Николаевшăн сасăланă
Республика Пуçлăхĕн тата муниципалитетсен депутачĕсен суйлавĕсем вĕçленчĕç.
Авăн уйăхĕн 12, 13 тата 14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхне, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен, çичĕ муниципалитет округĕн депутачĕсене суйларĕç. Республикăра — 921 суйлав, Мускавра 14 экстерритори участокĕ ĕçлерĕ, ятарлă çар операцийĕнче служба тивĕçне пурнăçлакан ентешсем дистанци мелĕпе сасăлама пултарчĕç. Олег Николаева республика Пуçлăхне суйлассишĕн граждансен 67,06 проценчĕ сасăларĕ. 2-мĕш вырăнта — Константин Степанов (14,23%), 3-мĕшĕнче — Максим Морозов ª8,37%º. Суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Игорь Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, суйлав кунĕсенче çăхавсем пулман. «Çынсенчен 202 ыйту килчĕ. Вĕсем сасăлав йĕркипе çыхăннă. Агитаци прави пирки 16 пĕлтерĕве тĕрĕслерĕмĕр — саккуна пăсни çирĕпленмерĕ», — терĕ вăл. Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссине республикăран пĕр çăхав та килменнине пĕлтерчĕç. «Кăçал Чăваш Енре 198 пин ытла çын, çав шутра 94 проценчĕ пуçласа, дистанци электрон сасăлавĕн майĕпе усă курнă», — терĕ комисси членĕ Евгений Шевченко. Суйлав вĕçленнĕ хыççăнах Общество сăнавĕн центрĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев гражданин тивĕçне пурнăçлама хастар хутшăннăшăн суйлавçăсене тав турĕ. «Эсир республика пурнăçĕн пахалăхĕшĕн, унăн малашнехи аталанăвĕшĕн яваплăха туйни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен — Раççейри нумай нациллĕ çемьен пĕр йышĕ — йăла-йĕркене хисепленине те, демократи принципĕсене тĕпе хунине те кăтартса пачĕ, пирĕн çĕршывра хăтлă пурăнма, тухăçлă ĕçлеме, пултарулăха пур енлĕн аталантарма май пуррине те çирĕплетрĕ», — терĕ Олег Алексеевич. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Кайăк хитре тĕкĕпе…
Муркаш округĕн мухтавлă çыннисенчен пĕри — Михаил Мокшанов юрăçă.
1959 çулта Хорнуй ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен, Саратов консерваторийĕнчен вĕренсе тухнă. Хыççăнах Чăваш патшалăх филармонийĕн солистĕнче ĕçлеме тытăннă, 1991 çултанпа — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн юрăçи. Михетере (Г.Хирбю, «Нарспи» опера), Макаçа (Ф.Васильев, «Шывармань»), патшана (Дж. Верди, «Аида»), Варлаама (М.Мусоргский, «Борис Годунов»), Гремина, Ротнăя, Зарецкие (П.Чайковский, «Евгений Онегин»), Собакина, Малютăна, Скуратова (П.Чайковский, «Иоланта»), Ронсдорфа (И.Кальман, «Сильва»), ытти нумай сăнара вылянă. Вырăс, чăваш, тĕнче опера искусствине пысăк тӳпе хывнăшăн ăна 2000 тата 2023 çулсенче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тата халăх артисчĕн ячĕсене панă. Республикăн культурăпа искусство институтне уçсан Михаил Федорович — вокал кафедрин преподавателĕ тата доценчĕ — тивĕçлĕ канăва кайиччен ĕçлерĕ, студентсене юрлама вĕрентессишĕн нумай тăрăшрĕ. Вăл манăн ыйтусене хаваспах хуравларĕ. «Савăнăçлă кăмăлпа театра каятăп, киле таврăнатăп», — терĕ. «Саншăн телей тени мĕн?» — тесе ыйтрăм. «Чăваш çĕрĕнче пурăнни, тăван халăх юррисене юрласа куракана савăнтарни, хам театрта ĕçлени… Çемьепе, юрăçăсемпе пĕрле туслă пурăнма кăмăллă, нумай çул килĕштерсе ĕçлетпĕр», — пытармарĕ вăл. Çапла пĕтĕмлетрĕм: хăйĕн ĕçне юратать, тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать, чăн-чăн артист, пурнăçланă ĕçĕ сумлă, чунĕ пуян, ял çыннипе вашават — сывлăх сунмасăр, сăмах хушмасăр иртмест. Шупашкарта ĕçлесе пурăнать пулин те тăван ялне тăтăш килсе çӳрет. «Пĕррехинче çуралнă пӳрт умĕпе кĕçĕн класра вĕренекен салхуллă ача иртнине асăрхарăм, — аса илчĕ Михаил Федорович. — «Мĕншĕн макăратăн?» — ыйтрăм хапха умĕнче лараканскер. «Дневник туянма асанне укçа памарĕ», — хуравларĕ вăл. Ăна лавккана çавăтса кайрăм та дневник туянса патăм». Ачана нумай кирлĕ пулман иккен — питĕ савăннă. «Кайăк хитре тĕкĕпе, çын — ĕçĕпе», — тенĕ халăхра. «Мăн чунлă çын, общество ĕçне хастар хутшăнать, иртен-çӳрен ыратăвне ăнланать», — терĕ Хорнуй территори пайĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова.
Геннадий МОИСЕЕВ.
Муркаш округĕ, Çурлатăрри ялĕ.
♦ ♦ ♦
Опычĕ халĕ те пĕлтерĕшлĕ
Иртнĕ ĕмĕрти хăмлаçăсем йышлăн-ха. Хăйсен паха опычĕпе «Хресчен сассинче» те паллаштараççĕ.
Вĕсенчен пĕри — Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозăн хăмла туса илес енĕпе ĕçленĕ Анатолий Объездчиков. Районти Кĕçĕн Шемертен ялĕнче 1954 çулта çуралнă, 1976 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен инженер-механика вĕренсе тухнă. 1977 çулта «Ленинская искра» колхозра хайхи должноçра ĕçлеме тытăннă, 1981-1993 çулсенче вăл — «симĕс ылтăн» туса илекен цех пуçлăхĕ. Хăмла производствипе çыхăннă мероприятисене пурнăçланă. Аркадий Айдак ертсе пынипе пысăк тухăç паракан хăмла сорчĕсене лартма тăрăшнă. Малтан темиçе çул вĕсене çитĕнтерсе тĕрĕслесе пăхнă, лайăх ӳснине, сăтăрçăсене парăнманнине, пучах пахалăхĕ сăра тăвакансене альфа-йӳçек, эфир çăвĕ тата ытти енĕпе тивĕçтернине, пысăк тухăç панине çирĕплетсен çеç çуллен ӳстерме ĕçе кĕртнĕ. Хăмла техникипе оборудованине пăхса тăрасси тата юсасси те А.Обь ездчиков тивĕçĕ пулнă. Унăн агрономие пĕлмеллине шута илсе вăл ăслăлăх литературипе паллашса, республикăри, çĕршыври, пĕтĕм тĕнчери конференцисене хутшăнса хăмла технологийĕ, унпа килĕшӳллĕн епле çитĕнтересси, отрасльти çĕнĕлĕхсем çинчен пĕлсе тăнă. Çĕнĕ хыпарсемпе СССР Ял хуçалăх министерствин хăмла çитĕнтерессин координаци канашĕн членĕ пулнă май та паллашнă. Вăл çине тăнипе пучах татмалли пĕрремĕш комплекса Тури Ачакра — 1978, Лапракассинче — 1979, Яракассинче — 1980, Хурамалăхра 1984 çулта хута янă. Хăмла пахчи 1976 çулта 84 га пулнă, 1992 çулта 116 гектара çитернĕ. 1986 çулта хуçалăх «симĕс ылтăн» туса илес енĕпе рекорд тунă — 196 тонна пучах пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 24,2 ц. Анатолий Эрнестович 2015 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăмла производствине пысăк тӳпе хывнăшăн ăна «Хисеп Палли» орден, ытти награда нумай парса хавхалантарнă. Халĕ колхозăн хăмла пахчинче унăн опычĕпе те усă кураççĕ. <...>
Николай ПЕТРОВ.
♦ ♦ ♦
Тĕпре — ĕç тухăçĕ
Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăра иртнĕ фермерсен VI слетĕнче вĕсен рейтингĕнчи малти 10 вырăна камсем йышăннине «Хресчен сасси» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
100 хресчен-фермер хуçалăхĕн рейтингне мĕне тĕпе хурса палăртнă?
— Иртнĕ çулсенче ХФХсен рейтингне пахаламалли методика та туса хатĕрлерĕмĕр. Ăна комиссире сӳтсе явнă, Ял хуçалăх министерстви хушу кăларса çирĕплетнĕ. Фермерсем унта 2024 çулшăн тăратнă 20 тĕрлĕ кăтартăва тишкертĕмĕр. Сăмах май, вĕсене республикăн Ял хуçалăх министерствине пĕлтермесен, ХФХсем Раççей Ял хуçалăх министерствин цифра базинче курăнмасан федерацин тата республикăн патшалăх пулăшăвне илмелли çула хăвăрах пӳлетĕр, — терĕ «Агро-Инновацисем» предприяти директорĕ Николай Васильев.
— 20 кăтартăва икĕ ушкăна уйăртăмăр. Пĕрремĕшĕнче ХФХсен потенциалне уçăмлатрăмăр. Уйрăммăн илсен вĕсем миçе га çĕрпе, мĕн чухлĕ техникăпа усă курнине, коллективра миçе çын ĕçленине пăхрăмăр, иккĕмĕшĕнче ХФХсем трактор-машинăна, мĕн пур производство хатĕрĕ мĕнле тухăçпа ĕçлеттернине, укçа-тенкĕ çаврăнăшне, çулталăк вĕçлениччен пĕтĕмĕшле тата таса тупăш миçе тенкĕлĕх, коллективăн кашни çынни миçе тенкĕ илнине тишкертĕмĕр. Çак критерисене пăхса фермерсене аялтан çӳлелле хăпаракан пусма çине тăратса тухрăмăр. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем — вăтам ĕç укçи миçе тенкĕпе танлашни, коллективра тăрăшакансен йышĕ, кашни га çĕр пуçне тупăш мĕн чухлĕ илни. 2024 çулшăн отчет туллин паман тата иртнĕ çула тăкакпа вĕçленĕ пирки 603 фермертан 104-шĕ конкурсра тупăшма пултарчĕç. Унта çĕнтерес тесен пысăкрах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен продукци туса илни пĕлтерĕшлĕ. Республикăра чи пысăкки Сайфул Мазумдер предпринимателĕн (Çĕмĕрле округĕ) — 2300 га, 2-мĕш вырăнти Решит Санзяпов фермерăн (Патăрьел) — 1508 га, 3-мĕшĕнчи Валерий Грачевăн (Тăвай) — 1224 га. Вăл рейтингăн 1-мĕш вырăнне йышăннă, çĕр унтан ытларах тытакансем унпа танлашайман, мĕншĕн тесен Грачевăн ытти кăтартăвĕ лайăхрах. Тухăçлăрах ĕçленисене пусма тăрăх — çӳлелле хăпартса, ку енĕпе вĕсенчен юларах пынисене аяларах антарса пынă. Рейтингпа «Агро-Инновацисен» сайтĕнче паллашма пулать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас