Хресчен сасси 35 (2974) № 06.09.2023

6 Авăн, 2023

Ĕçе парăннисене чысланă

Ветеринари тытăмĕнче ĕçлекенсем професси уявне паллă турĕç. Савăнăçлă пуху Чăваш патшалăх пукане театрĕнче иртрĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе отрасль аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене наградăсемпе чысларĕç.

«Экономика аталанăвĕпе агропромышленноç комплексĕнче, çын сывлăхĕнче республикăри ветеринари служби пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ĕçри кăтартусем аван. Малашне те асăннă çулпа çирĕппĕн утасса шанатпăр. Ял хуçалăх продукцине тарăн тирпейлессинче тата регионта туса кăларакан продукцие экспорта ăсатассинче те лайăх кăтартусемпе палăратпăр. Тавар пахалăхĕ туянакансене тивĕçтерет. Выльăх-чĕрлĕхе искусственнăй майпа пĕтĕлентерессинче те ветеринарсен тÿпи пысăк», — палăртрĕ ЧР пуçлăхĕ Олег Николаев веттухтăрсене професси уявĕпе саламланă май. Паянхи кун ку тытăмра 600-е яхăн çын ĕçлет. Кăçалхи çичĕ уйăхра ку службăра тăрăшакансем 11 миллиона яхăн тĕрлĕ тĕрĕслевпе вакцинаци тунă, электронлă майпа 9 миллиона яхăн ветеринарипе санитари докуменчĕ хатĕрленĕ, 54 пин тонна ытла аш-какайран хатĕрленĕ апат- çимĕçе экспертиза тунă, республикăри хуçалăхсенче ĕнесен 32 процентне искусственнăй майпа пĕтĕлентернĕ. Усал чир-чĕр сарăласран сыхă тăрасси, ветеринари учрежденийĕсене пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси тата кадрсемпе тивĕçтересси тĕп тĕллев пулса тăрать. Уявра ветеринари тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене — Çĕмĕрле районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцин веттухтăрне Михаил Масокина тата ЧР ветеринари лабораторийĕн тĕп тухтăрне Альбина Силиверстовăна — ЧР тава тивĕçлĕ веттухтăрĕ ятне пачĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне вара Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ветеринари станцийĕн ветеринари тухтăрĕ Руслан Яковлев илчĕ. Çулленех республикăра професси ăсталăхĕн курав-конкурсне йĕркелеççĕ. <...>

Вера МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Унăн ырă ячĕ пирĕн асăмрах

Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евлалия Васильева çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Муркаш округĕнчи Тури чăвашсен музейĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Унта ял хуçалăх ĕçченĕсем, АПК ветеранĕсем, çывăх тăванĕсем пухăнчĕç.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче Евлалия Ивановна тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. Çав шутра 15 çул ЧР ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе — Социализм Ĕçĕн Геройĕпе Василий Зайцевпа — республикăн ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Вĕсен ячĕсем яланлăхах чăваш аграрийĕсен ылтăн фондне кĕнĕ. «Ырă кăмăллă, шанчăклă, яланах пулăшма хатĕрччĕ. Хăйĕн ĕçне чĕререн парăннă çын, умри тĕллевсем патне çирĕппĕн утнă, ял хуçалăхне аталантарассишĕн пĕтĕм вăя парса ĕçленĕ», — çапларах астăваççĕ Евлалия Васильевăна ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансем. Тĕлпулăва ывăлĕпе хĕрĕ те килнĕ. «Социализм Ĕçĕн икĕ Геройĕн çемйинче ÿссе çитĕннишĕн мухтанмалла, хĕпĕртемелле çеç. Кун пек тĕслĕх республикăра та, çĕршывра та сайра тĕл пулать. Яланах ĕçшĕн çуннă, пăшăрханнă вăл. Тем пек йывăр пулсан та суйласа илнĕ çулран пăрăнман. Кунĕн-çĕрĕн ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшнă. Шел, вĕсен çулĕпе кайма тÿр килмерĕ. Таса чунлă, ырă кăмăллă тата йĕркеллĕ çын пулма вĕрентнишĕн аттепе аннене тав тăватăп», — аса илчĕ амăшĕн çутă сăнарне ывăлĕ Владимир. Хĕрĕ Антонина каланă тăрăх, çемьере Евлалия чи малтанах анне пулнă. Çав вăхăтрах ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтнă, командировкăсене пĕрмаях çÿренĕ. Евлалия Ивановна Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. 1945 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Алла диплом илсен икĕ çула яхăн Шупашкар районĕнчи «Путь Ленина» хуçалăхра агрономра ĕçленĕ. Унтан Елчĕк районĕнчи Ворошилов ячĕллĕ хуçалăха куçнă. Кунта вун икĕ çул ытла вăй хунă. Вăл ертсе пынипе колхозри çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, технологисене пăхăнса ĕçлени ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне ÿстерме пулăшнă. Хуçалăхăн çитĕнĕвĕсем çулленех хушăнса, колхозниксен пурнăçĕ лайăхланса пынă, ĕçе механизацилеме май килнĕ. Сăмах май, Евлалия Ивановна вырăс пулнă. Ĕçлеме ăна чăваш ялне янă. «Вырăс майри» текенсем те пулнă ăна. Çине тăрсах Евлалия чăвашла калаçма вĕреннĕ. <...>

Вера МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Эпир - çĕнтерÿçĕсем!

Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Спорт çĕрĕ» марафон финалĕ иртнĕ. Спортсменсем тĕрлĕ дисциплинăра тупăшнă: çăмăл атлетикăра, ГТО нормативне пурнăçлассинче, команда вăййинче, вăй экстримĕнче тата çемье эстафетинче. 39 региона хыçа хăварса Чăваш Ен ушкăнĕ мала тухнă. Çакăншăн РФ Ял хуçалăх министерстви спорт лапамĕ йĕркелемешкĕн сертификат панă.

«Ялти спорт командине чун-чĕререн саламлатăп. Чăннипех те сирĕнпе мăнаçланатпăр. Пирĕн республика чысне хÿтĕлесе пысăк парнене тивĕçрĕр», — палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче. Сăмах май, «Спорт çĕрĕ» марафонра регион чысне çичĕ спортсмен хÿтĕленĕ. Пурте вĕсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе туслă. Мĕнле самантсемпе асра юлнă çак ăмăрту? Йывăр килнĕ-и спортсменсене? Çĕнтерĕве шаннă-и вĕсем? Çак ыйтусене «Спорт çĕрĕ» марафона хутшăнакансене патăмăр. Шупашкар округĕнчи Криккакассинче пурăнакан Екатерина Попова вунă çула яхăн çăмăл атлетикăпа туслă. Вăл — спорт мастерĕн кандидачĕ. Екатерина Шупашкарти 143-мĕш ача садĕнче физкультура инструкторĕнче ĕçлет. «Спорт çĕрĕ» ăмăртуран хаваслă кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр. Республикăн Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем чукун çул вокзалĕнчен ăсатса яни тата ăшшăн кĕтсе илни çав тери савăнтарчĕ. Эпир — çĕнтерÿçĕсем! Малтанах ĕненмерĕмĕр-ха, пĕр хушă пĕр-пĕрин çине пăхса тăтăмăр, чунтан савăнтăмăр, — кăмăл-туйăмне пытармарĕ вăл. Эпĕ ГТО нормативне пурнăçларăм. Чи йывăрри отжимани тăвасси пулчĕ. Манăн çемье те спортпа туслă. Мăшăрăм Владимир Попов — Раççей спорт мастерĕ. Республикăра йĕркелекен спорт мероприятисене тăтăшах хутшăнатпăр. Кăçал çемьепе Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртса 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Пирĕн икĕ ача: Глеб — тăххăрта, Мария — улттăра. Ачасем медальсене шутлаççĕ, кашни çитĕнÿшĕн хĕпĕртеççĕ, спорт секцийĕсене çÿреççĕ. Пĕр-пĕр тупăшăва хутшăнас умĕн яланах тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Кунсерен мăшăрпа 10-12 çухрăм чупатпăр. Кулленхи ĕç кунне садике çÿрекенсемпе ирхи зарядкăран пуçлатăп. Шăпăрлансемпе чупатпăр, ăмăртатпăр, спорта аслисене те явăçтаратпăр». Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ Валентин Николаев Чăваш патшалăх аграри университечĕн инженери факультетĕнче 4-мĕш курсра ăс пухать. Вăл Шупашкар округĕнчи Мерешпуç ялĕнчен. Масс-рестлингпа интересленет йĕкĕт. «Дианăпа пĕрле вăй экстримне хутшăнтăм. Унта автомобиль покрышкине тĕртессинче, 24 килограмлă кире пуканне йăтассипе, икĕ тонна таякан Газеле вырăнтан хускатассинче тупăшрăмăр. Паллах, çăмăлах пулмарĕ. Тупăшу çивĕч иртрĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пыни çĕнтерме пулăшрĕ пулĕ. Ăмăртусене аван йĕркеленĕ, çанталăкĕ те лайăх пулчĕ. Çак вăйăра çĕнтерме кулленхи тренировкăсем пулăшрĕç. Масс-рестлингпа çичĕ çул интересленетĕп. Раççей спорт мастерĕ. Пĕлĕве Алексей Атласкин тата Борис Глинкин тренерсем патĕнче туптатăп. Кун йышши ăмăртура пĕрремĕш хут мар. Маларах Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял вăййисене хутшăннăччĕ». Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ Диана Ушаковăпа Сергей Смирнов спортсменсене те палăртмалла. Диана — масс-рестлинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, Раççей чемпионачĕн призерĕ. Пике Муркаш округĕнчи Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнчен, Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухать. Сергей Семенов вара Шупашкар округĕнчи Кÿкеçри 1-мĕш вăтам шкулта ачасене физкультурăпа вĕрентет, Ишлейри çамрăксен волейбол командин тренерĕ. «Кун йышши ăмăртусене кайса курни уяв евĕрех. Хăвна кăтартма тата çынсене курма пулать. Вăйлă спортсменсемпе тупăшма май килни те интереслĕ», — тет вăл. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.