«Хресчен сасси» 35 (2923) № 7.09.2022

7 Авăн, 2022

Ял çыннин пысăк савăнăçĕ

Патăрьел районĕ маттур та ĕçчен халăхпа пуян. Асăннă тăрăх хăйĕн 95 çулхи юбилейĕ тĕлне çĕнĕ объектсем хута ячĕ. Савăнăçлă пулăма уявлама иртнĕ эрнекун Патăрьелĕнче чылай сумлă хăна пуçтарăнчĕ. Вĕсен йышĕнчех ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри район пуçлăхĕсем пулчĕç.

Чи малтан Хирти Пикшик ял тăрăхĕнче «Молочные зори» ял хуçалăх кооперативĕнче сĕте тирпейлесе тĕрлĕрен юр-вар тата сыр туса кăларакан завод уçрĕç. Кунта малашне ĕне сĕтĕнчен çу, сыр, типĕтнĕ сĕт, хăйма, хăймаллă сĕт кăларма пуçламалла. Тавара республикăра кăна мар, ытти регионта та сутĕç. Асăннă кооператив председателĕ Зульфир Алигберов каланă тăрăх, хальлĕхе обћектра 20 яхăн çын ĕçлет, талăка 100 тонна сĕте тирпейлеççĕ. Цехсене пĕтĕмĕшле хута ярсан 200 тонна чĕр тавар тирпейлеме тытăнĕç. Ун чухне 70 яхăн ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Чĕр тавара кооператив членĕсенчен, ял хуçалăх предприятийĕсенчен, хушма хуçалăхсенчен йышăнаççĕ. Хальлĕхе ăна вырăнти тата кӳршĕ районсенчен пуçтараççĕ. Малашне вара çак ĕçе республикипех сарасшăн.

Асăннă объекта патшалăх пулăшăвĕпе тунă. Проект хакĕ — 66 млн тенкĕ. Вĕсенчен грант хакĕ /республика бюджетĕнчен/ — 40 млн тенкĕ, 26-шĕ — ял хуçалăх кооперативĕн хăйĕн.

Сумлă хăнасем сыр хатĕрлекен цеха, лабораторисене, сĕте пастеризацилесе хутаçа тултаракан уйрăма, ĕçченсен хывăнса тăхăнмалли, апатланмалли пӳлĕмĕсене кĕрсе курчĕç. «Çак кооператив хушма хуçалăхсен, фермерсен, ял хуçалăх предприятийĕсен чĕр таварне тирпейлесе унран тĕрлĕ юр-вар хатĕрлеме пуçлать.

Валентина ПЕТРОВА.


«Пĕр ĕмĕт-шухăш çемьене çывăхлатать»

Çĕрпӳ районĕнчи Михайловкăри Борисовсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ çĕр çырли çитĕнтереççĕ. Ял бизнесне аталантарма пĕр йăрантан пуçланă. Кăçал Альбина Борисова «Фермер шкулĕнче» «Çырла туса илесси» специальноçа алла илнĕ.

Пĕчĕк йăрантан пуçланнă бизнес

— Çĕр çырлипе виçĕ çул каялла, кĕçĕн ывăлпа декрет отпускĕнче ларнă чухне кăсăкланма тытăнтăм. Пушă вăхăта сая ярас килмерĕ, — аса илчĕ Альбина Борисова. — Çĕр çырлине вара эпир яланах кăмăлланă. Анчах ăна лавккаран е пасартан туяннипех çырлахнă.

Малтанлăха кил хуçи Дмитрий Валерьянович пахчара пысăках мар теплица тунă, йăран касса хунавсем лартнă. Вăхăтра шăварни, апатлантарни сая кайман, пылак та сиплĕ çимĕç икĕ эрне маларах пулса çитнĕ. Çакă çемьене хавхалантарнă.

— Хамăр çитĕнтернĕрен-ши, лавккарипе танлаштарсан килти чи пысăкки, чи тутли пек туйăнчĕ, — терĕ Альбина Евгеньевна.

Малтанхи утăм ăнăçлă пулни Борисовсене ял бизнесне пуçăнма çунат хушнă тейĕн. Тăватă вăрăм теплица туса лартнипе пĕрлех çырла лаптăкĕсене çултан-çул пысăклатса пынă. Тумлатса шăвармаллине, удобренипе апатлантармаллине йĕркеленĕ. Çаксене йăлтах Дмитрий Валерьянович ăсталанă. Паллах, ĕçе тытăниччен интернетри сĕнӳсемпе, проектсемпе паллашнă, кăмăла кайнине суйласа илнĕ.

Пахчара кашни лаптăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Пысăк çемье валли мĕн кирли йăлтах пур: пахча çимĕç, çĕр улми, хура çырла… Çĕр çырли вара 0,30 гектар йышăнать. Хĕрĕх сорта яхăн кунта. Пысăк теплицăсенче ремонтантлă сортсем ытларах çитĕнеççĕ. Вĕсем хура кĕрчченех çимĕçне параççĕ-мĕн.

— Иртнĕ çул май уйăхĕнчен пуçласа ноябрь пуçламăшĕчченех çырла пуçтарса сутрăмăр. Ир, вăтам, кая юлса пулаканнисене лартма тăрăшатпăр, — пĕлтерчĕ Альбина Борисова.

Кирек мĕнле ĕçре йывăрлăхсăр пулмасть. Уйрăмах çĕнĕлĕхе алла илнĕ чухне. Акă иртнĕ çул тăватă теплицăран пĕринче кăна çĕр çырли хĕл каçнă, ыттисем чĕрĕлмен. Сăлтавне хунавсем вăйсăр пулнипе ӳсен-тăрана япăх хупланипе çыхăнтараççĕ. Çапах Борисовсем пуçа усман, çуркунне çырлана каллех çĕнĕрен лартса хăварнă. Вĕсем лайăх тымар янă, шултра та йышлă çимĕçпе савăнтарнă.

Чи малтан теплицăра çимĕç пиçме тытăнать. Хыççăн — ана çинче. Пĕрин хыççăн тепри пиçсе пыни çемьешĕн те меллĕ, вăхăтра татса пуçтарма, ĕлкĕрме çăмăлрах. Пĕлтĕр пылак çимĕçе майăн 23-мĕшĕнчех тутанма пултарнă. Кăçал çуркунне çумăрлă, сивĕ тăнăран июнь пуçламăшĕнче кăна пиçсе çитнĕ. Теплица пурри йĕпе-сапара та, сивĕре те çырласăр хăварман. Ана çинче йăрансене вара ятарлă хура пленкăпа хупланине пăхмасăр çĕрĕшме тытăнни палăрнă.

Çу пуçламăшĕнче суту-илӳре çĕр çырли сахалран хаклăрахпа сутăнать, 1 кг 400 тенкĕ. Çапах аякран кӳрсе килнипе танлаштарсан йӳнĕрех. Шупашкарта вара 500 тенкĕпе е ытларахпа сутаççĕ. Борисовсем таварне Çĕрпӳ тăрăхĕнчех вырнаçтараççĕ. Çырлана нихăçан та маларах пуçтарса, хатĕрлесе хумаççĕ. Саккассем йышăннă хыççăн тин пуçтарса хуçисене çитерсе параççĕ. Теприсем килсе туянаççĕ. Сад ăсти каланă тăрăх, вĕсене ĕненмесĕр пахчине курма килекенсем те пур иккен. Çамрăк мăшăр çĕр ĕçĕнче вăй хуни, улма-çырла сутлăх туса илни вĕсене тĕлĕнтерет. Вырăнта çитĕнтернĕ паха та тутлă çимĕçе туянакан, саккас паракан сахал мар. Хăш-пĕр чухне черете тăратма тивет. Тавара витĕр курăнакан савăтпа сутаççĕ. Кун пек çимĕç тин татнă пек упранать.

Лариса НИКИТИНА.


«…мĕн пур шанчăк та

Эсир кăна ĕнтĕ…»

Альпăрт Канаш (Альберт Георгиевич Кожанов) сăввисене вуласан вĕсене вырăнпа выртнă çын çырнă тесе никам та калас çук. Мĕнле çăмăллăн янăраççĕ тата унăн сăввисемпе хывнă «Чечексем, чечексем» (кĕвви Иван Христофоровăн), «Тăри» (кĕвви Марина Ильичева-Шуракăшăн) юрăсем.

1946 çулхи январьте çурăм шăмми туберкулезĕ 10-мĕш класра вĕренекен çамрăка ураран ӳкернĕ. Шалкăм çапнă.

Амăшĕ ывăлне хăйсен ялĕнчи сыватмăша илсе кайнă. «Пĕтнĕ ку, нимĕн те пулмасть», — алă сулнă хĕрарăм тухтăр. Пĕр эмел те паман, пĕр кун та вырттарман.
Макăрса киле таврăннă. Халăх мелĕпе сиплесе пăхнă, усса килмен. Икĕ ура та хускалман, выляман. Ним тума аптранă енне иккĕшĕ те хурланса йĕнĕ. Сĕнтĕрвăрри больницине илсе каяс тесе направлени пама ыйтса икĕ-виçĕ хутчен тухтăра йăлăннă. Паман. Ун чухне йывăр чирлисене вырăнти тухтăр панă направленипе кăна йышăннă. Унсăрăн яхăнне те яман. Çапла тертленсе ултă уйăх иртсе кайнă.

Телефон кĕрттернĕ. Тинех вăл пуррипе ывăлĕ çар комиссариачĕ патне самолетпа Петр Осипов тухтăр вĕçсе килессине пĕлнĕ. Больницăран кайнă чухне хăй патне кĕрсе тухмĕ-ши тесе каласа пăхма амăшне унта янă.

«Вара эпĕ турăш умне тăрса макра-макра сăхсăхрăм, ырă врач пултăрахчĕ, хамăр ялти пекки ан пултăрччĕ тесе», — пĕлтернĕ амăшĕ 1983 çулта Петр Осипов патне яма хатĕрленĕ çырура. Чирлĕ çыннăн амăшне тӳрех ăнланнă пысăк чун-чĕреллĕ тухтăр. Çийĕнчех вĕсем патне кайнă. Альберта пăхнă, Шупашкара илсе пыма направлени çырса хăварнă. Çакăн хыççăн Альберт Кожанов Республика больницинче темиçе хутчен те выртса тухнă. Сăвăç сывлăхне тĕрĕслесе консультаци пама Октябрьски ялне тăтăш хутланă Петр Николаевич. Вăл пулăшнипех Альпăрт Канаш Вăрнар санаторийĕнче, Киевра ку чир енĕпе ĕçлекен паллă тухтăр Борис Бабич патĕнче сипленнĕ. Киевран таврăнсан киле пĕр туяпа хăех утса кĕнĕ. Ăна машина уйăрса панă май унпа çӳреме вĕреннĕ.

Галина ЕЛИВАНОВА, К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн наука ĕçченĕ.


Ĕне сутнă кун

Çур çĕр иртни те чылай пулать ĕнтĕ, çапах Елис ниепле те çывăрса каяймасть, енчен енне çаврăнкаласа выртать, тăрсан-тăрсан йывăррăн сывласа илет. Ыйхи пĕтĕмпех çĕтрĕ унăн. Аптранă енне кравать çинчен тăчĕ те ерипен тĕпеле кĕчĕ. Çутта çутрĕ – икĕ сехет çитет. Чӳречерен пăхрĕ ‒ никамăн та çутă çук. Сивĕнме ĕлкĕрнĕ чейникрен стакана шыв тултарчĕ те çуррине ĕçрĕ. Диван çинче выртакан Виттюк та ытти каçсенчи пек хăрлаттармасть, шăп выртать. Унăн та ыйхи вĕçнĕ-ши ара? Елис май пур таран шăппăн утса хăйĕн кравачĕ патне çитрĕ те сасă тăвас мар тесе майĕпен выртрĕ. Ăшă утиялпа витĕнчĕ, шухăшсен авăрне путрĕ. Çак минутсенче унăн иртнĕ пурнăçĕ пĕтĕмпех куç умне тухса тăчĕ.

…Колхозсем тунă çулсенче Елис ашшĕн Макарăн çуртне кулак тесе тустарнă, çемйине урама тăратса хăварнă.

Сăлтавĕ ‒ тимĕрçĕре ĕçлекен ашшĕ ал лаппи пысăкăш юлнă шăвăç татăкĕсене илсе килсе, вĕсене пĕр-пĕрин çумне çĕлесе пӳрт тăррин пĕр енне витни. Районтисем килсе ĕнине, сурăхĕсене те илсе кайрĕç, ашшĕне виçĕ çула тĕрмене хупрĕç. Хĕр пĕрчи ун чухне виççĕре кăна пулнă-ха, çемьере вара пурĕ тăватă ача. Елис амăшĕ Анна ачисемпе пĕрле кӳршĕри иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем патне пурăнма куçрĕ. Лешсен те темех çук, çапах та пурăнма ячĕç. Çулла аптăрамасть-ха, ачасене çенĕкре, мунчара выртса тăма пулать. Хĕлле вара самай йывăр икĕ çемьене пӳртре вырнаçма. Ачасем валли çĕр каçма вăрăм саксене çуммăн лартса вырăн тукаларĕç, хăшне-пĕрне кăмака патĕнчи мачча çумне ăсталаса тунă сарлака сентре çине выртма хăпартатчĕç. Кăмака хутма çĕр улми аври, хăмăл, хытнă эрĕм хатĕрлесе хунă-ха. Анчах ним ăшши те çук вĕсен, кăшт çатăртатса илеççĕ те çунса каяççĕ. Пӳртре ялан сивĕ. Аннапа кил хуçи хĕрарăмĕ аптăранă енне çуна туртса вăрманлă яла 20 çухрăма вутă туянма каятчĕç. Анчах хĕрарăм вăйĕпе мĕн чухлĕ туртса килеетĕн? Пĕр пысăк пукан е иккĕ пĕчĕккине. Çапах вăл та теме тăнă. Вутă хăмăл кăна мар-çке, пăш! туса ялкăшса пĕтмест, кăмакана хĕрӳ тытса тăрать. Хĕлĕпе вутта 18 хут кайса килчĕç. Çапла выçăллă-тутăллă пурăнкаларĕç вĕсем сивĕ пӳртре. Çăва тухсан вара Анна çемйи валли тăванĕсем, кӳршисем пĕрле пуçтарăнса çырмара çĕр пӳрт майлаштарса хучĕç. Çимелли çук, яшка пĕçерме тытăнсан ачисем çырмаран курăк пуçтаратчĕç. Курăкĕ те çук унта, пĕтĕмпех лăскаса пĕтернĕ. Çырмасем те çап-çара. Ялта чухăн çемьесем ытла та нумай…

Елисăн ыйхи таçта кайса кĕнĕ тейĕн. Шухăшсем вăрăм вăчăра ункисем пек пĕрин хыççăн тепри килеççĕ.

…Елиспа Виттюк иккĕшĕ яланах ĕне усрарĕç. Анчах ватăлса пыраççĕ ĕнтĕ халь, выльăх тытма йывăрланчĕ. Ачисем хулана тухса кайнă. Ĕне çур пурнăç теççĕ те-ха, анчах кам валли нушаланмалла малашне? Выльăх пулсан хĕл валли утă хатĕрлемелле, кашни кун ик-виç хут апат памалла, витене кашни кун иккĕ тасатмалла, тислĕкне аслăк хыçне куритепе туртса кăлармалла. Çулла кĕтĕве каймалла, ху каяймасан çынна укçалла тытса ямалла. Юлашки вăхăтра укçалла кайма килĕшекенсене те тупма йывăрланчĕ. Ĕнене ирлĕ-каçлă сумалла, Елисăн вара чĕркуççи сыпписем ыратаççĕ, кашни лармассерен нушаланмалла. Суса пĕтернĕ тĕле вара ури хытсах ларать, ĕне çине таянкаласа, ахлатса аран-аран тăрать. Хуларан сайра хутра килсе çӳрекен ачисем илкелесе каяççĕ-ха сĕт-тăварукне, анчах мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем хăнана килсен ял сĕтне ĕçесшĕнех те мар. «Лавккари сĕте, порошокран тунă кăвак шыва, ĕçеççĕ, ĕне сĕтне – çук. Мĕнле ачасем халь?» – тĕлĕнсе калаçать Елис хăйсем пек ватăлнă кӳршисемпе. Ку та кăмăлне хуçать вĕсенне: ĕне усраса кам валли тертленмелле малашне? Чунĕсене мĕнле йывăр пулсан та кăçал ĕнине сутма шутларĕç, çавăнпа хĕле утă та хатĕрлемерĕç.

Çакна пĕлсен вĕсем патне çамрăк мăшăр пырса кайрĕ, ĕнине пăхрĕ. Хакĕпе те калаçса татăлчĕç. Ыранах каç енне туянма килетпĕр терĕç лешсем. Вăт çавăн хыççăн Елисăн чунĕ вăркама тытăнчĕ, вăл канлĕхне çухатрĕ. Нумай çул усранă ĕнене хапхаран мĕнле кăларса ямалла? Пĕтĕм пурнăçа илсе тухса каять вĕт вăл, кил-çурта пушă хăварать. Çамрăкрах чухне пĕр ĕне ăнмасан тепринпе улăштарма та пултарнă. Хальхинче вара ку юлашки пулать вĕт, вĕсен картишне урăх ĕне ури ярса пусаймасть. Ватăлчĕç…

Николай ЛАРИОНОВ.


Ачасене халалланă пурнăç

Хисеплĕ учитель, çамрăксен наставникĕ, пурнăç çулне суйласа илме пулăшакан, юратнă мăшăр, атте, асатте-кукаçи... Çак сăмахсем пурте Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Василий Бородкин пирки. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ», «Халăх çут ĕç отличникĕ», «Нăрваш Шăхаль ялĕн хисеплĕ гражданинĕ», «Районти чи лайăх спортсмен» тата ытти сумлă ята тивĕçнĕ, районăн «Хисеп хăми» çинче те пулнă. Вăл пурăнакан урам та унăн ячĕпе хисепленсе тăрать.

Спортпа туслашнăран Василий Бородкин 80 çултан иртнине унăн паспорчĕ çине пăхсан кăна ĕненме пулать. Çамрăк чухнехи тĕреклĕхне вăл паян та çухатман-ха. Ĕçпе, спортпа пиçĕхни тӳрех сисĕнет.

— Еншикпе Тăрăн хушшинче Красный пахарь ялĕ пулнă. 1940 çулта эпĕ шăпах çавăнта кун çути курнă. Манăн малтанхи паспортра та çак яла çырнăччĕ. Унта 20 çурт ытларах çеç пулнă тет. 1941 çулта ăна пĕтернĕ. Йăх тымарĕсем Кĕçĕн Арапуçĕнчен пулсан та аттепе анне Нăрваш Шăхальне килнĕ.

Ахальтен суйласа илмен ку яла — асатте çакăнта лесникре тăрăшнă, çурчĕ те пулнă. Кукаçи-кукамай та кунтах тĕпленнĕ, — терĕ Василий Михайлович пурнăçĕ пирки каласа пама пуçланă май.

Нăрваш Шăхалĕнчи 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Василий Бородкин колхозра ĕçлеме пуçлать: ашшĕ — тракторист, ывăлĕ — плугарь. Тăватă çул тăрăшать вăл. Аслă Арапуçĕнче машинăпа трактор станцинче ятарлă курсра пĕлӳ илсе механизатор правине алла илнĕ хыççăн тепĕр 5 çул «хурçă утпа» çӳрет. Малалла та хуçалăхрах ĕçлетчĕ пуль, Нăрваш Шăхалĕнче вăтам шкул уçни унăн пурнăçне улшăнусем кĕртнĕ. Пĕлӳ çурчĕн директорĕ пулма Патăрьелĕнче пурăнакан Геннадий Задорова шанаççĕ. Геннадий Петрович Василий Михайлович спортсмен пулнине тата купăспа ăста каланине шута илсе ăна вĕренӳ çуртне чĕнсе илет те физкультура тата музыка урокĕсене ертсе пыракан çуккине пĕлтерет, çамрăка шкула йыхравлать. Яш килĕшет. Ачасене ăс панисĕр пуçне хăй те каçхи шкулта вĕренсе аллине аттестат илет. Пĕринче вара хаçатра Канашри педагогика училищинчи физкультура уйрăмĕ студент пулас кăмăллисене йыхравланине курать. Нумай шухăшласа тăмасть, малалла пĕлӳ илме çул тытать.

— Педагогика училищине вĕренме кĕнĕ чухне эпĕ икĕ хĕрĕн — Рэммăпа Ангелинăн — ашшĕччĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш курс çурринче ывăл Владик çуралчĕ. Лайăх çанталăкра киле велосипедпа эрнере икĕ хут та килсе каяттăмччĕ. Ирхине 5 сехетре чей ĕçнĕ, апат çинĕ хыççăн çула тухаттăм та 8 сехет тĕлне, занятисем пуçланиччен, çитеттĕм. 1970 çулта дипломлă специалист пулса тепĕр хут Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçларăм, малтанхи пекех физкультура тата музыка урокĕсене мана шанса пачĕç. Вĕренекенсемпе пĕр сăмах тупма, ăнланма тăрăшнă. Вĕсем те мана хисеплетчĕç, — аса илет Василий Михайлович. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ унăн çулне суйласа илнĕ: пĕртăван Анатолипе Валерий Афанасьевсем, Владимир Эриванов... ывăлĕ Владислав та ашшĕ хывнă сукмака курăкпа виттермерĕ — вăл та физкультура учителĕ. Районти спорт энциклопедине Нăрваш Шăхалĕнчен 179 çын кĕнĕ пулсан, вĕсенчен чылайăшĕ хисеплĕ вĕрентекен алли витĕр тухнă. Тĕнчипе палăрнă Александра Деверинская, Ирина Калентьева /Ягупова/ спортсменсене тата ыттисене те малтанхи утăмсем тума вăлах пулăшнă.

Ольга ПАВЛОВА. Патăрьел районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.