Хресчен сасси 33 (3073) № 03.09.2025

3 Авăн, 2025

Патшалăхăн курăмлă пулăшăвĕ

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ эрнере Шупашкар округĕнчи «Чурачикское» обществăра 510 пуç çамрăк ĕне вырнаçтармалли çĕнĕ корпуса хута яма хутшăнчĕ.

Кунта пăрусене тăрантармалли хальхи технологипе ĕçлекен, санитарипе килĕшсе тăракан оборудовани вырнаçтарнă. Пуласлăхра тата 2400 пуç ĕне тăратмалли комплекс тăвасшăн. Халĕ строительсем 750 пуçлăх корпуса çĕклеççĕ, иртнĕ çулсенче хута янисене реконструкцилеççĕ, 1000-шер пуç ĕне валли икĕ корпус строительствине пуçлама хатĕрленеççĕ. «Ял хуçалăхĕнче кирек хăш обекта хăпартма тытăнни те пирĕншĕн — пысăк пулăм. Кунта килмессерен пĕрле тăвакан ырă улшăнусемшĕн савăнатăп. Хуçалăх ертӳçи тĕнчери чи лайăх практикăпа тухăçлă усă курать, паха продукци туса илет тата хатĕрлет, унăн производстви ӳсĕмлĕ. Ĕç условийĕсем хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтереççĕ, специалистсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерет, шалу лайăх тӳлет. Правительство çынсене усă кӳрекен, ку чухне кирлĕ çавăн пек проектсене пурнăçлама хавхалантарать, ĕçе кĕртме пулăшать», — терĕ Олег Алексеевич. Сĕт туса илме пирĕн аграрисем федераципе республика субсидийĕсемпе усă курма пултараççĕ, ăна оборудовани, ăратлă выльăх туянма, паха вăрлăхпа тивĕçтерекен вăкăрсене пăхма, выльăх ферми тума параççĕ. «Чурачикское» субсиди 2024 çулта — 47 млн, 2025 çулăн иртнĕ уйăхĕсенче 32 млн тенкĕ илнĕ. Çак цифрăсем федераципе республика продукци ытларах сутас текенсене епле пулăшнине лайăх çирĕплетеççĕ. Хуçалăх ертӳçи Евгений Шалеев Олег Николаева патшалăх пулăшу кӳнĕшĕн тав тунă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ÿлĕм тухăçа — пушшех пысăк тимлĕх

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Етĕрне округĕнче Чăваш Республикин фермерсен VI слечĕ иртрĕ.

Унта ял хуçалăхĕнчен 250 ытла представитель хутшăнчĕ. Малтан республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов предпринимательсемпе тĕл пулчĕ — АПКна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. Вице-премьерпа — ял хуçалăх министрĕпе Андрей Макушевпа, республика Пуçлăхĕн указĕпе нумаях пулмасть уйăрса лартнăскерпе, паллаштарчĕ, агропромăн кăçалхи çур çулхи тĕп кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх производствин индексĕ мĕн пур йышши хуçалăхсенче 106,4% танлашнă (ку енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион хушшинче 2-мĕш вырăна йышăннă), çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче — 111,2%. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан аш производстви — 6%, сĕтĕн — 3,2%, çăмартан 35,5% ӳснĕ. «Пĕтĕмĕшле илсен кăтартусем начар мар, апла пулин те лăпланмастпăр, — палăртрĕ Правительство ертӳçи. — Эпĕ ял хуçалăх министрĕнче ĕçлеме тытăннă 2015 çулта пушă выртакан çĕр 150 пин гектарччĕ, вырăнти специалистсем лаптăксене пăхса тухнă хыççăн пĕр пайне пусă çаврăнăшне кĕртме йывăр тесе 90 пине сухаласа акма йышăнтăмăр. Унăн пысăкрах пайне ĕçе кĕртрĕмĕр, округсен администрацийĕсем пĕтĕмлетнĕ хыççăн тата 11 пин га юлнине пĕлетпĕр. Çапах та министерство пухнă информацирен эпĕ 30-35 пин гектартан кая мар пур терĕм. Мĕн чухлĕ юлнине Раççей Ял хуçалăх министерстви тĕрĕслерĕ те 99 пин га выртнине палăртрĕ. Усăсăр выртакан кашни лаптăка номер панă, вĕсем çырма- çатра, вăрман тăрăхĕсен, ял çумĕсенче, ытти çĕрте. Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе пĕтерес ыйтăва ахальтен çĕклемерĕм. Мĕншĕн тесен иртнĕ çулсенчи слетсенчи пекех эсир «малашне фермерсене патшалăх пулăшĕ-и?» теме тытăнассине халех туятăп. Ыйту паричченех пĕлтерсе хуратăп — пулăшать. Анчах ӳлĕм ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем ĕç тухăçне ӳстерессишĕн еплерех ĕçленине иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан тимлĕх ытларах уйăрма тытăнăпăр. «Ман трактор кивелчĕ, çĕннине туянма субсиди парăр?» — тенипех тухăçлă ĕçлемен аграрие патшалăх пулăшу пама пăрахĕ. Ку çеç мар, предприяти усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мĕн пур çĕре саккунпа килĕшӳллĕн шута илтерсен кăна комисси пулăшу пама ыйтса çырнă заявкăна йышăнĕ. Малашне пулăшăва культурăсен тухăçĕ республикăн вăтам тухăçĕн кăтартăвĕпе тан е унран 10% çеç пĕчĕкрех пулсан тивĕçĕç. Тухăçлă ĕçлемесен субсиди илеймĕç». Округсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçне 30-40 ц е ытларах та кăтартаççĕ. Вăтам тухăç иртнĕ 20 çулта — 23, юлашки вунă çулта — 27, 2020 çулта 33,3 ц пулнă, кăçал тата пысăкрах. «Вырмара ăна пысăк кăтартатăр, çулталăка пĕтĕмлетсе тăратнă отчетра вăл вара 1,5 хута яхăн пĕчĕкрех. Субсиди илмелли çĕнĕ условисене тивĕçтермесен пулăшу памаççĕ, хăвăра хăвăр ура хуратăр çеç. Апла ан пултăр тесен ĕç тухăçне ӳстермелле, пĕтĕм ĕçе çак тĕллеве тĕпе хурса йĕркелемелле», — терĕ Сергей Геннадьевич. Кăçал аграрисене — 109, çав шутра федерацирен — 58, республикăран 51 программăпа патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Вĕсемпе куçаракан укçан 67% — республика бюджетĕнчен. Ял хуçалăх производствине тӳпе хывнăшăн Владимир Бархаткин (Муркаш), Евгений Новиков (Тăвай), Валентин Павлов (Вăрнар) фермерсем республика Пуçлăхĕн Тав хучĕпе алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç, республикăн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе Людмила Ершова (Етĕрне), Ольга Иванова (Вăрмар), Алексей Кольцов (Етĕрне), Ильшат Пахалов (Комсомольски) фермерсене наградăларĕç. Фермерсен тепĕр ушкăнне республикăн ял хуçалăх министрĕн Тав хутне парса хавхалантарчĕç. Пухăннисене Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн министерствисем урлă кӳрекен патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсемпе паллаштарчĕç. Россельхозбанкăн республикăри уйрăмĕн ертӳçи Ирина Письменская аграрисене паракан кредит программисем çинчен каласа пачĕ. Ял хуçалăх министерствин тата АПКпа пулă ĕрчетессин комиссийĕпе коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Андрей Макушев министр АПКн кăçалхи çур çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ, тĕллевĕсене палăртрĕ. «АгроИнновацисем» предприяти директорĕ Николай Васильев «Чи лайăх 100 фермер хуçалăхĕ» рейтинга 2024 çулшăн епле условисемпе пĕтĕмлетнипе паллаштарчĕ. Унăн 1-10-мĕш вырăнĕсене çак пуçлăхсем ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем йышăнчĕç: Валерий Грачев (Тăвай), Рафис Айсын (Комсомольски), Ксения Сумкова (Шупашкар округĕ), Сергей Михайлов (Çĕрпӳ), Сериня Халитова (Патăрьел), Елена Цветкова (Елчĕк), Галина Волкова (Элĕк), Алексей Игнатьев (Вăрнар), Решит Санзяпов (Патăрьел), Людмила Краснова (Патăрьел). <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.