Хресчен сасси 33 (2972) № 23.08.2023

23 Çурла, 2023

Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать

Йĕпреç округĕнчи «Пионер» хуçалăхра вăй хуракан Виталий Кириллов ывăлĕсемпе пĕрле кăçалхи тухăçа пахалать.

аптăкĕ — 5 пин ытла гектар. Хуçалăх ытларах вăрлăх туса илессипе ĕçлет. Пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши тата çу кăларакан культурăсем акать. Хуçалăхăн çĕр лаптăкĕсем Канаш тата Йĕпреç округĕсенче пур. «Пионер» Раççейри пысăк агрохолдингсемпе суту-илÿ тăвать, тендерсене хутшăнать. Туса илнĕ продукцие экспорта та чылай ăсатать. Уйрăмах горчицăпа ĕçлет. Хуçалăхра ăна тасатса тирпейлекен агрегат та пур. Сăмахран, пĕлтĕр кăна Беларуç республикине çу кăларакан илепер тата вика вăрлăхне 4 пин тонна ăсатнă. Акасуха ĕçĕсем ирттерме техника çителĕклĕ кунта. Апла пулин те çулсерен техника паркне çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Акă, сăмахран, çăмăллăх кредичĕпе усă курса иртнĕ çул икĕ комбайн, çавăн чухлех трактор тата виçĕ агрегат туяннă. Пуласлăхра тепĕр комбайн тата косилка илес шухăшсем пур. «Пионер» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Игорь Мазюкин каланă тăрăх, хуçалăхăн тĕп тĕллевĕ — вăрлăх пахалăхне упраса хăварасси. Типĕ çу вăрлăх пахалăхне витĕм кÿчĕ пулин те тухăç аван пуласса шанаççĕ вĕсем. Ытларах кăнтăр тата Атăлçи округĕн тĕп пайĕнче туса илекен сортсемпе ĕçлеççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА. 

♦   ♦   


Юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать

Хăвăн аллупа чуна парса ăсталанă япаларан хаклăраххи, пахараххи мĕн пултăр? Кил картишĕнчи хуралтăсене, витене, мунчана, çуллахи беседкăна, крыльцана йывăçран касса кăларнă капăрлăхпа илемлетнĕ кил хуçи.

Палисадникра шур акăшсем, пальма йывăççисем, пĕчĕк фонтан вырăн тупнă, йĕритавра чечек ешерет. Етĕрне тăрăхĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче пурăнакан Григорий Некрасов ал ăсти ĕçĕсемпе киленмешкĕн çывăхри ялсенчен кăна мар, ытти округран та çынсем килеççĕ. Кил картине кĕрсенех чăн-чăн юмах тĕнчине лекетĕн… «Çак ăсталăх мана кукаçирен куçнă-тăр. Алли ылтăнччĕ унăн. Мĕн тĕрлĕ инструмент кăна çукчĕ мастерскойĕнче! Йăлтах хăйĕн аллипе ăсталанă, станоксем те тунă. Кукаçи ĕçленине сăнама юрататтăм. Çакна йăлтах ăса хывнă курăнать», — эрешсем пирки сăмах хускатнине кура пĕлтерчĕ ал ĕç ăсти. Григорий Павловичăн ачалăхĕ çак ялтах иртнĕ. Виççĕн пĕртăван ÿснĕ вĕсем, вăл çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Ашшĕ Павел Андреевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ăс-тăнĕпе палăрса тăнă арçын. Вăрçăран таврăнсан хытах чирленĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ Нина Тимофеевна ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Çăмăлах килмен-тĕр ăна. Григорий Палтайри вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн малалла ăс пухма Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш техучилищĕне çул тытнă. Унта каменщик специальноçне алла илнĕ. Пурăнан пурнăçра çак професси кирлĕ пулнă ăна. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл пĕр хушă Çĕнĕ Шупашкарти ГЭСстройра ĕçленĕ. Икĕ çул хĕсметре пулнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн тăван ялне таврăннă. Ĕç пирки те шутламалла пулнă. Тăхтамасăр Етĕрнери кирпĕч заводне водителе вырнаçнă. Унтан СМУ предприятире вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен «Ленинская искра» колхозра автобуспа çынсене илсе çÿренĕ. Хуçалăхри специалистсемпе Шупашкар хулине сахал мар çула тухнă, ял халăхне лартса кайни те пайтах пулнă. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине кура ялйыш паянхи кун та ăна ырăпа асăнать. Григорий Павловичăн водительте ĕçленĕ пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 40 çула яхăн. Йывăçа касса кăларса капăрлăхсем ăсталама тытăнасси те водитель ĕçĕпех çыхăннă. Район тăрăх автобуспа сахал мар çÿренĕ вăл, çитмен ял-сала хăварман. Пĕррехинче Советски тăрăхĕнчи пĕр ялта йывăçпа ĕçлекенпе паллашма тÿр килнĕ унăн. Пулаççĕ-çке çавăн йышши ăстасем, хăйсен ĕçĕпе тыткăна илекенсем! Ятне-шывне халĕ астумасть Григорий Павлович, анчах çак тĕлпулушăн шăпине тав тăвать. Эрешсене курса хăй те çунатланнă вăл. «Чи малтанах пÿрт çамкине эрешлесе капăрлатрăм. Рейс хыççăн таврăнсан пушă вăхăт тупăнсанах алла ĕç инструменчĕ тытаттăм. Вăхăт сахал пирки ĕç вăраха каятчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн çак ĕçе пуçĕпех кĕрсе ÿкрĕм», — чун киленĕçĕ пирки пĕлтерчĕ хайхискер. 22 çул каялла мăшăрне çухатнă хыççăн йăпану чун киленĕçĕнче тупнă вăл, вăй-хал илнĕ. «Тепĕр чухне макăрас та килетчĕ. Хама хам алла тытма тăрăшрăм. Эрех-сăрапа айкашасран шикленсе пуçĕпех ĕçе путрăм», — кулянăвне пытармарĕ вăл. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Чулпа перекене çăкăрпа тавăр

Ĕмĕр сакки сарлака тесе ахальтен каламан халăхра. Пурăнан пурнăçра темĕн те курма, темĕн тĕрлĕ пăтăрмаха лекме тивет.

Эпĕ çăлавçă мар, анчах та хамăн ĕмĕрте инкексинкекрен çынсене пĕрре мар çăлнă. Çын нушине курса тăрса нихăçан та куç хупса пăрăнса иртмен. Хампа мĕн пулассине шутламасăрах çынсене пулăшнă. Этем пурнăçне, патшалăх пурлăхне сыхласа хăварассишĕн пĕрре мар вут-çулăма кĕнĕ, пăрлă шыва сикнĕ. Нихăçан та хамăн паттăрлăха кăтартас темен. Пурнăçри хăш-пĕр тĕслĕх пирки вулакансене те пĕлтерес килет. Мухтанмастăп, чăн пурнăçра пулнине çеç илсе кăтартатăп. Çынсене пулăшнăшăн хама та сăвап пулнă-тăр. Акă, тĕслĕхрен, 1969 çулхи ноябрь уйăхĕ. Автобуспа «Канаш —Шăмăршă» рейспа çула тухрăмăр. Пыратпăр хайхискерсем. Ним шутламан çĕртен пĕри хăрушă сасăпа хытах кăшкăрса ячĕ. «Трактор айăплă», — тени илтĕнчĕ. Пирĕн автобус çаврăнса ÿкрĕ. Салонра çынсем кăшкăрни, ахлатни, йĕни илтĕнет. Эпĕ, вырăнта ларнăскер, автобусран чупса тухрăм та лару-тăрăва алла илтĕм. Суранланнисене Каçал тăрăхĕнчи больницăна леçтертĕм, пассажирсен автохуçалăхне пĕлтертĕм, çулйĕр инспекторĕсене йĕркене пăсакана тыттарса ятăм. Тепĕр самант та асăмра. Пĕр каçхине ялти икĕ пĕртăван темĕскер пайлайман курăнать, хытах тавлашса кайнă. Çĕрле арăмĕ икĕ пĕчĕк ывăл ачипе пирĕн пата чупса килчĕ. «Упăшка пире хăваласа кăларса ячĕ. Сĕрĕмпе наркăмăшланса вилетĕп терĕ», — тет. Мĕн тăвас? Тумлантăм та çынна çăлма васкарăм. Çитрĕмĕр. Алăка шал енчен питĕрсе хунă иккен. Шаккатăп, кăшкăратăп — хирĕç никам та сасă памасть. Хĕлле. Чÿречене çĕмĕрес! Пĕр форточкине çĕмĕрсе çавăнтан ултă çулти ывăлне кĕртсе ятăмăр. Ача сиксе чĕтрет хăранипе. «Ан хăра, тем пулсан сана чÿрече çĕмĕрсе пулăшма кĕретĕп эпĕ», — тесе лăплантартăм. Алăка шал енчен уçма ыйтрăм. Часах пÿрте кĕтĕмĕр. Кăмака юшкине хупса хунипе çуртра тĕтĕм сарăлнă. Чыхăнса каймалла, сывлама май çук. Хуçа сĕтел çинче таянса ларнă, илтмест. Лăска-лăска вăратрăм ăна, ятласа та илтĕм. Унтан алăка, форточкăна уçса çурта уçăлтартăм. 1956 çулта пăрлă шыва сиксе колхоз пурлăхне çăлса хăвартăм. Кун пек тĕслĕх тем чухлех пулнă. <...>

Александр ЛЕОНТЬЕВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.