- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 32 (2820) № 26.08.2020
♦ Çак кунсенче Чăвашпотребсоюз, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, ЧР Журналистсен союзĕ йĕркеленипе Красноармейски районĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе 20-мĕш семинар-канашлу иртрĕ. Ăна Чăвашпотребсоюз кăçал 100 çул тултарнине халалланă. Семинар ĕçре палăрнисене, Раççейри тата Чăваш Енри потребитель коопераци ĕç-хĕлне туллин те анлă çутатакансене чысланипе вĕçленчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: «Потребитель кооперацийĕ — 2020» республика ăмăртăвĕн «Чăвашпотребсоюз — 100» номинацире «Хыпар» Издательство çурчĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăна диплом тата укçан премипе чысларĕç.
(Шанчăклă ĕçтеш)
♦ — Мана пытарма пыратăн-и?
— Малтан вил-ха…
Çапла шÿтлĕрех калаçу пулса иртнĕ 4 çул каялла аттепе унăн юлташĕ Виталий К. хушшинче.
Вĕсем пирки шывпа сапса уйрăлми туссемччĕ тесе калаймастăп. Аттерен вунă çул кĕçĕн Виталий Аркадьевич хăйне кирлĕ çынсемпе çеç паллашатчĕ.
Вăл медицина училищи хыççăн университетра ача-пăча тухтăрне вĕреннĕ. Те шалу тивĕçтерменрен каярах гипнотизерсен курсĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Эрех-сăрапа чирлекенсене сыватма, массаж тума тытăннă.
(Çăткăнлăх ĕмĕре кĕскетет)
♦ Мăшăрпа иксĕмĕр хушăмăрта хура кушак чупса иртнине ниепле те сисеймерĕм. Чирленĕ май хулари пĕр больницăра сипленчĕ. Çак вăхăтра улшăнчĕ вăл.
Унтан килнĕ-килмен ачасемпе, манпа хирĕçме, вăрçăнма тытăнчĕ. Çитменнине пĕр сăлтавсăрах. Каярахпа вара такампа телефонпа вăрттăн калаçнине асăрхама тытăнтăмăр. Пĕррехинче, хăй урамра чухне, унăн телефонĕ шăнкăртатрĕ. Ăна алла илес тесе сĕтел патне çывхартăм. Темĕнле Нина шăнкăравлать иккен.
(Упраймарăм телее)
♦ Статистика кăтартăвĕ тăрăх, кăçал çулталăк пуçланнăранпа август уйăхĕн çурри тĕлне 23 ача чÿречерен тухса ÿкнĕ, çав шутра 4-шĕ вилмеллех аманнă. Çул-йĕр аварийĕнче 2 ача пурнăçран уйрăлнă, 4-шĕ шывра путнă, 3-шĕ пушарта çунса вилнĕ. Турра шĕкĕр, чукун çул çинчи пăтăрмахсене ачасем лекмен.
(Инкек аякра çӳретěр)
Комментари хушас