- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 31 (2970)№ 09.08.2023
Кашни сехет шутра
Чăваш Енри мĕн пур ял хуçалăх организацийĕпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем вырмана тухнă. Тунтикун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 214 пин ытла тонна çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектартан вăтамран 34,4 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Елчĕк, Улатăр тата Çĕрпÿ округĕсем малта пыраççĕ.
Тухăç илессипе Çĕрпÿ, Улатăр, Шупашкар округĕсем савăнтараççĕ. Çав хушăрах Куславккасемпе Каçалсен кăтартăвĕсем пĕчĕк. Типĕ çанталăк пулнипе республикăри 49 ял хуçалăх предприятийĕ тăкак тÿснĕ.
Канаш округĕн администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕнчен хыпарланă тăрăх, муниципалитетра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа пăхнинчен 25 процент çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç — 35 центнер. Кĕрхи культурăсене пухса кĕртнипе танах «Канмаш», В.М.Никонов, С.В.Николаев, А.Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕсенче — пăрçа, Киров ячĕллĕ хуçалăхпа «Пионер» пĕрлешÿре сĕлĕ пуçтараççĕ. Çĕр ĕçченĕсем кĕрхисене акма çĕр хатĕрлеççĕ, çĕртме тăваççĕ. Паянхи кун тĕлне çак ĕçсене 9 пин ытла гектар çинче пурнăçланă ĕнтĕ.
Ку тăрăхри Киров ячĕллĕ хуçалăхра та ĕççи хĕрÿ пырать. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсем пĕтĕмпе 946 гектар йышăнаççĕ. Вăл шутра кĕрхисем — 182 гектар, çурхисем — 764 гектар. Вырмана виçĕ комбайн тухнă. Кăçал хуçалăх тырă пуçтаракан «Акросс-585» комбайн туяннă. Çĕнĕ техникăна опытлă механизатора Станислав Волкова шанса панă, тырă турттараканĕ — Димитрий Петров. Пĕлтĕр хуçалăх тырă типĕтекен комплекс хута янă. Вăл сехетне 50 тонна тырă йышăнма пултарать. Атнаш ял тăрăхĕнче пĕр пин тонна вырнаçакан кĕлет тунă. Выльăх валли хĕл каçма апат хатĕрлес ĕç те хуçалăхра кал-кал пырать.
Иртсе кайнă çумăрсем ял хуçалăх таварне туса илекенсене кăштах кансĕрлерĕç пулин те алă усма вăхăт çук. Кашни кун шутра. Тăвай округĕнчи хуçалăхсем çĕнĕ вăйпа уй-хире тухнă. Ĕççине «Акконд-агро» фирмăра, «Дружба», «Чутеевский», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче, П.Л.Канясев, С.Н.Михайлов, С.В.Хумышев, С.Р.Илларионов, В.Г.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсенче аван йĕркеленĕ. Юлашки информаци тăрăх, Тăвай округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченфермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3850 тонна çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç — 31,6 центнер. Пĕтĕмпе уй-хирте 22 комбайн ĕçлет. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Ертÿçĕпе коллективăн пĕр шухăшлă пулмалла
Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзĕн хастарĕ, Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Иван Козин кăçал 70 çул тултарчĕ. Ял хуçалăх отраслĕнчи ĕç стажĕ — 40 çул. Юлашки çулсенче вăл республикăри паллă ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пынă. Халĕ — тивĕçлĕ канура. Çак кунсенче ăна «Хресчен сассине» йыхравларăмăр.
— Иван Егорович, çĕр ĕçне юратасси ялта çуралса ÿснипе, ачаранах пилĕк авма хăнăхнипе çыхăннă теме юрать-и?
— Улттăн пĕртăван ÿснĕ эпир: виçĕ хĕр те виçĕ ывăл. Эпĕ çемьере пиллĕкмĕш ача пулнă. Пире ачаранах çĕр ĕçне хăнăхтарнă. Хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх, сысна, кролик, сурăх, чăх-чĕп тытнă. Нумай ачаллă çемьене пĕр шалу укçипе кăна тăрантарма çăмăл килмен-тĕр аттепе аннене. Пирĕн тăрăхра пуçлă сухан ÿстеретчĕç. Эпĕ, çичĕ çулти арçын ача, сухан йăранĕсене çумлама çÿренине, пахча çимĕçе тонни-тоннипе пуçтарса сутнине лайăх астăватăп. Аслисем ĕçе тухса каяс умĕн пĕрмаях ĕç хушса хăваратчĕç. Нихăçан та юлхавланман. Мĕн хушнине пурнăçланă. Ĕçсене пĕтернĕ хыççăн тин ытти ачапа пĕрле урамра вылянă, чупнă. Эпир ĕçленине кура аслисем канихвет е кулачă парса хавхалантаратчĕç. Аттепе анне тăван колхоз ĕçне чун-чĕрипе парăннă çынсем пулнă. Атте Егор Ипатьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 25 çул «60 лет Октября» колхозра тимĕрçĕре ĕçленĕ. Анне Вера Федоровна та унтах вăй хунă. Çакăнтан пуçланнă-тăр çĕр ĕçне юратасси.
— Ял хуçалăх профессине алла илес шухăш хăçан тата мĕнле тĕвĕленчĕ?
— Эпĕ Тăвай районĕнчи Мучар салинче çуралнă. Вăл — вырăс ялĕ. Унта сакăр класс вĕреннĕ хыççăн Тĕмер ялĕнчи шкулта пĕлÿ илтĕм. Чăвашла калаçма вĕрентĕм. Ун чухне ял хуçалăх ĕçне суйласа илесси пуçăмра та пулман. Алла аттестат илсен çамрăксем Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне çул тытнине кура вĕсенчен юлас темерĕм курăнать. Техникума вĕренме кĕтĕм. Тен, аслă шкулта та ăс пухма пултарнă, анчах вăтаннă. Икĕ çул хĕсметре пултăм. Хыççăн Тăвай районĕнчи тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕнче инженерта вăй хутăм. Куçăн мар майпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетĕнче пĕлÿ илтĕм.
Ирина ПАРГЕЕВА
Юлашки командировка
«Хыпар» Издательство çуртĕнче эпĕ нумаях пулмасть ĕçлетĕп. Çак хушăра Геннадий Алексеев водительпе 2-3 хутчен района тухма тÿр килчĕ. Шÿтлеме юрататчĕ, иртнине аса илетчĕ, вĕрентсе сĕнÿ-канаш пани те пулнă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çынччĕ. Коридорпа пыратăн-и, пÿлĕмре ларатăн-и — нихăçан та сывлăх сунмасăр, сăмах хушмасăр иртсе каймастчĕ.
Усал хыпар илтиччен пĕр кун маларах ăна яланхиллех «тимĕр урхамахĕ» патĕнче куртăм, ун чухне йăл! кулса сывлăх сунтăмăр пĕр-пĕрне. Темиçе кун маларах тата Йĕпреç тăрăхĕнче командировкăра пултăмăр. Кам шутланă-ха, çакă юлашки çул çÿрев пуласса…
Геннадий Николаевич пирĕнтен уйрăлни тăхăр кун çитрĕ. Çак ырă çын текех пирĕн хушăра çуккине ĕненессĕм те килмест. Куç умĕнче юлашки командировка…
Çав кунхине эпĕ, Сергей Журавлев фотокорреспондент тата Геннадий Алексеев водитель çула тухрăмăр. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, темиçе вырăна çитме палăртнăран Пичет çурчĕ умĕнчен ирхи сакăр сехетре тапрантăмăр. Геннадий Николаевич çăмăл машинăн кантăкне çуса тасатрĕ, маршрутпа интересленчĕ. «Хыпар» Издательство çуртĕнче 8 çул ĕçленĕ çын палăртнă вырăна çăмăллăнах шыраса тупрĕ. Кунта ĕçлекен журналистсемпе командировкăна пĕрре мар тухнă-çке, республикăра çитмен ял-хула хăварман. Çул çинче нихăçан та пысăк хăвăртлăхпа пынине асăрхаман ăна. «Каçчен çав-çавах çаврăнса çитетпĕр», — тесе шÿтлетчĕ пĕрмай. Хаваслă кăмăл-туйăмпа хуçалăха мĕнле çитнине те асăрхамарăмăр. Водителе правлени умĕнче хăвартăмăр та Сергей Журавлевпа пĕрле хуçалăх уй-хирне васкарăмăр. Çĕр ĕçченĕсемпе калаçрăмăр, сăн ÿкертĕмĕр. Ĕç ăнчĕ. «Тата икĕ çĕре çитмелле-ха», — тесе пĕлтертĕм эпĕ машинăна кĕрсе ларсан. «Юрать, çитĕпĕр», — хуравларĕ Геннадий Николаевич лăпкăн. «Вăхăт çук, васкамалла, пулмасть», — тенине хальччен илтмен унран. Тепĕр чарăну — Кĕлĕмкассипе Туçа ялĕсем пулчĕç. Унта ал ăстисемпе курса калаçрăмăр. Выляса тенĕ пек Сергей Журавлев Геннадий Николаевича сăн ÿкерчĕ. Юлашки сăн ÿкерчĕк… Яланхи пекех йăл! кулать вăл унта.
Ĕçсем вĕçленсен Шупашкара çул тытрăмăр. Йĕпреç округĕнчи Çĕрпÿел ялĕнчи сăваплă çăл куç патне чарăнса шыв та тултартăмăр. Геннадий Николаевич ку çăл куç патĕнче пĕрре мар пулнă иккен. Канмалли кунсенче яла çÿренине, мунча хутса кĕме юратнине каласа пачĕ вăл. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас