Хресчен сасси 28 (3018) № 24.07.2024

24 Утă, 2024

Раççей шайĕнче ирттересшĕн

Ку хутĕнче республикăра иртнĕ çырла фестивалĕ 3 пине яхăн çынна пĕрлештернĕ. Ку шутра — çырла туса илекенсем, сад-пахча ăстисем, питомник ертӳçисем, фермерсемпе экспертсем. Вĕсем Мускавран, Тутар, Удмурт республикисенчен, Самартан, Новосибирскран, Италирен килсе çитнĕ.

Кăçал çырла фестивалĕ икĕ кун пынă. Пĕрремĕш кунхине — Шупашкарти «Фито-Лайн» сад центрĕнче, иккĕмĕшĕнче — Шупашкар округĕнчи «Ивушка» декоративлă ӳсен-тăран питомникра. Аслисемшĕн те, ачасемшĕн те чăн-чăн уяв пулса тăнă вăл. Йĕри-тавра юрă-кĕвĕ янăранă, кашниех тутлă апат-çимĕç тутанса пăхма, çырла тата хунав-тĕм туянма пултарнă. Çырла фестивальне чылайăшĕ çемьепе, ачасемпе килнĕ. «Фестиваль çултан- çул тĕлĕнтерет. Питĕ кăмăллă. Йĕри-тавра юрă-кĕвĕ, хаваслă кăмăл-туйăм хуçаланать. Пурте пĕрле вăйă картине те тăтăмăр», — пĕлтерчĕ Шупашкарта пурăнакан Яковлевсен çемйи. «Çырла фестивальне иккĕмĕш хут хутшăнатăп. Ассортимент пысăк. Пушă алăпа каяс темерĕм, хунавсем туянтăм. Çемйипех çырла çиме юрататпăр. Пурте усăллă, витаминпа пуян. Хамăрăн та çĕр лаптăкĕ пур. Унта çăвĕпе ĕçлетпĕр, улма-çырла, пахча çимĕç ӳстеретпĕр», — сăмах хушрĕ Алексей Петров пенсионер. Чăн та, паян улма-çырлапа ĕçлесси республикăра вăй илсе пырать. Фестивальте 21 фермер хăй туса илекен продукципе паллаштарнă. «Çырла фестивалĕ — пĕрпĕринпе тĕл пулмалли тата пĕрпĕрин опычĕпе паллашмалли хутшăну лаптăкĕ», — тет Сергей Крылов фермер. Паянхи кун вăл çитĕнтерекен çĕр çырли 9 гектар йышăнать. Пуласлăхра ытти çырлапа ĕçлеме, агротуризма аталантарма тĕллевлĕ вăл. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме «Фермерсен шкулĕнче» илнĕ пĕлӳ май парать. «Патшалăх çырла туса илекенсене виççĕмĕш çул грантпа пулăшать. Вĕсен калăпăшĕ — 4 миллионран пуçласа 10 миллион таран. Кăçалтан укçа калăпăшĕн виçине ӳстертĕмĕр, тăкаксен 80 процентне каялла тавăрса паратпăр. Пирĕн республикăри фермерсем грант майĕпе кăна 151 миллион тенкĕ пулăшу илнĕ», — тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Çырлапа ĕçлекенсем валли «Агростартап» тата «Перспектива» грантсем ĕçлеççĕ тата икĕ субсиди пур. «Фермерсен шкулĕнче» ятарлă пĕлӳ илме пулать. Калăпăр, унта маларах вĕреннĕ 22 фермер çырла туса илме гранта тивĕçнĕ. Çак кун савăнăçлă лару-тăрура «Фермерсен шкулĕнче» вĕренекенсем диплом илнĕ. Çырла фестивалĕнче профессионалсемпе çырла ĕçне юратакансем валли информаци форумĕпе «çавра сĕтелсем» иртнĕ. Çĕршывăн 5 регионĕнчен килнĕ спикерсем пĕр-пĕрин опычĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Пĕрремĕш хут «Хамăрăннисене пулăшар» акци йĕркеленĕ. СВОри ентешсем валли 100 яхăн банка варени пĕçерсе тултарчĕç. Çитес вăхăтра пылак çимĕç салтаксем патне çитĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Ача çуратакансен йышĕ ÿснĕ

«2023-2025 çулсенче Чăваш Республикинче ача çуратма хавхалантарасси тата ачаллă çемьесене пулăшасси» программа 7 блокран тăрать. Унта халăхăн репродуктивлă сывлăхне çирĕплетессипе, профилактикăпа тата абортсен йышне чакарассипе çыхăннă ыйтусем кĕнĕ.

Хырăм пăрахакансен йышне чакарассипе республикăри хĕрарăмсен консультацийĕсенче кризис центрĕсем йĕркеленĕ. Палăртмалла: 2008 çултан пуçласа республикăра ача çуратакансен йышĕ, аборт тăвакансемпе танлаштарсан, самаях ӳснĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ĕçре репродуктивлă технологи меслечĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавна кура регионта çулленех 200 ытла ача çуралать. Сăмах май, хĕрарăмсем ОМС программипе ЭКО тӳлевсĕр тума пултараççĕ. 2022 çулта кăна кун йышши процедурăна 822 хут пурнăçланă. 2019 çултанпа Чăваш Енре «Çамрăксен сертификачĕ» ĕçлет. Ăна тивĕçнĕ çемьесем мăшăрланнă кунран пуçласа çулталăк тăршшĕпе ОМС полиспа тӳлевсĕрех Перинаталь центрĕнчи пысăк квалификациллĕ специалистсенчен консультаци илме пултараççĕ. Çакă чир-чĕре вăхăтра тупма, сипленме пулăшать. Çав çулах тепĕр проект хута кайнă. Вăл арçынсен сывлăхне сыхлассипе çыхăннă. Пĕрремĕш тапхăр — анкетировани. Иккĕмĕш тапхăрта çемье тухтăрĕ хуравсем тăрăх пациента уролог патне ярать. Тĕрĕслев хыççăн пациент сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине пĕлме пулать: çийĕнчех тĕплĕ сиплемелле е амбулатори сăнавĕпех çырлахмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, асăннă программа тухăçлă ĕçлесен 2025 çул тĕлне çуралакансен йышĕ 9 пин те 394 çын таран ӳсмелле. Документ ачаллă студент çемйисене те пырса тивет. Общежитире вĕсене валли вырăн уйăраççĕ, вĕреннĕ вăхăтра ача çуратнă хĕрарăм малашлăхра бюджет мелĕпе пĕлӳ илме пултарать. Ача амăшĕсем валли ытти çăмăллăх та пур: уйăхсерен пособи тӳлеççĕ, нумай функциллĕ çемье центрĕ ĕçлет, республикăри ача амăшĕн капиталĕ тĕрев парать тата ытти те. Сăмах май, пирĕн регионти декрет отпускĕнчи хĕрарăмсем хушма професси илме пултараççĕ. Ку хальччен ĕçлемен ача амăшĕсене те пырса тивет. Программăна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ыйтăва та кĕртнĕ. Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çурт лартмашкăн çĕрпе тивĕçтереççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Чун канăçне ал ĕçĕнче тупаççĕ

Çулĕсене, пурнăçри йывăрлăхсене, сывлăхне пăхмасăр вĕсем çĕнĕ куна савăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ. Чун канăçне сăвă шăрçаласа, ал ĕçĕпе йăпанса тупаççĕ.

Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан Любовь Тихоновăн, сăмахран, нумаях пулмасть «Улыбаясь навстречу ветрам» сăвăсен пуххи кун çути курнă. Унăн пултарулăхĕпе çывăхрах районти тĕп библиотекăра паллашма пулать. Любовь Васильевна сăвă çырма 1991 çулта пуçланă. Чăваш Ене вăл Кавказран куçса килнĕ. Çавăн чухне ăна ĕç тата пурăнмалли вырăн тупма чăрмавлă пулнă. Вокзалта тĕл пулнă чăваш хĕрĕ пулăшу сĕннине паянхи кун та лайăх астăвать вăл. Сĕнтĕрвăррине куçса килсен больницăри туберкулез уйрăмне вырнаçнă. Унта 20 çул ытла санитаркăра вăй хунă. Йывăр шăпана пула чун канăçне сăвăра тупнă вăл. Пуçласа унăн пултарулăхне кӳршĕсем хакланă, хыççăн — ĕçтешĕсем. Часах Любовь Васильевăна тĕрлĕ тĕлпулăва йыхравлама пуçланă. Çакă пултарулăха аталантарма, вăй-хал илме пулăшнă. Любовь Тихонова — «кĕмĕл» волонтер. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр вăл ыттисене пулăшу пама тăрăшать. Пушă вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли ăшă нуски çыхать. Шупашкарта пурăнакан Вера Сергеева вара пусмаран мозаика çĕлет. Тĕп хулари халăха социаллă пулăшу паракан комплекс центрне вăл 2016 çултанпа çӳрет. Ал ĕçĕ, сывлăх, сад ăсти, мода театрĕ, компьютер енĕсемпе ăсталăх клубĕсенче пĕлӳ пухать. Тĕрлĕ енлĕ аталаннине пăхмасăр чуна çывăх ĕç пур унăн: пусма татăкĕсене илемлĕ сыпăнтарасси. Çак ăсталăха ватă çын хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. «Çĕленĕ хыççăн яланах пусма татăкĕ юлать. Тухса пăрахма шалккă пек. Кăларса пăрахиччен шухăшлатăп: мĕн тума пулать-ха? Малтанах кухня валли прихватка çĕлеме пуçларăм. Хам ăсталанă хатĕрсене юлташсене, тăвансене парнеленĕ. Хыççăн декоративлă минтер, утиял, кавир пуçтарма тытăнтăм. Кулянса ларма вăхăт пачах çук», — пĕлтерет ăста. Улатăр округĕнчи Кивĕ Эйпеçре Виталий Андреев ăста пурăнать. Кăçал вăл 85 çул тултарчĕ. Халăх ăсти хăваран тĕрлĕ хатĕр ăсталать: карçинкка, чечек кăшăлĕ... Виталий Афанасьевич çак ĕçпе нумай çул кăсăкланать. Ăна вĕрентекен никам та пулман. Ытларах хаçат-журнал шĕкĕлчесе вĕреннĕ. Малтанах пĕчĕк калăплă карçинкка çыхнă, хыççăн — пысăкраххисене тата эрешлисене. Халĕ Андреевсен çуртĕнче тем тĕрлĕ, тем тĕслĕ, тĕрлĕ калăплă хатĕр-хĕтĕр пур. «Çак ăсталăха кашниех вĕренме пултарать, кăмăл-туйăм çеç пултăр», — тет вăл. <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   ♦


Кулленхи йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ

Элĕк округĕнчи Анат Татмăш ялĕнчи Геннадий Никифоровшăн çу кунĕсенче ялан ĕç пур. Паян та акă ирхине мĕн палăртса хунине çутă кунра туллин пурнăçларĕ, уйри нумай çул ӳсекен курăка тракторпа çулчĕ.

Анчах та каç енне техника арканса кайрĕ. Çавăнпа та ăна хăй пурăнакан кил умне илсе çитерчĕ. Апла пулин те канса илмелле тенĕ пек сак çине вырнаçса лармарĕ, алли ĕç патне туртăннăран çулмалли агрегата юсама пикенчĕ. — Ĕçлесен вăхăт иртни те сисĕнмест тата паян тумалли ĕçе ырана хăварма юрамасть, — хăй тĕллĕн калаçрĕ Геннадий Димитриевич. — Хаклă çыннăм, эсĕ паян апат çинĕ-и? — интересленчĕ урама тухса тăнă мăшăрĕ Галина Степановна. — Трактор кабининче ларса çӳресех хырăм выççи иртсе кайрĕ, — ăнлантарчĕ кил хуçи. — Упра хăвна, апат вăй-хал кĕртет, ĕçлес пултарулăха ӳстерет. Ăнланатăп, вăхăта лăпкăн ирттерме пултараймастăн эсĕ, санăн ялан мĕн те пулин пурнăçламалла, — терĕ хĕрарăм. — Çук, техникăна юсаса пĕтермесĕр те киле кĕместĕп эпĕ, — сăмаха шутарчĕ Геннадий Никифоров. Анат Татмăшри Никифоровсене ку тăрăхра пĕлмен, палламан çын çук. Ялти хисеплĕ мăшăр 41 çул алла-аллăн пурнăç сукмакне такăрлатать. Геннадий Димитриевич пĕр ял хĕрне Галинăна çамрăклах куç хывнă. Пĕр урамра ӳссе çитĕннĕскерсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ. Каччă салтака кайичченех ялти илемлĕ пикепе каçсерен тĕл пулнă. Иккĕшĕ темĕн çинчен те калаçнă. Çавăн пекех çутă тӳпене пăхса çăлтăрсем те шутлама кăмăлланă. Вутланти культура çуртĕнче кино е спектакль кăтартнă-и — унта иккĕшĕ пĕрле кайнă. Çар служби вăхăтĕнче те туслăха çухатман, пĕр-пĕрин патне çырусем çӳретнĕ. Икĕ çул сисĕнмесĕр тенĕ пек хыçа юлнă, çамрăк салтакран тĕрекленсе таврăннă. Геннадипе Галинăн чĕрисенче юрату хĕлхемĕ хĕрӳллĕн ялкăшнă. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çуккине ăнланса илнĕскерсем 1983 çулта çемье çавăрнă. Мăшăр икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Димăпа Денис тĕрĕс-тĕкел çитĕнсе ӳснĕ, аслă пĕлӳ илнĕ. Çемьеллĕ вĕсем. Халĕ хăйсен те пепкисем пур. Пĕри хулара ĕçлесе пурăнать, тепри Анат Татмăш тата ун çывăхĕнчи ялсенче халăхран сĕт пуçтарать. Кашниех хăй ĕçĕнче тăрăшуллă. — Манăн ку таранччен те ачасемшĕн пит хĕретме тӳр килмен, — пĕлтерчĕ Геннадий Никифоров. Ăна 65 çула çитнĕ тесе никам та калаймĕ, мĕншĕн тесен паян та алăран техникăна ямасть. Çу кунĕсенче акă уйран уйрăлма та пĕлмест. Ăна ача чухнех темĕн тĕрлĕ техника илĕртнĕ. «Мана хула пурнăçĕ кирлĕ мар, эпĕ тăван кĕтесрех тĕпленсе пурăнăп», — тенĕ пĕрре мар Геннадий тустантăшĕсене. Каланине çилпе вĕçтермен, шкулпа сыв пуллашнă хыççăн тракториста вĕреннĕ. Салтака кайичченех колхозра трактор рулĕ умне ларнă, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăнсан та хулана кайса тĕпленмен. Çамрăка «Волга» хуçалăхра техникăпа тивĕçтернĕ. Геннадий Никифоров шанăçа тӳрре кăларма тăрăшнă. Ертӳçĕсем каланине вăхăтра пурнăçланă, хушнă ĕçре хастарлăхпа палăрнă. Кунĕн-çĕрĕн трактортан уйрăлман. Кил хуçи вырăнти хуçалăх салансан пĕр вăхăт Мускав тăрăхне шапашкăна çӳренĕ. Анчах та аякри вырăнта ĕçлесе йăлăхнă. Çавăнпа та хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: трактор туянмалла та çĕр лаптăкĕнче ĕçлемелле. Тăрăшуллăскер мĕн шутланине пурнăçа кĕртме вăй-хал та, укçа-тенкĕ те çитернĕ. Халĕ вара килти техникăпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлать: курăка косилкăпа çулать, ятарлă агрегатпа тавăрать, хыççăн преслать. Хатĕрскере прицеп çине тиесе кил çывăхне илсе килет. Никифоровсем вылăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ те вĕсене хĕл каçармашкăн апат-çимĕç ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тивет. <...>

Юрий КОРНИЛОВ. Элĕк округĕ.

♦   ♦   ♦


Ĕлĕкхи йăла-йĕрке манăçа тухать

Никамшăн та вăрттăнлăх мар: ял пурнăçĕ иртнĕ çулсемпе танлаштарсан тĕпрен улшăнчĕ.

Хĕлле е çулла ĕлĕк ял çынни вырăн çинче паянхи пек 6-7 сехет ачашланса, йăваланса выртман. Ыйхăран 4-5 сехетре вăраннă та колхоза ĕçе çул тытиччен шкула каякан ачисене, килти выльăхчĕрлĕхе тирпейлесе, пӳртне ăшăтса хăварнă. Каç кӳлĕм киле таврăнсан малтанах выльăхсене шăварса картана хупмалла пулнă. Кăмакасене ун чухне газпа мар, вутăпа е кăмрăкпа хутса ăшăтнă. Кун каçипе ĕçре е вĕренӳре выçăхнă ватти-вĕттине тăрантарма каçхи апат хатĕрленĕ. Çуртсене шыв кĕрсе тухман, çăлсем пулман. Ирхине выльăхсене шăварма çырмари пĕверен шыв йăтнă. Ял çынни кунĕпех ура çинче, чирлеме вăхăт пулман, сывлăхĕ çирĕп пулнă. Çăва тухсан ял çыннин ĕçĕ татах хутшăннă. Пахча ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм хатĕрлесси, кил картине юсаса çĕнетесси… Хресченĕн пăрушне, сысна çурине, чăх-чĕпне тăрантармалла, утă çулса выльăх касăвне каймалла пулнă. Çуллахи вăхăтра килте те, колхозра та ĕç нумай пулнăран ял çынни 5 сехет кăна çывăрайнă. «Шăпчăк ыйхи» тенĕ. 10-12 çулхи ачасем валли те ĕçĕ килте те, колхозра та пайтах пулнă. Ачасене çитĕннисемпе пĕрле ĕçе хăнăхтарнă. Ял çынни колхозра вăй хурса пысăк ĕç укçи ĕçлесе илеймен. Çавна май кил- çурта тытса пыма, çĕнетме, ачи-пăчине ӳстерме, вĕрентме укçа ĕçлесе илес тесе килти хушма хуçалăха аталантарнă. Çав тĕллевпе пăрушне хĕл каçарнă, сыснине çăвăрлаттарнă, сурăх путеккисене ӳстерсе çăмне, тирне сутса тупăш тунă. Колхозри тыр-пула, килти пахча çимĕçе пухса кĕртнĕ хыççăн çанталăк кăшт сивĕтсен ял çынни хăйĕн çемйине хĕл каçмалăх выльăх пусса аш хатĕрленĕ, техĕмлĕ апат шӳрпи пĕçернĕ, тăван-пĕлĕшне тата кӳршĕ-аршине чĕнсе ĕçнĕ-çинĕ, юрласа ташласа савăннă. Çулталăк вĕçленсен колхоз правленийĕ аслă пуху ирттерсе отчет тунă. Уй-хирте лайăх ĕçлекен рабочисемпе механизаторсене, дояркăсене, скотниксене хисеп хучĕ, кану çурчĕсене канма кайма путевка тӳлевсĕр парса хавхалантарнă. Ял çыннин çуллахи вăхăтра ларса канма май пачах пулман тăк çурхи ака-суха вĕçленсен кӳршĕ-аршăпа урама тухса ларса калаçма вăхăтне тупнах. Эпир, ачасем, вĕсен калаçăвне итленĕ, ыйтусем панă. Тĕрлĕ вăйă вылянă, юрланă, ташланă, савăннă. Çак сасăсем инçете сарăлнă, ял илемне кӳнĕ. Шел те, паян çак илем пĕтрĕ. Ялти çамрăксем пĕрлешсе чăвашла туй кĕрлеттеретчĕç. Çак куна ватти те, вĕтти те чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Кашни çул ял çынни пурăнмалли çуртне çĕнетнĕ. Халĕ 10 çулта та пĕр çĕнĕ пӳрт лартакан çук. Тăванĕсемпе, ял-йышпа пухăнса çĕнĕ пӳрт ĕçки тунă, савăннă. Çулталăкра 10-12 çемьере пĕчĕк пепке кун çути курнă. Ку та ял çыннишĕн пысăк уяв пулнă-çке! Çак ырă йăласем пурнăçран тухса пыраççĕ иккен. <...>

Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.