- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 27 (2966) № 12.07.2023
Выльăх апатне 43 процент хатĕрленĕ
«Ял хуçалăхĕсен выльăх-чĕрлĕхе аван хĕл каçарма пĕтĕмпе 570 пин тонна ытла утă, 257 пин тонна сенаж тата 341 пин тонна силос янтăламалла», — пĕлтернĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Правительство çуртĕнче тунтикун иртнĕ канашлура.
Хальлĕхе республикăра 93 пин ытла тонна апат хатĕрленĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне — 13,1 центнер апат единици. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăтарту 32,3 процент ÿснĕ. Сергей Артамонов министр Чăваш Енри 11 муниципалитетра утă хатĕрлес ĕç кал-кал пынине палăртнă. Çак енпе Етĕрне, Патăрьел тата Элĕк тăрăхĕнчи хуçалăхсем малта пыраççĕ. Чи пĕчĕк кăтартусем — Комсомольски, Вăрнар тата Красноармейски округĕсен. Çавна кура муниципалитет ертÿçисене ĕçсене хăвăртлатмашкăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтнă. Халĕ округсенче нумай çул ÿсекен курăка çулма тухнă. Çак ĕçсене 85 процент пурнăçланă. Куславккасем, Комсомольскисем, Пăрачкавсем тата Шăмăршăсем ку ĕçе вĕçленĕ.
Сергей Артамонов çак эрнере вырмана тухассине те палăртнă. Уй-хир ĕçĕсене ирттерме техника паркĕ хатĕр. Ĕççине 273 комбайн, 750 косилка, 953 ытти техника хутшăнать. Çĕнĕ агрегат ĕçе пахалăхлă та вăхăтра пурнăçлама пулăшать. Кăçал республикăри хуçалăхсем 134 техника туяннă. Ку — пĕлтĕрхинчен 35,3 процент нумайрах. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Патшалăх пулăшăвне туяççĕ
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем валли тупăш туса аталанма майсем çителĕклĕ-и? Патшалăх çĕр ĕçченĕсене пулăшать-и? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе Шупашкар, Муркаш тата Тăвай тăрăхĕсенче ĕçлесе пурăнакан фермерсем патне çитрĕмĕр. «Перспектива» грант пулăшнипе пурнăçа кĕртнĕ проектсене хакларăмăр.
Çичĕ тĕрлĕ сыр пĕçерет
Шупашкар округĕнчи Алексей Андреев фермер сыр тăвать. Хăйсен ĕçне пуçаракансем валли уйăракан патшалăх пулăшăвне вăл пĕрремĕш хут 2014 çулта тивĕçнĕ. Укçа-тенкĕпе ĕнесем туяннă. «Фермер шкулĕ» проекта хутшăнса сыр ĕçне хăнăхнă. «Хушма пĕлÿ илни питĕ пулăшрĕ. Кунта эпĕ сыр пĕçермелли технологие тĕплĕн вĕрентĕм, хампа пĕр шухăшлă çынсемпе паллашрăм. «Фермер шкулĕ» проект шайĕнче Раççейри ертсе пыракан предприятисене çитсе куртăмăр. Сăмахран, Мускав облаçĕнчи Истрăри сыроварня хуçипе Олег Сиротăпа тĕл пулни нумайлăха асăмра юлчĕ», — пĕлтерчĕ фермер.
Икĕ çул каялла Алексей 6 миллион та 300 пин тенкĕлĕх тепĕр субсидие тивĕçнĕ. «Перспектива» грант пулăшнипе пĕлтĕр юр-вар тирпейлемелли цех хута янă. Кунта кунне 300-е яхăн литр сĕт тирпейлеççĕ: 80 килограмм тăпăрчă тата 25 килограмм сыр хатĕрлеççĕ. Çичĕ тĕрлĕ сыр пĕçереççĕ: çемçинчен пуçласа çурма хытти таранах. Хăшĕ-пĕри пĕр кунтах пулса çитет, теприне 2-3 эрне е уйăх кĕтме тивет. Паллах, йывăрлăхсемсĕр пулман. Чĕр тавара тирпейлемелли цех хута ярассипе малтанхи тапхăрта чăрмавсем сиксе тухнă. Производство çуртне электричество вăхăтра кĕртме май килменрен ĕç тытăнса тăнă.
Паян Алексей Андреев хуçалăхĕнче 15 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Çемье ку тăрăхри çынсенчен те сĕт туянать. Чĕр тавара кун сиктерсе йышăнаççĕ. Цехра 5-ĕн ĕçлеççĕ. Опыт тата ăс пухма кунта Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсем те килеççĕ, сыр пĕçерме хăнăхаççĕ. «Хальлĕхе туса кăларакан продукци калăпăшĕ пысăках мар. Ăна хамăр республикăра сутатпăр, Мускава ăсататпăр. Пуласлăхра мăйракаллă шултра выльăх шутне тата производство калăпăшне ÿстересшĕн. Чи кирли — пĕр вырăнта тăмалла мар», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ çамрăк. Грант пулăшăвĕпе ĕнесен шутне ÿстерме, сĕте тирпейлекен цеха хута яма тата сыр пĕçермелли хатĕрсем туянма май пуррине тепĕр хут аса илтерчĕ, ыттисене те патшалăх программисене хастар хутшăнма сĕнчĕ Алексей Андреев фермер. Консерв кăлармалли цех тăвасшăн Тăвай тăрăхĕнчи Нăрваш Салинчи Евгений Новиков тăватă çул каялла пулă ĕрчетме пуçланă. Вăл — çар çынни, отставкăна кайсан тăван тăрăхне таврăннă. Ял хуçалăх министерствин грант программине тĕпчесе бизнес-проект хатĕрленĕ. Пулă ĕрчетес технологине Евгений Вăтам Азире ăса хывнă.
«Агростартап» грант пулăшнипе вăл çĕр лаптăкĕ туяннă, 4 бассейн хута янă. Иртнĕ çул «Перспектива» грант шучĕпе хуçалăхри бассейнсен шутне 54 çитернĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри 72 пин пулă ишсе çÿрет. Ĕçсене йăлтах автоматизациленĕ. Бассейнсенчи шыв пĕрмаях кислородпа пуянланать, вĕсене кунне икĕ хутчен тасатаççĕ, пулăсене расписанипе апатлантараççĕ. Пулă тытмашкăн ферма çумĕнче пĕве тунă. Малашлăхра Евгений Новиков пулă тирпейлемелли цех хута ярасшăн. Унта консерв кăларасшăн. Халĕ пулă хуçалăхĕн ертÿçи производствăра усă курмалли хатĕр килессе кĕтет. Цех кăçал кĕркунне ĕçлеме пуçламалла. Сăмах май, пĕлтĕр фермер хуçалăхĕ 22 тонна ăркай сутнă. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Каш кашлать пултăран
Раççейре 40-е яхăн тĕрлĕ пултăран ÿсет. Вĕсен йышĕнче апатра усă кураканни те, çын тата выльăх-чĕрлĕх сывлăхне сиен кÿрекенни те пур. Наркăмăшлă пултăрана Д.И.Сосновский тĕпчевçĕ ячĕпе панă. Вăл — сивве чăтакан çум курăк.
Çак пултăран ытларах чухне усă курман лаптăксенче, çул хĕрринче, юхăннă сад-пахчара, çÿп-çап купи çывăхĕнче ашкăрать. Ÿсен-тăран хăвăрт çитĕнет, 4 метр çÿллĕш ÿсме пултарать, туни хулăн. Курăк вăрри хăвăрт сарăлать. Вăл ытти культурăна çитĕнме памасть. Ÿсен-тăран чечекре тата вăррине чăмăртанă чухне çыншăн та, выльăхшăн та сиенлĕ. Çулçин сĕткенĕнче фуранокумарин наркăмăш пур. Вăл ÿте лексен пĕçертме пултарать, ÿт температури ÿсет, шăнтать, пуç ыратать, вăй пĕтет. Темиçе кунран суран хăмпăланса типет те çав вырăнта тĕксĕм йĕр хăварать. Наркăмăшланнă хыççăн нерв тытăмĕпе чĕре япăх ĕçлеме тытăнаççĕ, сывлăш пÿлĕнет. Курăк сĕткенĕ куçа лексен вара суккăрланас хăрушлăх та пур.
Сосновский пултăранĕпе кĕрешес ыйту республикăра çивĕч тăрать. Паян çак çум курăк 938,5 гектар лаптăка пусса илнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ку кăтарту 1,1 хут ÿснĕ. Халĕ республикăра çак ÿсен-тăранпа çине тăрсах кĕрешме пуçланă. Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Тăвай округĕсенче пултăрана хĕрсех тĕп тăваççĕ.
Вĕсенче ĕçсен пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, республика бюджетĕнчен сиенлĕ пултăрана тĕп тума 20,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Сосновский пултăранне 20 муниципалитетра асăрханă. Вăл Шăмăршă округĕнче çеç çук. Ытларах Етĕрне /159,0 гектар/, Йĕпреç /159,0 гектар/ тата Куславкка /90,9 гектар/ округĕсенче сарăлнă. Муниципалитетсен пуçлăхĕсем унпа кĕрешме подряд организацисене суйласа илнине пĕлтернĕ. Ĕçе кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. <...>
Вера МИХАЙЛОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас