«Хресчен сасси» 27 (2865) № 21.07.2021

21 Утă, 2021

Вырма, çăмăллăх кредичĕ, шыв…

Иртнĕ эрнере Çĕрпӳ районĕнче Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе Правительство ларăвĕ иртнĕ. Унта АПК отраслĕнчи кăçалхи çур çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Хака кура — чĕр тавар

Çулталăкăн пĕрремĕш çур çулĕ сисĕнмесĕрех иртрĕ. Республикăри аграрисемшĕн мĕнле йĕр хăварчĕ-ши вăл? ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕтĕмĕшле акакан лаптăксем 2 пин гектар пысăкланнă. Пĕрчĕллĕ культурăсен — 3,5 пин гектар. Çĕр улмин, выльăх апачĕлĕх культурăсен, пахча çимĕçĕн анисем упранса юлнă. Паллах, рынокри хаксем те ял хуçалăхне витĕм кӳреççĕ. Юлашки тапхăрта тырă хакланнă май хуçалăхсем çине тăрсах пĕрчĕллĕ культурăсем акма тытăннă. Анчах малашне çакă тӳнтерле витĕм кӳмĕ-ши?

Шел, çав хушăрах çĕр улми, пахча çимĕç лаптăкĕсем чаксах пыраççĕ. Чылай хуçалăхра вĕсене пусă çаврăнăшĕнчен те кăларнă. Юлашки пилĕк çулта Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Шупашкар, Елчĕк, Тăвай районĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕсене 1,4 пин гектар пĕчĕклетнĕ. 15 районта пахча çимĕçе 160 гектар сахалрах туса илме тытăннă. Республикăра пулăхлă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕç йывăррăн пырать. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 28 пин гектар ытла усă курмасăр выртать. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн кăçал 7 пин гектарне пусă çаврăнăшне кĕртмеллеччĕ.

Анчах плана 38% кăна тултарнă /2,65 пин гектар/. Куславкка, Элĕк районĕсенче мĕн палăртнине йăлтах пурнăçланă. Улатăр районĕнчи кăтарту 63% пулсан, Çĕмĕрле тăрăхĕнче — 4%. Хăш-пĕр районта 150-250 гектар пусă çаврăнăшне кĕртмелли юлнă темелле. Çапах пĕр гектара сухаласа акма та вăй çитереймен. Çав хушăрах республикăра çĕнĕ инвестици проекчĕсене кĕртмешкĕн çĕр çителĕксĕр.

Кăçал АПКна аталантарма патшалăх 2 млрд та 291 млн тенкĕ уйăрма палăртнă /иртнĕ çулхин 108%/. Çав шутран ӳсен-тăран отрасльне — 239,5 млн тенкĕ. Укçан 76 процентне аграрисене куçарса панă ĕнтĕ.

Иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе ял хуçалăх техники туянма каякан тăкакăн 40% саплаштарма йышăнни машина-трактор паркне çĕнетессине те палăрмаллах хăвăртлатрĕ. Икĕ çулта патшалăх пулăшăвĕпе 1271 ял хуçалăх техники 2,5 млрд тенкĕлĕх туяннă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


«Тухтăрсем каланине итлемеллех»

Ковидран сыхланмалли, хӳтĕленмелли шанчăклă мелсенчен пĕри — вакцинациленни. Юлашки вăхăтра прививка тутаракансен йышĕ ӳсни, çынсем вакцинаци пĕлтерĕшне ăнланни сисĕнет.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, нумаях пулмасть Чăваш Ене вакцинăн 260 пин дозине кӳрсе килнĕ. Куллен 7 пин ытла çынна прививка тăваççĕ. Палăртнă тăрăх, кĕр енне 570 пин çынна вакцинацилемелле.

Республикăра вакцинацин 56 пункчĕ ĕçлет, 14мобильлĕ пункт куллен çула тухать, 58 бригада пациентсем патне çитет.

Прививка тутармалла е çук? Çакна кашни хăй татса парать. Çапах та ыттисен сывлăхĕ, вĕсене инкеке кĕртсе ӳкерме пултарни пирки те манмалла мар. Вируса ертме çăмăл, унран хăпма пулĕ-ши?

Шупашкар районĕнчи АПК ветеранĕсен союзĕн ертӳçи Святослав Егоров та унччен вакцинациленесси пирки шухăшласах кайман.

— Ялта пурăннă май килтен тухсах çӳремен. Ĕçпе çула тухма тивсен те яланах маскăпа çӳренĕ, асăрханма тăрăшнă. Çавăнпах-ши, усал амака ертмерĕм. Малашне те çаплах пуласса шантăм. Тăванăмпа тĕл тулнă хыççăн ирĕксĕрех шухăша кайрăм. Пĕлĕшсем чирлени, пурнăçран уйрăлни те татăклă утăм тума хистерĕ. Шăллăмăн мăшăрĕ — медицина ĕçченĕ, вăл ковидпа чирлекенсене сиплет. Çавăнпа каварлă чир çынсене мĕнле асаплантарнине сахал мар курма тивнĕ. Вăл каланă тăрăх, йывăр аптăракан, реанимаци уйрăмне лекнисен йышĕнче маларах вакцинациленнисем çукпа пĕрех. Вĕсем ковид ертсен те çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Тăванăм мана усал амака çаклатиччен прививка тутарма сĕнчĕ. Унăн сăмахне итлесе июль пуçламăшĕнче районти тĕп больницăна кайрăм. Ятарлă пунктра çынсем çукпа пĕрех, черет тăмасăрах «КовиВак» препаратпа тутартăм.

Пĕрремĕш тапхăра çăмăллăнах ирттерсе яни хавхалантарчĕ. Иккĕмĕшĕ вара йывăртарах иртрĕ: вăй пĕтрĕ, пуç ыратрĕ, кунĕпех выртрăм. Хам та айăплă-тăр, асăрханас вырăнне тӳрех пахчара ĕçлеме тытăнтăм. Çу кунĕсенче ял çыннин ĕç пайтах çав. Тухтăрсен сăмахне ăса хывманшăн хама ӳпкелесе те илтĕм каярахпа. Юрать, виççĕмĕш кунне чир-чĕр паллисем иртсе кайрĕç. Хама çăмăлрах туйрăм. Ман шутпа, коронавирусран сыхланмашкăн прививка тутармаллах. Хуларан та ачасем, мăнуксем килсех тăраççĕ. Апла пулсан пĕр-пĕрне çăмăллăнах ертме пулать.

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Чĕрĕк ĕмĕр – хаçатра

«Энциклопедия Чувашской журналистики и печати» кĕнекене Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртпе Çĕнĕ Ахпӳртре çуралса ӳснĕ 30 ытла çыравçăн хушамачĕ кĕнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ — Чăваш Енре чапа тухнă Карягинсем: 1932 çулта çуралнă Сергей Афанасьевич тата унăн çывăх тăванĕсем — 1990 çулсенче «Экологический вестник ЧР» кăларăма пичетленĕ Федор Александрович профессорпа халăх юратакан тележурналистка, сăвăç, драматург Марина Федоровна.

Сергей Афанасьевич 1952 çулта Канашри учительсем хатĕрлекен институтран вĕренсе тухнă, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Эпĕ унпа çур ĕмĕр каяллах паллашнă. 1980 çулсенче иксĕмĕр те «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче вăй хутăмăр: малтан корреспондентра, унтан пай заведующийĕнче. Пичет çуртĕнче эпир уйрăлми юлташсем пулса тăтăмăр. Шăпах 35 çул каярах «Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Сергей Карягинпа пĕрле республикăри чылай районпа хулара, çавăн пекех чăвашсем йышлă пурăнакан Атăл тăрăхĕнчи регионсенче те пулнă.

— Эпĕ астăвассах пирĕн çемье «Коммунизм ялавĕ» хаçата çырăнса илет. 1970 çулсен варринче мана Пăва районĕнчи ултă яла пĕрлештерекен «Рассвет» колхоз председательне суйларĕç. Çав вăхăтра хуçалăхăн кантурне чăвашсен тĕп хаçачĕ кашни эрнерех килсе тăма пуçларĕ. Унта мана хăй вăхăтĕнче Патăрьел районĕнчи Ленин орденлă «Гвардеец» колхозăн партком секретарĕнче тата КПСС Патăрьел райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ Сергей Карягин çырнă очерксемпе статьясем килĕшетчĕç. Вăл хресчен пурнăçне питĕ лайăх пĕлетчĕ, — тенĕччĕ чĕрĕк ĕмĕр каялла Тутар АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Мăкăр ялĕнче пурăннă Леонид Симунов.

Сергей Карягин ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Хисеп Палли» ордена, тĕрлĕ медале, «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» палла, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. «Коммунизм ялавĕ» /1991 çултанпа — «Хыпар»/ хаçат редакцийĕнче Сергей Афанасьевич чĕрĕк ĕмĕр ĕçлерĕ. 2002 çулта вăл хăйĕн юлташĕпе, ентешĕпе И.Матросовпа пĕрле «Астăвăм» кĕнекене хатĕрлеме тытăннă. 20 çул каяллах Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăмпа сборниксем пичетлеме пуçларĕ. Çак ĕçре те Сергей Афанасьевичăн тӳпи вышкайсăр пысăк. 2014 çулта кун çути курнă 11-мĕш тома пĕтĕмпех агропромышленноç комплексне малалла аталантарас тĕлĕшпе вăй хунă ентешсене халалланă. <...>

Петр СИДОРОВ.

♦   ♦   ♦


Медаль тÿперен тăкăнман…

Телевизорпа Ленинграда блокадăран хăтарни çинчен кино кăтартрĕç. Ăна куççульпе пăхса лартăм. Кунта пĕтĕмпех чăннине сăнланă.

Патăрьелĕнче пурăннă Елена Федоськина ЗИС-5 машинăпа Ладога урлă Ленинграда кирлĕ тавар турттарнине, асăннă хуларан ачасене илсе тухнине каласа паратчĕ. Машинăсем тиевпе е çынсемпех пăр айне чăмнисене куççуль витĕр аса илетчĕ. Унăн сăмахне кино та çирĕплетрĕ.

Упамса ялĕнчен те асăннă хулана фашистсенчен хӳтĕлеме чылай çын хутшăннă. Сăмахран, Леонид Савельев разведчик. Ывăлĕ вилни çинчен амăшĕ патне икĕ-виçĕ хутчен хыпар килнĕ. Леонид Яковлевич йывăр аманнă пулсан та яла ырă-сывă таврăннă. Степан Леонтьев та çул çитмен 7 ачине килне хăварса вут-çулăм хирне тухса кайнă, Ленинграда хӳтĕленĕ. Çавна май «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн» медале тата ытти наградăна тивĕçнĕ вăл. Рядовой салтаксене вĕсене ахаль паман. «Эсир ялта пурăннисем сĕт-турăх çинĕ, чăтма пултарăр-ха», — тетчĕç пире тухтăрсем. Чăн та, 872 кун эпир окоппа çĕр пӳртре пурăннă. Унта салтаксем шăнса та, выçăпа та вилетчĕç», — аса илетчĕ Степан Тихонович. Хамăр районти Туçа чăвашĕ блокада пуçланнă чухне 70-80 кг тайнине, каярахпа 40-50 кг пулнине каласа кăтартатчĕ вăл. Степан Леонтьев 90 çул тултарнă ятпа Ленинград хулин администрацийĕнчен тав çырăвĕ те килнĕччĕ.

Вăрçă çулĕсем тылри халăхшăн та çăмăл пулман. Çакна эпир, вăрçă ачисем, лайăх ăнланатпăр. Ленинградри пекех Упамсара та шăнса, выçăхса вилнĕ ачасене çунапа туртса кайса пытаратчĕç. Çĕре тупăка хупламалăх кăна аран-аран чавнă пулĕ.

1937 çулта çеç Упамсара 54 ача кун çути курнă, халĕ 3-4 кăна юлтăмăр. Чылайăшĕ вăрçă вăхăтĕнчех куçне хупнă. Йывăр çак вăхăта ытла та час манатпăр çав. 1960 çулхи август уйăхĕнче колхозра ĕçлемеççĕ тесе тĕрлĕ производствăра вăйхуракан фронтовиксен пахчисенчи çĕр улмисене çăлса тăкрĕç. Çакăнта манăн та хутшăнмалла пулчĕ. Салтакран тин таврăннăскере комсомол секретарьне суйларĕç. Пире, 5 çамрăка, ял советне чĕнсе илчĕç. Ушкăнсене пайларĕç те çĕр улмине çумласа тăкма пахчасене кĕртсе ячĕç. Çав вăхăтра сумлăрах çынсене эпир пăрăнасран сыхлама хушнă.

Пирĕн ушкăна Шăхачри йывăç комбинатĕнче снабженецра тăрăшнă, вăрçа хутшăннă çын патне кĕртсе ячĕç. Вăл манăн кукка пулать. Сăлтав тупса хирĕçле пурăнакан тепĕр кукка патне кĕтĕм. Инкепе чӳрече витĕр тинкеретпĕр. Çĕр улмине мĕн чухлĕ те пулсан хăварттараймăп-ши тесе чупса каçрăм, анчах нимĕн те тума çук. <...>

Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел сали.

♦   ♦   ♦


Çумра пулчĕç ялан ыр çынсем

Аттепе анне пире, ачисене, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Вĕсем хăйсем те ĕçчен çынсем пулнă. Анне Лидия Алексеева: «Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала», — тесе вĕрентетчĕ. Эпĕ çакна яланах асра тытнă. Пушă вăхăт пулсанах ал ĕç тăваттăм, ачаллах тĕрлеме юрататтăм. Каярахпа вара çыхма, çĕлеме пуçларăм.

Атте Арсентий Орлов ялти фермăра ĕçлетчĕ. Малтан сурăх пăхнă, кайран вăкăр самăртнă. Пушă вăхăт тупăнсанах эпĕ аттене пулăшма фермăна чупаттăм. Ун вырăнне ĕçлеме те сахал мар кайнă. Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататтăм. Çавăнпах ĕнтĕ шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьел салинчи 8-мĕш училищĕне выльăх тухтăрĕн профессине алла илме кайрăм. Диплом илсен мана Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне ĕçлеме ячĕç.

А.Николаев ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсем кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Пултаруллă, хастар çынсемпе туслашма май килчĕ. Хăшне-пĕрне ятранах асăнса хăварас килет: Социализм Ĕçĕн Геройĕ Василий Зайцев колхоз председателĕ, Нина Михайлова аслă зоотехник, Альберт Михайлов выльăх самăртакан ферма ертӳçи, Леонид Мокеев районти ветеринари станцийĕн тĕп выльăх тухтăрĕ…

Шăпа мана çак колхозра шоферта ĕçленĕ Уплер каччипе Николай Петровпа паллаштарчĕ. Эпир унпа çулталăк çӳренĕ хыççăн мăшăрланса çемье çавăртăмăр. Тарăнрах пĕлӳ илес тĕллевпе Вăрнарти совхоз-техникумра куçăн мар майпа ăс пухрăм. Ун хыççăн асăннă хуçалăхра 20 çула яхăн выльăх тухтăрĕнче ĕçлерĕм.

«Инкек куçа курăнса килмест», — теççĕ халăхра. Манпа та пурнăçра çапла пулса тухрĕ. Иккĕмĕш ачана кĕтнĕ вăхăтра сывлăх япăхланнине пула ĕмĕрлĕхех чирлĕ тăрса юлтăм. Ачасене çитĕнтерме пултарасси пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. Тĕнчере ырă çын сахал мар. Вĕсенчен пĕри — юратнă мăшăрăм. Мана ура çине тăратас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшрĕ. Пилĕк талăк тăнсăр выртаканскере çĕнĕрен пурнăç парнелес тесе вăй хучĕ, ман çумран каймарĕ. Шанчăклă мăшăр, çирĕп тĕрек пулнине кăтартрĕ вăл. Эпĕ ăна питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп. Мăшăрăм — манăн шанчăкăм, телейĕм, пурнăçри хӳтлĕхĕм.

Хама пулăшу панă, ура çине тăратнă тухтăрсен умĕнче те пуçа таятăп, вĕсене вăрăм кун-çул сунатăп.

Сывлăх кунран-кун япăхланнă вăхăтра, çăмăлрах ĕç шыраса, «Шыв тасатакан сооруженисем» предприятире лаборантра ĕçлеме тытăнтăм. Унта эпĕ инвалида тухиччен ĕçлерĕм.
Каярахпа сăвă çырма пуçларăм. Чĕре ыйтнипе тухакан йĕркесем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç. Ытларах хам çинчен çырăнчĕ, кайран çынсем саламлă сăвăсем çырса пама ыйтрĕç. Çавна май сăвă шучĕ ӳссе пычĕ. Каярахпа калавсем çырма та тытăнтăм. <...>

Галина ПЕТРОВА. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Уплер ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.