- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 26 (2914) № 06.07.2022
Светлана Михопарова: «Бизнес яла аталантарать»
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Светлана Михопарова «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă хыççăн «Перспектива» программăпа грант илнĕ, çĕнĕ производство уçнă. Ял бизнесĕ тăван тăрăха аталантарма, çамрăксене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме, канма условисем туса парасса иккĕленмест вăл.
«Ырă тĕслĕхпе ыттисене хавхалантарасшăн»
— Ял пушанса пыни, çамрăксем тăван тăрăхран кайни ачаранах чуна ыраттаратчĕ. Вăхăт иртнĕ май лару-тăру çине урăхларах пăхатăн, хаклатăн. Сăлтавĕ те куç умĕнчех темелле. Хуçалăх арканни, Сĕнтĕкçырминчи сĕт завочĕ хупăнни тӳнтерле витĕм кӳчĕ. Ĕç çуккипе те çамрăксем хулана туртăнаççĕ. Çын ĕçпе кăна пурăнмасть, унăн канас, пушă вăхăта усăллă ирттерес килет. Ялсенче инфратытăм япăх аталанни ĕмĕте пурнăçа кĕртме чăрмантарать. Халĕ яш-кĕрĕме телевизор, урам илĕртмест. Апла пулсан пурăнма йĕркеллĕ условисем туса памалла. Тĕслĕх шыраса аякка каймалла мар. Акă Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çамрăксем тăван енрех тымар яма тăрăшаççĕ. Ялта социаллă объектсем, кафе, суту-илӳ çурчĕсем уçăлаççĕ тата ытти те. Пушă вăхăта ăçта ирттересси пирки пуçа ватмалли çук. Шăнкăртамра предпринимательлĕх вăй илсех пырать. Çакă та ял аталанăвне курăмлă тӳпе хывать.
Студент çулĕсенче ятарлă программăпа икĕ çул Америкăра пулма тӳр килчĕ. Ют çĕршывра та ялтах вăй хутăм. Анчах унта лару-тăру пачах урăхла, ĕçлеме, канма, вăхăта хаваслă ирттерме мĕн кирли йăлтах пур. Çавна май çамрăксем самай. Эпир вара мĕнрен кая?
Хĕр е каччă пулнине пăхмасăр тавра курăма аталантармалла, ура çинче çирĕп тăмалла. Ытлă-çитлĕ пурăнас тесен тăрăшса ĕçлемелле. Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе ирĕклĕ пулсан ыттисен куçĕнчен пăхмастăн. Ют çĕршыва, çул çӳреве кайма, ытти ĕмĕте пурнăçа кĕртме çăмăлланать. Вĕренсе тухсан хамăр çула тупмалла, тĕллев патне утмалла. Чылайăшĕн шухăшĕпе хĕрĕн тĕллевĕ — çемье çавăрса ача çуратасси. Пурнăç пĕрре килет. Унпа туллин усă курмалла, ĕмĕте пурнăçа кĕртмелле. Америкăра акă 30-35 çулсенче çемье çавăраççĕ. Унччен вара карьера тăваççĕ, ура çине çирĕп тăраççĕ. Çын каланине хăлхана чикмелле мар, вĕсен хăйсен пурнăçĕ, санăн — хăвăн.
«Вĕçĕм ĕçре, бизнесра. Хăвна валли пушă вăхăт юлать-и?» — тесе ыйтакан та пур. Ĕçрен ывăнса таврăнсан спортра канатăп: теннисла вылятăп, ирсерен чупатăп, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнатăп. Тепле йывăр пулсан та спорт кăмăла çĕклет. Çул çӳревре час-часах пулатăп. Америкăна, Германие, Турцие, Италие, Францие çитсе курнă. Раççейри паллă вырăнсенче те пулма тăрăшатăп. Çул çӳрев тавра курăма аталантарать. Ытти çĕрте курни-илтнине вырăнта пурнăçа кĕртме пулăшать.
Манăн ĕмĕт — тăван тăрăха çĕклесси. Хамăн ырă тĕслĕхпе ыттисене ялта юлма хавхалантарасшăн. 1990 çулсенче Сĕнтĕкçырминчи сĕт заводĕнче ĕç вĕресе тăнă. Кунта хатĕрлесе кăларнă продукци республикипех саланнă. Шел, рынок тапхăрне куçнă май производствăна чарса лартрĕç. 2011 çулта юхăннă завода пирĕн çемье илсе йĕркене кĕртме тытăнчĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран юсав вăраха кайрĕ. Çак тапхăрта эпĕ университетри экономика факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Студент çулĕсенче предпринимательлĕх ĕçĕ мана çывăххине ăнланса илтĕм. Аслă шкул бизнесра малтанхи утăмсем тума пулăшрĕ темелле.
Производствăна уçма никĕс пурри пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Чăн та, юхăннă завода йĕркене кĕртме çăмăл пулмарĕ. Йывăрлăха пăхмасăр ăна тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, газ, шыв, çутă илсе пытăмăр. Çĕнĕрен тума йӳнĕрех те кайса ларатчĕ-и, тен. Пушанса юлнă завода хута яма ачаран ĕмĕтленни çĕнтерчĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Никам та манăçа ан тухтăр
Иртнĕ эрнере Шупашкарта Ĕç паттăрлăхĕн хулисен Пĕтĕм Раççейри II форумĕ иртрĕ.
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе 2021 çулхи май уйăхĕнче Шупашкар «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ята тивĕçнĕ. 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хула çыннисем Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн, хуласенче промышленноç предприятийĕсенче çар тата кулленхи пурнăçра кирлĕ продукци кăларса тăнăшăн, ĕçре паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн çак ятпа чысланă.
Вăрçă вăхăтĕнче Шупашкара 28 предприяти куçса килнĕ. Унсăр пуçне 14 госпиталь ĕçленĕ. Электромеханика заводне Харьковран илсе килнĕ. 50-мĕш çулсенче вăл Шупашкар хулин харпăрлăхне куçнă. Халĕ Раççейри чи лайăх аталаннă пĕрлешӳсенчен пĕри шутланать.
1941 çулхи декабрь уйăхĕнче танксемпе самолетсем, карапсем валли аппаратура кăларма тытăннă. Хулари çĕвĕ предприятийĕсем пурте çар тумĕ çĕлеме пуçланă. Унсăр пуçне фронт валли çăматă тунă, чăлха-нуски çыхнă. Заводсенче ĕçлеме хулара çын çитмен, çавăнпа та ялтан пуçтарнă.
Раççейре «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ята 45 хула тивĕçнĕ. Шăпах вĕсен представителĕсем, хуласен пуçлăхĕсем, кĕпĕрнаттăрсем Чăваш Ене «Çĕнтерӳ чиккисем» форума килнĕ.
Вĕсем «Шупашкар — ĕç паттăрлăхĕн хули» стела патĕнче пулса курнă, ун умне чĕрĕ чечексем хунă.
Форум вăхăтĕнче тĕп хулари электроаппарат заводĕнче интерактивлă карттă уçнă. Унта Раççейри Ĕç паттăрлăхĕн хулисене палăртнă. Июлĕн 1-мĕшĕнче вара Куславкка тăрăхĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă ентешсене халалласа астăвăм комплексĕ уçнă. Çак куна ахальтен суйласа илмен: 1941 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче «Пĕтĕмпех фронт алли, пĕтĕмпех Çĕнтерӳшĕн» чĕнӳ пирвайхи хут янăранă.
Чăваш Енрен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 200 пин ытла çын тухса кайнă. 170 пине яхăн çын Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă. Хĕрарăмсемпе ватăсем, çул çитмен ачасем 380 çухрăма тăсăлакан окоп чавнă. Хушнине виçĕ уйăхра пурнăçлама вăй çитернĕ вĕсем. Пуласлăхшăн, пирĕн телейлĕ пурнăçшăн тăрăшнă.
Астăвăм комплексĕ умĕнчи ĕмĕр сӳнми вута Атăлçи Федераци округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн курсанчĕсем чĕртнĕ. Çулăма Мускаври Паллă мар салтак вил тăпри çинчен Ĕç паттăрлăхĕн хулисем витĕр ятарласа çак палăк умĕнче чĕртме илсе килнĕ.
Астăвăм комплексне уçма сумлă хăна чылай пуçтарăннă. Вĕсен йышĕнчех Федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, РФ Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Журавлев, РФ Патшалăх Думин комитет председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов тата ыт.те. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе
«Пĕр-пĕрне пĕлес тесен пĕр пăт тăвар çимелле», — теççĕ халăхра. Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртри Галинăпа Александр Арлановсем çур ĕмĕр пĕрле пурăнса çакăнтан чылай ытларах та тăвар çинех ĕнтĕ.
Хĕрпе каччă чухнех туслă пулнă вĕсем. Иккĕшĕ те пĕр ялтах ӳснĕ. Каçхи улахсене тухнă. Комсомол пухăвĕсене çӳренĕ. Хальхи пек ун чухне дискотекăсем кĕрлемен клубсенче. Хут купăс каласа чăвашла ура хуçса ташланă, тĕрлĕ вăйă йĕркеленĕ. Çавăнпа вăл вăхăтри çамрăксен асра юлмалли самант сахал мар пулнă.
Галина Алексеевна 10 класран вĕренсе тухнă хыççăн хулана каяс шухăш тытман. Ялти шкул библиотекине ĕçе вырнаçнă. Тин çеç парта хушшинчен тухнă çамрăка çитĕнекен ăрупа ĕçлеме питĕ килĕшнĕ. Вулакансен конференцийĕсем сахал мар йĕркеленĕ вăл. Ачасен ӳсĕмне кура тĕрлĕ кĕнекепе паллашма сĕннĕ. Вулавăша пыракансене пуçватмăшсем туптарнă. Ваттисен сăмахĕсене асра тытма ыйтнă. Вĕренӳ çулĕ вĕçленсен ачасемпе экскурсисене кайнă. Çур ĕмĕр каялла 7-мĕш класра вĕренекенсемпе Сăкăт вăрманĕнчи Хырла юхан шывĕ патне çитнине çав вăхăтри ачасем халĕ те асра тытаççĕ. Унти çут çанталăк пурне те тыткăнланă. Александр Николаевич вара колхозра ĕçленĕ. Аслисемпе пĕрле суха тунă, тырă акнă, пухса кĕртнĕ. Çамрăксем туслă çӳренĕ хыççăн туй кĕрлеттернĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ çак хушăра ĕç вырăнне те улăштарнă. Вăл «Гвардеец» колхоза ĕçлеме куçнă. Пăру пăхма пикеннĕ.
— Ялта ӳссе çитĕннĕрен выльăхчĕрлĕхе питĕ юрататтăм. Амăшĕнчен уйăрнă пăрусене пăхаттăмăр. Александра Салмина ĕçе хăнăхма пулăшрĕ. Саня аппа тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Елена Ермаковăпа ĕçлеме пикентĕмĕр. Манран çамрăкрахчĕ вăл. Хам мĕн пĕлнине ăна вĕрентме тиврĕ. Шăпана колхоз ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те кулянмастăп, — тет Галина Алексеевна.
Сысна пăхнă çĕрте те вăй хунă Галина Арланова. Оля Антиповăпа тата Нина Арлановăпа килĕштерсе вăй хунă. Вĕсен ĕçĕпе Юрий Мышин заведующий кăмăллă пулнă. <...>
Альбина АСТРАХАНЦЕВА.
♦ ♦ ♦
Почтальонра — 32 çул
«Хĕрарăм — пурнăç тыткăчи, кил-çурт хĕвелĕ», — теççĕ халăхра. Çак сăмахсем Муркаш районĕнчи Çурлатăринчи Римма Максимова пирки каланăнах туйăнать. Вăл сăн-питпе те илемлĕ, кăмăлĕпе те тарават, ĕçчен те пултаруллă. Эппин, паллаштарам-ха вулакана маттур çак хĕрарăмпа.
Римма Артемьевна Муркашри почта уйрăмĕнче 32 çул почтальонра вăй хунă. Ĕçри ӳсĕмсемшĕн вăл çамрăклах ВДНХри курава хутшăннă, унăн медальне тивĕçнĕ. Çак вăхăт хушшинче ял çыннисене хаçат-журнал, пенси укçи валеçес тĕллевпе миçе пин çухрăм утман пулĕ-ши вăл? Ахальтен мар ăна асăннă почта уйрăмĕ çичĕ хутчен Хисеп грамотипе чысланă. «Ĕç ветеранĕ» медаль те Римма Артемьевнăн пултарулăхне çирĕплетет. Сăмах май, мăшăрĕ Геннадий Максимович та колхоз ĕçне хастар хутшăннă çын. Вăл нихăш ĕçрен те пăрăнман.
Геннадий Максимов Китай çĕршывĕнче салтакра пулнă. Китай Халăх Республикин ертÿçи Мао Цзэдун пирĕн ентеше «Китайпа Совет Союзĕн туслăхĕ» медальпе наградăланă. Каярахпа, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулсан та, Геннадий Максимович «Знамя труда» колхозра хастар ĕçленĕ. Тĕрлĕ Хисеп хутне, медале тивĕçнĕ.
Римма Артемьевна ĕçе яланах вăхăтра çитнĕ. Кирлĕ хаçат-журнала, тĕрлĕ пособие, çырусене ял çыннисем патне çийĕнчех çитерме тăрăшнă. Почтальон сумки вара çăмăл пулман. Ун чухне хаçат-журнала чылай çын çырăнса илнĕ. Унсăр пуçне пĕр-пĕрин патне çырусем те çырнă. Уявсенче саламлă открыткăсен шучĕ те пулман.
Çырăнтару тапхăрĕнче те тухăçлă ĕçленĕ хĕрарăм. Вăл килĕрен киле çитсе ял çыннисене хаçат-журнал çырăнтарнă, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Çурлатăринче, Шаптакра, Малиновкăра Римма Артемьевнăна яланах кĕтнĕ. Хĕрарăм хăйĕн тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çавăнпах ĕнтĕ халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ.
«Пире уйрăмах ватă çынсем кĕтнĕ. Вĕсем интернет уçлăхĕнчи хыпарсене мар, хаçат-журналтисене хапăлласа йышăннă. Ку халĕ те çаплах. Хаçат-журнала ял çыннисем патне вăхăтра çитерме тăрăшаттăм. Сумка питĕ йывăрччĕ», — аса илет пулни-иртнине хĕрарăм. <...>
Геннадий МОИСЕЕВ.
Муркаш районĕ.
♦ ♦ ♦
Ял пулăшу кĕтет
Çемьере 4 ывăл ӳсрĕмĕр: иккĕн вăрçăччен çуралнисем, тепĕр иккĕшĕ — ун хыççăнхисем. Эпĕ асли пулатăп.Ял пурнăçне ачаранах хăнăхнăран, ĕçрен хăраманран, ĕçчен пулнăран атте-анне мана хăйсене пăхма яла хăварчĕ. Çакăншăн пачах та пăшăрханмастăп. Мĕн авалтан çын çĕрпе ĕçлесе хăйне анчах мар, çемйине те тăрантарнă.
Совет саманинче ялсем хăйсен юхăмĕпе аталанса пурăннă. Ача-пăчаллă çемьесене, яла юлма кăмăллакансене патшалăх хальхи пек ипотека пулăшăвĕ паман. Çул-йĕре юсама, шыв башнисем лартма, ФАП, клуб çурчĕсене çĕнетме нухрат уйăрман. Çав çулсенче хула çыннисене тӳлевсĕр хваттерсем панă. Анчах ял çыннисене пулăшмалли тата социаллă ыйтусене татса памалли укçа ăçта кайнă-ши?
Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çул хыççăн патшалăх тытăмĕ анчах мар, ял пурнăçĕн структури те, çынсен шухăш-кăмăлĕ те, йăла-йĕрке те тĕпренех улшăнчĕç. Çакă та мана шухăша ярать.
Палăртатăп: юлашки икĕ-виçĕ çулта патшалăх пулăшнипе ялти клуба çĕнетрĕç, тĕп урамри çула вак чул сарчĕç. Кăçал вара шыв башнине улăштарчĕç. Çавăн пекех тепĕр урамри çула вак чул сарма хатĕрленеççĕ. Çитес çул вара лавкка урамĕнчи çула пуçаруллă бюджетпа усă курса юсама хатĕрленетпĕр. Ку тĕлĕшпе малтан пуху ирттересшĕн.
Паллах, пурнăçра лайăххи те, япăххи те пулнă. Анчах тиркемешкĕн сăлтав çук. Урам тулли ача-пăча чупнă, кил карти выльăх-чĕрлĕхпе тулнă. Вĕсен сассипе ял-йыш савăннă. Халĕ вара çамрăксем ĕç çуккипе ют тăрăха кайса пĕтрĕç, ялсем пушанса юлчĕç. Çавна май ватă çынсен пурнăçĕ кичемленчĕ. Уявсенче те тунсăхласа ларатпăр. Тепĕр чухне иртнĕ пурнăçа кăмăлласа аса илетпĕр.
Ял çыннисем йăла-йĕркене çирĕп пурнăçласа пынă, ватти-вĕттине савăнма майсем туса панă. Тĕслĕхрен, вăрçă хыççăнхи çулсенче пурнăç çăмăл пулман: укçа-тенкĕ те, çиме çăкăр та çитсе пыман. Астăватăп: Çĕнĕ çул, çуралнă кун, ытти уяв ирттерме сăра вĕрететчĕç, аншарли юхтаратчĕç, шӳрпе пĕçеретчĕç. Мана Сурхури каç ялсем тăрăх çӳрекен пачăшкă ят хунă пулнă. Менелнике аттепе анне тăвансене, кӳршĕсене чĕнетчĕç. Хăналаннă хыççăн аслă кукка чи малтан ташлама тухатчĕ. Мана кăштах укçа паратчĕ те хăйпе пĕрле ташлаттаратчĕ. Ыттисем алă çупатчĕç. Çакăншăн эпĕ виçесĕр савăннă. Халĕ ялта çакăн пек савăнăçлă йăласем пĕтрĕç. <...>
Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ.
Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас