Хресчен сасси 25 (2964) № 28.06.2023

28 Çĕртме, 2023

Çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш патшалăх аграри университетĕнче 2022 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Енри «Агро - 100» клуб членĕсене - чи лайăх хуçалăхсене - чысларĕç.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов мероприятие уçнă май Федераци Канашĕнче иртнĕ Чăваш Республикин кунĕсене регион ĕçĕ-хĕлне, аталанăвне, умри çул-йĕрне тишкернине аса илтерчĕ. Правительствăра юлашки пилĕк çулта Чăваш Ен лайăх аталанса пынине палăртнă. Республика ертÿçисен сĕнĕвне - хăмла туса илессине аталантарассине, фермер продукцине суту-илĕвĕн ятарлă лапамĕсем урлă сутассине - ырласа йышăннă. Иртнĕ çул ял хуçалăх производствин индексĕ 117,6% танлашнă. Ял хуçалăхĕнче производство 36,3% ÿснĕ. Çакă патшалăх АПКна курăмлă тĕрев панипе, ял территорине аталантарма программăсем йышăннипе, производствăна ÿстерсе пынипе çыхăннă. Çавăн пекех Раççей ял хуçалăх банкĕпе ĕçлĕ çыхăну тытни те çитĕнÿсем тума пулăшать. Раççей ял хуçалăх банкĕн председателĕн çумĕ Денис Константинов каланă тăрăх, банк республикăри АПК отрасльне 69,1 миллиард тенкĕ хывнă, çав шутра сезон ĕçне пурнăçлама - 14,6 миллиард тенкĕ. 125 инвестици проектне пурнăçа кĕртме пулăшнă. Çав шутра 114-шĕ ĕçлет ĕнтĕ. Чăваш Ен Правительстви экономикăна инноваци мелĕпе аталантарнине - туянакан техникăна, производство об˜екчĕсене, выльăх, вăрлăх туяннăшăн субсидиленине - палăртрĕ вăл. «Агро-100» клуб членĕсене АПК валли хатĕрленĕ Раççейри пĕрремĕш цифра платформипе паллаштарчĕ, фермерсемпе предприятисене унпа çыхăнса ĕçлемеллине каларĕ. Вырăнти ял хуçалăх продукцине сарма фермер ярмăрккисем те пулăшаççĕ. Çак тĕллевпех Раççей ял хуçалăх банкĕ çĕршывра «Тутлă эрнекунсем» проект йĕркеленĕ. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта та фермер ярмăркки хута кайнă. Умра - Шупашкарта фермер агромаркетне тăвасси. Сергей Артамонов çавăн пекех АПК отраслĕнче пĕчĕк бизнеса тата фермер хуçалăхне пулăшасси регионта тĕп вырăнта пулнине пĕлтерчĕ. «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕн директорĕ Николай Васильев чи лайăх предприятисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене палăртнă чухне сухаласа акакан çĕр лаптăкĕсене, тупăшĕпе тухăçне, уйăхри вăтам шалăва тата ытти кăтартăва тĕпе хунине каларĕ. «Агро – 100» клуба вунă çул каяллах йĕркеленĕ. Хуçалăхсен кăтартăвĕсене тишкереççĕ, кирлех пулсан пулăшма, ыттисен паха опытне сарма тăрăшаççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Çамрăксемшĕн - пулăшу

«Земство тухтăрĕ» программăпа ăнăçлă ĕçлесе пыракан муниципалитетсенчен Шупашкар, Канаш тата Патăрьел округĕсене палăртмалла. Паян Шупашкар районĕн тĕп больницинче «Земство тухтăрĕ» программăпа - 48 специалист, «Земство фельдшерĕ» программăпа 18 специалист вăй хурать. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе сире те паллаштарас кăмăл пур.

Амăшĕн ыратăвне кура тухтăр профессине суйланă

«Вăл ырă кăмăллă, тимлĕ, яланах пулăшма хатĕр. Унăн чĕри ăшăлăхпа тулнă. Тухтăр пулмах çуралнă тейĕн», - теççĕ ун пирки пациентсем. Анастасия Киргизова - Патăрьел хĕрĕ. Вĕсен йăхĕнче медицина ĕçченĕсем пулман. Тухтăр пулас ĕмĕт 6-7-мĕш классенче, амăшĕ хытах чирлесе ÿкнĕ хыççăн, тĕвĕленнĕ. Тĕрĕс диагноз палăртманнине пула чир çывăх çыннине тепĕр хут çапса ÿкернĕ. Амăшĕ хĕрарăм чирĕпе аптăранă иккен. Кун хыççăн Настьăн акушер-гинеколог пулас шухăш тата хытăрах çирĕпленнĕ. Алманчăри вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă вăл. Вĕреннĕ чухнех хулари тĕрлĕ больницăра санитаркăра, медицина сестринче вăй хунă. Пĕррехинче, Шупашкарти Çурçĕр поликлиникинче ĕçленĕ чухне, ăна ĕçтешĕсем «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнма сĕннĕ. Анастасия Киргизова тăхтаса тăмасăр Шупашкар районĕн больницине çул тытнă. Çамрăка сăмахсăрах йышăннă. 2022 çулхи август уйăхĕнчен вăл ĕçе тытăннă. «Малтанах шиклентеретчĕ. Яваплăхĕ те пысăк-çке. Стационарта манăн 15 çын сывлăхне тĕрĕслесе тăмалла. Тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ кунта: шăнса пăсăлнипе те, çие юлнă хыççăн пепкене сыхласа хăварассипе те», - тăсăлчĕ калаçу çамрăк тухтăрпа.

Паян хĕрарăмсене çие юлманни, çие юлсан ача аталанманни те шутлаттарать. Çакăн çине экологи те, иммунитет та, организмри инфекцисем те витĕм кÿреççĕ. Анастасия Киргизова акушер-гинеколог сăмахĕпе, çамрăксен ача çуратасси патне шухăшласа пымалла. Хĕрĕн те, каччăн та малтанах кирлĕ анализсем памалла, хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Çак утăм варти пепке сывлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ача çуратнă хĕрарăмсен те гинеколог патĕнче çулталăкне пĕрре тĕрĕслевре пулмалла. Сывлăха çамрăкран упрамалла! Суйласа илнĕ профессипе хĕр-упраç кăмăллă. Кунсерен Шупашкартан ĕçе машинăпа çÿрет. «Земство тухтăрĕ» программăпа илнĕ укçапа хваттер туянма илнĕ кредита тÿлесе татнă, машина туяннă. Тата Анастасия Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче дежурствăра тăрать. «Ку пĕлÿ опытшăн питĕ кирлĕ», - тет вăл. Йывăр чухне ăна ĕçтешĕсем пулăшаççĕ. «Шупашкар районĕн больницине килсессĕнех никама та пĕлместĕм, палламастăм. Ĕçтешсем мана хăнăхса пычĕç, эпĕ - вĕсене. Пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупрăмăр. Манăн сылтăм алă - гинекологи уйрăмĕн медицина сестри Светлана Николаева. Вăл кашни пациентăн чир-чĕрне пĕлсе тăрать. Çамрăксен вара вĕренмелли, ăса илмелли тем чухлех. Ялта ĕçлеме хăрамалла мар», - канаш пачĕ ытти çамрăка Анастасия Киргизова. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Ялтах юлас кăмăллă

Анастасия Ермолаева Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех çынсене пулăшакан професси суйласа илес ĕмĕтпе пурăннă. Хими, биологи предмечĕсене кăмăлланă пике, олимпиадăсене те час-часах хутшăннă. Хими предметне вĕрентекен Валентина Бычкова педагога паян кун та ырăпа асăнать. «Шкул ачи чухнех медицина статйисемпе интересленеттĕм. Вĕсене хаçат-журналтан касса кăлараттăм та тетраде çыпăçтараттăм. 8-9-мĕш классенче тухтăр пулас ĕмĕт çуралчĕ. Тĕллев патне çирĕппĕн утрăм. Вĕренме кĕмешкĕн кирлĕ предметсене тарăннăн ăса хыврăм», - пайланчĕ Анастасия.

Алла аттестат илсен Анастасия Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă. Диплом илнĕ хыççăн 2016 çулта Çĕнĕ Шупашкарти хула больницине гастроэнтеролога вырнаçнă. Пĕрремĕш ĕç кунĕ питĕ хумхануллă иртнипе асра юлнă. Декрет хыççăн çуралнă тăрăхне ĕçлеме килес шухăш çуралнă. Малтанах Шупашкар районĕн больницин кадрсен пайĕпе çыхăннă, ваканси пуррипе çуккине ыйтса пĕлнĕ. Куçа-куçăн курса калаçнă хыççăн çамрăк специалиста ĕçе йышăннă. 2021 çултанпа вăл «Земство тухтăрĕ» программăпа Шупашкар районĕн поликлиникинче ĕçлет. Программа шайĕнче унăн тата 3 çул вăй хумалла. «Манăн ку больницăрах ĕçлеме юлас шухăш пур. Ку тăрăха аван пĕлетĕп, пациентсене те паллакан пултăм, кам мĕнпе чирленине, сиплеве мĕнлерех йĕркелемеллине пĕлсе çитрĕм», - шухăш-кăмăлне уçрĕ çамрăк специалист. Пĕлтĕртен ăна профпатологи енĕпе ĕçлеме те шанса панă. «Гастроэнтерологи - çăмăл мар, çав хушăрах интереслĕ професси. Тухтăртан хăçан пулăшу ыйтмалла? Хырăм ыратнине чăтмалла мар, тÿрех тухтăр патне пымалла», - сĕнчĕ тухтăр. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.