«Хресчен сасси» 25 (2913) № 29.06.2022

29 Çĕртме, 2022

Юратупа туслăх уявĕ

Республика кунĕ мероприятирен пуян пулчĕ. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ те кĕрлерĕ. Ăна тĕп хулари «Амазони» этнопаркра йĕркелерĕç.

Уява 13 регионтан 16 ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене паллаштарчĕ. Акă, Пушкăртстанри Пелепей хулинчи «Илем» ансамбль Акатуя темиçе хутчен те килнĕ. «Çул инçе пулсан та Шупашкара çитес килет. Çитменнине, эпир çамрăках та мар. Апла пулин те чун туртать Чăваш Ене. Пĕтĕм чăваш уявне епле килмĕн-ха? Тус-тăванпа курнăçма, йăхташсемпе паллашма яланах хавас. Çавăнпа та куç курнă, ура утнă чухне килетпĕрех Шупашкара», — терĕ Нина Никитина ертӳçĕ. Сăмах май, «Илем» ушкăн 30 çула яхăн вырăнти йăхташсене юрă-кĕвĕпе савăнтарать. Питĕрти «Парне» ушкăн ертӳçи Татьяна Ильина та çак шухăшах çирĕплетрĕ. Вăл, Йĕпреç районĕнче çуралса ӳснĕскер, тăван тăрăха нимĕнпе те улăштарма çуккине палăртрĕ. «Чăваш Ене килсен чун савăнать, вăй кĕрет», — пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне. Уяв пин-пин çынна пуçтарчĕ. Республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ ентешсем кил картисем йĕркеленĕ. Çакăнтах ал ăстисен куравĕсем ĕçлеççĕ, йăла-йĕркепе паллаштараççĕ. Етĕрнесем, сăмахран, ачана ят хунине сăнларĕç.

Акатуй кăçалхипе вуннăмĕш хут иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Уяв ячĕпе саламланă май вăл ял хуçалăх ĕçĕнче палăрнă пултаруллă ĕçченсене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль 30-мĕш хут иртрĕ. Чир-чĕр алхаснăран юлашки икĕ çул ăна онлайн мелĕпе йĕркеленĕ. Кăçал уява 10 регионтан пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Енре пурăнакансене 200 ытла артист саламларĕ.

30 çул хушшинче çак фестивале 30 регионти 10 пин ытла артист хутшăннă. Вăл «Атăлçи çăл куçĕсем» ятран пуçланнă. Унта малтан виçĕ ушкăн çеç куракансене хăйĕн юрри-кĕввипе савăнтарнă. Халĕ вăл Раççейри халăх пултарулăх ушкăнĕсене пĕрлештерет.

Асăннă фестиваль икĕ куна тăсăлчĕ. Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориадине Чăваш Ен пĕрремĕш хут ирттерчĕ. Ăна Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне халалланă.Унта 76 регионтан пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç.

Фестивале килнисем Республика тӳремĕнчен пуçласа уявăн тĕп сцени патне савăнăçлă лару-тăрура утрĕç. Уяв программи анлă пулчĕ: ăсталăх класĕсем, «çавра сĕтелсем» йĕркелерĕç, Чăваш Ене килнĕ хăнасене чăваш йăли-йĕркипе паллаштарчĕç.

Çĕршыври ал ăстисен «Руç ăстисем» конкурсĕ 20-мĕш хут иртрĕ. Тĕрлĕ регионтан 48 ăста килсе çитнĕ унта. Вĕсен шутĕнчех йывăçран, тăмран тĕрлĕ хатĕр, тетте ăсталакансем, пир-авăр тĕртекенсем, йывăçран эреш касакансем пур. Фестиваль ал ăстисене пĕр-пĕринпе паллашма, çыхăнусем йĕркелеме май парать. Канаш районĕнче пурăнакан Николай Димитриев йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларас тĕлĕшпе ĕçлет.

«Малтан ӳкерсе хатĕрлетĕп, кайран эреш касса кăларатăп. Хам ăсталанă япалана тăвансене, пĕлĕшсене парнелеме те аван», — терĕ арçын. Конкурса хутшăннисем кашниех сертификат илме пултарчĕ. Чи пултаруллисем тĕрлĕ номинацире çĕнтерчĕç. Сăмахран, тĕрлес енĕпе — Елена Зинина /Липецк облаçĕ/, пир тĕртес тĕлĕшпе Галина Стрелкова /Киров облаçĕ/ мала тухрĕç, пир пукане ăсталассипе Ирина Тарасенко /Тюмень облаçĕ/ палăрчĕ.

Чăваш хăмлин малашлăхĕ пур

Пĕтĕм çĕршыври «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ — 2022» фестивале уявланă май Чăваш патшалăх аграри университетĕнче республикăра хăмла туса илессине аталантарассипе «çавра сĕтел» иртрĕ. Çивĕч калаçăва РФ Ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Евгений Андреянов, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Аграри, çут çанталăк пурлăхĕпе экологи комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов, «Русхмель» обществăн директорсен канашĕн председателĕ Алексей Ванюшин, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, республикăри хăмла туса илекен хуçалăхсен ертӳçисем, яваплă ытти çын хутшăнчĕç.

«Çавра сĕтел» хушшинчи тĕп ыйту — санкции тапхăрĕнче Чăваш Енре хăмла туса илессине аталантарасси. Ларăва хутшăннисем культура лаптăкне пысăклатма хавхалантармалли мелсене, сăра, фармацевтика завочĕсене вырăнти хăмлапа тивĕçтерессине сӳтсе яврĕç.

Чăваш Енре 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче «симĕс ылтăн» 1,5 пин гектар йышăннă. 1980 çулсенче вара 3,5 пин гектара çитнĕ. Техĕмлĕ сортсене заводсем хаваспах туяннă. Çак культура хуçалăхсене пысăк тупăш кӳнĕ. 1990 çулсен çурриччен çĕршыв сăра завочĕсене чĕр таварпа туллин тивĕçтернĕ. Раççейре культурăна туса илнĕ çĕрте чăваш хăмлин тӳпи 82% пулнă. Ăна пурĕ 11 регионта çитĕнтернĕ. Рынок тапхăрне куçнă май пахчасем пушанма тытăннă. Тавар япăх сутăннăран хуçалăхсем тупăшлăрах культура акма-лартма пуçланă. 2020 çул тĕлне республикăра вăл 200 гектара яхăн юлнă. Çав шутра çимĕç параканни — 100 гектар.
Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 1990 çулсенче эпир 3 пин тонна ытла хăмла туса илнĕ, халĕ — 200 тонна ытларах. Раççейри ют çĕршывсен сăра компанийĕсем хăйсен чĕр таварĕпе усă курни, рынокра импорт калăпăшĕ ӳсни те вырăнти отрасле ура хунă. Хальхи вăхăтра лару-тăру улшăннă. Санкци кĕртнĕ, чикĕсем хупăннă май рынокра «симĕс ылтăн» çителĕксĕрри сисĕнет. Çĕршывра вара çулсерен 9 пин тоннăна яхăн чĕр тавар кирлĕ. Сăра завочĕсем вырăнти хăмлаçăсене патшалăх енчен пулăшма, отрасле аталантарма программăсем йышăнма ыйтаççĕ. Импорта хамăрăн таварпа улăштарма вăхăт çитнĕ.

— 1990 çулсенче хăмла отрасльне хамăр та пĕтертĕмĕр. Хăмла татса пуçтармалли, типĕтмелли техникăна хуçалăхсем сутрĕç е тимĕр-тăмăра ăсатрĕç. Халĕ çĕннине туянсан та 15-16 çултан çеç тăкака саплаштарса тупăш кӳме тытăнĕ. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри — çак тапхăра икĕ хутчен кĕскетесси, отрасльте кирлĕ техникăна Раççейре хатĕрлесе кăларасси. Хăшне-пĕрне ют çĕршывран та илсе килĕпĕр. Условисем туса парсан ытти региона та пулăшма, хăмла отрасльне пĕрле аталантарма пултарăпăр, — палăртрĕ Сергей Артамонов. <...>

Валентина ПЕТРОВА, Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Ĕçченлĕх – ăруран ăрăва

Чăваш хĕрарăмĕ… Санăн черчен аллу пурнăçра мĕн кăна курман-ши? Вăхăтра тырă акмалла, вырмалла, сăвăрмалла, авăртмалла, ăна пӳлмене кĕртмелле. Унсăр пуçне тата мĕн чухлĕ ытти ĕç! Уйăх çутипе ĕçе пикенетĕн те хĕвел ансан çеç пушанатăн. Тырăпа тулнă йĕтем çинче те эсех тăрăшатăн, хĕрарăм. Кунран-кун çитĕнӳ тума васкатăн эсĕ.

Çакăн пек ĕçчен те сăпайлă, патвар хĕрарăмсенчен пĕри Лукария Раськина пулнă. Вăл 1914 çулхи Пукравра кун çути курнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ялти мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Лукария аппа тăтăшах хуçалăхри йывăр ĕçсене пурнăçланă. Йĕтем çинче тырă алланă вăхăтра вăл тулли миххе пĕчченех çĕкленĕ. Пушă вăхăтра кил хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх валли армана çăнăх авăртма илсе кайнă. Утса мар, чупса ĕçленĕ çамрăк хĕрарăм. Ыттисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă.

Вăрçă пуçланнă çул çĕр улми кăларичченех юр çуса лартнă. Çавна май ана çинче пĕрисем шăпăрпа юра шăлса пынă, теприсем йăранти тымар çимĕçе кăларнă. Унта та Лукария Ефремовна ыттисенчен уйрăлса тăнă. Халăха хавхалантарса ĕçлеме пулăшнă. Пултарулăхĕпе хастарлăхне кура ăна çăмăл мар ĕç шанса панă: фронтрисем валли чăлха-нуски çыхма хуп сӳмелле, типĕтмелле. Çак яваплăха та вăл чун-чĕререн пурнăçланă.

1943 çулта Нăрваш Шăхалĕнчи Назарпа Лукария Раськинсен çемйине «çĕнĕ кайăк» хутшăннă. Хĕрачана Суня ят хунă. Амăшĕ ăна та ачаранах ĕçе вĕрентнĕ.

Хĕр çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсанах колхозри ĕне фермине вырнаçнă. Дояркăра ĕçлеме çăмăл пулман, çапах та мĕн пур вăйран тăрăшнă вăл. Ун чухне сĕт йӳçĕхесрен флягăсене каçхине çырмари шыва лартмалла пулнă. Ирхине вара лаша ураписем çине тиесе Турхана леçнĕ. Май уйăхĕнче ĕне выльăха çуллахи лагере ăсатнă. Вăл ялтан аякра, Упамса вăрманĕнчех вырнаçнă. Шăпах çакăнта вăй хунă вăхăтра София Назаровна районти ăмăртура мала тухса куçса çӳрекен вымпела илме тивĕçнĕ. Вăл кашни ĕнерен сĕт сăвассипе республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Каярахпа ăна «Труд» хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.

1967 çулхи декабрь уйăхĕнчи сивĕ пурне те хăратнă. Суня аппашăн вара чи савăнăçлă та «ăшă» кунсем шутланнă. Çемьене ывăл килсен вăл çав тери савăннă. Коля кунпа мар, сехетпе ӳснĕн туйăннă кукамăшĕпе амăшне. Ачаранах унăн аллинчен пуртă-мăлатук кайман. Кӳршĕри Петĕрпе Энтри тете те арçын ачаран тĕлĕннĕ. «Ывăлун пуласлăхĕ пысăк…» — тенĕ кӳршĕ-аршă ун чухнех Кольăна хак парса. <...>

Роза ПАВЛОВА, Светлана ФРОЛОВА, РФ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.

Патăрьел районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.