- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 24 (2963) № 21.06.2023
Экспорта тухасшăн
Чăваш Енри Апат-çимĕç фончĕ республикăри ял хуçалăх таварне туса илекенсемпе тата фермер хуçалăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çак çыхăну çулсерен çирĕпленсе, аталанса пырать.
Предприяти аграрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать: вĕсем туса илнĕ продукцие вырнаçтарать, чĕр тавара йышăнса уншăн удобренипе тата çунтармалли-сĕрмелли материалпа татăлать. Аукционсене хутшăнса бюджет учрежденийĕсене /шкулсене, ача сачĕсене, больницăсене/ паха продукципе, пахча çимĕçпе, кĕрпепе, ашкакайпа тивĕçтерет. Апат-çимĕç фончĕ уйрăм хуçалăхсемпе те ĕçлет. Ун валли тивĕçлĕ документсем çеç кирлĕ. Предприяти ял хуçалăх продукцине тÿррĕн туянать, кирлĕ пулсан машина та уйăрать, тырра типĕтсе пама, упрама, тасатма та майсем пур. Паян фонд харпăрлăхĕнче — 9 склад. Унта тыр-пул кăна мар, çĕр улмипе пахча çимĕç те вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех управсене арендăна та илме пулать.
Çурхи тата кĕрхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме Апат-çимĕç фончĕ вырăнти аграрисене минерал удобренийĕсемпе, сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе тивĕçтерме яланах хатĕр. Çуркунне фонд хуçалăхсене удобрени тÿлевсĕрех парать, кĕркунне уншăн тырăпа тÿлесе татма пулать. Им-çам ассортименчĕ те ÿссе пырать. Паян предприяти çĕр ĕçченне 13 тĕрлине сĕнет: аммиак селитринчен пуçласа хутăш удобрени таранах. Хуçалăх ертÿçисем лайăх пĕлеççĕ: вĕсемпе усă курни çĕр пахалăхне ÿстерет, тухăçа витĕм кÿрет.
Предприяти Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса тахçанах ят-сум çĕнсе илнĕ. Награда та сахал мар унăн. Акă, сăмахран, 2021 çулта Апат-çимĕç фондне тÿрĕ кăмăллă поставщиксен реестрне, шанчăклă предприятисен рейтингне, Раççейри чи лайăх 100 предприяти-организаци йышне кĕртнĕ. Унсăр пуçне фонд «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурсăн регионти тапхăрĕнче çĕнтерсе федераци шайĕнчине хутшăннă. Пĕтĕм çĕршыври «Ылтăн кĕркунне» куравра Апат-çимĕç фончĕ кăларакан кĕрпесем пахалăхлă та экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине çирĕплетнĕ. 2019 çулта предприятире кăларакан пăри кĕрпи икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Икĕ çул каялла вара «Ылтăн кĕркунне» куравран кун йышши çичĕ медальпе таврăннă. Вăл «Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç продукцине туса илнĕшĕн» номинацире çĕнтернĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Грантсем аталанма тĕрев параççĕ
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем валли Чăваш Енре тĕрлĕ енлĕ грант пулăшăвĕ пăхса хăварнă. Акă, сăмахран: «Агростартап», çемье фермисем, кооперативсем, «Агропрогресс». Кăçал хуçалăхăн пĕчĕк формисене пулăшу кÿме 345 миллион тенкĕ тăкаклĕç.
Грант пулăшăвĕсенчен чи анлă сарăлни — «Агростартап». Фермерсене хăйсен ĕçне йĕркелемешкĕн пулăшма бюджетран 121,2 миллион тенкĕ уйăрĕç. Кăçалхи конкурс çĕнтерÿçисем паллă. Мала тухнисен йышĕнче — 35 бизнес-план. Грант хуçисен палăртса хунă ĕçсене çитес пилĕк çуллăхра пурнăçа кĕртмелле. Фермерсенчен 13-шĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн, тепĕр 22-шĕ\ÿсен-тăранпа ĕçлесшĕн. Проекта пурнăçланă чухнехи тăкаксен 90 проценчĕ таран патшалăх саплаштарĕ. Фермерсен грантпа 18 уйăхра усă курмалла. Унăн виçи — 3 миллион тенкĕ таран. Енчен те ăна тивĕçекен ял хуçалăх кооперативĕнче тăрать пулсан унăн калăпăшĕ тепĕр 1 миллион тенкĕ ытларах. Фермер тивĕçнĕ укçана кооператив пурлăх никĕсне çĕнетме усă курать. Сăмахран, управсемпе производство пÿлĕмĕсем йĕркелеме, ял хуçалăх техникипе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен хатĕр туянма. Кăçал конкурса пĕтĕмпе 88 заявка панă. 76 çынпа комисси куçа-куçăн курса калаçнă.
Патшалăх пулăшăвне илмелли йĕрке улшăнман. Конкурса хутшăнас текенсен бизнес-план хатĕрлесе ЧР Ял хуçалăх министерствине документсемпе пĕрле заявка тăратмалла. Грант илме хресчен-фермер хуçалăхĕсем те, харпăр хăй предпринимательсем те пултараççĕ. Налук органĕнче маларах регистрациленмен пулсан конкурсра мала тухнă хыççăн пĕр уйăхра çак ĕçе туса ĕлкĕрмелле. «Агростартапа» виçĕ çул таран предприниматель пулса ĕçлеменнисем, хăйсен ĕçне тин пуçаракансем кăна хутшăнаяççĕ. Ку йыша социаллă тÿлев илнисем кĕмеççĕ. Республикăран субсиди илнĕ хăй тĕллĕн ĕçлекенсем тата хресченфермер ĕçĕпе маларах вăй хурса пĕр хушă ĕçлемен, анчах та çак тапхăрта ЧР Ял хуçалăх министерстви паракан грантсемпе е субсидисемпе усă курнисем те, тупăшуран тухса ÿкеççĕ. Конкурса кирлĕ документсем тăратнă, тĕрлĕ енĕпе чи пысăк балл пухнисем вара мала тухаççĕ. Хутшăнакансен йышĕнче ял-салара пурăнакансем анчах мар, поселоксемпе пĕчĕк хуласенче вăй хуракансем те пур.
Гранта тивĕçекенĕн ĕç вырăнĕ йĕркелесси пирки те шутламалла. Енчен те «Агростартап» грант виçи 2 миллион е ытларах тенкĕпе танлашсан фермерăн икĕ çынна ĕçпе тивĕçтермелле. 2 миллион тенкĕрен сахалрах тăк – пĕр çын çителĕклĕ. Çемье фермисенче хуçалăх ертÿçине шутласа иккĕ е ытларах çын пулмалла. Халĕ кашни 10 миллион тенкĕ пуçне пĕр ĕç вырăнĕ йĕркелеме ыйтаççĕ. Çакă ял хуçалăх кооперативĕсене те пырса тивет. Çемье фермисем грант укçипе çĕр лаптăкĕ туянма пултараççĕ. Кăçал «Çемье ферми» грант фончĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 59,1 миллион тенкĕпе танлашать. Çĕнтерÿçĕсене 12-15 миллион тенкĕ таран уйăрса парĕç. Вĕсем Патăрьел, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри округĕсенче пурăнакан, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекен тăватă фермер. Конкурса пурĕ 27 çын хутшăннă. <...>
Нина СТЕПАНОВА
♦ ♦ ♦
Ырă чĕреллĕскер
Зинаида Тунейкина медицина сестри Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Акчикассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер сывлăх сыхлавĕнче — 23 çул. «Çынсене пулăшасси — пирĕн тĕп тивĕç», — тет.
Медицинăри пĕрремĕш утăмсене вăл Свердловск облаçĕнчи пĕр больницăран пуçланă. Унта вăл вырăнти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăй хунă. Ун чухне Чăваш Енрен харăсах пилĕк хĕр-упраç урăх хулана çул тытнă. Вĕсен йышĕнче Зинаида та пулнă. — Коллективра пире ăшшăн йышăнчĕç. Пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пурăнтăмăр. Пациентсем пире, аякран килнисене, пĕрмай пахча çимĕçпе сăйлатчĕç. Пурăнма общежитире вырăн пачĕç. Туслă та хаваслă иртрĕ çав вăхăт. Хăшĕ-пĕринпе халĕ те çыхăну тытатăп, — иртнине аса илчĕ Зинаида Зиновьевна. Виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн шурă халатлă медицина сестри тăван тăрăха таврăннă. Чунĕ Чăваш Енех туртнă унăн. Пĕр хушă Республика больницин гематологи уйрăмĕнче ĕçленĕ. Кайран — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мишеркассинчи «Василек» ача садĕнче. 2020 çулта Зинаида Тунейкинăна Акчикассинчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме йыхравланă. «Ун чухне пациентсене вырăнти клубра йышăнаттăм. Çурчĕ кивĕччĕ, сивĕччĕ. Паян условисем лайăх: ФАПра çутă, хăтлă, ăшă. Тухтăрсем валли тĕрлĕ пÿлĕм пур», — терĕ вăл. Пурăна киле Акчикассинчи ФАП çумне Ваçкаçырминчи пункта та çирĕплетнĕ. Ун чухне Зинаида Тунейкина патне 900 ытла çын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме çÿренĕ. Паян халăх йышĕ чакнă. Пĕтĕмпе 600 çын. — Ялта ытларах аслă çултисем пурăнаççĕ. Вăрăм ĕмĕрлисем те пур. Акă, пĕри çĕр çултан та каçнă, тепри пĕр ĕмĕре çывхарать. Яла çамрăксем пĕтме памаççĕ. Амăшĕн капиталĕпе усă курса çурт лартакансем те пур. Сăмахран, Акчикассинче пурăнакан Андрейпа Светлана Мачуженкăсем. Вĕсен ултă ача: виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл. Ялта пурăнма юлакансен йышĕ чакса пыни шутлаттарать паллах. Сăлтавĕ ĕç шырама пысăк хуланалла туртăннипе çыхăннă, — терĕ медицина ĕçченĕ. Зинаида Тунейкина ĕçлекен Акчикассинчи пунктра тухтăрсене ĕçлемелли, пациентсене йышăнмалли условисем, чăнах та, аван. Хĕрлĕ Чутай округĕнчи тĕп район больницинчен кунта Лилия Яндушкина тата Любовь Ярайкина тухтăрсем пĕрмаях килсе çÿреççĕ. Шупашкартан онколог, кардиолог çитеççĕ. «Ялти халăха диспансеризацие явăçтарма тăрăшатпăр. Ăна вăхăтра тухни чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма, унран тухăçлă сипленме май парать. Пĕлтĕр, сăмахран, пĕтĕмпе 250-а яхăн çын диспансеризаци тухнă. Кăçал çак ĕç малалла пырать», — пĕлтерчĕ вăл. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас